Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Кун пирки вӑл акан 2-мӗшӗнче Шупашкарта ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Раҫҫей Патшалах Думин депутачӗ халӑхпа Шупашкарти Мускав районӗн администраци залӗнче тӗл пулнӑ.

Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн Валентин Сергеевич КПРФ ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн экономикӑри йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. КПРФ палташӑхӑн тулаш политикипе килӗшет имӗш, анчах шалти либераллӑ экономика политикипе ниепле те килӗшесшӗн мар. Уйрӑмах ҫӗршывран илсе тухакан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ пӑшӑрхантарать вӗсене. Йывӑрлӑхсене палӑртнӑ май Валентин Шурчанов КПРФ хатӗрленӗ кризиспа кӗрешмелли мерӑсен йышӗпе паллаштарнӑ. Парти шухӑшӗпе вӗсен сӗнӗвӗсем ҫӗршыври экономикӑн лару-тӑрӑвне самай лайӑхлатмалла имӗш.

Халӑх ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ май Валентин Сергеевич авӑн уйӑхӗнчи пулас суйлава хутшӑнма планлани пирки пӗлтернӗ. Хӑй вӑл ҫак ҫемҫе пукана 1997 ҫултанпа йышӑнас тӗлӗшпе кӗрешет. 2001 ҫулхи суйлавра ӗмӗчӗ пурнӑҫланни патне те ҫитнӗччӗ ӗнтӗ — ун чухне вӑл Николай Фёдоровпа танах сасӑ пухнӑччӗ. Кӑшт кӑна ҫитейменнипе ҫеҫ унта ларайман.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Етӗрне районӗнчи Василий Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ ҫӗнӗрен аталанма тытӑннӑ. Хуҫалӑх панкрута тухас патне ҫитсен унта пуян хӑйӗн укҫине хывма шут тытнӑ.

Виҫӗ ҫул каялла юхӑнма пуҫланӑ территори халӗ ҫӗнелнӗ иккен. Унчченхи кивӗ сарайсене те, юхӑннӑ территорие те ҫӗнӗ хуҫа йӗркене кӗртнӗ. Лаша витине юсанипе пӗрлех лаша спорчӗ валли кирлӗ хатӗр-хӗтӗре туяннӑ. Мария Петухова тренер чӗлхесӗр ҫак янаварпа кашни кун пӗрле. Кашни лашапа чӗлхе тупмалла туса шухӑшлать иккен хӗрарӑм. Ун валли вӑй та, ачашлӑх та кирлӗ-мӗн.

Паян савутра вырӑс тата америка рысакӗсене ӗрчетеҫҫӗ. Халӗ пурӗ 86 лаша. Апатне те вырӑнтах туса илеҫҫӗ. 3 пине яхӑн гектар ҫинче тӗрлӗ культура ӳстереҫҫӗ. Предприятире 16 ҫын ӗҫлет.

 

Культура

Комсомольски районӗнчи Александровка ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетсе мероприяти ирттернӗ.

Мероприятие Александровка тӗп шкулӗнчи 1–4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасене маларах конкурса хутшӑнакан кӗнекесемпе тӗплӗн паллаштарнӑ. Вӗсем пурте пӗр саслӑн пулса «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Юрий Сементер сӑвӑҫпа Аристарх Дмитриев куҫаруҫӑн «Сехетсен ҫӗршывӗнче» ятлӑ кӗнекине суйласа илнӗ.

«Мӗншӗн ку кӗнеке илӗртрӗ-ха?» — тесе ыйтсан ачасем тӗрлӗрен хуравланӑ иккен. Пӗрне вӑл хитре ӳкерчӗкпе, теприне кӗнеке чӑвашла тата вырӑсла пулнипе, виҫҫӗмӗшне математика урокӗсенче пулӑшнипе килӗшнӗ.

Кристина Кокшина автан-сехет ҫинчен ҫырнӑ сӑвва вуланӑ, Анна Невская хӗвел-сехет ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ачасем: «Хӗвел те, автан та вӑхӑта пӗлсе, ир пулнине систерсе халӑха вӑратаҫҫӗ», — тӗлӗнни пирки пӗлтерет В. Потапова библиотекарь.

 

Политика

Ҫак кунсенче Чӑваш Ене Кӑркӑстан хӑнисем килнӗ. Ахаль мар — ӗҫпе. Михаил Игнатьев вӗсемпе тӗл пулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Хӑнасем Шупашкарти темиҫе предприятие ҫитсе курнӑ, усламҫӑсемпе тӗл пулнӑ.

Кӑркӑстан Правительствин элчи Мамасалы Акматов кунта туса кӑларакан процукцин 80 проценчӗ хӑйсем патӗнче кирлине палӑртнӑ.

Кӑркӑстанри «Нур» акционерсен уҫӑ обществин президенчӗ Абдыжапар Тагаев ҫапла каланӑ: «Юнашар — Узбекистан, Тукрменистан. Вӗсем газ кӑлараҫҫӗ. Анчах кӑмӑл ытларах Раҫҫей патне выртать, эпир сирӗнпе пӗр чӗлхе тупрӑмӑр».

Хӑнасем хӑйсем патӗнче Чӑвашри суту-илӳ представительствине уҫма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, вӗсене Трактор савучӗн тата «Яхтинг» фирмӑн продукцийӗ кӑсӑклантарать.

Хӑнасем ЧР Элтеперне тата республикӑри усламҫӑсене Кӑркӑстанра ҫӗртме уйӑхӗнче иртекен бизнес канашлӑвне чӗннӗ. Шупашкарпа Кӑркӑстанри Джалал Абад хула туслашма пултараҫҫӗ. Леонид Черкесов документсене хатӗрлени пирки пӗлтернӗ.

Уйрӑмах вӗренӳ ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Кӑркӑстанра пирӗн ҫамрӑксене йышӑнма хатӗр-мӗн. Вӗсене Чӑвашри аслӑ шкулсем те кӑсӑклантарнине палӑртнӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче «Ӗмӗрлӗхе упра» проект старт илнӗ. Паллах, ку Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ.

Архива ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сӑнӳкерчӗксене, фронтри ҫырусене, ветерансен кун кӗнекисене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ ытти документсене илсе килме юрать. Специалистсем вӗсен электрон копине тӑвӗҫ, вӗсене архива вырнаҫтарӗҫ. Оригиналсене вара ҫавӑнтах хуҫисене тавӑрса парӗҫ.

Архив ӗҫченӗсем фонда вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи материалсемпе пуянлатсах тӑраҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе вӗсем республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ. Хальлӗхе 256 ветеран пирки материал пухнӑ. Ҫакна йӑлтах историе, документсене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе тӑваҫҫӗ.

Патшалӑх архивӗн директорӗ Алексей Белов сӑнӳкерчӗксем, хут вӑхӑт иртнӗҫемӗн сарӑхнине, ҫухалма та пултарнине палӑртать. Архив ӗҫченӗсем вара кашни документа упраса хӑварасшӑн.

 

Экономика  ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев автоцентрпа килӗштерсе ӗҫлессе шанать
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев автоцентрпа килӗштерсе ӗҫлессе шанать

Шупашкарта ӗнер «Hyundai» автоцентр уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи — республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата асӑннӑ предприятин элчисем хутшӑннӑ.

Автоцентра уҫма хутшӑннӑ Юрий Васильев хальхи вӑхӑтри дилер центрӗпе Чӑваш Ен Правительстви килӗштерсе ӗҫлессе шаннине палӑртнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра дилер центрӗсем татах пуррине пӗлтернӗ. «ТрансТехСервис» компанисен ушкӑнӗ вӗсене уҫма 1,5 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнине палӑртнӑ ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи. Унӑн предприятйиӗсенче 350 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ-мӗн.

«Хендэ Мотор СНГ» предприятин гендиректорӗ Ку Йон-Ги «Hyundai» машинӑсен 10 проценчӗ Раҫҫейре сутӑннине пӗлтернӗ май Шупашкарти дилер центрӗ хальхи вӑхӑт ыйтнипе килӗшсе тӑнине ӗнентернӗ.

 

Культура «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале хутшӑнакансем
«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале хутшӑнакансем

Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ку мероприятие хальхинче район 80 ҫул тултарнине халалланӑ.

Фестивале район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев уҫнӑ. Юрӑ-кӗвӗ уявне пухӑннисене вӑл 17-мӗш хут иртекен мероприятие хутшӑнакан поэтсемпе композиторсене «район культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» тав тунӑ май малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.

Кӑҫалхи фестивальте 8 композиторпа 13 поэт юрри янӑранӑ. Вӗсен пултарулӑхне Красноармейскинчи ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина михайлова, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Смирнова, Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн районти ертӳҫи Георгий Ефимов хакланӑ.

Сӑнсем (22)

 

Республикӑра Дмитрий Федотов
Дмитрий Федотов

Ҫак кунсенче Тӑвай районӗнчи Пуянкассинчи Федотовсем патне ҫар чаҫӗнчен ҫыру килчӗ.

«Хисеплӗ Эльвира Юрьевнапа Юрий Геннадьевич! - тенӗ унта. - Сирӗн ывӑлӑр Дмитрий Федотов тӳрӗ кӑмӑллӑ та дисциплинӑллӑ салтак пулнине кӑтартса пачӗ. Вӑл хӑйне шанса панӑ ҫар техникине ҫирӗппӗн алла илнӗ. Хӑйӗн ӑсталӑхне юлташӗсемпе пайлама, вӗсене вӗрентме яланах хатӗр.

Ҫар хатӗрленӗвӗн тӗрӗслевӗпе иртнӗ тапхӑр кӑтартӑвӗсемпе лайӑх паллӑна тивӗҫрӗ сирӗн ывӑлӑр. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ, ӗҫчен, хӑюллӑ, шанчӑклӑ салтак. Юлташӗсемпе командовани хушшинче авторитетлӑ.

23-мӗш гварди мотострелковӑй бригада командованийӗ сире ҫакӑн пек ывӑл ҫуратса ỹстернӗшӗн тав сӑмахӗ калать. Эсир унпа чӑннипех мӑнаҫланма пултаратӑр. Сире, ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатпӑр», — тесе ҫырнӑ иккен унта.

 

Персона

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерт лартнӑ. Ентешӗн концертне Етӗрне район ҫыннисем уйрӑмах йышлӑн пухӑннӑ. «Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ кашни ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫинине чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленме хутшӑнчӗ теме пулать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.

Валерий Клементьев пуҫарнипе Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса питӗ сумлӑ асӑну стелли — часавай тӑвасшӑн. Концерта ирттерсе пухнӑ укҫана Валерий Клементьев йӑлтах ҫак ӗҫе ярасшӑн иккен.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ку пархатарлӑ ӗҫе ырланӑ кӑна мар, хӑй енчен питӗ пысӑк пулӑшу кӳнӗ-мӗн. Вӑл стелла тума пилӗк пин кирпӗч парассине ӗнентерекен сертификат панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/337.html
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Бичурин тата хальхи самана» музейра Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа лару ирттернӗ. Ларӑва Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.

Пухӑннисене Шупашкар район пуҫлӑхӗ, ҫав районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Алевтина Исаева, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНКн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗн правленийӗн ертӳҫи Ростислав Данилов саламланӑ.

Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров чӑваш кӗнекисене вулавӑшсене туянса пама районта чылай укҫа уйӑрнине пӗлтернӗ.

«Хӗрарӑм политикӑра тата обществӑлла ӗҫре» темӑпа Чаваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова питӗ интереслӗ тишкернӗ. Хӗрарам вырӑнӗ кӑмака умӗнче кӑна мар, политикӑра та паллӑ вырӑн йышӑнма пултарнине палӑртнӑ. Анчах та паянхи куна илсессӗн политикӑра хӗрарам сахал тенӗ вӑл. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнче виҫӗ хӗрарӑм ҫеҫ, район администрацийӗн ертӳҫисен хушшинче пӗр хӗрарам та ҫук.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/336.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3061, 3062, 3063, 3064, 3065, 3066, 3067, 3068, 3069, 3070, [3071], 3072, 3073, 3074, 3075, 3076, 3077, 3078, 3079, 3080, 3081, ... 3897
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 19

1878
147
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
110
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
38
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
34
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...