Статистика
![]() Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, усал шыҫӑпа чирлекен ачасен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви статистика хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 18 ҫул тултарман 20 ачан усал шыҫӑ аталаннине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шне федераци клиникине сипленмешкӗн янӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра усал шыҫӑпа аптӑракан 145 ача пурӑнать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасен йышӗнче ытларах «лейкимия» (юнри усал шыҫӑ) тӗл пулать. Вӗсене Республикӑри онкогематологи центрӗнче пулӑшаҫҫӗ. Хальхи йышши технологисем пулӑшнипе чылай чир-чӗре парӑнтарма пулать. Ку ачасен пурнӑҫне те лайӑхлатать. Химиотерапи чухне ыратнине ан туйччӑр тесе ятарлӑ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пульницӑра — хӑтлӑ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ унта хӑйсене килти пек туйччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ҫыравҫӑ Иван Яковлевич Тенюшев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл 93 ҫул тултарнӑ. Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, Патӑрьелти педагогика училищинче вӗреннӗ. 1942-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Вӑл вӑрҫӑ пирки хайлав та ҫырнӑ: «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлнӑ». Роман чӑвашла икӗ томпа тухнӑ. Юлашки ҫулсенче Иван Тенюшев И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗрентнӗ. Юлашки кунсенче вӑл вырӑнпах выртнӑ. Шел те, куҫне яланлӑхах хупнӑ вӑл. Унпа ыран, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри 24-мӗш хваттерте сывпуллашӗҫ. |
Статистика
![]() Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре шалӑвӑн вӑтам кӑтартӑвӗ кӑштах ӳснӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах, Чӑвашстат хыпаранӑ тӑрӑх, 10 процент чакнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансене 2015 ҫулта вӑтамран уйӑхне 21360 тенкӗ тӳленӗ. 2014 ҫулпа танлаштарсан, ку 2,4 процент нумайрах. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вара шалӑвӑн вӑтам кӑтартӑвӗ 26883 тенкӗпе танлашнӑ. Анчах шалӑва индексацилемелле-ҫке. Пӗлтӗр тавар хакӗсем ӳснине шута илес-тӗк ҫынсем сахалрах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫапла, 2014 ҫулпа танлаштарсан, 10,4 процент чакнӑ. Статистикӑна организацисенче ӗҫлекенсене шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш Енре кунашкаллисем — 340,7 пин ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче те йӗлтӗр сырса старта тухнӑ. Анчах вӗсем пӗр кун маларах, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, ӑмӑрту ирттернӗ. Спорт мероприятийӗ Олимп ҫулӑмне чӗртнинчен пуҫланнӑ. Ӑмӑртӑва 2,5 пин ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳсем вӑй-хал культурипе туслӑ пулма, спорта юратма чӗнсе каланӑ. Олимп ҫулӑмне чӗртме республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусен призерне Артем Рахматова шаннӑ. Кун хыҫҫӑн старт пуҫланнӑ. Малтанах чи пӗчӗккисем 100 метр чупнӑ. Чи асли Константин Шаткин пулнӑ. Вӑл — 83 ҫулта. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ, парнепе савӑнтарнӑ. Унччен малтан эпир 83-ри Вера Орлова та йӗлтӗр ҫине тӑни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комисси учетри ҫемьсен шӑпине татса парать Эрех-сӑра енне супнӑ, ачи-пӑчи пирки маннӑпа пӗрех пурӑнакан ҫемьесене вӑхӑтра тупса палӑртассипе ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссисем ӗҫлеҫҫӗ. Кашни районтах пур ун пеккисем. Ҫул ҫитменнисене хӳтӗлессинчен ытла вӗсене явап тыттарассипе ҫине тӑраҫҫӗ тесе калакаланине те илтме тиветчӗ маларах. Ҫавӑн пек комиссин черетлӗ ларӑвӗ ҫак кунсенче Шупашкар районӗнче иртнӗ. Унта Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗн ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн ертӳҫи Татьяна Михайлова та хутшӑннӑ. Хальхи ларура яваплисем ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗсен ҫул ҫитмен ачисемпе ҫыхӑннӑ вунӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Учетра тӑракан ҫемьсенчен юсанакансем те пур иккен. 4 ҫемьене, ав, реабилитациленнӗ тесе начаррисен шутӗнчен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултарасси пирки эпир иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хыпарланӑччӗ. Кун пирки эпир ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентствине пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Иван Яковлева хисеплесе монумент лартма комиссине заявка ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк Уҫланкӑ) урамра вырнаҫтарасшӑн пулнӑччӗ. Палӑк ыйтӑвне ҫак уйӑхра пӑхса тухма шантарнӑччӗ. Халӗ, чӑн та, пӑхса тухнӑ. Анчах ыйту хальлӗхе уҫӑмланман. Иван Яковлев палӑкне Мускавра лартма Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ сӗннине тишкернӗ май маларах асӑннӑ Воскресенский палӑк валли вырӑна Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче мар, Чебоксарская (чӑв. Шупашкар) ятлинче тупма май пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Гуманитари институтӗнче цифрӑллӑ кино пӑхаҫҫӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче кино пӑхни пирки унта ӗҫлекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче кӑна пӗлтерчӗҫ-ха. Шӑп та лӑп пӗр уйӑх каялла пулса иртнине паян кӑна аса илнишӗн вулакансем хытах тӗлӗнмеҫҫӗ пулӗ тетпӗр. Пӗрремӗшӗнчен, хыпарне каярах юлса илтрӗмӗр. Иккӗмӗшӗнчен, ӑслӑлӑх институтӗнче вӑхӑт сутмалла кино пӑхса ларман-ҫке. Вӗсем архиври фильмсене аса илнӗ. Ҫитменнине, ӗлӗкхилле пленка ҫинче мар халӗ вӗсем. Вӗсене Чӑваш Енӗн электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ цифрӑлати пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халӑха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать. Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнине, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерессине те эпир унччен асӑнса хӑварнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанӑн культура пурнӑҫӗнче Федор Шаляпин фестивалӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Унти М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет академи патшалӑх театрӗнче ӑна асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Рауфаль Мухаметзянов пуҫарнипе 1982 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Фестивале тӗрлӗ ҫулсенче Мария Биешу, Любовь Казарновская, Анатолий Кочерга, Сергей Лейферкус, Паата Бурчуладзе, Ильдар Абдразаков, Хибла Герзмава, Дмитрий Хворостовский, Рене Папе, Мельба Рамо тата ыттисем хутшӑннӑ. Шаляпин фестивалӗн ярӑмне Мускаври пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче те йӗркелеме тытӑннӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет вӑл унта. Фестивале ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ те хутшӑннӑ. Пирӗн оркестрпа Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Михаил Гужов, Владимир Кудашев тата Пысӑк театрти Руслан Розыев, Украинӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Агеев, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Бранислав Ятич (Серби), Руслан Розыев (Бельгии), Дмитрий Григорьев (Мускаври «Русская опера» (чӑв. Вырӑс опери) театр), Олег Бударацкий (Екатеринбург) юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне уҫнӑ. Мероприятие вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ. Чи малтанах районти паллӑ ҫынсем пирки документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ытти ҫӗрти пекех Улатӑр районӗнче те кашни профессирех ҫемье династийӗсем пур. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Романов маттуррисене чысланӑ. Администрацин тав хутне Кондратьевсен ҫемье династине панӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле стажӗ — 146 ҫул. Ҫавӑн пекех Герман династине те тав хучӗ тыттарнӑ. Вӗсен стажӗ 121 ҫулпа танлашнӑ. Шкулта вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксем вара ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Юрий Кисловӑн стипендине пама йышӑннӑ. Уявра пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Доктор шайне хӑпарнӑ Юрий Исаев Чӑваш патшалӑх гуманитари институтне тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Анчах этем сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунакан ҫын пирки каламастпӑр-ха. Сӑмахӑмӑр — ӑслӑлӑх ҫынни ҫинчен. Ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ-им тесе те тӗлӗнме ан васкӑр. Института унчченхиллех Юрий Исаевах ертсе пырать. Анчах маларах вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ кӑначчӗ пулсан халӗ тухтӑра ҫитнӗ. Ӑнӑҫлӑ хӳтӗлев ӗнер иртнӗ. Юрий Исаев, аса илтерер, — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ҫынни (сӑмах май паян унӑн ҫуралнӑ кунӗ, 47 ҫул тултарчӗ). 1995 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Чӑваш чӗлхипе литератури» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан вӑл юрист дипломне илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята Юрий Исаев 2002 ҫулта хӳтӗленӗ. Унӑн теми Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче те вӑл тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен гуманитари институтне ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |