Республикӑра
![]() Кун пек тӑвасси пирки республика Элтеперӗ ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчех Хушу кӑларнӑччӗ. Халӑх ырлӑхӗшӗн патшалӑх хыснин шучӗпе тӑрӑшакансен йышне 2015–2016 ҫулсенче 10 процент чакармалла. Элтепер Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва «республика хыснин тӑкакӗсене чакарас тенипе» ҫыхӑннӑ. Хушура вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсен йышне чакарассипе те тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗннӗ. Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсен йышне чакарас сӗнӗве кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев каланӑччӗ. Ҫӗршывӑн Финанс министерствине сӗнӳсене вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӑратма хушнӑччӗ. Унта йыша 10 процент чакарасси пирки сӑмах пынӑччӗ. Федераци Канашӗн спикерӗ вара федераци служащийӗсен йышне регионсенче ҫурри таран чакармах сӗннӗччӗ. Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн Валерий Рашковӑн шучӗпе Раҫҫейри 10 пин ҫын пуҫне 172 патшалӑх служащийӗ тивет, пӗтӗмпе хайхисен йышӗ — 2,4 миллиона яхӑн. Ҫӗршывӑн финанс министрӗн ҫумӗ Татьяна Нестеренко та патшалӑх служащийӗсен йышӗ пысӑккипе килӗшет. Пенси фончӗн, Обязательнӑй медицина страхованийӗн, социаллӑ страхованин, Тӗп банкӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле шутласан патшалӑх служащийӗсен йышӗ чӑннипех пысӑккине палӑртнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ӗнер Турцире пӗрремӗш хут Президента парламент мар, халӑх суйланӑ. Суйлаври 100% майлӑ сасӑсене шутланӑ хыҫҫӑн премьер-министр Реджеп Тайип Эрдоган пурӗ 52% пухни паллӑ пулнӑ. Тулли пӗтӗмлетӗве ҫурлан 11-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Экмеледдин Ихсаноглу йышӑннӑ, вӑл пурӗ 38,5% пухма пултарнӑ. Халӑхпа республика партийӗ тата националлӑ вӑй партийӗ тӑратнӑ кандидат Эрдогана выляса янипе килӗшнӗ ӗнтӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна курдсен кандидачӗ Селахаттин Демирташ тухнӑ. Вӑл пурӗ те 9,7% пухайнӑ. Реджеп Тайип Эрдоган 2003 ҫултанпа премьер-министр вырӑнне йышӑнать. Вӑл хӑй йӗркеленӗ вӑтамла исламлӑ тӳрӗ кӑмӑллӑхпа аталану партие ертсе пырать. 1994–98 ҫулсенче Эрдоган Стамбул мэрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ваттисене асӑнни / Н. Плотников тунӑ сӑн Шӑп ҫак вӑхӑтра 1223 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тӗнчери хӑруш вӑйпа тытӑҫса илнӗ — пирӗн авалхи ҫӗршыв ҫине тутар-монголсем пӗрремӗш хут тапӑнса кӗнӗ. Супетей ертсе пыракан ҫар маларах ытти ҫӗршывсен ҫарӗсене аркатнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗрелле — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхнелле — ҫул тытнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем вара тутар-монголсене пӗрремӗш хут аркатса тӑкнӑ. Историре «Така ҫапӑҫӑвӗ» ят илнинчен хӑшӗ-пӗри кӑна тарма пултарнӑ, никам та ҫӗнеймен тутар-монголсем пӗрремӗш хут ҫӑпӑҫӑва выляса янӑ. Ҫак пулӑма асра тытса Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе Шупашкар чиккинчи вырӑна чӑваш йӑли-йӗркипе пурӑнакансем ваттисене асӑнма пухӑнчӗҫ. Вӗсен шутӗнче паллӑ ӳнерҫӗсем, историксем, пултарулӑх ҫыннисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӳршӗлле ирҫе халӑхӗ те хӑнана килчӗ — ваттисене асӑннӑ чӳке пысӑк делегаци хутшӑнчӗ. Асӑну йӑли-йӗркине тунӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри чӑвашла ят йышӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче пӗчӗкки те асли те пулчӗ. Ҫак ҫул ҫине ачасем те тӑни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Фёдор Мадуровпа Праски Витти ӳнерҫӗсем паянхи кун мӗншӗн пухӑнни пирки каласа пачӗҫ. |
Тӗнчере
![]() Раҫҫей Федерацийӗнчи темиҫе туроператор хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлайманнине пула Чӑвашра 300 ытла ҫын йывӑрлӑха лекнӗ. Чӑваш Республикин культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑт тӗлне 300 ытла ҫын укҫа тавӑрас тесе заявлени ҫырнӑ. Кусем — канма кайиманнисем. Тепӗр 95 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн чиккин леш енче иккен — вӗсем панкрута тухнӑ туроператорсем урлӑ канма кайнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра таврӑнас тӗлӗшпе йывӑрлӑха лекнӗ. Ҫак йышри ҫулҫӳревҫӗсенчен 60% Грецире, теприсем — Испанире, Болгарире, Кипрта, Тунисра, Чехинче тата АЭПра. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх йывӑрлӑха лекнӗ туристсене тӑван ҫӗршыва ятарлӑ рейссемпе тавӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑван ялӗнче ӗнер регионсем хушшинче иртнӗ «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Аса илмешкӗн: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Юханшыв республикӑри 6 районта юхса иртет, унтан Атӑла кӗрет. Туслӑх фестивалӗ халӑх йӑлине сыхласа хӑварма пулӑшать. Кӑҫалхи фестиваль программи пуян пулнӑ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, Тӑван ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Савельев тухса калаҫнӑ, халӑха пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Тӳре-шара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем унчченхи йӑла-йӗркене тавӑрма талпӑннине палӑртнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче алӗҫ ӑстисен куравӗ йӗркеленнӗ. Хӑнасене ӗлӗкхи чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан этнографи ялӗ кӑсӑклантарнӑ. Фестиваль пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, туслӑха ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫурлан 10–20-мӗшӗсенче Крым федераци округӗнче (Севастополь хули, Кача поселокӗ) пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен «Таврида — 2014» слечӗ иртет. Унӑн йӗркелӳҫи — «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ», ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентстви, «Раҫҫей тӗрекӗ» общество организацийӗ. Слета Чӑваш Енри делегаци те хутшӑнать. 7 ҫамрӑк И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Шупашкарти коопераци институчӗн чысне хӳтӗлӗҫ. Слет «Услам тӑвасси», «Медиа», «Ҫамрӑксен общество юхӑмӗ», «Ҫамрӑксен хӑйтытӑмлӑхӗ», «Патриотлӑх юхӑмӗ», «Пӗтӗм тӗнчипе килӗштерсе ӗҫлесси» енсемпе иртӗ. Яш-хӗр экспертсене хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗ. Канашлури кашни кун пӗр-пӗр темӑпа, Раҫҫей историйӗпе ҫыхӑннӑскерпе, иртӗ. Пушӑ вӑхӑтра та тунсӑхлама май пулмӗ. Слета паллӑ артистсем килӗҫ. Унтах «вырӑс хули» истори реконструкцийе ӗҫлӗ. Канашлӑва килнисем тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултарӗҫ. Асаилтеретпӗр, Крым Раҫҫее кӑҫал пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ референдум хыҫҫӑн куҫрӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗпе пӗр 20 яхӑн патшалӑх кӑна килӗшнӗ, ыттисем йышӑнман. Крым Раҫҫейӗн пулнине кӑтартса парас тесе влаҫрисем халь ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ — ҫав шутра тӗрлӗ мероприятисем те ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсем те килнӗ. Уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ял кунӗн уявӗпе килӗшӳллӗн Кӑшаркасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче ЧР Ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗн Николай Николаевич Николаев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицире 50 яхӑн ӳкерчӗк пулнӑ. Вӗсем — натюрмортсем, пейзажсем. Николай Николаевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ача пахчисен ӗҫченӗсем, аслисем, ачасем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ Кӗҫех, ҫурлан 17-мӗшӗнче, Шупашкар 545-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Республика ӑна уявлама хатӗрленет. Ача пахчисем те айккинче юласшӑн мар. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хула валли парне хатӗрлесшӗн. Ҫак ыйтупа вӗсем Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ. Хулашӑн питӗ пысӑк парне пулӗ вӑл. Ачасемпе аслисем Президент бульварӗнчи — «Макдональдсран» пуҫласа «Пицца Ник таран» — клумбӑсене чечексемпе илемлетӗҫ. Ку шухӑш «Art-ландшафт» проектпа килӗшӳллӗн ҫуралнӑ. Ҫулла ача пахчисем конкурса хутшӑннӑ, педагогсем, ачасем, ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе кашни лаптӑк ландшафт ӳнерне ҫаврӑннӑ. Композици темине пурте те ачаранпах пӗлекен «Йӑвача» юмаха суйланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ урамри лапамсене илемлетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ача пахчисен ӗҫченӗсем, ашшӗ-амӑшӗ ирех ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. «Макдональдс» умӗнчи лапам кӗҫех илемлӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта тӗрлӗ-тӗслӗ клумбӑсем, хӑйне евӗр ҫулсем, саксем, пӗчӗк пӗве тата ыттисем пулӗҫ. Хула кунӗнче вара пӗчӗккисем валли тӗрлӗ вӑйӑ, ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ачасене юмахри паллӑ сӑнарсем кӗтсе илӗҫ. «Юратнӑ хула, уяв ячӗпе!» интерактивлӑ открытка патӗнче ҫемьепе сӑн ӳкерӗнме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх енне ылмашӑнса пырать. Чылай районта ку енӗпе мухтанма пултарать. Акӑ нумаях пулмасть Элӗк район администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кӑҫал ҫуралнӑ 100-мӗш ачана шута илнӗ. Ӑна Алина ят хунӑ. Пепке Тукач ялӗнче пурӑнакан Аннӑпа Алексей Степановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Алина — Степановсен пӗрремӗш ачи. Савӑнӑҫлӑ ҫак уяв ячӗпе мӑшӑра ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Мария Николаевна саламланӑ, хӗр пӗрчине воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Сӑмах май, 2010 ҫулта Элӗк районӗнче 100-мӗш ачана ҫӗртмен 29-мӗшӗнче шута илнӗ, 2011 ҫулта — утӑн 20-мӗшӗнче, 2012 ҫулта — утӑн 26-мӗшӗнче, пӗлтӗр — утӑн 22-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районне кӗрекен Тӑватпӳрт ялӗ пысӑках мар. Унта 35 ҫурт ҫеҫ, вӗсенче 29 ҫын пурӑнать. Ытларахӑшӗ — тивӗҫлӗ канурисем, ӗҫ ветеранӗсем. Ял илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпах-и кунта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем, халӗ хулара пурӑнаканскерсем, ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Пӗчӗк ялта лавкка та ҫук. Эрнере икӗ хут автолавкка килет, халӑха таварпа тивӗҫтерет. Ялта ҫын сахал, апла пулсан та вӗсем туслӑ. Тӑватпӳртсем ҫулсерен ял уявне пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна ирттернӗ. Ҫак кун Вӑрман урамӗнчи хурӑнсемпе йӑмрасем ҫывӑхӗнче уяв валли лапам хатӗрленӗ. Уява Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Суховетрюк, Ветерансен канашӗн председателӗ Иван Ильин тата культура ӗҫченӗсем килнӗ. Вӗсем халӑха саламланӑ, тулӑх пурнӑҫ суннӑ. Культура ӗҫченӗсем Илья Степанов композитор купӑс каланӑ май юрӑсем шӑрантарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |