Республикӑра
![]() Паян — Ҫемье кунӗ. Республикӑра пурӑнакансене уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл халӑхра: «Ҫемье ҫавӑрмасӑр телейлӗ пулаймӑн», — тенине илсе кӑтартнӑ. «Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрама тӑрӑшӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене чунтан юратнине, тав сӑмахсем час-часах калама ан манӑр», — сӗнет Элтепер. «Халӑхӑмӑрӑн авалтан пыракан йӑли-йӗрки атте-аннене тата ватӑ ҫынсене хисеплеме, ҫемьене сума сума вӗрентет. Пирӗн ҫав ырӑ йӑласене упраса ӑруран-ӑрӑва тивӗҫлӗн куҫарса пымалла», — тенӗ саламра. Чӑн та, ҫемье институчӗ общество тӑнӑҫлӑхӗн тата ырлӑхӗн тӗп никӗсӗ шутланать. Ҫавна май регион ертӳҫи республикӑн «патшалӑх политикин тӗп приоритечӗ — ҫемье хаклӑхӗсене тӗпе хурса ача амӑшӗпе ачалӑх институтне аталантарасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗх парасси» тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республикӑна федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ килнӗ. Ку укҫа ӑҫта каясси паллӑ. Унпа патшалӑх пособийӗсене, ытти социаллӑ тата компенсаци тӳлевӗсене парӗҫ. Пӗтӗмпе хыснана 734,7 миллион тенкӗ кӗнӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна федераци хыснинчен 3 673,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку кӑҫал уйӑрма палӑртнӑ укҫа-тенкӗн 41,7 проценчӗ кӑна-ха. ЧР Финанс министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе кӑҫал республикӑна 8816,3 миллион тенкӗ килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрнар районӗнче шӑтӑк-путӑклӑ асфальт ҫула сапланӑ. Ку водительсене питех те тӗлӗнтернӗ. Мӗншӗн тетӗр-и? Ара, асфальта тӑпра сапса тикӗслетнӗ. Кунашкал ҫула Пӑртас ялӗ ҫывӑхӗнче курма пулать. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пулнӑ. Ӑна ҫийӗнчех тӑпрапа тултарнӑ. Водительсем кунпа кӑмӑлсӑр. Юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пӗрмай ҫӑвать. Йӗпе-сапара вара кунашкал ҫулпа кайма питӗ йывӑр. Ҫак ҫула пӑхса тӑракан «Вурнардорстрой» организаци ку лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫул урлӑ пӑрӑх иртет. Ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пуласран ӑна пӗтерме шухӑшланӑ. Шӑтӑка пусӑрӑнтарас тесе малтан тӑм тата вӗтӗ чул сапнӑ. Каярахпа, ҫитес вӑхӑтра, асфальт сарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн экономика министрне Владимир Аврелькина Сергей Григорьев пулӑшса пырӗ. Ӑна ҫак эрнере Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне лартнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Сергей Григорьевӑн сӑнӳкерчӗкне, биографине хальлӗхе вырнаҫтарманччӗ-ха. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх хакласан, министерствӑри портфельлӗ пуличчен Сергей Григорьев Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатин Професси квалификацийӗсен сертификацийӗн центрӗн ертӳҫи шутланнӑ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Виталий Емельянова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансен прависене Владимир Ежеев хӳтӗлеме хатӗр Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ В. Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 33 депутат сасӑланӑ, улттӑн тытӑнса тӑнӑ, пӗри хирӗҫ пулнӑ. Аса илтерер, Владимир Ежеев ывӑлӗ Алексей 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнпе Чӑваш Енри наци гвардине ертсе пырать. Владимир Ежеев кандидатурине Сергей Павлов депутат (унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑччӗ) сӗннӗ иккен. Владимир Ежеев кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче 60 ҫул тултарать. Унӑн кандидатурине Раҫҫейри этем прависене хӳтӗлекен омбудсмен пӑхса тухса ырламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем Игорь Моляков депутата республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗнчен каҫару ыйттарма йышӑннӑ. Аса илтерер, ака уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет тунӑччӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑччӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп». Ҫав сӑмах халӑха епле витӗм кӳнӗ-ши тесе Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗнерхи сессире Молякова Иван Моторин премьер-министр умӗнче каҫару ыйтма сӗнсе йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗхе» депутатсем хуравлани «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ыйтнине тӳре-шара пурнӑҫлать. Унӑн ертӳҫи Дмитрий Степанов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗрлешӳ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӗнчен хурав илнӗ. Унта чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттарасси пирки сӑмах пырать. Чӑваш парламенчӗн маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Вячеслав Рафинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ. Хӑш-пӗр асӑрхаттару тата сӗнӳ пулнине кура комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче тишкермелле. Сӑмах май, «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ чӗлхе саккунӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе унччен те тӗрлӗ ҫӗре пӗрре кӑна мар тухнӑ. Юлашки икӗ ҫулта республика прокуратурине, Юстици министерствине, ЧР Элтеперӗн Администрацине, Патшалӑх Канашне шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ипполит Николаевичпа Елизавета Кирилловна Николаевсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Мӑшӑр халӗ те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнать. Вӗсем Шупашкар районӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Ипполит Николаевич 1954 ҫулта ҫара кайнӑ. Вӑл Венгрие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫартан таврӑнсан, 1957 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ипполит Елизаветӑна качча тухма ыйтнӑ. Вӗсем ҫав кунах Хыркассинчи ял Канашне кайса ҫырӑннӑ. Мӑшӑр икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, халӗ вӗсен пилӗк мӑнук, вӗсен сакар ачи пур. Николаевсем 1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Ипполит Николаевич — водительте, Елизавета Кириллавна бригадирта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 15-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре СПИДран вилнӗ ҫынсене асӑнмалли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа декада ирттерӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме май пур. Республикӑри СПИДпа кӗрешмелли тата профилактика центрӗнче вара 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен сывлӑха тӗрӗслеме май пур. Ку – тӳлевсӗр, кирлӗ пулсан ят-шыва та кӑтартмаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти медицина колледжӗнче «Стоп ВИЧ\СПИД» акци ирттерӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вара 11 сехетре Лакрей вӑрманӗнче анонимлӑ майпа анкетировани витӗр тухма пулать, ыйтусем пама та май пулӗ. Ака у йӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне республикӑра 2362 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ шутланать. Вӗсенчен 64-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпрома» Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? Сывлӑша вараланӑшӑн. Инвентаризаци вӑхӑтӗнче производство лапамӗсенче сывлӑша варалакан 1 пин ытла ҫӑлкуҫ пуррине тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ – кремниорганика, водород перекиҫӗн тата ҫурмапродуктсен органика продукчӗсен цехӗсенче. Ку йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑншӑн «Химпром» предприятие 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |