Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Олеся Игнатьева
Олеся Игнатьева

Екатеринбургра армспорт енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал Кубокӗ» турнир иртнӗ. Унта 100 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Сумлӑ ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Олеся Игнатьева хӳтӗленӗ.

Олеся — армлифтинг енӗпе Чӑваш Ен рекордсменки, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи ял спорт вӑййисен тата Раҫҫей студенчӗсен спорт пӗрлешӗвӗн чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫи. Унӑн тренерӗ — Алексей Атласкин.

О.Игнатьева армлифтинг енӗпе кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Армспортра Свердлов облаҫӗн тата Челепи хулин спортсменӗсемпе вӑй виҫсе виҫҫӗмӗш пулнӑ.

 

Эрнекунпа шӑматкун ЧНК йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине уявлӗҫ. Хӑнасем эрнекун ҫитӗҫ — вӗсене «Ҫӑлкуҫ» кафере апатлантарӗҫ тата «Акконд» фабрикӑпа паллаштарӗҫ. 15 сехетре тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ ушкӑнсен ертӳҫисем ҫавра сӗтел ирттерӗҫ — патшалӑх тытӑмӗпе ӗҫленӗ чухне сиксе тухакан ыйтусене тишкерӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейенче Валентина Тараватӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Эрнекунах хӑнасем «Пӗртен пӗррескерӗм» спектакль курма тата «Аксар-шоу» солисчӗсен концерчӗнче пулса курайраҫҫӗ.

ЧНК йӗркеленӗренпе 20 ҫул тултарнине шӑматкун паллӑ тӑвӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чаплӑ пуху иртӗ. Вӑл вӗҫленсен «Хӗр сӑри» уявне театрласа паллӑ тӑвӗҫ.

Хӑнасем хӑйсен килӗсене вырсарникун ирхине саланӗҫ.

 

Кун варринчех Шупашкарти банкран 200 пин тенке яхӑн ҫаратса кайнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки банк ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Кӑнтӑрла иртсен палламан арҫын касса патне пынӑ, укҫасене илнӗ те тарса ҫухалнӑ. Ҫав укҫана урӑх клиента алла пама хатӗрленӗ пулнӑ. Ултавҫӑ арҫын черетсӗр касса патне пынине пула банк ӗҫченӗ ӑна укҫа-тенке тыттарса янӑ.

Пӑтӑрмах пулса тухнӑ ҫӗре тӳрех полици уйрӑмӗн шырав ушкӑнӗ тухнӑ. Шупашкарти №4-мӗш номерлӗ полици уйрӑмӗнчи аслӑ участковый Алексей Никифоров ҫав вӑррӑн сӑмах сӑн-сӑпатне илсен хӑйӗн районӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна палласа илнӗ. Кӗҫех йӗрке хуралҫи Шупашкарта пурӑнакан 58 ҫулхи арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна банкран 196 пин тенкӗ вӑрланӑ тесе айӑплаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпнӗ йӑлтах йышӑннӑ.

 

Паян Чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентӳҫине Иван Яковлевич Яковлева асӑнмалли кун. Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 82 ҫул ҫитрӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх паян патриархӑмӑрӑн Шупашкарти палӑкӗсем умне чечексем хучӗҫ. И. Яковлев ӗҫӗсем пӗлтерӗшне паян кун та ҫухатман. Вӑл чӑваш халӑхне ҫырулӑх панӑ. 1868 ҫулта йӗркеленӗ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен ҫӗр-ҫӗр учитель вӗренсе тухнӑ. 1872 ҫулта кӑларнӑ букварь халӑх кӗнеки пулса тӑнӑ. Вӗрентекенӗмӗр ҫырса хӑварнӑ халал паянхи куншӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Патриархӑмӑра халалланӑ ӗҫ-пуҫа Республикӑри чӑвашсем анчах мар, тулашри ентешсем те ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенӗмӗр тӑван ялӗнче Тутарстанри Кӑнна Кушкинче 1998 ҫулта Иван Яковлевич Яковлев музейне уҫнӑ, часовня пур. Шупашкарта ун ячӗпе университет, урамсем хисепленсе тӑраҫҫӗ.

Яковлевӑн сӑваплӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ вилӗмсӗр. Малалла та ӑна упраса, аталантарса пырасчӗ.

Малалла...

 

Пушара пула Шупашкарта ултӑ хваттер ҫунса кайнӑ, хуҫисем кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вут-ҫулӑм юпан 23-мӗшӗнче 02:14 сехетре Тӗп хуламӑрӑн Богданка микрорайонӗнче вырнаҫнӑ Улмуҫҫиллӗ урамри икӗ хутлӑ йывӑҫ пӳртре алхасма пуҫланӑ.

Пӑтӑрмах пирки кил хуҫисем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 4-мӗш номерлӗ пушар сӳнтерекен чаҫӗнчен пулӑшу тепӗр пилӗк минутранах ҫитнӗ. Вут-ҫулӑма вӗсем 02:49 вӑхӑ тӗлне сӳнтерме пултарнӑ.

Инкеке пула пӗр ҫын суранланнӑ. 43 ҫулхи арҫынна Республикӑри клиника пульницин пушарпа суранланнисен уйрӑмне вырттарнӑ. Ытти 14 ҫынна вӑхӑтлӑха №9 шкула вырнаҫтарнӑ.

Хальлӗхе экспертсем пӑтӑрмах мӗншӗн сиксе тухнине тӗпчеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпеле тӗп сӑлтав — ӳсӗрле чӗлӗм туртни.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i306.html
 

«Сӗтев» хаҫат йӗркелӳҫи — Эдуард Мочалов
«Сӗтев» хаҫат йӗркелӳҫи — Эдуард Мочалов

«Сӗтев» хаҫат журналисчӗсем юпан 27-мӗшӗнче (шӑматкун) Республика тӳремӗнче (Ленин палӑкӗ умӗнче) халӑх пухӑвне ирттерме палӑртнӑ — кун пирки Владимир Кожевниковӑн кун кӗнекинче пӗлтернӗ.

Митинга йӗркелекенсем ун валли виҫӗ тӗллев лартнӑ: коррупципе кӗрешесси, экстрамизма хирӗҫ тӑрасси тата чӑваш халӑхӑн прависене хӳтӗлесси. Халӑх пухӑвне 16:00-18:00 сехетсем хушшинче ирттересшӗн.

Ҫав кунах ЧНК йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине те уявлӗҫ — мероприятисем юпан 26-27-мӗшӗсенче иртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i304.html
 

Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре геоинформаци тытӑмне йӗркелес пирки хушу кӑларнӑ.

Кӑҫал утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа мӗн пур муниципалитет Федераци тата Республика влаҫ органӗсем патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗсене информаци технологийӗсем пулӑшнипе кӳреҫӗ. Михаил Игнатьтев ку енпе малашне те тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Халӗ тӗп тӗллев — ҫӗр лаптӑкӗсен пӗрлӗхи информаци базине йӗркелесси. Ку экономикӑна аталантарма кирлӗ. Республикӑра ҫӗр кам аллинче пулнине ҫирӗплетекен документсемсӗр лаптӑксем сахал мар. Комплекслӑ геоинформаци тытӑмне йӗркелени вара инвесторсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.

Ҫак ӗҫе туса ҫитерме министрсен кабинечӗ 2 уйӑхра мӗн пур документа хатӗрлесе ҫитермелле.

 

Етӗрне районӗнче паян пӑтармах сиксе тухнаран Ми-8 вертолет анса ларнӑ. Республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗҫев аппаратӗнчи ҫынсем суранланман. Инкек-синкекрен сыхланас тӗлӗшне унта тӳрех Муркашпа Етӗрнери пушар хуралӗн машинисем вӗҫтернӗ, ИӖМ ӗҫченӗсем те ҫула тухнӑ. Ырра — инкек аякран иртнӗ, ларнӑ хыҫҫӑн сулахайри двигателӗн пушар датчикӗ тӗрӗс мар ӗҫленине палӑртнӑ.

Вертолет Хусантан Мускав облаҫне вӗҫнӗ — ӑна ҫак ҫула газ пӑрӑхӗсене тӗрӗслесе пыма янӑ. Унта виҫӗ пилотпа икӗ инженер вӗҫнӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i307.html
 

Юпан 19-мӗшӗнче ҫамрӑк «Янташ» ушкӑн Пушкӑртстанран таврӑнчӗ. Вӗсем Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче концертсем лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех Авӑркас районӗн центрӗнче те — Толбазӑра — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. «Янташ» ушкӑн концертчӗ Кожай-Семеновка ялӗнче те пулчӗ — инҫетри Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасемшӗн кунти халӑх питӗ савӑк юлчӗ.

Ҫитес вӑхӑтра вара янташсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче концертсем кӑтартӗҫ:

- ыран, юпан 24-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче;

- юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче;

- юпан 26-мӗшӗнче тепӗр концерт «Салют» культура керменӗнчех пулӗ (малтанхи куна лекейменсем валли).

Концертсене «Янташ» ушкӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа иртереҫҫӗ. Билетсене культура керменӗсен кассисенче туянма пулать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://yandash.ru/a/news/
 

Иртнӗ шӑматкун Тӑвай районӗн шахматисчӗсемпе Йӗпреҫ районӗн командисем хушшинче тӗлпулу-матч иртрӗ.

Туслӑх матчне 10 хӑма ҫинче йӗркелерӗҫ (шӑп ҫавӑн чухлӗн килнӗ хӑнасем — 9 каччӑ та 1 хӗр). 30-шар минутлӑ регламентпа шахматҫӑсем икшер парти вылярӗҫ. Район чысне И.Соловьев (1-мӗш хӑма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хӳтӗлерӗҫ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑвайсем 14,5:5,5 шутпа ҫӗнтерни паллӑ пулчӗ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпӑр хӑй хӑми ҫинче хӑнасенчен 2-шер очко илме пултарчӗҫ. Ыттисем очкосене ҫурмалла пайларӗҫ. Йӗпреҫсем япӑх мар выляҫҫӗ, ҫакна пирвайхи 4 хӑма ҫинчи тӗлпулусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӑнасем кунта тӑвайсенчен ҫур очко ытларах та пуҫтарчӗҫ (4,5:4,0).

Тӗп вӑйӑсем хыҫҫӑн 5-шер минутлӑ икӗ партирен тӑракан блиц пулчӗ. Блицра та тӑвайсем ӑнӑҫлӑ вылярӗҫ.

Ҫак тӗлпулӑва Эдуард Сергеевич Николаев (Йӗпреҫ) ветеран йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тӑвайсене Йӗпреҫе йыхравларӗ — кунта вӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ иккен.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3666, 3667, 3668, 3669, 3670, 3671, 3672, 3673, 3674, 3675, [3676], 3677, 3678, 3679, 3680, 3681, 3682, 3683, 3684, 3685, 3686, ... 3891
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 12

1912
113
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1981
44
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...