Хулара
![]() Кӑҫал ҫулла Шупашкарта транспорт шутне чакарасшӑн. Ку ыйту пирки Шупашкар хула администрацийӗнче ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ ҫавра сӗтелте калаҫнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗп хулара 532 транспорт таран чакарӗҫ. Вӗсен йышӗнче 128-шӗ – маршрутка. Вӗсем вырӑнне вӑтам тата пысӑк класлӑ автобуссем ҫынсене илсе ҫӳреме тытӑнӗҫ. Маршрутсен схемине, номерӗсене те улӑштарӗҫ. Пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене те пӗтерӗҫ. Палӑртмалла: хулара кунсерен 756 транспорт ҫӳрет. Куллен ҫӳрекен 488 маршрутка «пик» сехетсенче лӑк туллиех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Марискин Улатӑр районӗн судӗнче асӑннӑ хула администрацине ертсе пынӑ Михаил Марискин тӗлешпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Ҫакна «Коммерсант» хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Судра Михаил Марискинсӑр пуҫне унӑн экс-ҫумӗн Олег Добрынкинӑн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн экс-ертӳҫин Елена Басюкӑн тыткаларӑшне тишкереҫҫӗ. Улатӑрти районсем хушшинчи прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи Александр Емельянов Михаила Марискина РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйипе, тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн, 10 эпиоздпа айӑпласа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха ӑсатма, влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме чарма ыйтнӑ-мӗн. Суда материалсем 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсакан организацисене Михаил Марискин 2008–2009 ҫулсенче 34,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ, лешсем ӗҫне пурнӑҫламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккунпа килӗшсе тӑман ытти ӗҫпе те вӑл аппаланнӑ тесшӗн. Михаил Марискин хай айӑпне йышӑнман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пӗрлехи 103 номерпе килекен шӑнкӑравсем валли call-центр ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур халӑха пулӑшу парӗ. Халӗ 103 номерпе шӑнкӑравласан пурте пӗрлехи call-центра лекеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн унта ӗҫлекенсем пациент пурӑнакан вырӑна ҫывӑх вырнаҫнӑ васкавлӑ медпулӑшу бригадине ярӗҫ. Ҫавӑн пекех программӑпа техника пулӑшнипе Чӑваш Енре пурӑнакансен 95 проценчӗ 30 ҫеккунт хушшинче пӗрлехи call-центра шӑнкӑравласа ҫитме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ. Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет. Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 2018 ҫула республикӑра Иван Яковлев ҫулталӑкӗ тесе йышӑнма палӑртнӑччӗ, анчах темле сӑлтава пула хушӑва алӑ пусман. Кӑҫал Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет, ҫавна май ака уйӑхӗн вӗҫӗнче мероприятисем иртӗҫ. Уяв мероприятийӗсем акан 24-25-мӗшӗсенче темиҫе лапамра иртӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Константин Иванов» спектакле кӑтартӗҫ. Тепӗр кунхине чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗсем, культура тата вулавӑш тытӑмӗсенче ӗҫлекенсем валли вӗренӳ семинарӗ иртӗ. Унтан ҫавра сӗтел йӗркелӗҫ. Вӑл Чӑваш тӗррин музейӗнче иртӗ. Кун хыҫҫӑн хӑнасем Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев палӑкӗ умне пухӑнӗҫ. Унта флешмоб иртӗ. Тӗп мероприятисем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗлтӗр ҫуркунне мотоциклист Шупашкарти База проездӗнче ҫул ҫинчи шӑтӑка пырса тӑрӑннӑ та «тимӗр урхамахне» сиенлетнӗ. Кун хыҫҫӑн шӑтӑка виҫнӗ. Вӑл 1,1 метр тӑршшӗ, 90 сантиметр сарлакӑш, 14 сантиметр тарӑнӑш пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн вара сарлакӑшӗ 60 сантиметртан, тӑршшӗ 15 сантиметртан, тарӑнӑшӗ 5 сантиметртан ытларах пулмалла мар. Экспертиза «Ямаха» мотоцикла юсамашкӑн 193 пин те 717 тенкӗ кирлӗ тесе палӑртнӑ. Вӑл вӗр ҫӗнӗ пулманнине кура – 71 пин те 800 тенкӗ. Мотоциклист ҫак укҫана ку ҫула пӑхса тӑракан организацирен суд урлӑ ыйтнӑ. Суд мотоциклист майлӑ пулнӑ. Судья организацирен 71 пин те 800 тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экспертиза тунӑшӑн – 2500 тенкӗ, ытти расхутшӑн 9 пин ытла тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Иртнӗ эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку кӑтарту чи пысӑкки пулнӑ. Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ҫуркуннехи каникула тӑсма пултарасси пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн эпидемтӗрӗслев тата санитари сыхлавӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов халӗ чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленме тытӑннине палӑртнӑ. Эппин, каникула тӑсмӗҫ, ачасем вӗренме кайӗҫ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти шкулсенче вӗренекен 2349 ача чирлет. 39-мӗш тата 42-мӗш шкулсенчи икӗ класа ҫеҫ карантина янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнисем хӑйсен пӗлӗвне малалла тӗрӗсленӗ. Ӗнер Шупашкарти 48-мӗш шкула общество пӗлӗвӗпе тата литературӑпа экзамена пуҫтарӑннӑ. Общество пӗлӗвӗпе экзамен тытма малтанласа 102 ҫын заявлени ҫырнӑ. Патне ҫитсен вӗсенчен шӑп та лӑп ҫурри пынӑ. Литературӑпа пӗлӗве тӗрӗслес кӑмӑл пуррине 34-ӗн систернӗ, анчах парта хушшине 13-ӗн ҫеҫ ларнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытнине ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ. Ыран Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн резерв кунӗсем пуҫланӗҫ. Ку тапхӑрта та унчченхи ҫулсенче шкул вӗренсе пӗтернисем, техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ. Ун чухне ППЭӗн малтанхи тапхӑрӗн тӗп кунӗсенче парта хушшине ларайманнисене кӗтеҫҫӗ. Ыран акӑлчан чӗлхипе, химипе, информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, географипе тата историпе экзамен тытӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӑрахӑҫа кӑларнӑ «Шупашкар» ҫар карапне Шупашкарти арҫынсен мӑнастирне хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ. Хула администрацийӗ ӑна вырнаҫтармашкӑн проект ӗҫӗсене саккас панӑ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проектпа уҫӑ аукцион ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫин проекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен хатӗрлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫав вырӑнта Атӑл хӗррине 200 метр хӑтлӑлатмалла. Карапа юханшыв хӗрринчен темиҫе метрта вырнаҫтарӗҫ. Ун патне 3 метр сарлакӑш кӗпер илсе ҫитерӗ. Карап ҫывӑхӗнче ҫутӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Шупашкар районӗни Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ҫулҫӳревре пулчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, музей историйӗпе тата унти экспонатсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Музей ҫуртӗнчи витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ экспонатсем куракансене ҫав тери килӗшрӗҫ. Кунсӑр пуҫне музейра почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ пур. Ҫӗрпӳ Ен вӗрентекенӗсем кунти пӑлхар-сӑвар культурин тата пуштӑ историйӗн музейӗ ҫав тери пуян пулнине тата музей ертӳҫи С.Л. Сорокин хӑйӗн ӗҫне юратса тунине палӑртрӗҫ. Ҫулҫӳрев кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрӗ. Пурне те кайса курма сӗнетпӗр, илтмелли — пӗлмелли кунта чӑнах та ҫав тери нумай. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |