Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Алексей Иванов.
Алексей Иванов.

Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ.

Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов.

 

Политика

Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министр ҫумне Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.

792-р номерлӗ ӗҫлӗ хутра министр ҫумне мӗншӗн ведомствӑри пукансӑр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Йышӑнӑва премьер-министр паян алӑ пуснӑ, хыҫҫӑнах ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫапах та официаллӑ ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем калани тӑрӑх хакласан, министр ҫумӗпе министрпа ӑнланманлӑх пулнӑ имӗш.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑччӗ. Ӑна пӗлекенсем калашле, пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне 25 ытла сӑнар калӑпланӑ. Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.

 

Хулара

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.

Ларура 3 асӑрхаттару пулнӑ, 13 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 6200 тенкӗлӗх. Йӗркене пӑсни ҫук тесе 2 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, тепӗр 2 ӗҫе тӗплӗнрех пӑхса тухма янӑ.

2 ҫамрӑка профилактика шутне тӑратма йышӑннӑ. 4 ҫамрӑкпа тата япӑх лару-тӑрури 5 ҫемьепе (вӗсенче 8 ача ӳсет) профилактика ӗҫӗ ирттерме палӑртнӑ.

Лару пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 6 ҫамрӑка тата 2 ашшӗ-амӑшне тухтӑр нарколог патӗнче сипленме янӑ. Вӗсенчен 1 ҫамрӑкӗ унта пӗрремӗш хут каймасть. Пӗр ачан ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарасси пирки каланӑ, ку тӗлӗшпе документсем пухма ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45384
 

Апат-ҫимӗҫ

Ӗпхӳре шеф-поварсем тупӑшнӑ. Пирӗн кулинарсем унта малти вырӑнсене йышӑннӑ, жюрие наци апат-ҫимӗҫӗпе тӗлӗнтернӗ.

Кӗҫех Пӗтӗм тӗнчери поварсен кунӗ ҫитет. Ҫавна май Ӗпхӳре ҫак професси ҫыннисен тупӑшӑвӗ иртнӗ. Унта 170 ытла специалист тупӑшнӑ.

Чӑваш Ен кулинарӗсене ЧР Кулинарсен ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный ертсе пынӑ. Вӗсем фестивальтен наградӑсемпе таврӑннӑ.

Ирина Щетинина кулинар «Арт-класс» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Красноармейски районӗнчи ушкӑн карвинг енӗпе иккӗмӗш пулнӑ. Вӗсем наци апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавӗнече те кубокпа диплом ҫӗнсе илнӗ. «Шеф-поварсен тупӑшӑвӗ» номинацире Сергей Абрамов виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45375
 

Хулара

Шупашкарта Мускав проспектӗнче общество транспорчӗн чарӑнӑвне куҫарнӑ. Малашне «Афанасьев урамӗ» чарӑну И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хими факультечӗн корпусӗ патнерех пулӗ.

Ҫакна мӗн тӗллевпе тунӑ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнӑва куҫарни «час пик» вӑхӑтра пӑкӑран хӑтӑлма пулӑшӗ. Тата акӑ мӗн интереслӗ: иртне ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче «Афанасьев урамӗ» шӑпах ҫав вырӑнта пулнӑ-мӗн.

Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ маршрутчиксене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса ҫӳреме ыйтать. Астӑвӑр: ҫынсене чарӑнура ҫеҫ антарса хӑварма юрать. Ку йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 3-5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45380
 

Раҫҫейре

Кӑҫал Раҫҫейре фанфурик сутма чарнӑ. Чӑваш Енре те ку енӗпе йӗрке ҫирӗп. Нумаях пулмасть Роспотребнадзор ку чарӑва малалла тӑснӑ. Ку сӗнӗве РФ Правительстви те ырланӑ.

Роспотребнадзор юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче фанфурик сутма чарасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл 180 кун вӑйра пулӗ.

Фанфурик сутса чарнӑ хыҫҫӑн спиртлӑ шӗвексем чӑнах та сахалрах сутӑннӑ. Ҫапах ку йӗркене пӑсакансем пур, фанфурике вӑрттӑн ярӑнтараҫҫӗ. Чару хыҫҫӑн алкогольпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗслӗх те сахалланӑ.

Сӑмах май, унчченхи чару срокӗ юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтнӗ. Кун хыҫҫӑн фанфурик каллех сентре ҫине таврӑнма пултарнӑ. Анчах чару йышӑнни ҫакна тума май памӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнче 70 ытла фанфурик ӗҫсе вилнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫак шӗвеке сутма чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45385
 

Пӑтӑрмахсем

Мускав облаҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна тытса чарнӑ, ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫав ҫын федераци шыравӗнче пулнӑ. Чӑваш Енре ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Вӑл вӑрланӑшӑн ҫакланнӑ.

Арҫынна Мускав облаҫӗнчи Котельники хулинче тытса чарнӑ. Конвойпа ӑна ШӖМӗн Вӑрнарти уйрӑмне илсе ҫитернӗ.

Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн федераци шыравне панӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнче преступлени тунӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Хайхискер тӑванӗсем патне хӑнана килсен ялти пӗр ҫыннӑн килне кӗрсе телевизор вӑрланӑ.

Вӑрланӑ япалана тупнӑ, вӑрӑ вара тарса ҫухалнӑ. Оперативлӑ ушкӑн Мускав облаҫне кайса вӑл регистрациленнӗ ҫурта тӗрӗсленӗ, анчах ҫав вӑхӑталла арҫын ҫапкаланчӑка тухнӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45387
 

Чӑвашлӑх

Красноярск крайӗнчи патшалӑхӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ӑсталанӑ наци пуканисен куравӗ уҫӑлӗ. «Кукла в национальной одежде» (чӑв. Наци тумӗллӗ пукане) курав чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗ.

Унта вырӑс, украин, тутар, нимӗҫ, поляк, белоруҫ, эрмен, кӑркӑс, долган, эвенк, ненец, якут тата ытти халӑх пуканисене кӑтартӗҫ.

Хитре наци тумтирне кӑтартакан курава ҫамрӑк та пултаруллӑ ал ӑстисене палӑртас, Красноярск крайӗнчи наци нумай енлӗхӗпе (унта 150 ытла наци пурӑнать) паллаштарма йӗркелеҫҫӗ.

Ӑмӑртӑвӑн финалне чӑваш пукани те тухнӑ. Татьяна Каримован пукани —

ҫиччӗмӗш номерлӗ. Уншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла: http://ddn24.ru/news?id=238. Сасӑлама страницӑн аялти пайне куҫмалла.

 

Культура

«Паян ирпе маншӑн кӗтмен япала пулчӗ», — тесе ҫырнӑ эрнекун Фейсбукра Алексей Кряжинов журналист тата ҫыравҫӑ.

Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн проза секцийӗ ӑна асӑннӑ пӗрлешӗве сӗнме йышӑннине хыпарланӑ иккен. Проза секцийӗ сӗнине кура Алексей Кряжинов кандидатурине ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухать иккен.

«Вуланӑ хыҫҫӑн савӑннипе чӗре кӑкӑртан сиксе тухатчӗ», — йӗкӗлтешет ҫыравҫӑ тата журналист пӗрлешӳсен пайташӗ пулма тата хисеплӗ ятсене хирӗҫҫине палӑртса.

Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулас тесен йыша кӗме 5 пин тенкӗ тӳлемелле иккен, кайран уйӑхсерен — 200-шер тенкӗ. Алексей Кряжинов палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх, пичетленнӗ хайлавсен шучӗ тата ытти те пӗлтерӗшлӗ мар иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: