![]() Шупашкарта пурӑнакансем комуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тӗлентермӗш хутсем илнӗ. Ҫӗнӗ квитанцисем ҫинче ҫыннӑн ячӗпе хушамачӗ те, вӑл ӑҫта пурӑннине те ҫырман. Ҫав хушӑрах мӗнле счет ҫине тата мӗн чухлӗ укҫа куҫармаллине лайӑх кӑтартнӑ. Анчах та укҫа илекенни ку ҫурт-йӗре тытакан компанин мар. Хут ҫинчи счет укҫана Чӗмпӗрти уйрӑм компанине куҫармалли пулнӑ иккен. Чылайӑшӗ тимлӗхе ҫухатман, суя хут иккенне тӳрех ӑнланса илнӗ. Киревсӗр хӑтланакансем хӑйсен вӑрттӑн ӗҫне ахальтен пуҫламан. Шупашкарта пурӑнакансене комуналлӑ пулӑшусемшӗн авӑн уйӑхӗнче ярса панӑ квитанцисем ҫӗнӗлле курӑннипе усӑ курса вӑрӑсем почта ещекӗсене суя хутсем ярса ҫӳренӗ. Халӗ комунальщиксем пурне те ҫакӑн пек хутсенчен асӑрханма ыйтаҫҫӗ. |
![]() Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах хӑйӗн сӗтеклӗ те тутлӑ ҫимӗҫӗпе палӑрать. Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май хӑш-пӗр йӑла-йӗрке манӑҫа тухса пырать. Ҫавах та тутлӑ апат пӗҫересси мар. Ҫакна Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртнӗ уявра тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. Унта «Кукӑль уявӗ» фестиаваль иртрӗ. Уява Шупашкарти Мускав район администрацийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ чӑваш халӑхӗн сыпӑкран сыпӑка куҫса пынӑ апат-ҫимӗҫне паян ҫӗнӗ шая кӑларса ҫынсене кӑтартасси, пӗлтересси, ырӑ йӑла-йӗркене аталантарасси. Конкурсра сакӑр ушкӑн хӑйӗн пуян сӗтелӗпе паллаштарчӗ. Поварсем кукӑль-пӳремечсене асламӑшӗ-кукамӑшӗсенченех вӗренсе юлнӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе усӑ курса пӗҫернӗ. Уяври апат-ҫимӗҫе ятарлӑ жюри хакланӑ. Вӗсем сӗтель ҫинче мӗн пулнине йӑлтах тутанса пӑхма тӑрӑшрӗҫ. Фестивале ватти-вӗтти таранах пухӑннӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура пурте ташланипе, юрланипе пӗрлех тутлӑ апатпа сӑйланчӗҫ. Конкурса йӗркелекенсемпе спонсорсем фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе, парнесемпе тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ. |
![]() Ыран Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Пӗтӗм Раҫҫейри ялти экономика форумӗ» иртӗ. Ӑна иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вырсарникун вара йӑлана кӗнӗ «Шӑнкӑртам вулавӗсем» 9-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех кунта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлӗ. Патӑрьел районӗпе Тутар, Мордва Республикисенчи районсем малашне пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тума палӑртнӑ. Шӑнкӑртам вулавӗсем программине тӗп сапур мечетӗн 3D форматлӑ интерактивлӑ моделӗн презентацине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Бурнаш ячӗллӗ премине тивӗҫнисене чыслӗҫ. |
Шупашкарти 60-мӗш шкула республикӑри хуласемпе ялсенчи шкулсенче вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче кӳршӗ Мари Эл ҫыннисем те пур. Сӑлтавӗ — кунта паян Раҫҫей шайӗнче вунвиҫӗ хутчен иртнӗ «Человек в истории. Россия — ХХ век» конкурс пӗтӗмлетӗвне туни тата ҫитес ҫул унта хутшӑнакансен мӗн ҫине тимлӗх уйӑрас пирки пычӗ. Ҫакӑн ҫинче Раҫҫей Мемориалӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Екатерина Яранцева тата ҫутӗҫ программисен кураторӗ Максим Дмитриев тӗплӗн каласа пачӗҫ. 60-мӗш шкулта чӑваш культурине сӑнласа паракан паха музей вырнаҫнӑ. Ӑна йӗркелесе пӑхса тӑракан Людмила Аркадьевна Федотова пуҫтарӑннисене тӗрлӗ экспонатсемпе паллаштарчӗ, музей ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Каярахпа семинара пухӑннисен умӗнче Раҫҫей Мемориалӗн Мари Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Аракчеев тухса калаҫрӗ. Ӑна шкулти аслӑ классенче вӗренекенсем те хапӑлласах итлерӗҫ. Николай Александрович тӑрӑшнипе Йошкар-Ола хулинче ГУЛАГ историйӗн Мемориаллӑ халӑх музейӗ уҫнӑ, ӑна вӑл хӑйӗх ертсе пырать. Пуҫтарӑннӑ ҫынсене Н.Аракчеев музейра упранакан хӑшпӗр сӑнӳкерчӗксемпе тата экспонатсемпе паллаштарчӗ, хӑй туса пыракан ӗҫ ҫинчен каласа пачӗ. |
![]() Тин ҫеҫ тенӗ пек иртнӗ ҫуллахи кунсенче Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем валли ятарласа «Ҫу пики» ӑмӑрту ирттернӗччӗ. Юпан 14-мӗшӗнче вара ҫак ӳнер вучахӗнче ялти шкулта 7-9 классенче вӗренекенсем валли «Кӗр пики» ятлӑ конкурс иртрӗ. Ҫак тупӑшу пулассине ачасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ. Чӑн малтан хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан Т.И. Бормотина хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хурав шырарӗҫ. Хыҫҫӑн хӗрупраҫсем пушӑ вӑхӑтра мӗн ӗҫ тума юратнине, е урӑхла каласа хӑйсен хобби ҫинчен каласа пачӗҫ. Юлашкин конкурссем — ташӑ ташласси тата кӗрхи модӑна сӑнласси. Куракансем те ахаль ларса тӑмарӗҫ. Ертсе пыракан вӗсемпе тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗ. Унсӑрӑн шкул ачисем хӑйсен класӗнче вӗренекен конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ. Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ. Чи нумай балл пуҫтарса «Кӗр пики» ята тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Настя Ятманова тивӗҫрӗ. |
![]() Асӑрхануллӑ пулӑр Шупашкар районӗн полици ӗҫченӗсем Дагестан Республикинчен килнӗ икӗ арҫынна чарнӑ. Вӗсем Кӳкеҫри «Апат-ҫимӗҫ» лавккинче РФ суя банкнотне тыттарса хӑварнӑ. Сутуҫӑ хӗрарӑм туянакан тухса кайсан анчах парса хӑварнӑ укҫа чӑн маррине сиснӗ, хайхискер тӳрех пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗн полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть ют регион номерлӗ автомашинӑна Хыркассинчи постра чарнӑ. Тимлӗ инспекторсем пассажир сумкинчен 5000 тенкӗлӗх 2 укҫа курӑннине асӑрханӑ. Дагестан ҫыннисем тӳрре тухма хӑтланман, унсӑр пуҫне автомашинӑра пытарнӑ ытти купюрӑсене те кӑтартнӑ. Унта 5000 тенкӗлӗх 84 хут укҫа пулнӑ. Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑскерсене РФ тӗп билечӗсене туса кӑларнӑшӑн, упранӑшӑн тата вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫынсене улталанӑшӑн айӑпланӑ. Вӗсене 6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, унсӑр пуҫне 400 пин тенкӗ штраф тӳлеме йышӑннӑ. Аякра пурӑнакансем Чӑваш Ене килсе суя укҫа вырнаҫтарни тӑтӑшах пулать. Ҫакнашкал преступленисене тӑвакансенчен чылайӑшӗ Кавказ тӑрӑхӗнчен. |
![]() Пушкӑртстанӑн шӗкер хулинче паян халӑх пухӑвӗ — митинг — иртнӗ. Ҫын нумайях пуҫтарӑнман пулин те (ШӖМ 50 ҫын шутланӑ) унта кӑсӑклӑ чӗнӳсем пулни пирки «Интерфакс» пӗлтерет. Хулари профсоюзсен ҫурчӗ умӗнчи митинга тухнӑ халӑх «Суверинетсӑр Пушкӑртстанӑн малашлӑхӗ ҫук!» плакатсемпе те тухнӑ иккен. Пухӑва пӗтӗмлетнӗ резолюцине те ҫак шухӑша кӗртнӗ — 2002 ҫулччен республика Конституцийӗнче ҫырӑннӑ «суверенитета» тавӑрма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех кӑк халӑхсен прависем ҫинчен калакан ООН декларацине ратификацилеме ыйтнӑ. Халӑх пухӑвне «Кук буре» (чӑв. Тӳпери кашкӑрсем) право хӳтӗлекен движени йӗркеленӗ, вырӑнти влаҫ ӑна ирттерме ирӗк панӑ. Митинга пуҫаракансем унта 200 ҫын пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Йӗпреҫ ялӗнчи пӗлӗт айӗнче вырнаҫнӑ этнографи музйӗнче пулса курчӗҫ. Музей пӗр гектар ҫурӑ ҫӗр йышӑнать. Унта XIX тата XX ӗмӗрсенчи чӑваш ялӗнчи кил-ҫурт таврашне, пӳрт ӑш-чикиисене, чӑвашсем усӑ курнӑ пур хатӗр-хӗтӗре сӑнласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне картинӑсен галерийи, этнографи музейӗ мӗне тарать! Куҫпа курнине мӗнех ҫитейӗ! Ҫулҫӳрев пурин кӑмӑлне те кайрӗ. |
![]() Учительсен кунӗ — паллӑ та чаплӑ уяв. Кашни вӗренекен, кашни вӗрентекен ҫак уява ӑшри ҫепӗҫ те асамлӑ туйӑмсемпе кӗтсе илет. Шупашкарти 37-мӗш шкулти учительсем уявсене ытти коллективсем пек сӗтел хушшинче хӑналанса ларса ирттернипе ҫырлахмаҫҫӗ, ҫутҫанталӑкпа киленес, сывлӑха ҫирӗплетес тесе вӗсем тӗрлӗ вырӑна ҫитсе курма тӑрӑшаҫҫӗ. Лапсарти йӗлтӗр базинче Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунне уявлани, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине халалласа «Березка» кану лагерӗнче канни халӗ те асра. Ак, ҫак паянхи пӗтӗм тӗнче уявлакан Учительсен кунӗ уява та вӗсем Атӑлӑн йӑлӑм енче вырнаҫнӑ «Росинка» спортпа сывлӑх центрне ҫитсе килме шут тытрӗҫ. Уҫӑ сывлӑшра вӗрентекенсем хыр вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, гольф вӑййа выляма вӗренчӗҫ, гитарӑпа тӗрлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Юлашкинчен вара мунча кӗрсе, бассейнра ишсе сывлӑхӗсене ҫирӗплетрӗҫ. Пӗтӗм вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпе тухӑҫлӑ та интереслӗ ӗҫлемеллӗх асамлӑ вӑй хушрӗҫ. |
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Светлана Яруткина час-часах хаҫат-журнал страницисенче тӗрлӗ хайлав пичетлет. Шкулти вӗренекенсене те кулленех литература ӗҫне явӑҫтарать. Чӑваш сайчӗ ирттерекен фантастика конкурсӗсене вӗренекенсене те явӑҫтарать, хӑй те хастар хутшӑнать. Николай Плотников пухса хатӗрленӗ икӗ кӗнекере те унӑн хайлавӗсем пичетленчӗҫ. Кӑҫал икӗ кӗнеке пичетлесе кӑларма пултарчӗ: «Илемлӗх ытамӗ» тата «Сӑвӑсемпе юрӑсем». Ҫак кунсенче Чӑваш Республики писательсен союз председателӗ Юхма Мишши (Михаил Николаевич Юхма) тата Татюк Юркки ҫыравҫӑ (Юрий Витальевич Дадюков) Хусанушкӑнь ял халӑхӗпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Светлана Яруткинӑна писательсен союзне илнине пӗлтерекен хушупа паллаштарчӗҫ, кунсӑр пуҫне ӑна Алексей Талвир ячӗллӗ преми пачӗҫ. Юхма Мишши тӗлпулӑва пуш алӑпа килмен, вӑл Хусанушкӑнь шкулне 100 ытла кӗнеке парнелерӗ. Шкул ачисем пухӑннисене Светлана Яруткина ертсе пынипе (вӑл баянпа ӑста калать) пуян концертпа савӑнтарчӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |