Вӗренӳ
![]() Элӗкри шкул ачисем. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк Кӑҫалхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев вӗренӳ сферинчи ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тӗллевпе 20 грант парасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Ен хыснинчен ку укҫана кӑҫал республикӑри 7 ача пахчине, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждение тата профессилле пӗлӳ паракан 3 учреждение пама йышӑннӑ. Вӗсене кашнине 200-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкула та укҫа лекни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ пӗлтерет. Сертификата ҫурлан 20-мӗшӗнче республикӑри вӗренӳ ӗҫченӗсен конференцийӗнче панӑ. Элӗк шкулӗ ҫӗнӗ технологисемпе тухӑҫлӑ усӑ курать. Кунта педагогсен ӑсталӑхӗ те, ачасен ППЭ-чи кӑтартӑвӗсем те, тӗрлӗ шайри ҫитӗнӗвӗсем те пысӑк шайра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗ литература ӗҫченӗсемпе пуян. Унта Алексей Воробьев, Виктор Туринке, Вениамин Сорокин, Михаил Васильев, Владимир Толстов, Николай Аршуткин, Владимир Москвин ҫуралса ӳснӗ. Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа Мӑн Явӑшри клубра литература деятелӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Уяв каҫӗ К.Ивановӑн «Нарспи» поэмине тата «Тӑлӑх арӑм» сӑввине вуланинчен пуҫланнӑ. Культура ӗҫченӗсем кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна «Пирӗн ялти ҫыравҫӑсемпе поэтсем» ят панӑ. Вениамин Сорокин «Шуҫӑм сӑввисем» кӗнекине хӑтланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Эльвира Петрова Виктор Туринкен сӑввисене тишкернӗ. Клуб директорӗ Светлана Дергачева Алексей Воробьевӑн сӑввисене вуланӑ. Ҫав хушӑрах культура ӗҫченӗсем чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене юрланӑ. Тӗлпулу шӑпах панулми сӑпасӗнче пулнӑран мӑнявӑшсем пуян сӗтел хатӗрленӗ. Тӗлпулу чей ӗҫсе кӑмӑллӑ калаҫнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх драма театрӗ сезона Оперӑпа балет театрӗнчен кӑшт каярах уҫӗ. Театр куракансене зала авӑнӑн 23-мӗшӗнче пухӗ. Кӑҫал драма театрӗ 98-мӗш сезонне Иоаким Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» («Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун») спектаклӗпе уҫӗ. Ҫурлан 20-мӗшӗнче театр труппи пухӑннӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов коллектива тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, Чӑваш драма театрӗ республикӑра иртекен паллӑ пулӑмсене хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӗҫех театрсем сезон уҫса халӑха савӑнтарма тытӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезон уҫасси инҫех мар. Театр чи малтан сцена ҫине «Нарспи» опера кӑларӗ. Труппа отпускран тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ ҫӗнӗ постановкӑсене хатӗрленет. Илемлӗх ертӳҫи Ольга Нестерова каланӑ тӑрӑх, сезонра репертуар пуян пулӗ. Халӗ ав Даницеттин «Любовный напиток» оперине хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку таранччен ку опера унти сцена ҫинче янӑраман. Постановкӑна чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче курма май пулӗ. Унпа пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне уҫӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сезона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче уҫӗ. Хирпӳн «Нарспи» оперине Чӑваш Енри К.Иванов ҫулталӑкне халалласа лартӗҫ. Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ачалӑха сыхлакан уйрӑмӑн «хӗрӳ лини» телефонӗ ҫине 19 шӑнкӑрав килнӗ. Кусем 25 ачана пырса тивнӗ. Сисчӗвленнӗ ҫынсем ҫак телефонпа шӑнкӑравласа аслисем ачисене тивӗҫлипе воспитани паманни, хӑйсене хаяррӑн тытни пирки каласа панӑ. Паллах, ведомство айккинче юлман, вырӑна ҫитсе тӗрӗслене. Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 ҫемьене шута илнӗ. 5 ачана медицина учрежденине сипленме янӑ. 1 шӑпӑрлана опекӑна илнӗ, 2 ачана социаллӑ реабилитаци центрне вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫемьене сыхласа хӑварас тӗллевпе ӗҫченсем 22 ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, 19 шӑнкӑравран 9-шӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен пулнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем (2), управляющи компанийӗсем (2), медицина учрежденийӗсем (3) ачасем йывӑрлӑхра пулнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Иоаким Максимов-Кошкинский Чӑваш театрӗпе киностудине йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫал, ҫурлан 30-мӗшӗнче, 40 ҫул ҫитет. Ҫав кун ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем унӑн вилтӑпри ҫине кайӗҫ. Пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене тата ыттисене пӗрле пыма йыхравлаҫҫӗ. Иоаким Максимов-Кошкинский Тутарстанри Теччӗ районӗнче 1893 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ вӑл. 1918 ҫулта Хусанта Островский пьесипе пӗрремӗш чӑваш спектаклӗ лартнӑ. 1920 ҫултанпа Шупашкарта чӑваш спектаклӗсем лартма пуҫланӑ. 1925 ҫулта вӑл кинопа кӑсӑкланма тытӑннӑ, тулли метражлӑ чӑвашла илемлӗ фильм ӳкерме пуҫланӑ. «Аслӑ пӑлхарсем», прокатра «Атӑлҫи пӑлхавҫисем», пӗрремӗш фильм премьери 1926 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче пулнӑ. Рольсене чӑваш тата вырӑс актерӗсем калӑпланӑ. Иоаким Максимов-Кошкинский репрессие лекнӗ. Ҫавна пулах вӑл ӳкернӗ чӑвашла илемлӗ фильмсенчен чылайӑшӗ упранса юлман. Вӑл 1975 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ӑна Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвне депутата суйланма кандидата тӑнӑ Александр Алешина такамсем тапӑннӑ пулать. Ҫак ҫын — Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ-мӗн. Пӑтӑрмахӗ ҫурлан 19-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла, 13 сехетре, «Атӑл» кинотеатр» транспорт чарӑнӑвӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ пӗлтерни тӑрӑх «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ҫырать. Алешин патне палламан тӑватӑ ҫын утса пырса персе пӑрахассипе хӑратнӑ, ӑна хӑйӗн кандидатурине илме хушнӑ пулать. Лешӗ хирӗҫленине кура ӑна пуҫран темӗскерпе ҫапнӑ, ҫурӑмран темӗнле шӗвек янӑ. Каярах ҫавӑ 20 миллилитртан кая мар героин пулнӑ тесе ҫырнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула комитечӗ Алешина политика сӗмӗпе тапӑннӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Хуравланӑ ҫыру «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе чӑвашла хурав паманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне вӗсем тӳре-шарасем патне чарӑну вырӑнӗ пек усӑ куракан суту-илӳ павильонӗсем ҫине чарӑну ячӗсене вырӑсла кӑна ҫырса хуни килӗшменрен ҫыру шӑрҫаланӑччӗ. Ӑна вара чӑвашла ҫырнӑ пулнӑ. Тӳре-шара та чӑвашлах хуравламалла пулнӑ. Кӑна «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунӑн 11 статьи ыйтать. Анчах та чӑвашла ҫырма техника майӗсем ҫук тесе прокуратура ун чухне вырӑсла хурав ҫитернӗ. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх саккуна пӑсни пирки тепӗр ҫыру ҫырнӑ. Халь вара ҫав ыйтупа хурав килнӗ. Ленин район прокуратурине республика прокуратуринчен сӑмах тивнӗ иккен — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗс йӗркелесе пыманнишӗн вӗсене ятланӑ. Малашне хут ӗҫӗсене саккуна пӑхӑнса туса пыма каланӑ тата хут ҫаврӑнӑшӗ мӗнле пынине тимлӗн пӑхса тӑма хушнӑ. Ҫак ӗҫе пуҫарни пирки «Ирӗклӗхе» республика прокуратури хуравласа каласа панӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗрпӳ хулинчи Никитин урамӗнче тӳрех икӗ уява паллӑ тунӑ. Вӗсем пыл сӑпасне тата 10-мӗш ҫурт 10 ҫул тултарнине уявланӑ. Ҫак ятпа вӗсене Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Т.Кузьмина тата ыттисем саламланӑ. Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗн хисеп грамотипе нумай ӗҫленӗшӗн А.Скляра, Л.Яковлевӑна, В.Павловӑна чысланӑ. М.Чикурова, Р.Петрова, М.Пальтова та хисеп грамотипе хавхалантарнӑ. Ҫав урамсенче пурӑнакансене «Вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ачасем», «Ҫуртра чи нумай пурӑнакансем», «Мӑшӑрсем», «Ҫурла йӑхӗнче ҫуралнисем» номинацисемпе чысланӑ. Унтан «Кӑмӑл юрлать» халӑх хорӗ концерт лартнӑ. Ачасем тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. Ун чухне пурте парнесене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм Шӑмӑршӑра ӗнер ҫулланнӑ ҫынсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм уҫнӑ. Маларах вӗсене ваттисен ҫурчӗсем тетчӗҫ. Ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республика шайӗнче ӗҫлекен тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн шутланакан ваттисемпе сусӑрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче 30 ҫын хӳтлӗх тупайӗ. Икӗ хутлӑскере виҫӗ ҫул каяллах тума пуҫланӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуҫарнипе Раҫҫейӗн Пенси фончӗ ӑна туса пӗтерме 13 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнине пӗлтерет РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен те «кӗмӗл» янӑ-мӗн. Сӑмах май, Пенси фончӗ кӑҫал та укҫа уйӑрнӑ. Хальхинче вӑл 600 пин тенкӗ хушса панӑ. Ҫуртра икшерӗн пурӑнмалла тунӑ. Кашнинче туалет, умывальник тата душ пур.Маларах районти пӗччен ватӑсемпе сусӑрсем виҫӗ уйрӑмра пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |