Ял хуҫалӑхӗ
![]() Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар енӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ. Тавӑҫҫӑ судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприяти Курск тӑрӑхӗнчи «Каневской комбинат хлебопродуктов – инвест» текен тулли мар яваплӑ обществӑпа — тулӑ туянасси пирки килӗшӳ тунӑ. Пурлӑх комитечӗ шутланӑ тӑрӑх, хапрӑк тырра пасарти вӑтам хакран 25 процент ытларахпа туянма килӗшнӗ. Тата вӑл тырӑ киличченех укҫана куҫарса янӑ имӗш. Кун валли хапрӑк 30 млн кредит та илнӗ. Тавӑҫ тӑратнӑ вӑхӑта нимле тырӑ та килмен. Апла пулсан хапрӑк укҫана айккинелле ӑсатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӑваш гимназийӗнче вӗренекен ача республикӑри конференцинче ҫӗнтернӗ. Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче 8-мӗш класра ӑс пухакан Николай Ащеулов «Жить, помня о корнях своих…» (чӑв. Тымарӑмӑрсене асра тытса пурӑнар) таврапӗлӳ темипе ҫырнӑ тӗпчев ӗҫӗсен республикӑри IV конференцийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Конференцие хулари нефтьпе хими техникумӗнче пухнӑ. Николай Ащеулов «Военная история» (чӑв. Ҫар историйӗ) номинацире палӑрнӑ. Чӑваш гимнази-интернатӗнче вӗренекен ача Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Маларах эпир чӑваш гимнази-интернатӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дырановапа тӗл пулу йӗркелени ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 4–7-мӗшӗсенче Алтай крайӗнчи Барнаул хулинче хӗрсемпе каччӑсен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарти 27-мӗш шкулта 9-мӗш класра ӑс пухакан Августина Павлова кайнӑ. Маттур хӗр унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, Раҫҫей рекордне те ҫӗнетнӗ. Ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршыври 37 регионти 400 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди пулнӑ. Августина тупӑшӑвӑн пӗрремӗш кунхинех ҫитӗнӳ тунӑ: пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӑл хӑйӗн виҫе категорийӗнче, 53 килограмм тайманнисен йышӗнче, Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республикӑра Мария Асламаспа сывпуллашнӑ. Ун хыҫҫӑнах Чӑваш Енре тепӗр хурлӑхлӑ хыпар сарӑлнӑ. Чӑваш дирижерӗ тата пианисчӗ Алексей Асламас куҫне яланлӑхах хупнӑ. 56 ҫулти Алексей республикӑна Чехирен нарӑсӑн 5-мӗшӗнче амӑшне пытарма килнӗ. Виҫӗ кунран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, хӑй вилсе кайнӑ. Чӑваш композиторӗн, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин чӗри хурлӑха чӑтайман. Алексейпа пӗрле унӑн ывӑлӗ Алексей та кукамӑшне юлашки ҫула ӑсатма килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӗҫӗн Алексейӑн Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче тӑван чӗлхе кунне халалласа концерт лартмалла пулнӑ. Алексей Асламаспа, аслипе, Шупашкарта паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Марафон ку таранччен ачасем валли 25 миллион тенкӗ пухма пултарнӑ. Акци кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти сусӑр ачасен шкулӗнче старт илнӗ. Пӗлтер фондран ун валли 165 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫапа кулинари мастерскойне уҫнӑ. Шкултан вӗренсе тухакансенчен чылайӑшӗ техникума, колледжа вӗренме кӗрет. Марафон ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, старт илнӗ. Анчах фонда унччен маларах укҫа килме тытӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче фонда Елчӗк ҫыннисем пуянлатнӑ. Фонд ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Чӑваш Ен — нимелле укҫа пухакан пӗртен пӗр регион. Ытти регионсем спонсорсене шыраҫҫӗ. 2014 ҫулта марафонра 9 миллион ҫурӑ пухнӑ. 2015 ҫулта вара кӑшт сахалрах. Ҫапах кӑҫал икӗ ҫул каяллахи рекорда ҫитесшӗн. Ӑна утмашкӑн республикӑри кашни ҫыннӑн 7 тенкӗ фонда хывмалла. Укҫа-тенкӗ чирлӗ ачасене сиплеме кайӗ, унтанах юсанмалли шкулсене, ача пахчисене уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм, шкулта вӗрентекенре тата депутатра ӗҫлекенскер, саккун умӗнче явап тытӗ. Ӑна ҫынна хӗненӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, ку 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энтрияль ялӗнче пулнӑ. Шкулта ачасене вӗрентекен, ҫав вӑхӑтрах депутат ӗҫне пурнӑҫлакан хӗрарӑм упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ. Ҫапла депутат хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, ӑна пуҫӗнчен икӗ хут ҫапнӑ, унтан ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ та тӗксе янӑ. Лешӗ ӳкнӗ. Халӗ ку ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, республикӑн Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа ҫавра сӗтеле тата Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах калӑпланӑ «Чӑваш Республикинчи чӗлхе тӑрӑмне тӗпчени» кӗнеке хӑтлавне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫитес эрнере, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, маларах асӑннӑ вулавӑшра 11 сехетре иртмелле. Хӑтлавра Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн истори енӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсӗр Э. Алос-и-Фонтсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем А.П. Леонтьев, И.И. Бойко, В.П. Иванов, А.П. Долгова, А.В. Кузнецов, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн деканӗ А.М. Иванова, республикӑн Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн Килӗшӳ канашӗн пайташӗ, Тӑван мар чӗлхесене вӗренмелли «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӑн коммерци директорӗ А.В. Блинов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Т.В. Денисова тухса калаҫмалла. Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах, сӑмах май, республикӑн Вӗренӳ институчӗ ирттернӗ «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» семинара та хутшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. |
Статистика
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Чӑваш Республики, кӑрлач уйӑхӗнчи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн, депрессие кӗрсе ӳкекен регион йышне лекнӗ. Кун пирки РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗ пӗлтерет. Пирӗн регионта ҫынсен «экономика» кӑмӑл-туйӑмӗн кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Вӑл танлаштарӑмра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Малти рете Архангельск облаҫӗ лекнӗ. Ҫавӑн пекех топ-5 регионсен йышне Брянск, Вологда облаҫӗсем, Тинӗсҫум крайӗ кӗнӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан, кӑрлачра халӑх тупӑшӗ самай пӗчӗкленнӗ. Тепӗр енчен, кил-тӗрӗшри йӑла техникине туянасси кӑштах ӳснӗ. Ҫурт-йӗр туянакансем те нумайланнӑ. Ку хаксем йӳнелнипе ҫыхӑннӑ. Карели Республикинчи тата Ямал-Ненецк округӗнчи ҫынсен кӑмӑлӗ хӑпарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш халӑх сайтне ытларах аталантарас тӗлӗшпе спонсорсене шыратпӑр. Спонсорсем куҫарнӑ кашни 200 тенкӗшӗн пӗрер магнитик парнелетпӗр. Вӗсене эсир курма ӗлкӗртӗр те ӗнтӗ (халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарса). Укҫа мӗн утма кайӗ? Пӗрремӗшӗнчен хыпарҫӑсене тӳлеме. Ятарлӑ тытса ӗҫлекеннисем пирӗн 2-3 ҫын. Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла пайри хыпарсене те тӑтӑшах пӗлтерсе тӑма пуҫласшӑн. Ҫак ӗҫ валли пире уйӑхне 10 пинрен сахалрах мар кирлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — сервер валли. Уйӑхсерен эпир сервершӑн 5000 тӳлетпӗр. Хальхи вӑхӑтра, унӑн хӑвачӗ ҫителӗксӗррине пула, тепӗр сервер вырнаҫтарасшӑн. Уншӑн уйӑхне 700 тенкӗ кӑна тӳлемелле пулӗ тесе шутлатпӑр-ха. Виҫҫӗмӗшӗнчен: эпир хутшӑнакан тӗрлӗ конкурссем валли укҫа кайӗ (парнесемшӗн). Тӑваттӑмӑшӗнчен: кӗнекесем сканерлас ӗҫе эпир вӗҫлемен-ха. Электронлӑлатас ӗҫе эпир сахал мар турӑмӑр пулсан та (тӗслӗхрен, «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 6 кӗнекине те кӗртрӗмӗр) электронлӑ вулавӑша кӗртмелли кӗнекесен йышӗ пурах-ха. Хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 15 пин тенкӗ пӗтеретпӗр. Эсир пулӑшсан сайта тата та лайӑхрах аталантарма май пулӗ. Хыпарсемпе статьясем ҫырма, тӗрлӗ функционала пурнӑҫа кӗртме ҫав-ҫавах ҫынсем кирлӗ-кирлех. |
Кӳршӗре
![]() Тутарстанри Павлӑ районӗнчи Потапово-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче унти шкула тӗрлӗ ҫулта вӗренсе пӗтернисен тӗлпулӑвне йӗркеленӗ. Вӑл «ӑшӑ лару-тӑрура» иртни, мероприятие «лайӑх йӗркелени» пирки пӗлтереҫҫӗ ҫав тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлешӗвӗнче. Шкултан тӗрлӗ вӑхӑтра вӗренсе тухса кайнисене район администрацийӗнче тӑрӑшакансем таранах саламланӑ. Шкулӑн хальхи ертӳҫи унта вӗреннисем пирки, шкул пӗтернисем вара ачалӑх ҫулӗсене аса илсе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Шкула чапа кӑларнисен хушшинче Совет Союзӗн Геройӗсем те, тӗнче чемпионӗсем те, Олимп вӑййисенче палӑрнисем те, ҫар ҫыннисем те, ҫыравҫӑсем те пур-мӗн. Ун пек мухтавлӑ ҫынсем ӳлемрен те унти шкулта сахал мар пуласса вӑл тӑрӑхрисем шансах тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |