![]() Чӳкҫырми картта ҫинче Чӳкҫырми ялӗ Тӑвайран инҫе мар, 4 ҫухрӑмра ларать. Тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнакан ялсенчен пӗри шутланать вӑл. Спортпа та туслӑ кунта — нумай пулмасть ялта «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ йыш» ятпа ҫемье уявӗ иртрӗ. Ӑна хатӗрлесе ирттерекенни — вырӑнти вулавӑш заведующийӗ Федорова Л.В. Ӑмӑртӑва Чӳкҫырминчи Степановсемпе Дмитриевсен кил-йышӗ тата Вӑрманхӗрринчи Сальниковсен ҫемьи хутшанчӗ — вӗсем пурте конкурссене хастаррӑн хутшанчӗҫ. Ыттисенчен маттуртарах Степановсем пулчӗҫ — мала тухрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Булгария» теплоход шыв айне кайни, паллах, ахаль иртмӗ. Унашкал пӑтӑрмахсем хыҫҫӑн яланхи пекех вырӑнти хуҫалӑхсене те тӗрӗслеме пуҫлаҫҫӗ. Ӗнер Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов «Шупашкар юханшыв порчӗ» АУО тӗпдиректорӗпе Ванифатий Шайкинпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Ыйтӑвӗ — Шупашкар хула ҫыннисене турттаракан карапсем мӗнле шайра пулни. Ванифатий Васильевич предприятинчи халӑха турттаракан миҫе кимӗ пулни пирки, вӗсен тӑрӑмӗ пирки каласа пачӗ. Инкек-синкекрен епле упранни ҫинчен, вӗсенчен сыхланма ирттерекен мероприятисем пирки те сӑмах хушрӗ. Леонид Ильич «Шупашкар юханшыв порчӗ» АУО тӗпдиректорӗпе пӗрле причал тӑрӑх сӑнаса утса тухрӗ, карапсенчи пулӑшу хатӗрӗсем мӗнлине тишкерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, утӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Олег Макаров ӗҫпе Шупашкар районӗнче хӑнара пулчӗ. Ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Павловпа тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Виктор Михайловпа пӗрле вӗсем «Ольдеевская» агрофирма» АХО-на ҫитсе курчӗҫ, предприяти директорӗпе Беликова Евгенияпа калаҫрӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасене Беликова ял хуҫалӑх фирминчи ӗҫсем менле пыни пирки, вӑл мӗнле аталанни пирки каласа пачӗ. Калаҫура продукцие халӑха епле ҫитересси, предприятийӗн малашнехи ҫулӗ пирки те сӑмахларӗҫ. Шупашкар районне кайса килни Олег Макарова килӗшрӗ — вырӑнти пуҫлӑха вӑл ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пыма тата лайӑх кӑтартусем тума сунса хӑварчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, Тутарстанра (Сюкеево патӗнче) пысӑк инкек пулса иртнӗ — «Булгария» ятлӑ теплоход шыв айне кайнӑ. Кимӗ ҫинче пурӗ 180 ытла ҫын пулнӑ, вӗсенчен 85-ӗшне ҫеҫ ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. 102 ҫын шӑпи паллӑ мар. «Булгария» теплохода 1955 ҫулта тунӑ пулнӑ. Тӗплӗн ӑна тахҫанах юсаман — ку инкекӗн тӗп сӑлтавӗ пулма пултарать. Ҫӑлӑнма пултарнӑ пассажирсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх карап виҫӗ минут хушшинче шыв айне кайнӑ. Ҫывӑхран икӗ теплоход иртнӗ тет, анчах та путакансене пулӑшма шутламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Дербенд хулинче Чунҫӳрев-2011 вӗҫленчӗ, эрне хушши тӑсӑлнӑ ҫулҫӳрев вӗҫне ҫитрӗ. Икӗ автобуслӑх пухӑннӑ ушкӑн утӑн 3-мӗшӗнче ирхине тухса кайрӗ те паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 10-мӗш кунӗнче Чӑваш Ене таврӑнчӗ. Олег Михайлович Цыпленков тӑрӑшнипе Чунҫӳревсем кашни ҫулах иртеҫҫӗ — чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем пирӗн халӑхӑн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе кураҫҫӗ, асаттесене тата мӑн асаттесене сума суса чӳк тӑваҫҫӗ, асӑнмалӑх юпа лартаҫҫӗ. Ытти ҫулсенче маршрут Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне выртатчӗ пулсан, кӑҫал ушкӑнпа Дагестан ҫӗрне, авал Аслӑ Пӑлхар тата Сӑвар кнеҫлӗхӗ вырнаҫнӑ тӑрӑха ҫитме тӗллев лартнӑччӗ. Шупашкара таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫирӗппӗн калама пулать — тума палӑртнине веҫех пурнӑҫланӑ. Чунҫӳревҫӗсем (тӗрӗсрех — чунташсем — темелле) чи малтан Пенза чӑвашӗсем патне ҫитрӗҫ. Ҫӑрттанлӑ районӗн (Неверкинский район) Кивӗ ялӗнче (Кивьел, выр. Бикмурзино) вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Ялти клуб пӗчӗкех мар пулин те халӑх лӑк тулли пухӑнчӗ — ларма кӑна мар, тӑма та вырӑн ҫуккӑччӗ. «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Москакасси шкулӗнчи «Палан» ташӑ ушкӑнӗ, Вера Панкратова, Альбина Фёдорова, Алина Антонова, Иван Христофоров (кӗҫӗнни) юрланипе ташлани халӑх кӑмӑлне кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пӗлтӗрхи уявра Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Чӑвашри чылай ялта Питрав кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Яланхилле халӑх вӑл уява йышлӑн пухӑнать — православи тӗнӗпе ҫыхӑннӑ уяв пулин те ку кун хастар ӗҫченсене хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чыслаҫҫӗ, тӗрлӗ вӑйӑра, ӑмӑртура канаҫҫӗ. Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм яленче кӑҫал та ял халӑхӗ уява чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ытларикуна лекнӗрен малтанах хатӗрленеҫҫӗ — тӑванӗсем патне ҫитес тесе вӑл кун ӗҫрен хӑталса тухаҫҫӗ, аякран таврӑнма плансем тӑваҫҫӗ. Шӳрпе те, сӑра та уявра пулать. Концертсӑр вара нихҫан та иртмен — вырӑнтисем те пулӗҫ, Шупашкартан та килӗҫ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш Енре ҫӗнӗ чӑвашла хаҫат туха пуҫларӗ. Ӑна «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кӑларать. Хаҫачӗ халӑх хушшинче тӳлевсӗр, тепӗр майлӑ каласан — укҫасӑр, валеҫӗнет. |
![]() Питӗшкасси ялӗ Элӗкрен 12 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулин те культура енчен вӑл пӗрре те катӑк мар — кунта ача сачӗ, шкул, тӗслӗхлӗ вулавӑш пур. 200 ҫынна яхӑн пурӑнать пулин те халӑхӗ кунта сӑпайлӑ, ӗҫчен, ыр кӑмӑллӑ. Кӗнеке вулама юратать. Вулавӑш пуян — тӗрлӗ енлӗ нумай кӗнеке кунта тупма пулать. Ҫӗнӗ кӗнекесене вара парнелесех тӑраҫҫӗ. Ак нумай пулмасть Элӗк районӗн депутатсен канашӗн депутачӗ Николай Петрович Якимов детективлӑ жанрпа ҫырнӑ 300 ытла кӗнеке илсе килсе панӑ. Вула та вула... Вулавӑш заведующийӗ сӑмахӗпе килӗшӳллӗн парнелекенсем тата та пур. Писӗп ялта пурӑнакан Алексеева Любовь Витальевнӑ та 50 тӗрлӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗнеке килсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Шӑмӑршари ПАИ посчӗ. Ольга Орлова сӑнӗ Хӗрсе кайтаракан вӑйӑсене 2006 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчи хушупа чарнӑ — вӗсем валли ятарлӑ вырӑнсем уйӑрса панӑ, ытти ҫӗртре унашкал хупахсем уҫма чарнӑ. Ӑҫта чару — унта йӗркене пӑсни пулатах. Мускав облаҫӗнче сӗтевсем парса ӗҫленӗ ушкӑна право хуралҫисем епле тустарни пирки пурте илнӗ-тӗр — хаш-пӗр пысӑк чинлисем те пакунӗсене, вырӑнӗсене ҫухатрӗҫ, тӗрмене ҫакланчӗҫ. Ун пекех пысӑк тӗслех мар пулин те, унашкалли пирӗн Чӑвашра та тӗл пулать. Нумай пулмасть саккуна пӑснине Шӑмаршӑра тупнӑ. Автовокзал урамӗнчи «Автозапчасти» лавккара вӑйӑ салонне йӗркеленӗ иккен. Тӗрӗслевҫӗсем 23 аппарат тупнӑ. Вӗсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонра 15 Тутарстан ҫынни пулнӑ. Администраторӗ — Азербайджан ҫынни, вӑхӑтлӑха Канашра пурӑнакан Насиров Фаик Нуру Оглы. Вӑйӑ аппарачӗсене пурне те пуҫтарса кайнӑ — конфискациленӗ, йӗрке пӑсакана штраф тӳллетернӗ (суд йышӑнӑвӗпе). Шӑмӑршӑ районӗн прокурор ҫумӗ Е.Е. Рябин пӗлтернӗ тӑрӑх районта хальхи вӑхӑтра урӑх хӗрӳ вӑйӑ тупма ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Кӗлӗмкасси Ял пӗтет тени пирки чылай илтме пулать. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче вара пачах урӑхла — вӑл аталанать, ҫӗнӗлет. Халӑх та хушӑнса пырать — ҫамрӑксем хулана тармаҫҫӗ, вырантах юлаҫҫӗ, кунтах ҫӗнӗ йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Пилӗк ҫул хушши вӑхӑта илес пулсанах — Канаш урамӗ анӑҫ еннелле самай вӑрӑмланнӑ — кунта 16 ҫӗнӗ ҫурт ҫитӗнсе ларнӑ. Хуҫисем электричество кӗртессе кӑна кӗтеҫҫӗ. Мӗн калас, вӑл та ҫитес вӑхӑтра пулӗ — юпасем лартнӑ, пралук караҫҫӗ. Электричество ҫитерсенех ҫитес вӑхӑтра хуҫисем ҫӗнӗ кил пӑттине пӗҫерӗҫ, хӑнана чӗнӗҫ. Кӗлӗмкасси ялне 18 ӗмӗрте никӗсленӗ. 1795 ҫулхи ҫырав ку ялта 119 арҫын тата 122 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. Пурӗ вӑл вӑхӑтра 50 хуҫалӑх пулнӑ. 1858 ҫулта — 373 арҫын, 410 хӗрарӑм. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх Кӗлӗмкассинче 1058 ҫын пурӑннӑ: 508 арҫын, 550 хӗрарӑм. Ялта ача сачӗ, шкул, клуб, вулавӑш, музей пур. Ку ялтан тухнӑ: Ильин Виктор Алексеевич — паллӑ адвокат; Чернова Галина Петровна — тинтерех вӗренӳ министрӗ вырӑнне йышӑнакан; Маркиянов Орест Александрович — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ; Маркиянов Геннадий Александрович — кӗвӗҫӗ, журналист; Тимофеев Никита Тимофеевич — 1938 ҫулта Йӗрпеҫ районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |