Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне ҫулсерен нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӗлхе халӑх культурине упрама пулӑшать. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫулсенче тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри ҫухалма пултарать. Классика хӑҫан вуланине астӑватӑр-и? Александр Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсене хӑҫан тишкернӗ? Астумастӑр-и? Тӳрех ан пӑшарханӑр. Наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекесен «страницисене» уҫса пӑхма май пур. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ умӗн Наци библиотекин электрон вулавӑшӗ электронлӑ вӗренӳ ресурсне хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин революцичченхи тӗпчевӗсене, чӑвашла тухнӑ кӑларӑмсене халалланӑ. Унта тӗрлӗ кӗнекен электронлӑ копиисем пур. Вӗсен йышӗнче — чӑваш букварӗсем, классика литературин чӑвашла куҫарӑвӗсем. «Чӑваш чӗлхи. Анне чӗлхи. Манӑн тӑван чӗлхе» виртуаллӑ куравра 27 кӗнекен электронлӑ копийӗ пур. Электрон ресурсне кӗнӗ кӑларӑмсем Наци библиотекин фончӗсенче упранаҫҫӗ. Курав виҫӗ кун ӗҫленӗ хушӑра блогра ӑна 200 ҫын ытла пӑхнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, АПШран, Турцирен, Германирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫемье ҫавӑрни — сӑваплӑ ӗҫ. Анчах, шел те, хӑшӗ-пӗри пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлать. Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем мӗн сӑлтавпа ытларах уйрӑлаҫҫе-ха? Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пурнӑҫ ҫине расна пӑхни уйрӑлма хӗтӗртет-мӗн. Ҫак сӑлтава 35-шӗ палӑртнӑ. 25 ҫын кӑмӑлсем пӗр килменнине кӑтартнӑ. Теприсем хӑйсен кил-ҫурчӗ пулманшӑн уйрӑлаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна 10-ӑн палӑртнӑ. 5 ҫемье мӑшӑртан пӗри юттипе улталанӑшӑн арканнӑ. Ыйтӑма аноним мелӗпе ирттернӗ. Пӗтӗмпе 55 анкета пулнӑ. Эппин, пӗр-пӗрне чӑнах та юратни, хисеплени ҫеҫ ҫемье ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене патшалӑхӑн учрежденийӗсене тата ытти харпӑрлӑхлӑ организацисене кӗрсе ҫӳреме май туса парасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Тахҫантанпах. Анчах Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч. Темиҫе ҫул каялла ҫак темӑпа материал хатӗрленӗччӗ те, яваплисем ун чух Совет самани вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫуртсенче сусӑрсен нушине шута илменнине пӗлтерни аса килет. Ара, вӑл вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра таса-сывӑ ҫынсем кӑна ҫуралнӑ пулать те, сусӑрсем лавккана кӗрсе тухассине, вӗсен ҫӳҫ кастарма каяс килнине, мунча кӗрес килнине, аптекӑна тухса эмел туянмаллине тата ҫавӑн йышши вун-вун ыйтӑва шутах хурсах кайман. Ятарлӑ ҫуртсем туса панӑ-ха… Юлашки ҫулсенче патшалӑх пирӗн хушӑмӑрта сусӑрсем те пуррине аса илчӗ темелле. Предприяти-организацисене кӗме пандуссем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Анчах вӗсенчен хӑшӗсене ячӗшӗн кӑна тунӑн туйӑнать. Чирлӗ ҫын мар, сывви те хӑшӗсемпе хӑй тӗллӗн хӑпараймӗ. Ҫак пӗтӗмлетӗве Этем правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй аппарачӗ Кручинин Йӗпреҫре пулнӑ чух тепӗр хут курса ӗненнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗҫлеме чӑваш арӗ-арӑмӗ ют региона ҫӳренине пӗлетпӗр-ха. Каҫал енче те инҫете тухса каяҫҫӗ. Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр кашни ҫулах ӗҫсӗр ҫынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаҫӗсене ӑсатни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Акӑ, паянхи кун асӑннӑ центр урлӑ кӑна Мускав облаҫӗнче Комсмольски тӑрӑхӗнчи 4 ҫын ӗҫлет. 2014 ҫулта пӗтӗмпе 15 ҫынна республика тулашӗнче ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ иккен. Пуш уйӑхӗнче Чулхула облаҫӗнчи «Монтаж-энерго», Воронеж облаҫӗнчи «Красинское», Тула облаҫӗнчи «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑсене рабочисене ӗҫлеме ӑсатӗҫ. Ҫывӑх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаҫне кайма кӑмӑл пуррисене ярассине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫ килӗшӗвне пӗр уйӑхран кая мар вӑхӑта ҫирӗплетмеллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ. Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ. Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑвакан «Хӗвел» савута хута ярас вӑхӑта тем тӗрлӗ те асӑнкаласа пӑхрӗҫ. Халӗ ҫӗнӗ информаци пур. Асӑннӑ общесмтвӑн тулаш ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗ Антон Усачев Regnum информаци агентствине ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче тӗрӗслеттермелле ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Пуҫӗпех вара вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла. Малтанласа савута 2011 ҫул вӗҫӗнчех ӗҫлеттерсе ярасси пирки калаҫнине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Ун чухне проект хӑвачӗ ҫине 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта тухас пек юмахлатчӗҫ. Кайран 2013 ҫулхи ҫӗртме теме тытӑнчӗҫ, унтан чӳк уйӑхӗ терӗҫ. Кайран кӑҫалхи нарӑс вӗҫӗнче уҫасси пирки сӑмах тухрӗ. Мӗнех, пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пурӑнсан курӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Студентсен общежитийӗшӗн шутран ытла тӳлеттермелли марри ҫинчен калакан саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкулсемпе ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансен общежитийӗсем епле пулмаллине ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министертстви ҫирӗплетесси ҫинчен каланӑ. Пурӑннишӗн тата коммуналлӑ пулушӑшӑн тӳлессине ҫурта тытса тӑнипе юсанин хакӗсем кӗмелле. Общежитинче пурӑннин хакне патшалӑх влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем татса памалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисене общежитишӗн пӗчӗкрех хакпа тӳлеттерме е пачах та тӳлеттермесен те юрать. Саккуна йышӑнса пӗтерсен тӳлев хакӗ уйӑхсерен 300 тенкӗрен пуҫласа 600 тенкӗ таран кӑна пулмалла. Вӑл общежити пахалӑхӗнчен килмелле-мӗн. Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмшӗн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 тенкӗ тӳлекенсем те пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ. Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе Шоркка арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тӑвай пикисем илемлӗх ӑмӑртӑвне пухӑнӗҫ. Унта тӑхӑр ял тӑрӑхӗнчи 10 пике тупӑшмалла. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш ҫул иртекен конкурс, эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, республика шайӗнче иртекен ҫавӑн йышши конкурс валли хутшӑнма ҫын суйлав тӗллевпе йӗркелекенскер. Сӑмах май, питӗ аван йӑла. Атту, пӗлнӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр районта ун пек конкурссем вырӑнта йӗркелесе аппаланасшӑн мар. Маттур пек туйӑнакан пӗр-пӗр пикене хутшӑнма ыйтаҫҫӗ те ӗҫӗ пӗтнӗ. Сӑмах май каласан, республика шайӗнче иртекен ытти хӑш-пӗр ӑмӑртӑва та теприсем ҫавӑн пек майпа яма «ӑс» ҫитереҫҫӗ. «Тӑвай пики»-не палӑртмалли конкурса 17 ҫултан пуҫласа 25-чченхисене суйласа илнӗ. Вӗсене чӑваш чӗлхине хитре пӗлни, пур енлӗн пултаруллӑ пулни тӑрӑх палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |