Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Ку — ырӑ йӑла. Вӑл 16-мӗш ҫул пурнӑҫланать ӗнтӗ. Культура ылмашӑнӑвӗн AFS программине Шупашкарти 41-мӗш шкул, 2-мӗш лицей тата 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул хутшӑнаҫҫӗ.

16 ҫулта Чӑваш Ен тӗп хулине Европӑри, Азири тата Америкӑри чылай делегаци килсе курнӑ. Акӑ нумаях пулмасть, икӗ эрне каялла, Шупашкара Таиландри 8 преподаватель килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, вӗсене хӑна ҫуртне мар, ҫемьесене вырнаҫтарнӑ. Ку ҫывӑхрах хутшӑнма май парать.

Икӗ эрнере Таиландран килнӗ хӑнасем уроксенче, урок тулашӗнчи мероприятисенче пулса курнӑ, ачасемпе тата вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, театрсене, музейсене тата куравсене ҫитсе курнӑ.

Ҫак кунсенче хӑнасем вӗренӳ управленине те ҫитнӗ. Унта вӗсем Шупашкар пирки видеоролик пӑхнӑ. Хӑнасем ачасем вырӑс тата чӑваш культурине лайӑх пӗлнине палӑртнӑ. Вӗсем кунти шкулсем, классем пӗчӗк пулнинчен тӗлӗннӗ. Таиландра класра 50 яхӑн ача вӗренет-мӗн. Кӗҫех Шупашкарти 8 вӗрентекен те Таиланда ҫитсе курӗҫ.

 

Спорт

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Александр Протаповича спорта юратакансем пӗлеҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсмен чылай ҫитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ.

Александр — хоккейҫӑ. «Сокол-96» командӑра выляканскер, халӗ Хусанти «Барс» командӑра тапӑнакан, Раҫҫейӗн ҫамрӑк хоккеистсен пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.

Ҫак команда Канадӑпа вылӗ. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, команда валли 34 хоккеиста суйланӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — хапхаҫӑ, 14-шӗ — хӳтӗлекен, 17-шӗ — тапӑнакан. Александр Протапович Канада командипе тапӑнаканра вылӗ.

Александр 19 ҫулта кӑна-ха. Кӑҫалхи сезонра вӑл «Ак Барс» хоккей лигин клубӗшӗн темиҫе матч вылянӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65272
 

Хулара

Ку хыпар водитель правине илме ӗмӗтленекенсене уйрӑмах кӑсӑклантарӗ. Ара, водителе вӗренме шут тытнисем чи малтан тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ: ӑҫта каймалла?

Апла ку сире пӗлмешкӗн: Шупашкарти виҫӗ автошкул лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсен ҫынсене урапапа ҫӳреме вӗрентме юрамасть. Унчченхи пекех ӗҫлеме тытӑнас тесен вӗсен ЧР ҪҪХПИн требованийӗсене пурнӑҫлама тивӗ.

ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Стелс», «Профессионал» автошкулсен тата «Профессионал» вӗренӳ центрӗн правана вӗрентмешкӗн лицензи ҫук.

Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫӳлерех асӑннӑ шкулсен автодрома тара тытас документсемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Права илекенсем унта вӑхӑта чылай ирттереҫҫӗ-ҫке-ха.

Ҫапла автошкулсем документсене йӗркене кӗртиччен пулас водительсене йышӑнмӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66131
 

Ӳнер

Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ Раҫҫейри чи лайӑх 50 ӳнер шкулӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче Мускаври Пысӑк театрта иртнӗ конференцире чысланӑ.

Ҫак ӳнер шкулӗ Акциновсен ячӗпе хисепленет. Чыслава уҫнӑ май РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫуме Владимир Аристархов кӑҫал «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 50 ача-пӑча ӳнер шкулӗ» конкурссене ҫӗршыври 85 регион хутшӑннине палӑртнӑ.

Ҫав кунах Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен ӑсчахсен ҫуртӗнче пултаруллӑ ачасемпе Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу иртнӗ. Унта Тӗп канаш Акциновсем ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорне Владимир Аксёнова пултаруллӑ ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗшӗн «Волонтерская доблесть» орденпа чысланӑ.

Владимир Аксёнов Мускавра иртекен «Раҫҫейри пултаруллӑ ачасем» Пӗтӗм тӗнчери канашлун тулли праваллӑ элчинче 5 ҫул ӗҫлет. Вӑл тӑрӑшнипе пирӗн республикӑра «Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасем» канашлу йӗркеленӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ ҫӗнӗ масар вырӑнӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ патӗнчи 11 тата 12-мӗш номерлӗ ҫӑвасенче пытармалли вырӑн сахалланса юлнине кура хула администрацийӗ 2-шер гектарсемлӗ 8 лаптӑк туяннӑччӗ. Халӗ ҫав ҫӗрсене хӑтлӑх кӗртсе пӗтернӗ.

Ку ӗҫе пурнӑҫлама конкурс ирттерсе «Эльбрус» ятлӑ тулли мар яваплӑ обществӑна тата «Ритуал пулӑшӑвӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине палӑртнӑ.

«Эльбрус» обществӑн асфальтпа бетонтан ҫул сармалла пулнӑччӗ, «Ритуал пулӑшӑвӗн» — карта тытса ҫаврӑмаллаччӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫула 1.7 миллион тенкӗлӗх сарнӑ. Карти те хатӗр. Ӑна тытма 447,35 пин тенкӗ тухса кайни пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать.

17-мӗш номерлӗ масара хӑтлӑх кӳртесси малалла пырать.

Ӗҫ пахалӑхне хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управленийӗ хакласа тӑрӗ.

Сӑнсем (5)

 

Вӗренӳ

Елчӗк районӗнчи шкулсенче 2015 ҫул Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗсем пулнӑран тӗрлӗрен семинар, уҫӑ урок, конкурс ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче, акӑ, К.В. Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина пулса иртнӗ. Конкурс ыйтӑвӗсене Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова тата Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗпе хисепленекен шкулта ӗҫлекен Антонина Михеева хатӗрленӗ.

Курнавӑш, Чӑваш Тӑрӑм, Тӑрӑм, Елчӗк, Кушкӑ, Хӑвӑлҫырма, Лаш Таяпа, Ҫӗнӗ Пӑва, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсем чи хастар хутшӑннӑ. Викторина ыйтӑвӗсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ: 5–7-мӗш классем, 8–9-мӗш классем, 10–11-мӗш классем валли. 5–7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи нумай балл пухаканни Курнавӑш вӑтам шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекен Иван Смирнов пулнӑ (ертӳҫи — Вера Воронова). 2-3-мӗш вырӑн йышӑнаканӗсем — Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнче вӗренекенсем (ертӳҫи — Галина Малова).

8–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче — Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен Татьяна Перепёлкина (ертӳҫи — Анна Портнова).

Малалла...

 

Республикӑра

Ҫурт-йӗре, ҫӗре, куҫман ытти пурлӑха епле регистрацилемелле-ха? Юрист мар та, пур ыйтӑва та ӑҫтан пӗлсе пӗтерейӗн. Раҫҫейӗн Росреестрӑн Чӑваш Енри Управленийӗ юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫынсене РФ Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ку ыйтупа йышӑнассине пӗлтерет.

Йышӑну пӳлӗмӗ Шупашкарти Ленинград руамӗнчи 36-мӗш ҫуртра йышӑнӗ. Унта нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центр вырнаҫнӑ.

Йышӑнӑва каяс текенсен центрти иккӗмӗш хута хӑпармалла. Специалистсем 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ.

Росреестрта тӑрӑшакансемпе пӗрлех йышӑнӑва пынисене сӗнӳ-канашпа ваккатсем, нотариуссем, налук специалисчӗсем пулӑшӗҫ. Хӑвӑрпа пӗрле ал айӗнчи документсене илме сӗнеҫҫӗ, ун пек тӗплӗнрех ӑнлантарма май килӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ – 62-90-44.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Нина Яковлева 75 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ иртнӗ. Юбиляра саламлама ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, артисткӑн тӑванӗсемпе тусӗсем, унӑн пултарулӑхне юратакансем килнӗ.

Константин Яковлев Нина Яковлевӑна наци культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшан тав сӑмахӗ каланӑ. Уяв каҫӗнче Нина Михайловна ячӗпе нумай ырӑ сӑмах янӑранӑ. Унӑн пултарулӑхне республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашӗнче те юратаҫҫӗ. Мускавра, Хусанта, Ӗпхӳре, Самарта, Чӗмпӗрте, Питӗрте тата ытти тӑрӑхра ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Аса илтерер: Нина Яковлева Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл наци кӑмӑл-туйӑмне, халӑх психологине лайӑх пӗлет. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине вӑл 1961 ҫулта тухнӑ.

 

Спорт

Чӑваш спортсменӗсем ӑмӑртусенче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ Олеся Игнатьева Питӗртен «Балтика кубокне» илсе килнӗ. Вӑл армрестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса мала тухнӑ.

Олеся Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 60 килограмран ытларах таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл тӗнчен икӗ хут чемпионкипе Наталья Торсеевӑпа тупӑшнӑ.

Олеся ӑна ҫӗнтерсе ылтӑн медаль илнӗ. Сӑмах май, чӑваш спортсменки 2013 ҫулта та кунашкал турнирта ҫӗнтернӗ.

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Комсомольскинче «Урожай» спорт обществин чемпионачӗ иртет. Унта Олеся Игнатьева та хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65271
 

Чӑвашлӑх

Ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудикокӗнеке кӑларассине унччен те пӗлтерсе тӑнӑччӗ. Халӗ аудиодиск «Книжные новинки» лавккасенче сутлӑха тухнӑ.

Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарлать. Комплекта 2 диск кӗрет. Пӗри – чӑвашла, тепри – вырӑсла. Диска 350 тенкӗпе сутнине пӗлтереҫҫӗ.

Вырӑсла диск 1 сехет те 33 минута тӑсӑлать. Унта автора Михаил Ефремов паллӑ актер вулать. Нарспи амӑшне – Лариса Родик, Нарспие – Диана Яковлева, Сетнера – Николай Ефремов, Михетера – Василий Куприянов, кӳрше – Людмила Коземир, Сетнер амӑшне – Людмила Коземир, Нарспи тусне – Наталья Ромашенко, сиплевҫе – Василий Куприянов, Тӑхтамана – Александр Тырлов, Сенттие – Наталья Ромашенко, арҫынна Бурис Кукин вулаҫҫӗ.

Чӑвашла диск 1 сехет те 18 минута тӑсӑлать. Унта автор сӑмахӗсене Николай Сергеев вулать. Нарспи амӑшне – Ирина Архипова, Нарспие – Татьяна Володина, Сетнера – Николай Тарасов, Михетера – Валерий Карпов, кӳрше – Валентина Ситова, Сетнер амӑшне – Валентина Ситова, Нарспи тусне – Ольга Мацуцина, сиплевҫе – Петр Садовников, Тӑхтамана – Владимир Григорьев, Сенттие – Алевтина Семенова, арҫынна Владимир Григорьев вулаҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2951, 2952, 2953, 2954, 2955, 2956, 2957, 2958, 2959, 2960, [2961], 2962, 2963, 2964, 2965, 2966, 2967, 2968, 2969, 2970, 2971, ... 3955
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...