Хулара
![]() Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакансем хула варрипе ҫап-ҫара арҫын утнине асӑрханӑ. Вӑл Николаев урамӗнче ҫӳренӗ. Нуски кӑна тӑхӑннӑскер урапасем ҫӳрекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ-мӗн. Хӑйне тимлӗх ҫитменнине кура-ши вӑл иртен-ҫӳрен урапана чарма хӑтланнӑ. «Эп чӳречерен пӑхса тӑраттӑм. Ҫав вӑхӑтра ҫара арҫын куҫ тӗлне лекрӗ те. Вӑл малтан ҫуран ҫӳрекен ҫулпа утса ҫӳрерӗ, унтан урапасем ҫӳрекен ҫул ҫине сиксе тухса иртен-каян машинсене чарма хӑтланчӗ», — тесе каласа кӑтартнӑ тӗлӗнтермӗш арҫынна асӑрханисенчен пӗри, Илья ятлӑ арҫын. — Ун чухне вӑхӑт кӑнтӑрла иртни 16 сехет ҫурӑ тӗлнеллеччӗ. Кӑштахран вӑл таҫта кайса ҫухалчӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ларура Иртнӗ эрнере иртнӗ Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен комисси ҫул ҫитмен наркомансене палӑртассин тухӑҫлӑхне сӳтсе явнӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви иртнӗ ҫул 413 ҫамрӑк психоактивлӑ япаласемпе усӑ курнине шута илнӗ. 2012 ҫулхинчен ҫак йыш 15 процент нумайланнӑ. Наркологи патологиллӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче уйрӑмах йышлӑ шута илнӗ. Ҫамрӑксем психоактивлӑ япаласем усӑ курассин профилактика тесе специалистсем ятарлӑ тест ирттернине калаҫҫӗ. 2011 ҫултанпа тест витӗр 13,5 пин студентпа вӗренекене кӑларнӑ. Республика Элтеперӗ хӑрушлӑх категорийӗнчи тата тест тухма килӗшмен ҫамрӑксемпе уйрӑмшар ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. «Лару-тӑру лайӑхланмасть, ҫӗнӗ препаратсем тухаҫҫӗ, чӗнсе каланипе кӑна май килмӗ. Наркотик сутакан канмалли заведенисен хуҫисене тӗрлӗ мелпе хӗсмелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре черетлӗ хахайт (тревога) янӑрӗ. Анчах унтан хӑрама кирлӗ мар, ӑна халӑха инкек-синкекрен асӑрхаттармалли тытӑм республикӑра епле ӗҫленине тӗрӗслес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. «Пурне те тӑнлама чӗнетпӗр!» текен сас ирхи вунӑ сехетре янӑраса кайӗ. Гражданла хӳтӗлев тренировки пуҫланнине пӗлтерсе урамри сиренӑсем, хыттӑн калакан хатӗрсем, радио тата телекурав каналӗсем пӗлтерӗҫ. Вӗренӳллӗ тревога пулнине кура ҫынсене шикленсе ӳкме сӗнмеҫҫӗ. Чӑннипех ун пек сигнал янӑрасан вара (кӑна пӗлме тесе асӑрхаттараҫҫӗ) ҫынсен радиоприемник, телевизор — кама хӑшӗ меллӗрех ӗнтӗ — яма сӗнеҫҫӗ. Илтнӗ информаци пирки ӗҫтешсене, килтисене, тӑван хурӑнташа, пӗлӗш-тантӑша систермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене электрон кӗнекесемпе вӗрентме пуҫласшӑн. Халӗ унта enTourage eDGe 2.0. икӗ экранлӑ электронлӑ панель хатӗрсенчен тӑракан мобильлӗ класа сӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа унпа биологи, истори, георграфи тата обществознани предмечӗсене ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш классем вӗренеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра улттӑмӗшсемпе ҫиччӗмӗшсем валли математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе программа килессе шанаҫҫӗ. «Ку вӑл пӗр предмета вӗренмелли учебник мар. Кашни комплекс Wi-Fi мелӗпе мӗнпур предмет вырнаҫнӑ портпа ҫыхӑнать. Экран ҫине текстсем, таблицӑсем, урокӑн видеовӗ тухать-мӗн. Иккӗмӗш экран тӑрӑх вара вӗрентекенпе вӗренекен ҫыхӑнать иккен. Электрон комплексӗ ачасене йывӑр шкул сумкинчен хӑтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шкула вӗренӳ кӗнекисене кӑна мар, дневникпа тетрадь те исле кайма тивмӗ — портал ҫинче ача миҫе илни те, вӑл задачӑна епле пурнӑҫлани те упранса юлать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак цифрӑна Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне тата пулнӑ-ха. Анчах пӗри тӗп комисси хӑйне шута илнӗ хыҫҫӑн суйлава хутшӑнас маррине палӑртнӑ, тӑваттӑшӗ хӑйсен кандидатурине сасӑлава кӑларас темен, иккӗшне суйлава хутшӑнтарас темен. Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи суйлавра 15 мандата палӑртмалла. Вӗсенчен пиллӗккӗшне — ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем валли, иккӗшне — Депутатсен районти пухӑвӗсен депутачӗсем, саккӑрӑшне — ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем валли. Кашни вырӑншӑн вӑтамран икшер ҫын тупӑшать-мӗн. Суйлава чи пысӑк йышпа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗшӗн тухнӑ: пуҫлӑх пулма харӑсах пиллӗккӗн ӑнтӑлаҫҫӗ. Партисемпе пӑхсан, 15 кандидата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тӑратнӑ, 10-шне — ЛДПР, 4-шне — РФКП, пӗрне — «Раҫҫей коммунисчӗсем» ятлӑ парти. Ыттисем суйлава хӑйсем тӗллӗн хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Охота тинӗсӗ малашне Раҫҫейӗн пулӗ. 50 пин километр калӑпӑшлӑ лаптӑк унччен пӗтӗм тӗнчери шыв шутланнӑ. Халӗ ӑна ООН Раҫҫее пама йышӑннӑ. Охота тинӗсӗ пулӑпа пуян теҫҫӗ. Теприсен шучӗпе геологсене вӑл савӑнтармалла. Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхӗсен академийӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи уйрӑмӗн Ҫурҫӗрпе Хӗвелтухӑҫ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн регионти геологипе геофизики лабораторийӗн тӗп ӗҫченӗ Владимир Глотов каланӑ тӑрӑх, сайра-хутра тӗпчени те шыв тӗпӗ ҫутҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе иксӗлмине пулнине палӑртнӑ. «Тинӗсӗн ҫӗр хӗрринчи пайӗ нефтьпе тата газпа пуян», — ӑнлантарнӑ вӑл. Хӑш-пӗр эксперт шучӗпе Магадан ҫывӑхӗнчи шельфра нефть пуянлӑхӗ виҫӗ миллиард баррельпе те танлашма пултарать. Пулӑ пуянлӑхне илес пулсан — малашне «вырӑнтан хускалманнисене» (вӗсен шутне сӑмахран краб кӗрет) Раҫҫей кӑна тытайрать, ытти тӗссем пирки тепӗр патшалӑхсене чару ҫук. Тинӗс Раҫҫее куҫнипе пӗрлех ӑна тивӗҫлипе хӳтлӗс енӗпе яваплӑх та кӑларса тӑратать. Унти китсемпе юханшыв кӑвакалӗсем, моллюсксемпе сайра тӗл пулакан пулӑсен тӗсӗсене упраса хӑварассипе ҫине тӑмалла. Охота тинӗсӗ — пирӗн ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ тинӗс, Лӑпкӑ океан лаптӑкне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Анӑҫри хӑш-пӗр журналист Крымри референдумра сӑтӑр тума тӑрӑшни пирки информаци агентствисенчен пӗрне, «Новости» РИАна, Финлянди сӑнавҫи Йохан Бекман пӗлтернӗ. «Кунта анӑҫри журналист питӗ нумай, анчах, шел те, вӗсем хӑшӗсем референдума хирӗҫле вӑрттӑн вӑйпа усӑ кураҫҫӗ. Эп асӑрханӑ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗсем суйлав участокӗсен ӗҫченӗсене психологи тӗлӗшӗнчен пусараҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Йохан Бекман шучӗпе ҫакӑ ятарлӑ операци те пулма пултарать. «Вӗсем суйлав комиссийӗсен пайташӗсене тӗлӗнмелле ыйтусем параҫҫӗ. Ҫакна эп, сӑмах май, Раҫҫейре дума тата Президент суйлавӗ иртнӗ чух та сиснӗччӗ», — пӗлтернӗ Финлянди сӑнавҫи. Крымри референдумра витӗр курӑнакан урнӑсем усӑ курнине анӑҫри хӑш-пӗр журналист суйлав вӑрттӑнлӑхне уҫӑмлатнипе танлаштарать-мӗн. «Тӗрӗссипе, витӗр курӑнакан урна суйлав уҫӑмлӑ пынине пӗлтерет», — тенӗ маларах асӑннӑ сӑнавҫӑ. Бекман унӑн ентешӗ, финн журналисчӗ, Бахчисарайри суйлав комиссийӗн пайташне, урна патӗнче тӑракан хӗре, «Сана кунта кам ирӗксӗр янӑ?» йышши ыйтупа тапӑннӑ. Хӗр ыйтусене хуравлама килӗшмен енне ун пирки вӑл хӑраса та шикленсе ӳкнӗскер тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӳкеҫри 27-мӗш професси училищине Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫапла йышӑну патне «патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе» пырса тухнӑ-мӗн. Ятарлӑ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Кӳкеҫри училищене 1979 ҫулта уҫнӑ. 2011 ҫулта вӑл автономи учрежденийӗ пулса тӑнӑ. Халӗ унта автомеханиксене, трактӑрҫӑсене, машина-трактор паркне техника тӗлӗшӗнчен тытса тӑракан тата юсакан ӑстасене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Училище пурлӑхӗ шутланни ӳлӗмрен техникум аллине куҫать. Тепӗр енчен, ҫапла калани тӗрӗсех те мар пулӗ. Вӗсем иккӗшӗ пӗр учреждени пулса тӑраҫҫӗ-ҫке. Училищене тата техникума тытса тӑма 2014–2016 ҫулсенче уйӑрма палӑртнӑ укҫа малашне пӗр кӗсьене — ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ учреждение — кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Ӑна усӑ курман ҫӗрсене палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ун пеккисен «йӗрӗ» ҫине ҫынсем тӗллесе кӑтартни тӑрӑх ӳкӗҫ. Инвентаризаци «ялсен ҫӗрӗсем» шутланакан категорири ҫӗрсене пырса тивӗ. Хӑйне евӗр ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче усӑ курман ҫӗрсене тупса палӑртӗҫ. Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курман ҫӗр пирки те тепӗр кӳршӗ-аршӑ ним мар ҫӑхавлӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Иккӗмӗш тапхӑрта, ку ӗҫе юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ирттерме йышӑннӑ, ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсен базине хатӗрлӗҫ. Инвентаризаци 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш Ен» общество пӗрлешӗвӗ вырӑнта ирттеркен йӑлана кӗнӗ «Нумай нациллӗ Мурман» курава хастар хутшӑннӑ. Куравра хулапа облаҫри нацисен культура пӗрлешӗвӗсем хӑйсен экспоначӗсене кӑтартнӑ. Наци пуянлӑхне ҫын ҫине кӑларассишӗн наци тумтирӗсене те, йӑлара усӑ куракан япаласене те илсе пынӑ. Наци уявӗсем иртнӗ чух ӳкернӗ фотосене те курава кӑларнӑ хастарсем. Мурманскри чӑвашсем те ыттисенчен кая юлман. Кая кӑна та мар, ҫынтан юличчен муртан юл тенешкелех тӑрӑшнӑ. Курава пынисем валли вӗсем «чӑваш сӗтелӗ» патне йыхравланӑ. Унта «АККонд» фабрикӑн, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн апат-ҫимӗҫӗ тата «Букет Чувашии» савутӑн квасӗ пулнӑ. Мероприятие пухӑннисене «Чӑваш Ен» культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловӑн саламне вуласа панӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |