Сумлӑ сӑмах
Культура
Вӑл е ку яваплӑ должноҫе пӗр-пӗр ҫынна лартнине тӗрлӗрен хаклакан пур. Ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ӗнтӗ. Нумаях пулмасть республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тутар чӑвашне Константин Яковлева лартнӑ хыҫҫӑн та темле те калаҫакан-сӑмахлакан, ун диссертацийӗ таранах сӳтсе явакан тупӑнчӗ. Тӳррипе каласан, юлашкинчен калани пирки халӗ те шӑв-шав лӑпланса пӗтмен-ха: тӗнче тетелӗнче ку темӑна ҫав-ҫавах хускатаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ пулма Вячеслав Оринова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вячеслав Оринов, аса илтеретпӗр, театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ. Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни. |
Пӗлтерӳ
![]() Ыран, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче икӗ чӗлхелӗх пирки вырӑсла 2 семинар иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш семинар 14 сехетре вулавӑшри 1-мӗш хутра акт залӗнче «Икӗ чӗлхелӗх, нумай чӗлхелӗх: кун-ҫулӗпе хальхи вӑхӑт» темӑпа пулмалла. Семинара шкулти вӗрентекенсем валли тесерех палӑртнӑ-мӗн-ха, анчах «кашни интересленекен те хутшӑнма пултарать», — тесе хыпарлать кун пирки семинар йӗркелӳҫисенчен пӗри «Хавал» халӑх пӗрлешӗвӗ. Семинара 23-02-03 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. 2-мӗш семинар 18 сехетре 2-мӗш хутра чӑваш кӗнеки уйрӑмӗнче «Икчӗлхеллӗ вӗрентӳ: теорире тата пурнӑҫра» темӑпа иртмелле. Унта ҫырӑнмасӑрах кайма юрать. Аса илтеретпӗр, семинарсене «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе «Хавал» йӗркелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, Мускаври «Avanclub» калаҫу клуб хастарӗсем карачай-балкар ҫамрӑкӗсене аталантарма йӗркеленӗ «Эльбрусоид» фондне хӑнана кайнӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче «Эльбрусоид» фончӗн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Фонда хӑнана кайсан «Avanclub» пайташӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, тутлӑ чейпе сӑйланӑ. «Хӗрӳ калаҫу пынӑ май, пӗр-пӗрин пирки (халӑх, чӗлхе пирки...) ыйтса пӗлтӗмӗр. Эпир вӗсен проекчӗсемпе, вӗсем вара пирӗн ӗҫ-хӗлпе интересленчӗҫ», — тесе пӗлтерет унта пулнӑ Оксана Антонова. Унтан вӑл тата ҫакна хушса хурать: «Тӗллевӗмӗрсем пӗрех-ҫке». Карачай-балкар хастарӗсене икчӗлхелӗхе аталантарас ыйту, тӑван чӗлхепе салам хучӗсене хатӗрлес ӗҫ уйрӑмах килӗшнӗ. Пирӗннисене вара вӗсен мобильлӗ хушӑмӗсем кӑмӑла кайнӑ. Ку енчен карачай-балкар ҫамрӑкӗсем хӑйсен опычӗпе паллаштарма та хирӗҫ мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла вӗрентме ют чӗлхе методики аван Нумаях пулмасть республикӑри чӑваш чӗлхи учителӗсем «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» темӑпа семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче иртттернӗ. Семинара республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ С.В. Петрова, «Язык для успеха» ют чӗлхесен шкулӗн директорӗ А.К. Филиппова, гуманитари институчӗн тӗпчевҫи Алос-и-Фонт Эктор, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин, наци вӗренӳ центрӗн ӗҫтешӗсем, вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тата ыттисем хутшӑннӑ. «Тӗп калаҫу вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсем тавра пулчӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Вӗренӳ институтӗнче. Ӗҫ пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ют чӗлхе методикине те вырӑнлӑ усӑ курма май пуррине палӑртнӑ-мӗн унта. «Кала-ха» вӗренӳ кӗнекин авторӗ Александр Блинов вара кӗнекен тытӑмӗпе паллаштарнӑ. Кӗнекере вӗренӳ материалне кулӑшла, мыскараллӑ та хаваслӑ, шкул пурнӑҫӗпе, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса кӑтартнине пӗлтернӗ вӑл. Вӗренӳ кӗнекин материалне ятарлӑ сайта вырнаҫтарнине, унпа вӗренекенсем те вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Дарья Адюкова Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чирлет. Хӗр Шупашкарти пульницӑра сипленнӗ. Халӗ вӑл Германие тӗрӗсленме кайнӑ. Дарья валли укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ку ӑна сипленмешкӗн кирлӗ. Германири пӗр клиника чӑваш хӗрне пулӑшма шантарнӑ. Тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Дашӑпа амӑшӗ Германири Фрайбург хулине ҫитнӗ. Унта ӑна профессор тӗрӗслеме тытӑннӑ. Дарьйӑн виҫӗ самолетпа вӗҫме тивнӗ. Йывӑр пулсан та чӑтнӑ вӑл. Амӑшӗ Татьяна халӗ клиника ҫумӗнчи отельте пурӑнать. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн укҫа мӗн чухлӗ кирлине палӑртӗҫ. Дарьйӑна пурте пулӑшма пултараҫҫӗ. Унӑн реквизичӗсем: Сбербанк: 4276 7500 1344 7544 Тинькофф банк: 5213 2437 3552 0007 Авангард: 5222 2383 2375 5816 Яндекс.кошелек: 410013857398238 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстан Республикинчи Анат Камӑри 34-мӗш номерлӗ чӑваш гимнази-интернатӗнче нумаях пулмасть асра юлмалла курнӑҫу йӗркеленӗ. Гимназире вӗренекенсем патне нарӑсӑн 6-мӗшӗнче нимӗҫсен концлагерӗнче асапланнӑ Альбина Дыранована хӑнана йыхравланӑ. Альбина Павловна пограничник хӗрӗ пулнӑ. Унӑн ашшӗ чикӗ патӗнчи ҫапӑҫура хыпарсӑр ҫухалнӑ. Дырановсен ҫемйи тыткӑна лекнӗ. Альбина Павловнан амӑшӗ, пиччӗшӗсем тата аппӑшӗ бюргер (хулара пурӑнакана Германире ҫапла каланӑ) патӗнче тӑватӑ ҫул тар тӑкнӑ. Альбина пӗчӗк пулнӑ, ӗҫлеймен, анчах унне юн илсе пурӑннӑ. Нуша-тертне пайтах курнӑ хӗрарӑм аса илӗвне гимнази-интернатра аслӑ класра вӗренекен ачасем чунтан ӑнланса та шеллесе итленӗ, куҫӗсем те шывланнӑ вӗсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре финанс пирамидине йӗркеленӗ ҫын тӗлӗшпе кӗҫех суд пулӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пирамида ҫынсене 68 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Следстви акӑ мӗн палӑртнӑ: 2010 ҫултан пуҫласа 2014 ҫулччен Вӑрнар послокӗнче «Агросервис» ЯХПКК тата «Сельский двор» СКК потребитель кооперативӗсем ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул хушшинче усламҫӑсем вырӑнти халӑхран упрамашкӑн 65 миллион тенкӗ илнӗ. Саккуна пӑхӑннине ҫирӗплетнӗ пекки туса ертӳҫӗ клиентсене процентсем кӑштах тавӑрса панӑ. Анчах кооператив кӑштахран ӗҫлеме пӑрахнӑ. 335 ҫыннӑн укҫине, кооператива хунисене, вара йӑкӑртнӑ. Халӗ ӗҫе пӑхса тухмашкӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ӗнер, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑх сообществин элчисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавра сӗтелре аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа республикӑри экономикӑна ҫыхӑнтарса ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Ҫамрӑк ӑсчахсем Михаил Васильевича хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ, тӗрлӗ тытӑмри проектсем пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, хӗвелпе водород электростанцийӗн макечӗпе паллаштарнӑ. Энергин кунашкал ҫӑлкуҫӗпе Германире тахҫанах усӑ кураҫҫӗ. Раҫҫейре вара хальлӗхе унпа мӗнле усӑ курмаллине палӑртман. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем кун тӗлӗшпе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ. Республикӑра электротехника ӑслӑлӑхӗсен академийӗ 10 ытла ҫул ӗҫлет. Вӑл ӑсчахсемпе инженерсен вӑйне пӗрлештересшӗн. Ҫавра сӗтелре ҫамрӑк кадрсемпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Мӗнле кӑна танлаштарӑм ҫук пулӗ халӗ! Вӗсен шутне пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкерни те кӗрет. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫине Юрий Попова МИХсенче пӗлтӗр сахал асӑннӑ. Ҫӗршыв регионӗсенчи саккун кӑларакан органсене ертсе пыракансене иртнӗ ҫул хаҫат-журналта, радио-телекуравра, элеткрон МИХсенче асӑннипе пирӗн республикӑн спикерӗ 75-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗршывра, аса илтеретпӗр, 85 регион. Поповӑн медиаиндексӗ 157,86-па танлашнӑ. Ҫулталӑкра ӑна журналистсем 946 хутчен аса илнӗ. Сӑмах май, Юрий Попов Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Пирӗн парламентӑн спикерӗнчен те МИХсем сахалтарах асӑннисем — Чӗмпӗр облаҫӗн тата Мари Элӗн саккун кӑларакан органӗсен ертӳҫисем. МИХсем уйрӑмах асӑнма кӑмӑллаканни — Крымри Владимир Константинов. Тутарстанӑн спикерне Фарид Мухаметшина тата Севастопольти спикера Алексей Чалыя та МИХсем кӑмӑллаҫҫӗ. Курск облаҫӗнчи Татьяна Воронина тата Хабаровск крайӗнчи Виктор Чудов медиаиндексӗ ытла та начар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вӑрмар районӗнчи Кавал культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть илемлӗ пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ ҫав мероприятие кавалсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ. Вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекенсем, Кавалти тулли мар пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, администраци ӗҫченӗсем тата ыттисем пулнӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ жанрпа кӑтартнӑ: хор, вокал ансамблӗ, пӗччен юрласси, ҫемье ансамблӗ, инсценировка, ташӑ, театр ӑсталӑхӗ тата ытти те. Кавал ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ал ӑстисен куравне те ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ, пӗр-пӗрин пултарулӑхне пӑхса тӗлӗннӗ-савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |