Пӑтӑрмахсем
![]() Яланлӑхах мар-ха. 30 кунлӑха. Шӑп та ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт Йӗпреҫри «Стройкомплект» тулли мар яваплӑ пӗрлешӗве прокуратура ӗҫлеме чарнӑ. Ҫирӗп мера йышӑнма унта ют ҫӗршыв ҫыннисем ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Хайхисене, Узбекистанран килнӗ икӗ ҫынна, фирма каменщик вырӑнне тесе ӗҫе йышӑннӑ иккен. Анчах тӗрӗссипе лешсем тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакан евӗр тӑрӑшнӑ. Хут ҫинче пӗр тӗрлине, шучӗпе вара тепӗр майлине Миграци службин ӗҫченсӗем асӑрханӑ. Ку вӑл саккуна пӑсни пулать тесе судах ҫитнӗ. Ҫапла хӑтланнине суд Раҫҫей территорийӗнче ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе саккуна пӑсса явӑҫтарни вырӑнне хурса йышӑннӑ та айӑплав вырӑнне фирмӑна 30 кунлӑха ӗҫлеме чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енре Вожатӑйсене хатӗрлекен центр уҫӑлнӑ. Аслӑ шкулсенче, техникумсенче, колледжсенче ӑс пухакансем 2 уйӑхлӑх курсра пӗлӗве туптӗҫ. Унта ҫӳрекенсене парктика психологийӗ, педагогика, ачасемпе ӗҫлес енпе ӑс-тӑн парӗҫ. Калаҫма-тытма вӗсене хӑнӑхтарӗҫ. Вожатӑй пулас шухӑшлисемпе опытлӑ педагогсем ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ. 2014 ҫулта Раҫҫейӗн студентсен отрячӗн регионти уйрӑмӗ 3 пин ытла студента ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртать. Асӑннӑ пӗрлешӳ урлӑ суйланнисем ытти ҫулсенче хамӑр патра кӑна мар, Мускав облаҫӗнчи, Краснодар крайӗнчи уйлӑхсенче те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрарӑма унччен ҫӳҫӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске тесе кӑлӑхах кӳрентернӗ. Этемлӗхӗн черчен ҫуррийӗ арҫынсенчен кая маррине, теприсем вӗсенчен ирттернине тахҫанах ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ара, хӗрарӑм тӗнче уҫлӑхне те ҫӗкленчӗ мар-и! Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Людмила Арзамасова журналист хӗрарӑмсем арҫынсенчен кая мар ӗҫлекен вырӑнсене тишкернӗ. Черчен теме хӑнӑхнӑ хӗрарӑмсем тимӗр те шӑратаҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкарти агрегат савутӗнчи «Промлит» цехра ӗҫлеҫҫӗ. Хайхисене хӗрарӑмах ертсе пырать. Ҫул-йӗр рабочийӗсем пирки ҫавнах каламалла. Совет самани вӑхӑтӗнче ун пек ӗҫе 15 талӑклӑха хупса хунисене явӑҫтарнӑ иккен-ха, халӗ, ав, хӗрарӑмсем ним шухӑшламасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Тӗп хулари «Дорэкс» предприятире ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекен 130 рабочирен, сӑмахран, ытларахӑшӗ хӗрарӑмсем теҫҫӗ. Водительте ӗҫлекен хӗрарӑмсем те паян тӗлӗнтермӗш мар. Троллейбус рулӗ умне вӗсем тахҫанах ларчӗҫ-ха, халӗ, ав, автобус рульне те тытса пыраҫҫӗ. Тепӗр тесен, темиҫе ҫул каялла Чӑвашавтотрансра кӑна 10 ҫын таран пулнӑ, халӗ иккӗн кӑна юлнӑ. Йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенсем пирки каламӑпӑр та. Тӑвай районӗнче, ав, прокурорта та хӗрарӑм — Оксана Ястребова — тӑрӑшать. |
Республикӑра
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэроклуб сакӑр теҫетке ҫул тултарать. 1995 ҫултанпа клуб Совет Союзӗн Паттӑрӗн А.В. Ляпидовскин ячӗпе хисепленет. Аэроклубӑн пӗрремӗш пуҫлӑхӗ М.Н. Плохов летчик пулнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем шкулсем тата Пионерсен ҫурчӗсем ҫумӗнче авиамоделистсен кружокӗсене ертсе пынӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи тухсан клуб воспитанникӗсем те тӑшманпа кӗрешме тухса кайнӑ. Аэроклуб ӗҫленӗ ҫулсенче норматива тултарса СССР тата Раҫҫей спорт маҫтӑрӗсен ятне 200 ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем пулса тӑнӑ. РОСТОн авиаклубӗ шутланаканскер Раҫҫейӗн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсем валли специалистсем хатӗрлет. Спорт авиацийӗпе туслашас текенсем те унтан татӑлма пӗлмеҫҫӗ темелле. Халӗ унта спортӑн экстремаллӑ енӗсене те — пейнтбол, дайвинг тата ытти те — хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Тухасса маларахах тухнӑ-ха. Сӑмах — Пӗтӗм Раҫҫейри кӗрешӳре ҫӗнтернисем Европа чемпионатне каясси пирки. Малтан кӗрешӳ аслисем хушшинче иртӗ, ҫу уйӑхӗнче чемпионата ачасем хушшинче йӗркелӗҫ. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ачасем хушшинче ҫак кунсенче иртнӗ сетокан ӑмӑртӑвӗ виҫӗ куна пынӑ. Унта Раҫҫейӗн 42 регионӗнчен 900 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫей чемпионатӗнче 21 ҫултан аслӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӗрешнӗ, Раҫҫей первенствинче — 18–20 ҫулсенчи юниорсем, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче — 12–13 ҫулсенчи арҫын ачасемпе хӗрачасем. Каратэн сетокан текен енен аталантарма пулӑшакан общество пӗрлешӗвӗсен регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвне 8–11 ҫулсенчисене пухнӑ. Кӑҫалхи 19-мӗш хут иртекен ӑмӑртӑва Чӑваш Енрен Шупашкарти «Будокан» тата «Коршун» клуб членӗсем тата Каратэ клубӗн союзӗн спортсменӗсем — Никита Беловощев, Александр Максимов, Данил Кокарев (виҫҫӗшӗ те «Будокантан») тата Артем Осипов («Коршун» клубран) — Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗме тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Вӑрман комплексӗ енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн канашлӑвӗ иртнӗ. Вӑл правительство ҫуртӗнчи пӗр-пӗр залра мар, асӑннӑ комплексне кӗрекен «Спецкомплект» обществӑра иртнӗ. Вӑл юманран урай хӑми ҫурать-мӗн. Продукци ҫӗршывӗпех кӑна мар, чикӗ леш енне те курттӑммӑн сарӑлать иккен. Координаци канашне ертсе пынӑ Иван Моторин премьер-министр «Спецкомплект» пек предприятисем ытларах кирлине палӑртнӑ. Вӑрман комплексӗн ӗҫ-хӗлӗпе эконмика министрӗ Владимир Аврелькин паллаштарнӑ. Вӑл кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртнӑ. Канашлу «Чи лайӑх вӑрман касакан» республикӑри конкурса хутшӑннӑ хастарсене чысланипе вӗҫленнӗ. Вӗсене республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗсем лекнӗ. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Комсомольски тӑрахӗнче ырӑ йӑла пур. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ял хуҫалӑхӗн предприятийӗсенче ӗҫлекен чи лайӑх дояркӑсене чысланӑ. Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра чылай ҫӗрте ЯХПКсем хавшаса пыраҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсем кӗрлесе тӑнӑ, ҫавна май ял ҫынни валли ӗҫ вырӑнӗ те пулнӑ. Тем тесен те, ун чухне арҫынсем ют тӑрӑха ӗҫлеме питех ҫӳремен. Халӗ хуҫалӑхсенче хӗрарӑмсем ытларах тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗне сӑвасси ытларах хӗрарӑм тивӗҫӗ-ха. Йӑли ӗлӗкренпех ҫапла. Хуҫалӑхсенче тар тӑкакан хӗрарӑмсем мухтава тивӗҫ. Вӗсем килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма та, ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама та, кил-тӗрӗшре тирпейлеме те ӗлкӗреҫҫӗ. Дояркӑсем ирхи шуҫӑмпа пӗрле тӑрса ӗҫе васкаҫҫӗ. Кашни кун ҫапла. Чӑннипех те маттур! Ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракан доярсене Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, унӑн ҫумӗ Илдус Мннетуллин тата ыттисем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкарти сцена ҫинче кӑна мар халӑха савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш районне ҫитсе килнӗ. Ку Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Артистсем Шелттем ял тӑрӑхӗнчи культура центрӗнчи сцена ҫине тухнӑ. Ку тӑрахра тава тивӗҫлӗ артистсем 19 ҫула яхӑн пулман, ҫавӑнпа халӑхшӑн Шупашкартан хӑнасем килни чӑн-чӑн савӑнӑҫа ҫарӑннӑ. Артистсем «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ. Спектакль вӗҫленсен куракансем ура ҫине тӑрса чылайччен алӑ ҫупнӑ, артистсене пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Медицина ҫирӗп утӑмсем туса малала аталанать, анчах ҫын юнне ылмаштаракан япала халӗ те шухӑшласа кӑларман-ха. Ҫавӑнпа чирлисен пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн юн кирлӗ. Чылайӑшӗ ҫак пулӑшӑва кӗтет. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗкри тӗп пульницӑра Юн илекен станци донор кунне ирттернӗ. Ҫак кун 80 ҫын юн панӑ. Шурӑ халатлисем уйрӑмах хастар пулнӑ. 36 тухтӑр донор пулнӑ. Юн паракансен ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫрен пӗр кун канма ирӗк пур. Ҫавӑн пекех вӗсене апатланмашкӑн 330 тенкӗ параҫҫӗ. Паллах, донорсемшӗн ку чи пӗлтерӗшли мар. Ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшасси — сӑваплӑ тивӗҫ. 18 ҫултан аслӑ кашни ҫын донор пулаять. Донор пулма хирӗҫлекен салтав ҫук тӑк, кӗлетке йывӑрӑшӗ 50 килограмран ытларах пулсан — тархасшӑн. Тухтӑрсен чылай ҫул ирттернӗ сӑнавӗ ҫирӗплтенӗ тӑрӑх, ҫынран 400–450 миллилитр юн илни сывлӑха, ӗҫ хастарлӑхне сиен кӳмест. Пачах тепӗр май: япаласен ылмашӑнӑвӗ хӑвӑртланать, кӑмӑл ҫӗкленет, пит ӳчӗн тӗсӗ лайӑхланать, организм ҫамрӑкланать. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑкра 5 хут юн пани сиенлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗле ӑстасси — хаваслӑ йӑла. Тӑвайсем вара пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ хӗлпе савӑнӑҫлӑн сывпуллашнӑ. 11:00 сехетре «Как Иван Царевич спас весну-красу» (чӑв. Иван Царевич ҫуркунне пикине ҫӑлни ҫинчен) театр представленийӗ пуҫланнӑ. Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлахӗ Владимир Ванерке район ҫыннисене тата хӑнасене уяв ячӗпе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ. Тӑвайсен уяв программи анлӑ пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчи культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем театр представленийӗсем кӑтартнӑ. Уява килнисем тӗрлӗ вӑйӑра, конкурсра ӑмӑртнӑ, кашниех хӑйӗн ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Кунта темиҫе спорт лапамӗ ӗҫленӗ: канат туртасси, йӗлтӗр эстафети, кире пуканӗ йӑтасси, михӗсемпе ҫапӑҫасси, волейбол. Паллах, уяв тӗп ҫимӗҫсӗр иртмен. Пурте ҫуркуннехи сарӑ хӗвел пек ҫаврака икерчӗсемпе хӑналаннӑ. Вӑйӑсем, конкурссем, юрӑ-ташӑ уява ҫитнисене хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри хӗле ӑстмашкӑн ҫемйипех килнӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн уяв вӗҫӗнче карчӑка ҫунтарнӑ. Вӑл — хӗл палли, хӑйӗнпе пӗрле сивӗ кунсене илсе каять, ҫуркуннене ҫул парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |