Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ кунта вырнаҫӗ
Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ кунта вырнаҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта республикӑра пурӑнакан халӑхсен сьезчӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енри тӳре-шарапа пӗрлех «В мире животных» телекӑларӑма ертсе пынипе палӑрнӑ Николай Дроздов та хутшӑннӑччӗ. Асӑннӑ мероприятире Чӑваш Енре пурӑнакансен ассамблейине йӗркеленӗччӗ. Ӑна ертсе пыма Лев Куракова шаннӑччӗ.

Сьезд иртнӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑхран ассамблея киллӗ пулса тӑнӑ. Ӑна Социаллӑ университетӑн филиалӗ вырнаҫнӑ ҫурта пама йышӑннӑ. Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскере Лев Кураков ҫывӑх вӑхӑтра хӑтлӑх кӗртесшӗн.

Ҫак кунсенче Мускавра Еврази халӑхӗсен ассамблейине йӗркеленӗ. Пирӗн республикӑри ассамблея унта чи малтан кӗнӗ. Лев Кураков Мускавра иртнӗ Раҫҫейри тата Евразири халӑхсен пӗрремӗш форумне хутшӑннӑ май мероприяти пирки кӗнеке те пичетлесшӗн.

 

Чӑваш чӗлхи

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт культура ҫуртӗнче ҫак кунсенче «Чӑваш пики – 2016» илемлӗх конкурсӗ иртнӗ. Тӗнче тетелӗнчисем вара ҫак ӑмӑрту опечаткӑпа иртнине асӑрханӑ. Ирттерекенсем конкурс ятне экран ҫине «Чёваш пики 2016» тесе ҫырса кӑларнӑ.

Илемлӗх конкурсне Туҫи ял тӑрӑхӗн хӗрӗсем хутшӑннӑ. Чи сумлӑ титула Кивӗ Ахпӳртри Кристина Козлова тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Стелла Курицнӑна (Кивӗ Ахпӳрт) «Пултаруллӑ пике», Валерия Николаевӑна (Тури Туҫа) «Ҫепӗҫ пике», Мария Митрофановӑна (Кивӗ Ахпӳрт) «Илӗртӳллӗ пике», Валентина Павловӑна (Анат Туҫа) «Сӑпайлӑ пике», Виктория Николаевӑна (Тури Туҫа) «Хӳхӗм пике» номинацисенче палӑртрӗҫ.

Каласа хӑварас пулать, чӑваш чӗлхинчи опечаткӑсем ҫине вырӑслисемпе танлаштарсан тӳре-шара пысӑках тимлӗх уйӑрмасть. Чылай чухне вӗсене кӑлтӑксен шутне те кӗртмеҫҫӗ, халӑх умне именмесӗр кӑларса тӑратаҫҫӗ. Туҫа ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекен тӳре-шара та конкурс ятӗнче нимӗнле кӑлтӑка та асӑрхаман, хӑйсен хыпарӗнче сӑнсене пурне те курӑнмалла вырнаҫтарнӑ.

 

Статистика

РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнче ВИЧ-инфекци пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине пӗлтернӗ.

Роспотребнадзор тытӑмӗнчи федерацин СПИДпа кӗрешекен ӑслӑлӑхпа методика центрӗн ӗҫченӗ Наталья Ладная «Коммерсант» кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар, Свердловск, Кемӗр, Иваново, Иркутск, Тӗмен, Ленинград, Челябинск, Оренбург облаҫӗсем тата Пермь крайӗ яланхиллех ку енпе малта. Унтан та ытларах — списока ҫирӗм регион таран кӗртме пулать. Ун йышшисен шутне Ази ҫӗршывӗсенчен наркотик килекен субъектсем кӗреҫҫӗ.

ВИЧ-инфекци наркотикпа айкашнӑ чух та, гетеросексуаллӑ ҫыхӑну вӑхӑтӗнче те пӗр пек вӑйлӑ сарӑлать иккен. Ҫакна сывлӑх сыхлав специалисчӗсем кӑҫалхи кӑтартусем тӑрӑх пӗтемлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kommersant.ru/doc/3138306
 

Ҫул-йӗр
«Мускав—Хусан» магистральпе хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑс хӑҫан чупма пуҫлӗ?
«Мускав—Хусан» магистральпе хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑс хӑҫан чупма пуҫлӗ?

Анчах вӑхӑтлӑха. «Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне ҫӳлтисем ырламан. Аса илтерер, пирӗн республика территорийӗ урлӑ та пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнмалла. Малтан «Мускав—Хусан—Екатеринбург» маршрут пирки калатчӗҫ , кайран маршрута кӗскетрӗҫ. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртнине те влаҫрисем хыпарланӑччӗ. Анчах ку ыйтупа паян та татӑклӑ йышӑну туман. Ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар.

Ӗнер Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса пани паллӑ пулчӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем хутлакан ҫулсем тума «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» организаци, патшалӑх укҫа хывнисӗр пуҫне инвесторсене те явӑҫтармалла. Китай хирӗҫ маррине маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах Германи те пӗр участока илме кӑмӑл пуррине палӑртнӑ.

РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавлаҫҫӗ.

«Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kommersant.ru/doc/3137572
 

Ял хуҫалӑхӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Малиновка ялӗнче ҫӗнӗ ферма уҫӑлнӑ. Унти витере 200 пуҫ ӗне усрама пулать.

Унччен ҫав вырӑнта колхозӑн юхӑннӑ ферми пулнӑ. Ҫӗнӗ витене 170 кунра туса пӗтернӗ. Ӑна Комсомольски районӗнчи усламҫӑ Рафис Айсын хута янӑ. Ӑна Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫӗр питӗ килӗшнӗрен вӑл унта ферма уҫнӑ.

Фермӑра ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем тупӑннӑ. Ӗнесене хальхи йышши аппаратпа сӑваҫҫҫӗ. Условисем питӗ лайӑх.

Ку вите – пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Проектпа килӗшӳллӗн, унта 400 пуҫ ӗне вырнаҫмалӑх ферма пулмалла. Кун хыҫҫӑн патшалӑх тӑкакӑн 20 процентне тавӑрса парӗ.

Тепӗр вите те хута ярасшӑн фермер. Ӑна 2018 ҫулта ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=14174
 

Тӗнчере

Юлия Полячихина Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вӑл Балкана тухса кайнӑ. Пике тӗнче шайӗнче иртекен илем конкурсне хутшӑнӗ.

Miss Globe пӗтӗм тӗнчери конкурс йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӳк уйӑхӗнче иртет. Вӑл Балканра тӳрех темиҫе ҫӗршывра иртет: Македонире, Черногорире, Албанире.

Юлия Полячихина унта каймашкӑн тивӗҫ. Вӑл «Чӑваш Ен топ моделӗ – 2015» куонкурсра ҫӗнтернӗ, «Чӑваш Ен мисӗ – 2016» ята тивӗҫнӗ. Юля ҫавӑн пекех «Раҫҫейри туризм мисӗ» те.

 

Хулара

Шупашкарти Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине ӗҫлеме чарнӑ. Пачах мар – икӗ эрнелӗхе.

Лаккана вӑхӑтлӑха мӗншӗн хупнӑ? Санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн. Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем трӗслев ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ.

Лавккара вентиляци тытӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен, апат-ҫимӗҫе упрамалли йӗркене пӑснӑ. Тавара вара хваттерсен чӳречи айӗнче тиенӗ. Ҫакна пула халӑхра тӗрлӗ инфекциллӗ тата инфекциллӑ мар чирсем сарӑлма пултарнине ведомство пӗлтерет.

Лавкка хуҫине ҫак ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн 14 кун панӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Мускавра шкул ачисемпе студентсен хушшинче патшалӑх чӗлхисемпе иртнӗ олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пулнӑ. Регионти тапхӑр Раҫҫейри регионсенче юпан 1–15-мӗшӗсенче иртнӗ. Ун чухне ҫамрӑксем наци чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартнӑ, текстпа ӗҫленӗ, чӗлхе саккунӗсене тишкернӗ. Унта 6,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Мускавра иртнӗ тапхӑра 138 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем — 17 регион ҫӗнтерӳҫисем. Пирӗн республика чысне Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Екатерина Павлова, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫри Анастасия Белкина, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Мария Самделова, Константин Григорьев, Татьяна Мартышкина, Ирина Сурская хӳтӗлӗнӗ.

Олимпиадӑна А.С.Пушкин ячӗллӗ Патшалӑх музейӗнче официаллӑ лару-тӑрура хупнӑ. Унтах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 10 ҫамрӑк кӗнӗ. 50-шӗ — призерсем.

Анастасия Белкина ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑна дипломпа, медальпе тата статуэткӑпа чысланӑ. Мария Самделова тата Ирина Сурская призерсен йышне кӗнӗ.

 

Ҫул-йӗр

Шупашкарта ҫурт йӑтӑнса аннӑ. Граждан урамӗнче вырнаҫнӑскерӗн пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Унта никам та пурӑнман.

Ку паян 11 сехетре пулнӑ. Ҫуртӑн сулахай енӗ мӗншӗн йӑтӑнса аннине тӳрех палӑртайман. Унта ҫынсем пурӑнман, анчах унта кӗрсе ҫырткаламалли кафе пулнӑ.

Вырӑна специалистсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Икӗ хутлӑ ҫурт мӗншӗн ишӗлнине палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унта никӗсе ҫирӗплетес тесе ӗҫсем ирттернӗ. Ҫавна пула ҫӗр куҫнӑ, унтан сулахай кӗтес ишӗлнӗ. Телее, никам та шар курман. Шалта пулнисем ҫурт ишӗлсе аниччен урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ.

Хӑлха илтменнисен обществи унта тӗлпулусем ирттернӗ. Вӗсен пӳлӗмӗ – сылтӑм енче. Галина, обществӑра ӗҫлекенскер, каланӑ тӑрӑх, вӗсем сасӑ илтсенех урама чупса тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/37798
 

Политика
Иван Моторин премьер-министр
Иван Моторин премьер-министр

Раҫҫей Президенчӗн кадр резервне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин кӗнӗ. Ҫӗнетнӗ ушкӑнра — 135 ҫын. Унчченхисенчен хӑшӗсем пысӑкрах должноҫ йышӑннӑ, теприсем РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ — ҫапла вара резерва вӗсен вырӑнне урӑххисене илнӗ.

Маларах кадр резервӗнче пирӗн республикӑрисенчен Сергей Гапликов (ӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Коми Республикине ертсе пыма шаннӑччӗ), Михаил Игнатьев тата Надежда Прокопьева пулнӑ.

Сӑмах май, республика Правительствин пуҫлӑхне Иван Моторина Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов кӑҫал ҫуркунне ӗҫлеме чӗннӗччӗ, премьер-министр Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнӑччӗ, анчах кунтах юлма йышӑннӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2618, 2619, 2620, 2621, 2622, 2623, 2624, 2625, 2626, 2627, [2628], 2629, 2630, 2631, 2632, 2633, 2634, 2635, 2636, 2637, 2638, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...