Раҫҫейре
![]() Lenta.ru информаци порталӗ Раҫҫейри хуласен экологи танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтерет. Сергей Донской чи таса тата таса мар хуласене палӑртнӑ. Талаштарӑмра Мускав япӑх экологи тӗлӗшӗнчен пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан списока Норильск, Иркутск, Чита, Дзержинск, Красноярск, Екатеринбург, Челепи, Магнитогорск кӗнӗ. Лайӑх экологи тӗлӗшӗнчен Тамбов облаҫӗ палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алтай Республики, виҫҫӗмӗшне Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чи таса 10 регион йышне Чӗмпӗр облаҫӗ, Алтай крайӗ, Чукотка автономи округӗ, Чӑваш Республики, Курск, Тамбов, Тӗмен облаҫӗсем кӗнӗ. Танлаштарӑма ҫын сывлӑхне япӑх витӗм кӳрекен таса мар сывлӑша шута илсе хатӗрленӗ. Сывлӑш чи малтанах газсене пула вараланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи шыва кӗмелли сезона пӗтемлетнӗ. Шел те, кӑтартусем савӑнтармаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑра шыв хӗрринче пулнӑ инкексен, шывра путнисен хисепӗ ӳснӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗнӗ чухне шар курнӑ. Ҫитменнине, чӑмпӑлтатма юраман вырӑнта. Кӑҫал шывра пӗчӗк ачасем те путса вилнӗ. Паллах, ку ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула сиксе тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри чылай районта шыва кӗме юрӑхлӑ вырӑн сахал. Танлаштармашкӑн: кӑҫал шыв хӗрринче 48 инкек пулнӑ, пӗлтӗр — 30. Шывра 48 ҫын путса вилнӗ, 2015 ҫулта — 30. Кӑҫал шывра 7 ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗлтӗр вара — 6-шӗн. Кӑҫал 18 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем аварие лекнӗ. Шел те, унта 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари М-7 ҫулӑн 514-мӗш ҫухрӑмӗнче, Лысково районӗнче, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Toyota Camry урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та Мускав енне каякан йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Иномарка салонӗнчи водитель тата пассажирсем вилнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑмсӑр пуҫне унта 10 ҫулти хӗрача, 3-ри арҫын ача тата 1,5 ҫулти хӗр пӗрчи пулнӑ. Вӗсем пурте Муркаш районӗнче пропискӑра тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрнери спирт савучӗ ӗҫлеме пӑрахнӑранпа пилӗк ҫул хыҫа юлнӑ. Ҫак кунсенче предприяти ҫӗнӗрен вӑй илсе ӗҫе кӳлӗннӗ. Аса илтерер: Етӗрнери спирт савучӗ 2011 ҫулта хӑйӗн алӑкне хупнӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вара унта каллех ӗҫ вӗреме пуҫланӑ. Савут контрафактлӑ эрехе пӗтерме пулӑшакан тӑватӑ савут йышне кӗнӗ. Ҫавна пула унӑн алӑкӗсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче погрузчике, грузчике тата хуралҫа ӗҫе илнӗ. Унта унччен вӑй хунӑ ҫынсем ӗҫлеме килнӗ. Савутра кунне 8–9 фура контрафактлӑ эрех пушатаҫҫӗ. Хальлӗхе савтура 25 ҫын вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Салют» культура керменӗнчи ретро-программӑра Паян Шупашкарти «Салют» культура ҫуртӗнче кинеми-мучисем валли ташӑ ретро-программи йӗркеленӗ. Вӑл — унти «Ветеран» клуба ҫӳрекен ватӑсем валли. Вӑхӑта хавас йышпа ирттерме тата ташлама культура ҫуртне 100 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Капӑрланса та хитреленсе пынисем пӗр-пӗринпе кӑмӑлтан паллашнӑ. Ретро-программӑна ҫӳрекенсене вальс, танго, ча-ча-ча, фокстрот тата ыттине ташлаттарма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кинеми-мучисене ташша пухиччен культура ҫуртӗнчи диско-зала юсаса ҫӗнетнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Алимов ертсе пыракан ташӑ ушкӑнне ҫӳрекен ҫулланнӑ ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ ташӑ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа хастар ватӑсене «Салют» культура керменӗн артисчӗсем Галина Чечнева, Инна Григорьева, Галина Аникина, «55 плюс» ансамбль саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элпуҫӗнчи 165 ачалӑх шкул Паян Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнче ҫӗнӗ шкул уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑю касма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра ҫулсерен пӗр-икӗ шкул уҫнине палӑртнӑ май вӗрентӗве аталантарассин малашлӑх планӗнче 10 ҫулта 16,5 пин ачалӑх 32 шкул тума пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Кун валли 12,5 миллиард тенкӗ кирлине асӑнса хӑварнӑ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ шкулсене кашни районпа хуларах тӑвассине каланӑ. Вырӑнти шкулти 9-мӗш класра вӗренекен хӗрачан амӑшӗ, Галина Кузнецова, республика ертӳҫине тав тунӑ. Ӑшӑ сӑмаха вӑл районти депутатсен ячӗпе те каланӑ. «Эпир тахҫантанпах ҫак куна кӗтнӗ. Шкул кермен пекех», — тенӗ вӑл. Элпуҫ ачисем унччен 1960 ҫулта тунӑ ҫуртра вӗреннӗ. Ҫӗнӗ шкула 165 ачалӑх хӑпартса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ сезона ҫӗнӗ спектакльпе уҫать. Чаршава 84-мӗш хутчен уҫма «РэПКА» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмаха суйласа илнӗ. Ҫапла, спектаклӗ пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен ҫарӑк пиркиех. Анчах Ҫамрӑксен театрӗ ӑна урӑхла лартма шантарать. Ӗҫе Егор Шашин композиторпа, Борис Лагода либретто авторӗпе, Наталья Шамбулина режиссерпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Наталья Шамбулинӑна режиссер тесе йӑнӑш ҫырнӑ теме кирлӗ мар. Ҫапла, хальхинче ҫак актер хӑйне режиссер пек кӑтартӗ. Детектива ҫавӑрнӑ юмахра Чӑваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Николай Дмитриев, Татьяна Зайцева-Илина выляҫҫӗ. Тата, паллах, театрӑн ытти артисчӗ те сцена ҫине тухӗ. Спектакле 10 тата 13 сехетсенче пӗчӗк залра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Юрмари» цехсенчен пӗри Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» агрохолдинг ӗҫ саккунне пӑснӑ. Асӑннӑ район прокуратури предприятире ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ҫу уйӑхӗшӗн те ӗҫ укҫи тӳлесе тытманнине палӑртнӑ. Парӑмӗ 62 ҫын умӗнче тӑрса юлнӑ. Вӗсене пурӗ 420 пин тенкӗ ытла тӳлемелле пулнӑ. Тӗрӗслев ытти кӑлтӑка та ҫиеле кӑларнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшнисенчен пӗри ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ун пек чухне шалӑва ҫав кунах парса татмалла. Хӗрарӑм вара укҫана тепӗр кун кӑна илейнӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр хӗрарӑма та ҫавӑн пекех кӗттернӗ. Предприятире грузчикра тӑрӑшакана ҫу уйӑхӗнче каннӑ отпуск укҫине утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче икӗ пая уйӑрса тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах канма кайиччен виҫӗ кунтан маларах куҫарса памалла тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама. Саккуна пӑхӑнманшӑн предприятин тӗп директорне 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, агрохолдинга хӑйне — 40 пин тенкӗлӗх. |
Вӗренӳ
![]() Пӗрремӗш класра вӗренекенсен урокӗ ыттисенчен кӗскерех пулмалла. СанПина улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш класрисене кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӗренӳ ҫулӗ вӗҫлениччен урокра 40-шар минут кӑна лартмалла. Вӑрмар районӗнчи шкулсенчи кун пирки пӗлмен-ши — кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗсенчи право акчӗсем саккуна килӗшсе тӑнипе тӑманнине тишкернӗ. Вӑрмар районӗнчи 16 организацире вырӑнти хутсене маларах асӑнна СанПинпа килӗшсе тӑмалла йӗркелемен. Вӑйра тӑракан саккунлӑ мар актсене пӑрахӑҫлама прокуратура хут ҫырса панӑ. Надзор органӗ асӑрхаттарнине вӗренӳ учрежденийӗсем ӑша хывнӑ, кутӑнлашса тӑмасӑрах кӑлтӑка пӗтернӗ: ӗҫлӗ хута ҫӗнетсе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Маларах "Ҫеҫпӗл" кино курма йыхравланӑ Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурта (халӗ ӑна КВНа хатӗрленекенсем тата туй-ҫуй ирттерекен «Артефакт» ятлӑ организаци, «Куча Мала» медиа центр йышӑнни паллӑ) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне парасси пирки сӑмах-юмах тухнӑччӗ. Ку хыпара ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Ҫуртсӑр хӑшкӑлнӑ театр тата ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансем ыйту тинех татӑласса шанса лӑпкӑн сывласа ячӗҫ пулсан, «Ҫеҫпӗлте» тӗпленнӗ ушкӑнсем хӑйсене килсӗр тӑратса хӑварасран пӑшӑрханса ӳкнӗ. Анчах халӗ «КВН» общество организацийӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫипе Юрий Васильевпа тӗлпулу иртнине пӗлтернӗ. Унта «Ҫеҫпӗлти» организацисем «Ҫеҫпӗлтех» юласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Маларах «Ҫеҫпӗле» пӑхма пынисем Ҫамрӑксен театрӗн делегацийӗ пулнӑ имӗш, анчах вӗсем хайсем тӗллӗн ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |