Республикӑра
![]() Вӑрҫӑ ачисем шутланакан йыш тахӑҫанах ача мар ӗнтӗ. Паян вӗсем пурте — туяллӑ карчӑк-стариксем. Вӗсенчен хӑшӗсем леш тӗнчене ӑсанма ӗлкӗрнӗ. Вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен хӳтлӗх кӳрессипе республика шайӗнче те ун пек саккун йышӑнма сӗннӗччӗ. Анчах регион хыснине йывӑр тивнине кура сӗнӳ сӑмах шайӗнче кӑна юлчӗ. Республика кӑна-и, ҫӗршыв шайӗнче те ун пек калаҫман мар. Проекта сӗнекенсем вӑрҫӑ ачисен шутне 1928 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен унчченхи Совет Союзӗн территорийӗнче ҫуралса унтах вӗҫӗм пурӑннисене кӗртмеллине палӑртнӑччӗ. Ҫапах та Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче вырӑнти саккун йышӑнса маларах асӑннӑ йыша ҫӑмӑллӑх кӳме йышӑннӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев депутат халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, вӑрҫӑ ачисене хӳтӗлекен саккун кирлине палӑртса Кӳкеҫре алӑ пустарма тытӑнасшӑн.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хаҫат ҫине тӑнипе Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне суда кӳнтелен пулса чӗнӗҫ. Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн республикӑра тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫат та ҫав пӑтӑрмахпа кӑсӑкланчӗ. Ачине ыррӑн пӑхман амӑшне амӑш правинчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ. Хаҫатри материал авторӗ Алина Изман пӗлтернӗ тӑрӑх, кипкери ачаран пуҫласа виҫӗ ҫула ҫитиччен пӑхнӑ няньӑна суда кӳнтелен пулса та чӗнмен. Мӗншӗн аплине пӗлес тесе журналист республика прокуратурине ҫыру шӑрҫаланӑ. ЧР прокуратурин ҫул ҫитменнсиемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Тамара Шурыгина ачана пӗчӗкрен пӑхса пурӑннӑ хӗрарӑма суда кӳнтелен евӗр чӗнессине пӗлтернӗ. Суд ларӑвӗ чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Патшалӑх Думине Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме сӗннӗ саккун проекчӗ ҫитсе выртнӑ. Ҫӗнӗлӗх ипотекӑллӑ ҫынсене ӗҫрен хӑтарма юраманнине палӑртать. «Халӑх тарҫисем» саккуна улшӑнусем кӗртме йышӑнсан хваттер е ҫурт туянма е тума кредит учрежденийӗсенчен кивҫен илнисене ӗҫрен йӑпӑр-япӑр кӑларса яраймӑн. Штата чакарма тивсен те, лешсем аттестаци тухаймасан та, квалификацийӗ тивӗҫтереймесен те ипотекӑллисене ӗҫре тытма тивӗ. Саккун проекчӗн авторӗсем — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Виталий Пашин тата Данил Шилков, иккӗшӗ те — либерал-демократсен фракцийӗн пайташӗсем. Ҫавсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ипотекӑллисенчен самайӑшӗ — пӗчӗк ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесем, экономикӑри кӑткӑс лару-тӑрура вӗсене мӗн тесен те хӳтлӗх кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсене тата Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне критикленӗ. Йӑлтах – пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне Боинг самолет хулара анса ларсан полосаран тухса кайнине пула. Ун чухне яваплӑ ҫынсем тивӗҫлипе тата хӑвӑрт ӗҫлеменшӗн Михаил Васильевич кӑмӑлсӑрланнӑ. Самолетри ҫынсем салонра 2 сехет ларнӑ. Турех трап илсе килме никам та шухӑшламан, самолета туртса кӑларма хӑтланнӑ. Михаил Игнатьев вара самолет полосаран тухса кайни пирки ҫийӗнчех пӗлмен. Тӗрӗссипе, ӑна ун пирки тӳрех хыпарламан. Ҫакӑншӑн та кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл. Транспорт министрӗ Михаил Резников каланӑ тӑрӑх, аэропортри полосана ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Унта Питӗртен килнӗ самолет ӑнӑҫлах анса ларнӑ. Унтан Боинг килнӗ, анчах ун умӗн полосана сапса ӗлкӗреймен-мӗн. Ҫапла 184 ҫын салонра 2 сехет ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Инҫе ҫула пуйӑспа каяс пулсан малашне билета 60 кун маларах туянма май пулӗ. Ку улшӑну раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Эппин, ҫав кун пассажир ҫитес ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ валли билет туянайӗ. Хальлӗхе билета 45 кун маларах сутаҫҫӗ. Урӑх ҫӗршыва каймалли билетсене 60 кун маларах сутӗҫ. Тӗслӗхрен, Мускав – Таллин, Питӗр – Хельсинки "Аллегро", Мускав – Хельсинки "Лев Толстой", Мускав – Ницца, Мускав – Париж, Мускав – Варшава, Мускав – Прага, Мускав – Пекин). Ҫаван пекех час-час усӑ куракан пуйӑссем ҫине: Мускав – Питӗр ("Сапсан", №1/2 "Красная стрела", №3/4 "Экспресс"), Мускав – Хусан (№1/2 "Премиум", №23/24 Мускав – Хусан, Мускав – Чулхула (№35/36 "Нижегородец"), Мускав – Самара(№ 49/50). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫынсене грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫак кунсенче, ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗсене прививка тунӑ. Прививкӑна 50 водитель тутарнӑ. Ҫакна Хулари клиника центрӗн килӗшӗвӗпе пурнӑҫланӑ. Ара, грипп сарӑлнӑ вӑхӑтра водительсен те сыхӑ пулмалла вӗт. Чир сывлӑш урлӑ хӑвӑрт ерет. Прививка тумашкӑн 45 тата 47-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсем килнӗ. Вӗсем кунӗпех ҫынсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Эппин, вӗсен чирлес хӑрушлӑх пӗчӗк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр шкул вӗрентекенӗпе вӗренекенӗ хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хӗрачана амӑшӗ Екатерина Таратина кун пирки «Про Города» пӗлтернӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекен унӑн ачине пуҫран швабрӑпа ҫапма хатӗрленнӗ. Ҫавӑнпа вӑл прокуратурӑна кайса заявлени ҫырма шухӑшланӑ. Вӗрентекен вара ҫакна туманнине ӗнентернӗ. Шкул директорӗ те ӑна хӳтӗленӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Класс ертӳҫи ачана ҫапманни ҫиеле тухнӑ. Пӗр класра вӗренекенсем те ҫакнах ҫирӗплетнӗ. Хирӗҫӳ сӑлтавӗ кунта урӑххинче. Вӗрентекенпе амӑшӗ тахҫантанпах пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ-мӗн. Унччен ҫав хӗрача тусӗпе пӗрле вӗрентекенӗн сумкинчен укҫа варланӑ-мӗн. Шкул ертӳлӗхӗ вара хирӗҫӗве пӗтерес тӗллевпе нимӗн те туман. Ҫавна май шкул директорне ку тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Дмитриевич Ухтеринова пӗр уйӑх шыраҫҫӗ. Николаев урамӗнче пурӑнаканскер килтен юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 75-80 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ – 150-155 сантиметр. Хӑй имшеркке, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Анатолий Дмитриевич хура сӑран карттус, камуфляж куртка, ҫутӑ кӑвак трико, тӗттӗм хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене, вӑл ӑҫта пулнине пӗлекенсене 24-20-72 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Советская Чувашия» тунӑ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче пушар сигнализацийӗ янӑраса кайнӑ. Вӑл кӑшкӑрма тытӑниччен ҫынсем тӗтӗм шӑршине туйнӑ-ха, анчах мӗн пулнине чухлайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсене пурне те урама кӑларнӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш хутсенче тӗтӗм самаях вӑйлӑ йӑсӑрланнӑ. Пушар «Чӑваш Ен» типографири макулатура складӗнчен тухнӑ-мӗн. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, ҫулӑма кӗске вӑхӑтра сӳнтернӗ. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем малалла ӗҫленӗ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Наталья Демешеван халӑх сечӗсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗ Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑма паян Шупашкар хӗрарӑмӗ Наталья Демешева хутшӑннӑ. 34 ҫултискере тумлантарнӑ телепередачӑна «Дело о жертве гардеробного тирана» (чӑв. Ҫипуҫ енӗпе пусмӑрлакантан шар куракан ӗҫӗ) ят панӑ. Хӗрарӑм хальлӗхе пӗчӗк ачапа ларать. Унӑн мӑшӑрӗ Алексей Гребенкин шучӗпе арӑмӗ хитре тумланма пӗлмест. Сӑмах май, ҫемье Мускав облаҫӗнчи Подольскра пурӑнать. «Унӑн чӑннипех те илем туйӑмӗ ҫук, — терӗ кӑларӑмра Алексей. — Ҫавӑнпа манӑн унӑн гардеробне ылмаштарма тивет». Пӗррехинче вӑл Наташа хӑй тӗллӗн туяннӑ япалана кӑларса пенӗ. Ҫав вӑхӑтрах Наталья ку шухӑшпа килӗшмест. Кӑларӑм стилисчӗсем суйланӑ тумтира Алексей кӑмӑлласа йышӑнчӗ, тӗнчери чи хитре хӗрарӑмпа пурӑннине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |