Ял пурнӑҫӗ
![]() Халӑх — уявра Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем, куравсем, концерт… Йӑлтах савӑнӑҫлӑ иртнӗ, халӑх кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ. Уявра уйкас кипексем, хӑнасем какай шӳрпипе сӑйланнӑ. Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В.Петров кунти халӑх ҫакнашкал уява чӑннипех те тивӗҫ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ӗҫчен, тӑван кӗтес аталанӑвӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Уйкас Кипек культура центрӗн директорӗ Л.А.Михайлова «Кипек ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Ольга Осипова, Агриппина Игнатьева, Юлия Петрова, Галина Петрова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Лидия Васильева, Галина Данилова. Концерта Ярмушкари «Утмӑлтурат» ушкӑн, Хорнсор Ҫармӑсри «Тарават», Ҫавалкас ял клубӗн культйӗркелӳҫи Екатерина Федорова, чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑннӑ. Ачасем батут ҫинче сиксе савӑннӑ. Кӑҫал Уйкас Кипек тата Ҫӗнӗ Сӑрьел ялӗсен командисем волейболла выляса вӑй виҫнӗ. Уйкас Кипек маттурӗсем хӑнасене ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() ЧР ШӖМӗ патруль автомобилӗсене видеосӑнав вырнаҫтарӗ. Ҫак списока 52 урапа кӗнӗ. Ҫав 52 урапана кашнине тӳрех виҫӗ камера тата сасса ҫыртармалли микрофон вырнаҫтарӗҫ. Кун пирки «Руль умӗнче» редакци пӗлтерет. Видеокамерӑсем хирӗҫ тата ҫумӑн пыракан урапасен номерӗсене «паллама», аварие, ҫынсем ҫул-йӗр правилисене пӑснине, хирӗҫӳллӗ ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республика Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Шупашкарта Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пурӑнакан ҫуртсен подъезчӗсем ҫине ав «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗ» вырнаҫтараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, ҫурлан 7-мӗшӗнче, 15x15 сантиметр калӑпӑшлӑ ҫӑлтӑр Шупашкарти икӗ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ: Мускав проспектӗнчи 5-мӗш тата Водопровод урамӗнчи 7-мӗш ҫуртсем ҫине. Пирвайхи «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗсем» Шупашкарта ҫӗртмен 22-мӗшӗнче — Асӑнупа хурлӑх кунӗнче — вырнаҫтарнӑ. Ун чухне «Астӑвӑм страници» патриотлӑх проекчӗн ҫамрӑк хастарӗсем Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата К.Иванов урамӗнчи икӗ ҫурт подъезчӗсем ҫине хӗрлӗ ҫалтӑр ҫакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Элӗк районӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем «Элӗк районӗнчи агиткультбригадӑпа художество пултарулӑхӗн коллективӗсем ҫынсене туслаштарма, ҫуралнӑ кӗтесе юратма, ялӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑнтарма пулӑшаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, «Валинкке» фольклор ансамблӗ Шуркасси Юнтапа ял тӑрӑхне крекен Тавӑшкасси ял уявне тухса кайнӑ. Ушкӑн ял ҫыннисене хӑйӗн репертуарӗнчи пӗччен тата ушкӑнпа юрлакан номерсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнӑ. «Пӗчӗк йышлӑ тата район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялта пурӑнакансем валли — культура ӑстисем» музыка проектне пурнӑҫа кӗртсе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчи районти агиткультбригадӑпа ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культура центрӗн коллективӗсем пӗр кун Янкурас ял уявне хутшӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ушкӑнсем хушшинче маларах асӑннӑ «Валинкке» фольклор ансамблӗ, ветерансен «Ветеран» хорӗ, «Элӗк ен» эстрада ансамблӗ пулнӑ. Ҫак шӑматкун вара районти юрӑ-ташӑ ӑстисем Тукач ялӗнче пурӑнакансем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Культура ҫулталӑкне халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче ҫак районта ҫуралса ӳснӗ сӑвӑҫ-композиторсен юррисенчен хатӗрленӗ концерт ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Серенкассинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем. Концертра Зоя Спиридонова, Земфира Яковлева, Леонид Волков (Гаденкин), Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина тата Ольга Турхан (Пономарева) хайланӑ юрӑсем янӑранӑ. Куракансем валли ҫавӑн пекех вӗсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗ. Шел те ӑна ят панӑ чухне чӑвашла пама пуласси пирки пуҫа пырса килмен пулас — кураври кӗнекесем ытларах пайӗпе чӑвашла пулнӑ пулин те. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш наци музейӗнче Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче хӳтлӗх тупнӑ ватӑсем республикӑри тӗрлӗ вырӑна экскурсие тухса ҫӳреме питӗ юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем. Нумаях пулмасть Янӑшри тата Ишекри ваттисен ҫурчӗсенче тӗпленнисене Шупашкара кайса кӑтартнӑ. Хулара чылайранпа пулман ватӑсем тӗп хула татах та илемленнине палӑртнӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейне, «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексне, Шупашкар заливне ҫитнӗ. Шыв хӗррипе пӗр сехет уҫӑлса ҫӳренӗ. Унтан пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем чиркӗве кӗрсе тухнӑ, ҫурта ҫутнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер каҫхине Муркаш районӗнче пурӑнакан пиллӗк ҫулхи хӗрачана аслати ҫапнӑ. Унпа ашшӗ ял пуҫӗнчи пӗвене пулӑ тытма кайнӑ иккен. Ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра хӗрача ашшӗн машининче ларнӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр иртсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл салонтан тухса ашшӗ патне утнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна аслати ҫапнӑ. Халӗ ку факта тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫин пулӑшуҫи Олег Дмитриев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пурте мар-ха. Хӑшӗсем. Сӗт хакне Ял хуҫалӑх министерствинче ирттернӗ ӗҫлӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта сӗте ял ҫыннисенчен пухакансене пуҫтарнӑ. Анчах пурте пыман иккен. Халӑхран сӗт пуҫтаракансем йӳнӗ тӳлени пирки юлашки вӑхӑтра вӗҫӗмех калаҫма тытӑнчӗҫ. Ку ыйтӑва районсене тухса ҫӳренӗ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӑтӑшах хускатать. Вӑл литрне 13 тенкӗрен йӳнӗрехпе туянмалла мар тесе те каланӑччӗ. Хальлӗхе сӗт хакӗ — 10 тенкӗрен тытӑнса 13 тенкӗ таран. Сӗт хакӗ чылай чух нарӑс уйӑхӗн ҫурринчен тытӑнса йӳнелме пуҫлать. Ку вӑхӑтра ӗнесем пӑрулама тытӑнаҫҫӗ те сӗт паракансем нумайланаҫҫӗ. Халӑхран туянакан тата тирпейлекенсем туянакан хак хушшинче уйрӑмлӑхӗ 4 тенке ҫитет иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара услама литр пуҫне 50–70 пус хӑварсан та ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать. Сӗте халӑхран йӳнӗрехпе пухакансем хӑйсем ытларах услам тӑвасшӑн ҫуннине тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ иккен-ха. Етӗрне районӗнчи «Сареевское» общество ертӳҫи Сергей Сапожников хӑйсен районӗнче сӗт пухакансенчен 6 организаци кӑна официаллӑ ӗҫлет имӗш, тепӗр вуннӑшӗ — официаллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача пахчинче Тӑвай районӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкул ҫулне ҫитмен учрежденисене юсама тытӑннӑ. Ача-пӑча пахчисене сӑрласа капӑрлатма тата вак-тӗвек юсав ӗҫӗсене асӑннӑ учрежденисем хӑйсен вӑйӗпех юсаҫҫӗ. Ку ӗҫе ашшӗ-амӑшне те явӑҫтараҫҫӗ. Вӗсем спорт лаптӑкӗсене, урамри верандӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ушкӑнсенчи вӑйӑ шкапӗсене юсаҫҫӗ. Воспитательсемпе нянькӑсем те ачасене хӑтлӑ пултӑр тесе ҫине тӑраҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Тӑвайӗнчи 3-мӗш ача-пӑча пахчинче шӑна кӑмписемпе ӑвӑс кӑмписем ӳссе ларнӑ. Кунсӑр пуҫне сысна ҫурисем илем кӳреҫҫӗ. Унтах арҫын ачапа хӗрача кӳлепи валли те вырӑн тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи 15 пысӑк ял хуҫалӑх кооперативӗнчен саккӑрӑшӗнче типӗтмелли юсавлӑ комплекссем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн ял хуҫалӑх Куйбышев ячӗллӗ колхоз, «Прогресс» акционерсен обществи, «Туруновский» ял хуҫалӑх кооперативӗ, «Туруновская» агрофирма, «Средняя Волга» (чӑв. Вӑта Атӑл) агрофирма, И.Г. Кадыков ячӗллӗ кооператив, «Юрма» агрохолдинг пуҫтарса илнӗ тырра урӑх хуҫалӑхра типӗтеҫҫӗ. Кун пек, паллах, тӑкакӗ те нумай. Сӑмах май каласан, ӗнерхи кун тӗлне Шупашкар районӗнчи 2637 гектар пухса илнӗ, ку вӑл планпа пӑхнин 89 проценчӗ пулать. Тухӑҫ гектартан 23 центнер тухать. Вырмапа пӗрлех кӗрхисене акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 3455 гектар акма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |