Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҪҪХПИн икӗ стационар посчӗ уҫӑлнӑ. Вӗсене хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмалла тунӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, постсем Шупашкар ҫывӑхӗнче уҫӑлнӑ. Вӗсем «Атӑл» М-7 тата «Вятка» ҫулсем ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин 14 инспекторӗ ҫӗнӗ постсенче талӑкӗпех дежурствӑра тӑрӗҫ. Стационар пунктсенче ҫулпа пыракан транспорт правилӑсене пӑснине палӑртмашкӑн мӗнпур япала пур. Постра, шалта, инспекторсем пӳрне йӗрӗсене илме пултарӗҫ. Ку, тӗслӗхрен, шыраври парӑмҫӑсене тытса чарма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри таксистсен ҫынсене ҫул ҫӳревшӗн терминал урлӑ тӳлеме майсем туса памалла. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл машинӑна ахаль транспортран уйӑрмашкӑн сӑрлама, ятарлӑ паллӑсемпе, хатӗрсемпе тивӗҫтерме тивӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ саккун проектӗнче ҫырнӑ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсене таксипе илсе ҫӳрекенсен машина салонӗнче ҫул ҫӳревшӗн электронлӑ майпа тӳлеме май паракан терминала саккунра палӑртнипе килӗшӳллӗн вырнаҫтармалла. Ку транспотӑн сарӑ тӗслӗ пулмалла, машинӑн айккинче таксие палӑртакан ӳкерчӗклӗ йӗр (сӑнӳкерчӗкри пек), ҫийӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ хунар пулмалла, ҫав хунарӑн ҫула тухнӑ чухне ҫутӑлмалла. Палӑртса хӑвармалла, саккун проектне йышӑнсан малашне республикӑра такси шутне те тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Енчен те вӗсен хисепӗ 3 пин те 500 машинӑран иртсен ыттисен пассажирсене илсе ҫӳрес тесен аукцион витӗр тухса ирӗк илме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ. Асӑннӑ фестивале районти шкул ачисем, 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Фестиваль номинацийӗсем ҫаксем пулчӗҫ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши», «Чӑваш апачӗ». Ҫӗрпӳ районӗнче пултаруллӑ ача-пӑча нумай пулнине фестиваль аван кӑтартса пачӗ. |
Раҫҫейре
![]() Анатолий Аксаков Инстаграма лартнӑ сӑн ӳкерчӗк. Мӑнкун валли Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна илсе килнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта кӑҫал та, пӗлтӗрхиллех, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков кайма пултарассине хыпарланӑччӗ. Чӑаш халӑх сайчӗ йӑнӑшман иккен. Паян ирпе Анатолий Аксаков Инстаграмра сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. «Внуково» аэропотра, Израиле вӗҫсе каяс умӗн. Семёнов Сергей Палыч Сӑваплӑ ҫулӑм патне пуҫласа каять», — ҫырса хунӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ. Аса илтерер, Анатолий Аксаков — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов та асӑннӑ партире тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Ку пукана Владимир Хориков полковник йышӑннӑ. Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫак должноҫа йышӑниччен 50 ҫулти Владимир Хориков Коми Республикин йӗрке хуралӗнче ҫулталӑк вӑй хунӑ, ҫынна хирӗҫле тунӑ преступленисене уҫса паракан уйрӑм пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен малтан вара тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Республикинче — тимленӗ. 1991 ҫулта Йошкар-Олари шалти ӗҫсен управленийӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйне вырнаҫнӑ та Мари Эл йӗрке хуралӗнче иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗччен тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ. Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Беккерӑн Фейсбукри сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн. Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ. «Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер. Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен икӗ кулинара ҫӗршыври Кулинарсен наци ассоциацийӗ хӑйӗн чи пысӑк наградипе — «Знак достоинства» (чӑв. Пархатар палли) кавалер ятпа — чысланӑ. Халӑх апатланӑвӗнче ӗҫлекенсене хавхалантарма йышӑннӑ наградӑна «Кулинар» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Лилия Бенда тата «Алексгруп» тулли мар яваплӑ обществӑн «Депо» столовӑйӗн ертӳҫи Надежда Яковлева тивӗҫнӗ. Вӗсене Мускавра иртнӗ «Chef a la Russe» кулинари чемпионатне уҫас умӗн чысланӑ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнче чемпионата кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫине Николай Уездноя Кулинарсен наци ассоциацийӗ Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Анатолий Аксаков тата Олег Николаев Турра ӗненекенсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мӑнкун уявне палӑртӗҫ. Ун пек пысӑк уявра ҫӗршыв тата республика ертӳҫисем чиркӗве ҫул тытаҫҫӗ, Турра кӗл тӑваҫҫӗ. Хӑйсем кӑна мар, мӑшӑрӗсене, ачи-пӑчине ертсе каяҫҫӗ. Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн республикӑна та илсе килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата РФ Патшалӑх Думине асӑннӑ партирен суйланнӑ Олег Николаев (сӑн ӳкерчӗкре) кайнӑччӗ. Эпир илтнӗ тӑрӑх, Анатолий Аксаков кӑҫал та ҫав ҫулӑм патне кайӗ. Шупашкарти Татиана чиркӗвӗнчи Мӑнкун кӗллине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Трансляци 23 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 17 сехетре Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче республикӑри кинематографистсем Палестинӑн Раҫҫейри посольствин пӗрремӗш ҫыруҫипе Абедалла Иесапа тӗл пулӗҫ. Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, курнӑҫӑва Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Абедалла Иеса — Палестина поэчӗ, журналисчӗ, политолог, кинопродюсер, тӗрлӗ литература наградисен лауреачӗ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Палестина хӑни Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗпе — экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионпа Палестина ҫӗршывӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |