Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
Сӗнтӗрвӑрринчи Иван Александров
Сӗнтӗрвӑрринчи Иван Александров

Сӗнтӗрвӑрринчи шкулта тӑххӑрмӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Иван Александрова ҫӗршыв ертӳҫи хӑйӗнчен ирттерет тесе ырланӑ. Физика, хими тата литература предмечӗсене кӑмӑллакан яш ҫак кунсенче Сочири «Сириус» центрӗнче вӗренет. Унта вӑл центр ирттернӗ конкурс али витӗр тухса лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасемпе ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӗл пулнӑ.

Чӑваш Енри Иван Александров Президентпа калаҫнине Раҫҫейӗн чылай телеканалӗпе кӑтартрӗҫ. Касса илнӗ сыпӑкран ача Владимир Путин турник ҫинче миҫе хутчен туртӑннипе кӑсӑкланни палӑрчӗ. Анчах яш Владимир Путин ача чухне «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа патриот вӑййисене хутшӑннипе те интересленнӗ.

Турник ҫинче туртӑнни пирки калаҫнӑ чух Владимир Путин хальхи вӑхӑтра 15–17 хутчен тесе каланӑ. Иван 25 хут пултарать иккен. Ҫакна илтсен ҫӗршыв ертӳҫи ачана ырланӑ, Иван Президентран та ирттерет тесе мухтанӑ.

Владимир Путин шухӑшланӑ тӑрӑх, тепӗр ҫынна хисеплесен унӑн вӑйлӑ енне йышӑнма пӗлмелле.

 

Ҫурт-йӗр

Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗш каҫхине, Канаш хулинчи Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫланӑ. Шикленсе ӳкнӗ ҫынсене унтан хӑвӑртрах эвакуацилеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан 21 ҫын урӑх вырӑнта вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ: 14-ӑн тӑванӗсем патне кайнӑ, 7 ҫынна «Заря» хӑна ҫуртне куҫарнӑ.

Ишӗлекен ҫурта пӑхма шӑматкун ирпе республикӑри тӳре-шара — строительство министрӗ Владимир Михайлов,

Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков — тухса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахмассине шантарнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унти тӑрӑма сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Канашри ишӗлекен ҫурта паян экспертсем тишкерӗҫ, унпа мӗн тумаллине татса парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Нумай хутлӑ ҫуртран каллех ача ӳксе шар курнӑ. Ашшӗ-амӑшне шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка пур чухне тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри хӑлхана чикмест.

Хальхинче те инкек шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сеткӑна пула сиксе тухнӑ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртӑн улттӑмӗш хутӗнчен арҫын ача тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра хваттерте амӑшӗ те пулнӑ. Ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ чӑтайман, пӗчӗкскер аялалла ӳкнӗ.

Юрать, ача чӗрӗ юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ тухтӑрсем ӑна пӑхса тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43275
 

Ял хуҫалӑхӗ

Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.

Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43304
 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» В.В.Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ сӑмахпа килӗшмесӗр ҫырнӑ уҫӑ ҫыру

 

В. Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ ухмахла сӑмах - Федераципе Республикӑмӑр Конституцийӗсемпе саккунлӑхӗсене, тӗнче шайӗнче ҫирӗплетнӗ ирӗксене хирӗҫлет, халӑхпа ертӳлӗхе аташтарма пултарать, ӑна Чӑваш Республикинче нимӗнле те нихӑҫан та йышӑнмалла мар.

РФ Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш ен вӑл республика (патшалӑх). Ун йӗркине шута илсех Республика хӑй ҫӗрӗ ҫинче икӗ патшалӑх чӗлхи ҫирӗплетнӗ — пӗртан, тулли праваллӑ чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Федерацин Тӗп Саккунӗпе килӗшӳллӗн чӑваш патшалӑх чӗлхипе патшалӑхпа муниципалитетӑн пур тытӑмӗнче вырӑс патшалӑх чӗлхипе пӗртанах усӑ курмалла, вӗсем пӗр шайрах пулмалла.

Чӑваш енри чӗлхе саккунлӑхӗ тӗнче шайӗнчи правӑпа, РФ тата ЧР хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан саккунлӑх ҫинче никӗсленет. Чӑваш чӗлхине — ЧР патшалӑх чӗлхине, чӑваш нацине пӗтӗҫтерсе тӑракан чӗлхене упраса хӑварса малалла аталантарас, пур майпа та хӳтӗлес ӗҫшӗн Чӑваш ен патшалӑхӗ яваплӑ, ку вӑл Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн пархатарлӑ тивӗҫӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ.

Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43266
 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын унчченхи савнине ниепле те манайман курӑнать. Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне вӑл алӑка ватса виҫӗ хутчен пырса кӗнӗ. Ҫавна пула РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пайӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне упӑшка пулса пӗтереймен арҫын ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Ӳсӗрле те кӗнӗ вӑл, урӑлла та. Савни пулнӑ хӗрарӑм кӗртменрен арҫын хваттер алӑкне ватнӑ.

Ҫын килне ирӗксӗр талпӑнакан этеме РФ Пуҫиле кодексӗн 139-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. Арҫын саккуна пӑснине хӗрарӑм та ҫирӗплетнӗ, алӑк ватнине асӑрхакансем те пулнӑ, ҫавна ӗнентерекен ытти факт та ҫителӗклӗ теҫҫӗ тӗпчевҫӗсем.

 

Ҫурт-йӗр
Йӗпреҫри кӗпер
Йӗпреҫри кӗпер

Йӗпреҫри Энгельс урамӗнчи Черноречка юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсакан подряд организацине палӑртнӑ. Ӗҫе «Полимер» тулли мар яваплӑ общество кӳлӗнӗ. Ку ыйтӑва, саккун ыйтнӑ пек, конкурс ирттерсе татса панӑ.

Аса илтерер, кӗпер айӗнчи шыв юхса каймалли пӑрӑха тытса тӑракан бетон вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫак уйӑхра атӑлса ӳкнӗччӗ. Кӗпер ишӗлесрен хӑранипе вырӑнтисем «Чӑвашупрдор» предприятине пӗлтернӗ хыҫҫӑн унта специалистсем тухса кайнӑччӗ. Ку ыйтупа ирттернӗ канашлӑва республикӑн Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем, ҫул-йӗр тата пӗве-плотина тӑвас енӗпе тӑрӑшакан экспертсем, «Чӑвашупрдор» предприяти специалисчӗсем хутшӑннӑччӗ. Вӑл канашлура юсавччен юханшыв шайне шлюзсем уҫса чакарма, асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарма йышӑннӑччӗ.

 

Чӑвашлӑх
 «Хавалти» сӑн ӳкерчӗк
«Хавалти» сӑн ӳкерчӗк

«Хавал» ҫуллахи уйлӑх кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Нина Царыгина ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн чӗлхепе кӑсӑкланакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. 14—16 ҫулсенчи хӗрсемпе яшсем валли хальхинче ятарлӑ программа та хатӗрленӗ.

Масая Сещимо ятлӑ ҫамрӑк Японирен вӗҫсе килнӗ. «Хӑй вырӑсла пӗр-икӗ сӑмах ҫеҫ пӗлет пулин те ыттисемпе эсперантӑлла е акӑлчанла хутшӑнать. 31 ҫултискер Японири пӗр пӗчӗк хулара компьютер администраторӗнче вӑй хурать», — тенӗ хаҫат корреспонденчӗ.

Ҫул ҫӳреве тухма, ют чӗлхесене вӗренме кӑмӑллаканскер нумаях пулмасть финн-угор ушкӑнӗнчи чӗлхесемпе интересленме тытӑннӑ, удмуртла вӗреннӗ. Ӑна Аспарух лекци вуламашкӑн йыхравланӑ. Атӑлҫи регионӗсенче мӗнле халӑхсем пурӑннине тӗпчеме пуҫласан чӑвашсем пирки пӗлнӗ. Ҫакӑнтан пуҫланнӑ та чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланасси.

 

Республикӑра
Наталья Мажукова тунӑ сӑн
Наталья Мажукова тунӑ сӑн

Ҫӗмӗрлере кама асӑрханине тем тесен те пӗлейместӗр. Унта «Татьянин день» сериалта ӳкерӗннӗ Кирилл Сафонов килнӗ!

Паллӑ актер кафере апатланнӑ. Унти ӗҫчен Наталья Мажукова Кирилл Сафоновпа сӑн ӳкерӗнне. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер бозбаш, чалагач, ҫӗрулми нимӗрӗ, «Цезарь» салат ҫинӗ. Ӑна йӑлтах килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл кафе ӗҫченӗсем валли ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ.

Кирилл Сафонов пӗччен пулман. Вӑл Ҫӗмӗрлене «Викинг» фильмӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе ҫитнӗ. Кафе ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43230
 

Страницӑсем: 1 ... 2445, 2446, 2447, 2448, 2449, 2450, 2451, 2452, 2453, 2454, [2455], 2456, 2457, 2458, 2459, 2460, 2461, 2462, 2463, 2464, 2465, ... 4008
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 14

1933
92
Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1971
54
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...