Сывлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫулсерен ӑна ҫак кун уявлаҫҫӗ. Сывлӑх кунӗнче шупашкарсене депрессипе кӗрешме вӗрентӗҫ. Тӗп хулари тӑватӑ чарӑнура — «Шупашкар» универмаг», «Николаев урамӗ», «Студентсен хули», «Модӑсен ҫурчӗ» ятлисенче — «Психологи десанчӗ» ирттерӗҫ. 14 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен волонтер-медиксем иртен-ҫӳрене социологи ыйтӑмне хутшӑнтарӗҫ. Кашниех экспресс-диагностика витӗр тухма пултарӗ. Унта депресси пуррипе ҫуккине палӑртӗҫ. «Студентсен хули» чарӑнура депрессие парӑнтарма пулӑшакан хусканусем тутарӗҫ. Психолог е психотерапевт пур пульницӑсенче эмоци тӗлӗшӗнчен сывлӑха ҫирӗплетмелли тренингсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗн прокуратури тӑлӑхӑн прависене хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ҫулти каччӑна хваттер паман. Тӑлӑха юлнӑ ачасене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет. Ҫак каччӑ та хӑйне кӗтес парасса кӗтнӗ. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Вӑл администрацие кайнӑ, анчах лешсем хваттер пама килӗшмен. Вӗсен укҫа ҫук имӗш. Ҫамрӑкскер прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Прокурор Патӑрьел район администрацине тавӑҫпа тухнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судра тӑлӑха хваттер памалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Питӗрти метрора ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ сирпӗнӳ ӑслӑ-тӑнлӑ пур ҫынна та ҫӳҫентерчӗ. Пысӑк хуласенче пурӑнакан тата вӗренекен хӑш-пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, инкек пирки илтсенех вӗсене метрона анса хӑпарма та кӑмӑллах пулман. Шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра вун-вун хулара терроризма хирӗҫ акци иртмелле. Халӑх йышлӑ пуҫтарӑнасса шанакан ҫак мероприяти Шупашкарти Республика лапамӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайма пултарать. Акцие, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, парламентри мӗн пур парти хутшӑнмалла. Аса илтерер, метрори сирпӗнӗве пула 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, алла яхӑн ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Инкек хыҫҫӑн Питӗр хулинче виҫӗ кунлӑх траур тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑрачкав районӗнчи Напольное тӑрӑхӗ Пӗлтӗрхи чӳке уйӑхӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче Африка мурӗ тупса палӑртрӗҫ. Выльӑх чирӗ ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн унта карантин тесе те йышӑнчӗҫ. Ялтан 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче сыснасене йӑлт тӗп турӗҫ. Африка мурӗ енӗпе Чӑваш Ен те чылай вӑхӑт ӑнӑҫсӑр регион шутланчӗ. Тинех республикӑра ку статуса ылмаштарнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Апла пулин те виҫӗ районта: Улатӑрта, Йӗпреҫре тата Пӑрачкавра, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче лару-тӑрӑва малашне те сӑнаса тӑрӗҫ. Следовательсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, Напольное ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийӗ Африка мурӗ пуҫланнине пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пуҫиле майпа айӑпласа 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем халӗ ҫав суммӑна шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем электроэнергишӗн тӳлес килменнипе панкрута тухаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн энергосбыт компанийӗ ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ. Цифрӑсене вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ-ха. Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен парӑмӗ 640 млн тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӑл 613,3 млн тенкӗ пулнине шута илсен парӑм ӳсни куҫкӗрет. Энергосбыт асӑрханӑ тӑрӑх, парӑма кӗнисен панкрута тухас йӑла пур. Муниципалитет пурлӑхне шанчӑксӑр ҫынсене параҫҫӗ те тӗрлӗ тулли мар яваплӑ обществӑсемпе муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ имӗш. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Элӗк районӗнчи «ТеплоЭнергосервис» (нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне энергетиксен умӗнчи парӑм 2,68 млн тенкӗ пуҫтарӑннӑ), Куславкка районӗнчи «Теплоснаб» (11,89 млн), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Городок» (2,95 млн), Улатӑрти «Вода» тата «Сети» (27,5 млн тата 1,22 млн), Канашри «Водоканал» тата «Каналсеть» (28,46 млн тата 5,28 млн), Ҫӗмӗрлери «Теплоэнерго» (46,94 млн) тӗлӗшпе панкрут тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине бюджетран укҫа уйӑрни сая кайман. Энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине вӑл тӳлесе татнӑ — 6,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫа иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗ таран тата пуш уйӑхӗшӗн аванс евӗр саплаштарма кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнӗччӗ. Предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ. Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ. Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен интернат-ҫурчӗ Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче ҫынна вӗлернӗ. 70 ҫулти арҫыннӑн виллине вӑл пурӑннӑ пӳлӗмре тупнӑ. Ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах пирки РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнакан арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ пулать те тарӑхса та урса кайнӑскер ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикет. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилет. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май следовательсем пӑтӑрмаха кӑна мар, инкек ваттисен ҫуртӗнче епле сиксе тухма пултарнине те хакласшӑн. Ҫавна май вӗсем персонал ӗҫне те тишкерме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Борис Портнов мӗнпур яваплӑха хӑй ҫине илесшӗн мар Чӑваш Енӗн Правительство ҫурчӗн путвалӗнче сауна тӑвас тени хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче хытах шӑв-шав ҫӗкленӗччӗ. Халӑха калаҫтаракан объекта следовательсем «Алза» строительство организацийӗ хӑпартма пуҫланӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Ӑна ӗҫе кӳлӗнме «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Борис Портнов хушнӑ тесшӗн пулчӗҫ. Портнов ӗҫӗ суда ҫитрӗ, анчах унта вӑл амнистие лекрӗ. Халӗ вара сауна тума хӑтланса республика хыснине 7,6 миллион тенкӗ сиен кӳнӗ тесе ҫав укҫана Портновран шыраса илесшӗн иккен. Суда тавӑҫпа Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тухнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Борис Портнов кунпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл хӑй тӗллӗн пуҫӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн депутачӗ судра явап тытнӑ. Судья ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Депутата патшалӑхшӑн 160 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ун чухне ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1 ҫул 8 уйӑх ларма юраман. Хальхинче те депутат руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл каллех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Чӑваш Енре вулавӑш диктанчӗ иртет. Ӑна республикӑри патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ диктанта йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Наци вулавӑшӗн сайтӗнче, «Контактра» халӑх тетелӗнче истори факчӗсене, патшалӑх символӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсен историйӗсемпе паллӑ кунсене пичетлӗҫ. Акцие республикӑри вулавӑшсем, вӗренӳ учрежденийӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем истори урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем йӗркелӗҫ. Диктанта ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче онлайн-мелпе те ҫырма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |