Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал та ашшӗсем валли «Театра – аттепе!» акци ирттерет. Ырӑ йӑлана театр кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Унчченхисемпе пин ҫын ытла усӑ курма ӗлкӗрнӗ. Халӑх кӑмӑлласа йышӑннине кура «ҫамрӑксем» кӑҫал та акцие пӑрахӑҫлас темен. Кӑҫал «Конек-Горбунок» юмах лартӗҫ. Театрта ӗҫлекенсем ку юмах пирки чӑн-чӑн хит теҫҫӗ. Музыка спектакльне Петр Ершовӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ. Хаваслӑ кӗвӗ-ҫемӗ, хитре хореографи номерӗсем, илӗртӳллӗ тумтир, тӗлӗнмелле декораци тата юратнӑ сӑнарсем ачасене тыткӑнлаҫҫӗ. Спектакль умӗн вӑйӑсем, конкурссем ирттерӗҫ. Спектакль 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Пуҫӗпех мар та, анчах ҫак специалистсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса тӑкакланассине палӑрмаллах чакармалла. Ҫапла шухӑшлать иккен ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви Раҫҫейӗн кӑҫалхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн прогнозне юсаса ҫӗнетнӗ май. Ку хута вӑл хӑйех улшӑну кӗртнӗ-ха. Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек хатӗрленӗ прогноза нефтӗн баррелӗ 50 доллар тӑнине шута илсе хатӗрленӗ. Ҫӗршывӑн Экономика министерствин шучӗпе, ҫынсен тупӑшӗ 9 процент чакӗ. Министерство шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсем апат-ҫимӗҫ мар тавар туянассине 10,5 процент чакармалла, тӳлевлӗ пулӑшу виҫине — 5 процент. Кӗмӗле перекетлес тесен чи малтанах ҫынсен юристсенчен 8,3 процент сахалтарах пулӑшу ыйтма тытӑнмалла, тухтӑрсенчен — 7,8 процент, культура мероприятийӗсене ҫӳрессине 7,6 процент чакармалла, турист ҫулҫӳревне — 6,7 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ. Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле. Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер. Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Хваттере е пӳлӗме тӳлевсӗр приватизацилемелли вӑхӑта каллех тӑсасшӑн. Хальхинче — 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Паянхи саккунпа килӗшӳллӗн унӑн тапхӑрӗ кӑҫалхи пушӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Приватизаци тапхӑрне тӑсасшӑн ҫунакансен шучӗпе «обьективлӑ сӑлтава пула ҫынсем ҫурт-йӗре харпӑрлӑха куҫарса ӗлкӗреймеҫҫӗ». Сӑмах май, унччен те ҫавӑн пек йӳтӗмпе приватизаци тапхӑрне тӑснӑччӗ. Приватизаци вӑхӑтне куҫарас текенсем кивӗ тата ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӑшӑрханнӑ пек пулса тухать. Ара, хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма тесе вӗсем черетре тӑраҫҫӗ-ха, анчах черет ҫитнӗ ҫӗре приватизаци тапхӑрӗ вӗҫленет те хайхисен патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи хваттерпех ҫырлахма тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Пӗр ик эрне маларах вара приватизаци вӑхӑтне ҫынсен уйрӑм категорийӗшӗн тӑсас текенсем те пулнӑччӗ. Унта сӑмах тӗрмере ларакансем пирки пыратчӗ. Мӗншӗн вӗсене тӑсса парас тенине саккун сӗнекенсем хайхисем (тӗрмере ларакансем) «хисепе тивӗҫ сӑлтава пула» приватизацие хутшӑнаймассипе сӑлтавланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Китай «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума пулӑшассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Посол пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр тата Китай Халӑх Республикин премьер-министрӗ Ли Кэцян 19-мӗш тӗлпулӑва ӑнӑҫлӑ ирттернине аса илтернӗ. Ун чухне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистральсен строительствин тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси пирки меморандум йышӑннӑ, ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ли Хуэй каланӑ тӑрӑх, Китай хӑйӗн ҫыннисене «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проекчӗн малтанхи проект документацине тишкерме тата хатӗрлеме янӑ. Вӗсем ку енӗпе Раҫҫейӗн политикипе те паллашнӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем пур-мӗн. Китай Раҫҫей проекчӗпе интересленет, ҫавӑнпа ӑна пулӑшу кӳме те хатӗр-мӗн. Китай ҫакна икӗ ҫыршывӑн суту-илӳпе экономикине аталантарас, ҫирӗплетес тӗллевпе те тунине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май, республикӑра Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗнчи вулаваш вӗсене паллӑ тума хатӗрленет. Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫулталӑкри плана хатӗрленӗ ӗнтӗ, мӗнле мероприятисем ирттермеллине палӑртнӑ. Вулавӑша ҫӳрекенсемпе массӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем ҫынсене кӗнекепе туслаштарасшӑн, авторсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарасшӑн. Вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсем унӑн фончӗ еплерех пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вулавӑш май килнӗ таран хӑй те кӗнекесем туянма тӑрӑшать. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе ытти вулакансене те паллаштараҫҫӗ. Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар теҫҫӗ те — вулавӑша ырӑ тӑвакансем тупӑнаҫҫӗх. Акӑ нумаях пулмасть Торинкасси ялӗнче пурӑнакан Анатолий Федоров тата Шупуҫри Глафира Афанасьева вулавӑша кӗнекесем парнеленӗ. Унӑн фончӗ 57 кӗнекепе пуянланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Евгения тата Николай Гурьевсем Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать. Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкул ҫине юнашар ялти Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш киноактрисин Тани Юн ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Тани Юн (Максимова-Кошкинская) (28.1.1903–6.10.1977) паллӑ ҫыравҫӑ, драмтеатр артистки, куҫаруҫӑ «Чӑвашкино» студире ӳкернӗ чылай чӑвашла фильмсенче паллӑ рольсене ӑсталанӑ. Чи пӗрремӗш хут сцена ҫине вӑл Палтайра 1920 ҫулта Н.Ефремов ҫырнӑ «Пуян Карук» пьесӑра тухнӑ. Ку вӑхӑтра Тани Юн Етӗрнере вӗреннӗ, ӑна Палтай ялне хутла пӗлменнисене хутла вӗрентме янӑ пулнӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Н. Маловпа В. Павлов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ В. Кузьминпа унӑн ҫумӗ А. Иванова, республикӑри кинематографистсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ультиар Цыпленков, киноархив директорӗ А. Белов, Чӑвашдрамтеатр артисчӗсен ушкӑнӗ, вӗсем хушшинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ С. Березкина сӑвӑҫ, Етӗрнери тӗп вулавӑш директорӗ Н. Долгова тата вырӑнти халӑх хутшӑнчӗ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() 4-мӗш классем — вулавӑшра Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал ялӗнчи вулавӑшра Литература ҫулталӑкне халалласа «Эпӗ вулатӑп! Эпир вулатпӑр! Пурте вулаҫҫӗ!» уяв иртнӗ. Ҫав кун вулавӑша 4-мӗш класра вӗренекен ачасем килнӗ. Вӗсем кӗнеке тӗнчипе паллашнӑ. Вӗсен пӗлӗвне тӗрӗслес тӗллевпе викторина ирттернӗ, тупмалли юмахсен хуравӗсене пӗлнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗ Т.А.Чамеева шӑпӑрлансене кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Кӗнеке мӗн ҫинчен пулнине пӗлмешкӗн умсӑмаха, аннотацие вуламалли пирки каласа кӑтартнӑ вӑл. Кӗнеке вуланӑ чухне алӑ айӗнче хутпа кӑранташ пулмлалли пирки те асӑрхаттарнӑ вӑл. Ара, кун пек пӗлмен сӑмахсене ҫырса хума, вӗсене пӗлтерӗшне сӑмахсарта пӑхма пулать-ҫке-ха. Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене пӗр кӗнекене алла тытса тӗплӗн вулама, пӗр страницӑна та сиктермесӗр тӗплӗн тишкерме сӗннӗ. Ҫаксем йӑлтах ачасене малашнехи пурнӑҫра кирлӗ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Кавалта пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗмлетӳ концерчӗ пулнӑ. Малтанах Кавал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Адюков пӗлтӗрхи ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗпе электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ тӳре-шара тухса калаҫнӑ. Ҫав кун «Кӗнекепе — пурнӑҫ тӑрӑх» курав йӗркеленӗ. Ҫавӑнтах алӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Унта Луиза Табаковӑн, Галина Смирновӑн тата ыттисен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ. Кавалсем фестивале Литература ҫулталӑкне, Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул хыҫа юлнине халалланӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшине жюри хакланӑ. Паллах, тӗп жюри вӑл — халӑх алӑ тӑвӑллӑн ҫупни. Кавал шкулӗн вӗрентекенӗсем ҫакнашкал кашни мероприятиех хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем куракансем валли яланах иртереслӗ юрӑсемпе ташӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |