Кӳршӗре
![]() Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет. 10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ. Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ. Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак канмалли кунсенче республикӑн тӗп хулинче Шупашкар ҫуралнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавна май троллейбуссене ятарлӑ графикпа ҫӳреттерӗҫ. Ҫурлан 16-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 50 минутчен Хӗрлӗ лапамри 1-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш ҫуртсем патӗнчи территоринче транспорта лартма чарӗҫ. 22 сехет те 20 минутран пуҫласа 22 сехет те 50 минутчен Ярославль урамӗ патӗнчен пуҫласа Константин Иванов урамӗ патне ҫити транспорта ҫӳреттермӗҫ. Асӑннӑ вӑхӑтра унта велочупу иртмелле. Вырсарникун та транспорт хутлакан вырӑнсенче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Ун чухне ирхи 7-рен тытӑнса 21 сехетчен Ленин проспектӗнче (вӑл Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑна таран) машинӑсене чарма ирӗк памӗҫ. 7 сехетрен тытӑнса 23 сехетчен Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Вооробьев композиторсен урамӗпе тата Хӗрлӗ тӗремпе хӗресленнӗ вырӑна ҫитиччен тата Хӗрлӗ тӳремре машинӑсене чарма юрамӗ. Машинӑсем ҫӳрессине вӑхӑтлӑх чарма палӑртни тата пур. Ҫак каҫӑпа пӑхса унпа тӗплӗнрех паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнисем Украинӑран Чӑваш Ене тарса килсе Сусӑр ачасемпе ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне вӑхӑтлӑх килсе вырнаҫнисене ҫӑмӑллӑхлӑ тарифлӑ сим-карттӑсем валеҫсе панӑ. Официаллӑ информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика лаптӑкӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене таркайсене ҫӑмӑллӑхлӑ условиллӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерме ыйтса каланӑ. Таркайсемпе Украинӑри тӑванӗсемпе йӳнӗ тарифпа калаҫма май пурришӗн питӗ савӑннӑ имӗш. Любовь Валова ятлӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл кӗрӳшӗн ҫемйишӗн пӑшӑрханать — лешсем унтах юлнӑ. Вӗсен хӑйсен те ниҫта кайма ҫук иккен. Темиҫе кун каялла вӗсен пӳрчӗн кантӑкӗсем юлман, ҫуртӑн стени те ҫурӑлса кайнӑ. Кун пирки вӗсене кӳршисем темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Сӑмах май каласан, ҫурлан 11-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх шыраса 454 ҫын килнӗ, вӗсенчен 21-шӗ таркай статусне илес тенӗ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Сӑр урлӑ каҫакан кӗпер Ҫак кунсенче Вӑрнар тата Етӗрне районӗсенчи автоҫулсем ҫинче тӗл пулакан пӗлтерӗшлӗ пысӑк кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑн Ҫавал юханшыв урлӑ каҫаканнине «Нурӑс–Патӑрьел–Елчӗк» автоҫул ҫинче ҫӗнетеҫҫӗ, Сӑр урлӑ каҫаканнине — «Никольски–Етӗрне–Нурӑс» автоҫул ҫинче. Юсав ӗҫӗсем епле шайра пынипе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн ертӳҫи Игорь Прусаков тата «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин тӗп инженерӗ Николай Арденков вырӑна тухса паллашнӑ. Вӑрнар районӗнче, тепӗр майлӑ каласан Мӑн Ҫавал ҫинче, мӗнпур ӗҫ калӑпӑшӗн 12 процентне пурнӑҫланӑ, Етӗрне районӗнче, Сӑр юханшывӗ урлӑ каҫаракан кӗпере 85 процент юсанӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов тата Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская айӑплава ирттерекен ачасем патне паян тӗрлӗ парне ӑсатнӑ. Кун пирки ачасен хӳтӗлевҫин аппарачӗ хыпарлать. Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче вырнаҫнӑ арҫын ачасемпе яшсен юсанмалли учрежденийӗнче пирӗн республикӑри 42 ача айӑплав ирттерет иккен. Пӗчӗкле йӑнӑш ҫул тӑнӑ мӑнтарӑнсем тӑван ҫӗршӗн тата ҫемьешӗн тунсӑхлаҫҫӗ тесе хыпарлать Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй аппарачӗ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче колонире спартакиада иртмелле-мӗн те, ҫавӑнта кирлӗ пулать тесе ачасем валли футбол тата волейбол мечӗкӗсем, чӑваш наци символикиллӗ футболкӑсем ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра, унчченхипе танлаштарсан, кӑштах сивӗтнӗ. Пӑшӑрханма кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла. Синоптиксем уйӑхра юлнӑ кунсем нормӑран темиҫе градус ӑшӑрах пуласса шантараҫҫӗ. Метеорологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Чӑваш Енре 20 градус ытла ӑшӑ пулӗ. Ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, улшӑнусем пулмаҫҫӗ. Кӑнтӑрла пӗлӗтлӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 22–23 градус таран хӑпарӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫӗрле 16–18 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче ӑшӑтӗ. Анчах хӗвел пӗлӗтсем хыҫне пытанӗ. Ҫумӑр ҫумалла мар. Кӑнтӑрла 22–15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле — 20–21 градус. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче палӑрмаллах ӑшӑтӗ. Синоптиксем каллех 30 градуслӑ шӑрӑх пуласса пӗлтереҫҫӗ. Ҫурлан 11–20-мӗшӗсенче Чӑваш Енри ҫанталӑк нормӑран 4–5 градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хула кунӗнче тата ун умӗн, ҫурлан 16-мӗшӗнче, Шупашкарта эрех-сӑра сутассине чакарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ постановлени йышӑннине пӗлтерет. Хула кунне халалланӑ массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнта эрех-сӑра сутма пачах чарӗҫ. Ҫак кунсенче хулари чылай лавкка сентрисем ҫинчен алкоголь шӗвекне пуҫтарӗҫ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсем те менюран эрех-сӑрана кӑларӗҫ. Предприяти ертӳҫисене йӗркене пӑссан штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 10-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗ уява пухӑннӑ. Ҫынсем культура центрӗ умӗнче ирех хӗвӗшме тытӑннӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Э.В.Упракина та килнӗ. Ялти чи хастар ҫынна Н.В.Чупракова Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Концерта Аксаринти тата Ӗсмелти (Октябрьскинчи) культура центрӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах юбилярсене, хӑнасене саламланӑ. Уявра чӑвашсен йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫурлан пӗр кунӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрне Раҫҫей тата чӑваш эстрадин «ҫӑлтӑрӗсем» пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Алла Пугачева та, Филипп Киркоров та, хӑй вӑхӑтӗнче Евровиденире ҫӗнтернӗ Дима Билан та тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн артистсем мар, вӗсене евӗрлекенсем пулнӑ. Районти тӗрлӗ клубран пухӑннӑскерсем «Один в один» шоу-концерт кӑтартнӑ. Уява канӑва йӗркелес енӗпе ӗҫлекен методист Марина Кузьмина Алла Пугачеван «Эй, вы там» юррипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Натали (ӑна Екатерина Цыганова евӗрленӗ), Николай Басков (Диана Кириллова), Ирина Аллегрова (Екатерина Федотова), Григорий Лепс (Анастасия Барская) хӑпарнӑ. Елена Пыркина Витас пек юрланӑ, Лидия Скворцова — Надежда Кадышева пек. Тепӗр тесен пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Вырӑнтисем концерт пурне те килӗшнине ӗнентереҫҫӗ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑматкун Ҫӗрпӳ хули 425 ҫулхине палӑртнӑ. Уяв хулари тӗп стадионта пуҫланнӑ. Унта хула ҫыннисемпе хӑнисем тӗрлӗ мероприятие тата шоуна хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ хӑйӗн эскпоначӗсене курава тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен куравне те йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Пултаруллӑ амӑшӗсем валли «Ача-пӑча кӳмисен куравӗ» тата «Тӗлӗнтермӗш пепке» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрсем ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнса тупӑшнӑ, арҫынсем — ҫӑматӑ тӑхӑнса. «Юратнӑ хула» уҫӑ фестивальте чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартнӑ. Уявӑн официаллӑ пайне республикӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ — строительство министрӗ Олег Марков, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Егоров тата ыттисем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина хулан паянхи ҫитӗнӗвӗнче аслӑ ӑрӑвӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех пултаруллисене тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ ята кӑҫал Игорь Никифоров тата Владимир Филимонов тивӗҫнӗ. Сӑнсем (84) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |