Республикӑра
![]() Республикӑри хастарсем чӗрчунсене хӳтӗлесе петици ҫырнӑ, унпа килӗшсе ыттисене те алӑ пусма ыйтаҫҫӗ. Ҫавсем Шупашкарти «Спецавтохозяйство» общество тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Тӗкӗрҫ рашчи) учреждени, унсӑр пуҫне ҫак хуласенчи коммуналлӑ хуҫалӑх службисене ӳпкелени сисӗнет. Петицире килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене персе пӑрахнине ырламанни палӑрать. Чӗлхесӗр янаварсемшӗн пӑшӑрханакансем чӗрчунсене леш тӗнчене ӑсатиччен вӑхӑтлӑх усрамалли вырӑн уҫмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасем тата аслисем умӗнчех йытӑсене персе вӗлернине те ҫавсем хурлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене вӑрах вӑхӑт тата нушаланса вӗлерекен эмел панине хирӗҫ. Петицие ҫӗршыв Президенчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ тата Чӑваш Енӗн прокурорӗ патне ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси ялӗнче «Сӗтев» хаҫат никӗслевҫи Эдуард Мочалов пуҫарнӑ «Пысӑк футбол» турнирӗ пуҫланчӗ. Шел пулин те, шӑпа туртнӑ Элӗк районӗнчи футбол ушкӑнӗ турнира тем сӑлтава пула килеймен. Ун пирки турнира йӗркелекенӗ ӑмӑрту пуҫланиччен пӗр сехет малтан пӗлтернӗ. «Анчах та вӗсем малалла хутшӑнасси пирки шантарчӗҫ», — пӗлтерет ӑмӑртӑва йӗркелекенӗ. Турнир пуҫаруҫи вӗсен пирки штраф санкцийӗ пирки шутлать. «Пысӑк футбол» турнира вара «Мӑн Сӗнтӗр» тата «Кӳстерек» футбол ушкӑнӗсем пуҫларӗҫ. «Мӑн Сӗнтӗр» футбол ушкӑнӗ 5:0 шутпа вӑйя ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗртме 26-мӗшӗнче футбол турнирӗ Муркаш районӗнчи Рыкакасси футбол уйӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 16:00 сехетре. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Амӑш палӑкӗ умӗнчи пурнӑҫ йывӑҫҫи Республика кунне халалласа Шупашкарта тата Элӗк районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Ҫавсенчен пӗри — Шупашкарти Амӑш палӑкӗ умӗнче Пурнӑҫ йывӑҫҫи флешмоб йӗркелени. Унта кӑмӑл пуррисене пурне те хутшӑнма чӗннӗ. Ҫапла вара 1000 ҫын ытла наци ҫеммипе Чӑваш Енӗн патшалӑх элемӗ — Пурнӑҫ йывӑҫҫи — евӗр тӑрса тухнӑ. Йышра шкул ачисем, культура, вӗренӳ, учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем тата уява пухӑннӑ ҫынсем пулнӑ. Авалхи чӑвашсен руна ҫырӑвне тӗпе хурса йӗркеленӗ элем ҫирӗпрен те ҫирӗп, хӑватлӑран та хӑватлӑ юмана аса илтерет. Вӑл республикӑра пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхне пӗлтерет. пилӗк парйан тӑраканскерӗн тӗп пайӗ ҫӳлте 90 градуспа айккинелле каякан икӗ туратпа вӗҫленет. Ку вӑл — республикӑра пурӑнакан тӗп халӑх. Айккинчи иккӗшӗ тулай чӑвашсене палӑртать. Варринчи чалӑш икӗ элеменчӗ — кунта пурӑнакан ытти наци ҫыннисене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасем ҫамарта кустараҫҫӗ Ӗнер, Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Пӗтӗм чӑвашсен халӑх уявӗ «Ҫимӗк» иртрӗ. Вӑл, Чӑваш ентешлӗхӗсемпе районсенчи (регионсенчи) таврапӗлӳҫӗсен уйрӑмӗсене халалланӑскер, маларах иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗн тӑсӑмӗ евӗр иртрӗ. Ҫимӗке Самар, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Эстони тата ытти тӑрӑхри чӑвашсем ҫитнӗ. Уяв тӑван чӑваш чӗлхипе иртрӗ. Уявра ирттерме палӑртнӑ йӑла-йӗрке йышӗ сахал марччӗ, «Чемен карти» этнохулашра вӗсене пурне те кӑатртрӗҫ. Ваттисен пил сӑмахне Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял тата Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тухса каларӗҫ. Ҫимӗк тӗлне хатӗрленӗ таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркеленӗ таврапӗлӳҫӗсен пуххине Чӑваш таврапӗлӳҫисен председателӗ Сергей Сорокин ертсе пычӗ. Усал-тӗселтен тасатакан сӑваплӑ ҫулӑма тивӗртнине, хулаш йӗри-тавра хӗрсем ака тунине («хӗраки»), йӑх юписене лартнине Ҫимӗке килнӗ пур хӑна сӑнарӗ — вӗттинчен пуҫласа аслисем таранах. Пурте пӗрле алӑ тытса пысӑк вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн пайташӗсем ҫулталӑка пӗрре иртекен ларӑва пуҫтарӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ.
Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем тата вӑл е ку темӑпа кам мӗн тухса калаҫни пирки конгресс сайтӗнче анлӑ информаци шайӗнче кӑна хыпарланӑ та, кам тата мӗн пирки тавлашни-тупӑшнине, кам тата мӗн сӗннине йӑлтах ӑнланма йывӑртарах. Ҫак сайт администраторӗ тата маларах асӑннӑ статья авторӗ Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе ЧНК сайтӗнче каярах паллаштарма шантарчӗ-ха. Мӗнех, курӑпӑр-вулӑпӑр. Унччен вара кӑсӑклӑ пӗр шухӑш ҫинче чарӑнса тӑрам. Аҫтахар Плотников Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Мӑн Канаш ларӑвӗнче Тӗмен чӑвашӗ ҫӑпатана музейсенчен кӑларса пеме сӗннӗ. Ҫӑпатана музейран кӑларса пемелле тени аташу-и е ырӑ шухӑшах-и? Аҫтахар Плотниковӑн хыпарне Фейсбукрисем тӗрлӗрен йышӑннӑ. «Мӗн тӗрлӗ кӑна чӑваш ҫук тӗнчере!» — тесе тӗлӗнет, сӑмахран, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ, драматург, поэт, куҫаруҫӑ, актер, этнотеатрҫӑ Иосиф Дмитриев. |
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шӑла ҫирӗплетме услам ҫу пулӑшать. Куллен тасатса тӑнипе, тухӑр патне кайса тӗрӗслеттерсе тӑнипе пӗрлех куллен мӗн ҫини те сывлӑха витӗм кӳрет. Сиен кӳрекен апат-ҫимӗҫ те пур. Шӑлшӑн сахӑр песукӗ тата сахӑр песукӗллӗ, йӳҫӗ ҫимӗҫ, газлӑ тата спортсменсем ӗҫекен шыв сиен кӳрет. Тухтӑрсем шӑлшӑн усӑллӑ тесе пилӗк ҫимӗҫ пирки калаҫҫӗ: кунта ыхра, гвоздика, куркума, симӗс чей тата услам ҫу кӗрет. Юлашкинчен каланине маларах чӗрешӗн тата юн тымарӗсемшӗн сиенлӗ тесе шухӑшланӑ. Халӗ вара ӑсчахсем услам ҫу усси пирки калаҫма тытӑннӑ. Вӑл организмшӑн пӗтӗмӗшле лайӑх. Унсӑр пуҫне шӑла та ҫирӗплетет. Ҫак ҫимӗҫре тутлӑхлӑ япаласем нумай, A, D, E, K2 ҫура ирӗлекен витаминсем пур. Кунта курӑкпа тӑрантарнӑ ӗне сӗтӗнчен туни пирки каланине палӑртмалла. Услам ҫура кальци тата линолевӑй кислота пур. Ҫимӗҫе кирек епле апата та хушма юрать, анчах ӑна ытлашши ирӗлтерсе ямалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ҫакна хӑлхана чикмест — ӳсӗрле шыва кӗме каять. Инкек Шупашкар районӗнчи Атӑльялӗнче пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳсӗр чухне шыва кӗме кайнӑ. 28 ҫултискер пӗвере пӗчченех чӑмпӑлтатнӑ. Кӑштахран ял ҫыннисем арҫын виллине асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Унӑн кӗлеткине водолазсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Сӑмах май, кӑҫал ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑра 9 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ачасем тата ҫамрӑк. Инкек чылай чухне шыва кӗме юраман вырӑнта пулать. Кӑҫал республикӑра 14 пляж официаллӑ майпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта «Каскад» суту-илӳ комплексӗнче раритет йӑла техникин куравӗ уҫӑлать. Курава килекенсем телевизор техникин аталанӑвӗпе паллашма пултарӗҫ. Унта пӳлӗмри пӗрремӗш антеннӑсем те, мультифункциллӗ ТВ-приставкӑсем те пур. Кунашкал проект пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче Екатеринбург хулинче старт илнӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа пурнӑҫланӑ. Пӗрремӗшӗнче раритет техникӑна пуҫтарнӑ, экспозици хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ ҫӗре кирек кам та хутшӑнма пултарнӑ. Ҫынсем Совет Союзӗнчи, ют ҫӗршывра пуҫтарнӑ кивӗ телевизорсене йӑтса пынӑ. Ҫапла 20 ытла телевизор пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче хура-шурӑ кӑтаратакан КВН-49 телевизор та пур. Вӑл СССРта анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Курав уҫӑлнӑ кун ҫынсемпе викторинӑсем, конкурссем ирттерӗҫ. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Курав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ял пӗчӗкех мар — 205 хуҫалӑх, унта 407 ҫын пурӑнать. Туслӑ халӑх ял уявне хаваспах пухӑннӑ. Малтанах ял халӑхне вырӑнти тӳре шара саламланӑ. Ярӑславсене саламлама ытти тӑрӑхран та килнӗ. Халӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешсене манмасть. Малтанах вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ. Ял пурнӑҫӗшӗн нумай тӑрӑшакансене, хастарлӑхӗпе палӑрнисене парнесемпе, грамотӑсемпе чысланӑ. Ялти вулавӑш литература монтажӗ хатӗрленӗ. Сцена ҫинче вырӑнти юрӑҫсем, чӑваш этрада артисчӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ. Спорт мероприятийӗсӗр иртмен паллах. Волейбол лапамӗнче урамсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ. Уявра пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ташӑ каҫӗпе тата фейерверк янипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» ял хуҫалӑх комплексӗ ҫумӗнче доярсен тата выльӑх-чӗрлӗхе искуственнӑй майпа пӗтӗлентерекенсен республика конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие пултарулӑх ушкӑнӗсем илем кӳнӗ. Вӗсем конкурсҫӑсене юрӑ-ташӑпа хавхалантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчен «Ҫӑкалӑх» ансамбль те килнӗ унта. Вӗсем концерт программипе ҫитнӗ. Ансамбль ертӳҫи — В.Андреева. Вӑл пурне те Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ячӗпе саламланӑ. Ушкӑн вырӑс тата чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Чикан ташши пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ. Концерт пурне те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ. | ||
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |