Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Алькеш поселокӗнчи ача пахчин строительстви епле пынипе паллашма вырӑна тухса кӗнӗ. Унпа пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ача пахчисене хута ярассипе ҫыхӑннӑ федерацин программи вӗҫленнӗ пулин те пирӗн республикӑра ҫак енпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тӑватӑ объект хута янӑ. Кӑҫал «Радужный», «Сад», «Ҫӗнӗ Хула» микрорайонсенче, Алкешра уҫмалла. Алькешри икӗ хутлӑ пулӗ, унӑн хакӗ 142 миллион тенкӗпе танлашать. Унта пӗр харӑсах 12 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пӑхса хӑварӗҫ. Унта бассейн, музыка тата спорт залӗсем, тӗрлӗ кружок йӗркелеме май паракан пӳлӗмсем пуласси паллӑ. Хальхи вӑхӑтра чӳречесем лартаҫҫӗ, ӑшӑпа тивӗҫтермеллисене вырнаҫтараҫҫӗ, штукатурка тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алексей Яковлев. Дарья Платонова тунӑ сӑн. Шупашкарта савӑнӑҫлӑ парада тӗплӗн хатӗрленнӗ. Репетици вӑхӑтӗнче сцена ҫине тухма пултаракан 3 ветерана чӗннӗ, калаҫма ыйтнӑ. Кайран вӗсенчен пӗрне ҫеҫ уявра тухса калаҫма суйланӑ. Ку лару-тӑру 98 ҫулти ветеранӑн, Алексей Яковлевӑн, чунне ыраттарнӑ. Вӑл вӑрҫӑра Берлина ҫитнӗ, ҫавӑнпа халӑха Ҫӗнтерӳ кунӗпе хӑй саламлама ӗмӗтленнӗ. Анчах каярахпа вӑл сцена ҫине тухмассине пӗлтернӗ. Ун вырӑнна савутри ӗҫ ветеранӗ тухса калаҫать-мӗн. Алексей Яковлев куншӑн питӗ куляннӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче унӑн кӑмӑлӗ пусӑрӑннӑ, сывлӑхӗ те хавшанӑ. Хӗрӗ Вера Алексеевна каланӑ тӑрӑх, ҫакӑншӑн ашшӗ вырӑнпах выртнӑ, телевизор та пӑхман. «Ҫӗнтерӳ кунӗнче мӗншӗн вӑрҫӑ вӗтеранӗ мар, ӗҫ ветеранӗ тухса калаҫать?» - шухӑшланӑ Алексей Яковлев, чунӗ кӳренӳпе тулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑвашлӑх хӑрушлӑхра тӑнине хӑш-пӗр ҫынсем глобализаципе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӑна айӑплаҫҫӗ. Ҫав япалана пулах чӑваш чӗлхи ҫухалса пырать имӗш, чӑвашлӑх имшерленсе те имшерленсе пырать. Анчах глобализацине ҫапла айӑплани тӗрӗсех-ши? Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть. Вӑл аталансах пырать. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра чылай пулӑм тӗнче шайӗнче вӑй илме пуҫларӗ. Енчен иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш пурнӑҫне тӗнчери вӑйсем пырса тивмен пулсан хальхи вӑхӑтра ку апла мар тесен пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ. Чӑн та чӑваш тӗнчи ҫине глобализаци текенни сахал мар витӗм кӳрет. Глобализацине айӑплани вӑл, ман шутпа, питӗ тӗрӗс мар ҫул. Тӗнче аталанӑвӗнчен эпир ниҫта та тарса пытанаймӑпӑр. Таҫти упа шӑтӑкне кайса пурӑнма пуҫласан та унӑн витӗмӗ пире ҫав-ҫавах пырса лекет. Глобализацирен тарма май ҫук. Пытанма та кирлӗ мар. Глобализацине темле те вӑрҫма май пур, анчах та унӑн лайӑх енӗсем те ҫук мар. Вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлмелле кӑна. Ак, сӑмахран, глобализаци пулман пулсан эпир хамӑр компьютер таврашӗ шухӑшласа кӑларайман пулӑттӑмӑр. |
Республикӑра
![]() Комсомольски районӗнче пурӑнакан арҫынна сӑмакун юхтарса сутнӑшӑн айӑпласшӑн. Палӑртмалла: хайхискер ниҫта та ӗҫлемест, ҫапла майпа тупӑш тунӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫак арҫын ялӗнче сӑмакун сутнӑ. Унра вара ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан метанол тата ытти микрохутӑш пулнӑ. Килне ухтарнӑ чухне сӑмакун аппарачӗ, 500 литра яхӑн сӑмакун тупнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Ку хӑрушлӑх кӳршӗ Тутар Республикинчи Лаишево районӗнчен килет. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унти пӗр кайӑк-кӗшӗк комплексӗнче А грипӗн вирусӗн геномне тупса палӑртнӑ. Чире пула 5 пин кайӑк-кӗшӗк вилнӗ. Комплексра вара пӗтӗмпе 450 пин пуҫ. Ҫавна май Тутарстанран килекен ҫӑмартасене тӗрӗслеме хушнӑ. Вируса тупса палӑртсан продукцие сутма чарасшӑн тата кун пирки Патшалӑх ветеринари службине пӗлтермелле. Кунсӑр пуҫне профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Фомиряков Турцин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Мерсин хулинче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче турккӑ поэчӗн Караджаогланӑн XV пӗтӗм тӗнчери поэзи каҫӗ иртнӗ. Унта чӑваш халӑх юррисене тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗпе калама тата ҫав инструменчӗсене ӑсталама ӑста Микул Хумирек (Николай Фомиряков) хутшӑннӑ. «Idel.Реалии» сайта Николай Фомиряков пӗлтернӗ тӑрӑх, XVII ӗмӗрти ҫурма легендӑлла сӑнара — Караджаоглана — турккӑсем сума сӑваҫҫӗ. Тата, вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх, кашни ӗмӗрӗнех тата кашни вырӑнах тенӗ пекех хӑйсен Караджаогланӗ пур. XVI ӗмӗрте Караджаоглан хисепленӗ. Йозгат та хӑйӗн Караджаогланӗ пулнӑ. Азербайджансен те, туркменсен те пур. Чукурова районӗнче те урӑх Караджаоглан пулнӑ. Турцире йӗркеленӗ концертра Николай Фомиряков шӑхличпа тӑм шӑхлич тата шӑпӑр каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗнче топливӑпа энергетика ресурсӗсемпе (газпа, ҫутӑпа тата ытти те) усӑ курнӑшӑн вӑхӑтра тӳлеменнин хисепӗ ӳссе пырать. Паян иртнӗ республикӑн Правительствин канашлӑвӗнче ЧР строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, парӑм пӗлтӗрхинчен 15 процент ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра парӑм 3 млрд 830 млн тенкӗпе танлашать. Куншӑн министр Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр инспекцине критикленӗ. Владимир Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, парӑмсене вӑхӑтра татса пыманнисене явап тыттармалла. «Малалли тӗллев – парӑма ӳстермесси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Парӑма татас ыйтупа епле ӗҫленине республика Правительствине вӑхӑтра пӗлтерсе тӑма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тата ТЭКа хӗллехи тапхӑра хатӗрлес ыйтӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем умӗнчи тӗллев — планпа пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫламалла. Хутса ӑшӑтмалли системӑсене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене те шалти енчен ҫуса тасатмалла. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ отрасльти юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама пирӗн республикӑра 2,4 млрд тенкӗ пӑхса хӑварма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫынсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене ҫирӗплетнӗ. Кунта сӑмах кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти пирки пырать. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, пурӑнма сахалтан та кирлӗ виҫе пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен 1,2 процент хутшӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 102 тенкӗ ӳснӗ. Ҫапла пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 8448 тенке ҫитнӗ. Социаллӑ демографи ушкӑнӗсемпе илсен, вӑй питтисене пурӑнма 8931 тенкӗ кирлӗ (ӳсӗм — 1,06%, е 94 тенкӗ), пенсионерсене – 6917 тенкӗ (ӳсӗм 0,99%, е 68 тенкӗ), ачасене – 8591 тенкӗ (ӳсӗм 2,03%, е 171 тенкӗ). Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре пӗлтӗр общество транспорчӗпе ҫӳрекенсем сахалланнӑ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Транспортшӑн тата ҫул-йӗршӗн яваплӑ ҫак специалист транспорт тытӑмӗ иртнӗ ҫул епле аталаннине тишкернӗ. Ку енӗпе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа ӗҫлет. 2013 ҫулта пурнӑҫа кӗме пуҫланӑскер 2022 ҫулччен вӑйра тӑрӗ. Программӑна пурнӑҫласа республикӑри регион пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре пӗлтӗр 139 км юсанӑ, муниципалитетсенче — 10,3 км, ял тӑрӑхӗсенче — 74,5 км. Пассажирсене общество транспорчӗпе турттарасси пӗлтӗр чакнӑ пулин те самолетпа вӗҫекенсем йышланнине палӑртмалла. Пӗлтӗр ун пеккисем 165 пин ҫын пулнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхинчен 2 хута яхӑн ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |