![]() Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелме пуҫлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ — тулашӗ, шалашӗ тӗлӗшӗнче урӑхланма пуҫларӗ вӑл. Сӑмахран, халь унта статья ячӗсем тӑрӑх кӑна мар (сӑмахсене ҫеҫ мар), вӗсен ӑшӗнчи текстра та шырама пулать. Ку унӑн усӑлӑхне самай пысӑклатма тивӗҫ. Ӗнер вара, утӑн 20-мӗшӗнче, ҫак сайт ҫӗнӗ сӑмахсарпа, М.И. Скворцов 2002 ҫулта хатӗрлесе кӑларнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарьпе» пуянланчӗ. Ӑна электронлӑлатас ӗҫе тетел хастарӗсем («син», «Сувар С» ятсемпе паллӑ) 2009 ҫултах туса пӗтернӗччӗ пулин те, сайта ӑна халӗ ҫеҫ, шалти тытӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн вырнаҫтарма май пулчӗ. Каласа хӑварас пулать — сӑмахсара тӗплӗ электронлатнӑ — йӑнашсем ҫуккипе пӗрех. Шучӗпе илсен ҫак сӑмах пуллине пурӗ 9 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ҫӗнӗ Кукашни картта ҫинче Хастар ҫынсем ялта пулсан яланах пурнӑҫ ҫӑмӑлрах. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшаймасть пулсан та унашкаллисем йывӑрлӑхсене сирме пулӑшайраҫҫӗ. Ак, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫӗнӗ Кукашни ялнех илес. Ҫул ҫук, ял халӑхӗ кунта тӗпрен илсен ҫуллахи вӑхӑтра кӑна пурӑнать. Яла хытӑ асфальт ҫул ҫитет пулин те урамсенче ҫук вӑл. Ҫумӑр ҫусан, кӗрхи йӗпе-сапа пуҫлансан ҫӑрӑлса тухас ҫук. Газ кӗртмен — вутӑ-шанкӑ илсе килме те йывӑр ун чухне. Васкавлӑ пулӑшу машини те кил таран ҫитеймест. Ҫакӑн пек лару-тӑру ял халахне килӗшмен — вӗсем урамри лакӑмсене чулсемпе питӗрес тесе шутланӑ. Хӑйсемех ӗнтӗ, патшалӑхӑн ун пек «пӗчӗк ыйтусем» валли укҫа-тенкӗ ҫук. Кукашни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Юрьевна Емельянова укҫа-тенкӗпе пулӑшакана тупнӑ хыҫҫӑн (Владимир Иннокентьевич Николаев, «Теплоэнерго» ТМЯО директорӗ) ял халӑхӗ нимелле урамри ҫулсене такӑрлатса тухрӗҫ. Владислав Дубов вак чула хӑйӗн тракторӗпе турттарчӗ, ял халӑхӗ ҫула тикӗслерӗ. Маттурсем, кашни ялта вӗсем пек хастаррӑн ӗҫлесен ял нихӑҫан та пӗтмӗ, аталансах пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Йыхрав хучӗ XVII ӗмӗрти Степан Разин утаман ертсе пынӑ хресченсен вӑрҫинче феодалсене хирӗҫ кӗрешме ҫӗкленнӗ халӑхӑн ҫар пуҫӗсенчен пӗри — хӑюллӑ чӑваш Искей Пайтулӗ пулнӑ. Тӗрӗссипе: халӑх хӑй суйланӑ ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫынсене. Авалхи хресчен ывӑлӗ Пайтул хӑйӗн ытларах чӑвашсенчен тӑракан пысӑк полкӗпе патша ҫарӗсемпе вирлӗн ҫапӑҫнӑ, ҫав шутра чӑваш ҫӗршывне пусмӑртан хӑтарас ҫӗрте чапа тухнӑ. Анчах та 1671 ҫул пуҫламӑшӗнче, Мӑн Ҫавал шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнта, тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна хальхи Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Чиканкасси ҫывӑхӗнчи сӑртра пытарнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе пӗрлешнӗ. Ҫапла вара Пайтул Искеев полковник халӑх паттӑрӗ пулса юлнӑ. Ҫак историлле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Эпир, Красноармейски районӗнче пурӑнакансем, Пайтул ячӗпе пуринчен те ытларах мухтанма пултаратпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелме пуҫларӗ — кӗпи те улшӑнчӗ, тытӑмӗ те. Куҫпа курӑнмасть пулин те — сайт ӑшӗнче самай пысӑк улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Ҫӗнӗлӗхсем сайт аталанӑвне хӑвартлатма тивӗҫ — паллӑ ӗнтӗ, вӑхӑт ыйтӑвне тивӗҫтерменни унӑн тӗп ҫитменлӗхӗсенчен пӗри. Чи малтанах сӑмахсарсенчи шырава лайӑхлатмалла — сӑмахсене шалти текстра шырама пӗлни кирлӗ. Унсӑр пуҫне кашни сӑмахӑн тулли ӑнлантарӑвне кӗртни те кирлӗ. Тӗпрен илсен сӑмахсарсен сайчӗ пӗр 4 ҫул ҫурӑ каялла, 2007 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнса. Чи малтанах унта М.И. Скворцов редакциленӗ чӑвашла-вырӑсла словаре кӗртнӗччӗ (сканерланӑскер, чылай йӑнӑшлӑскер пулин те...). Каярахпа ытти сӑмахсарсемпе те пуянланчӗ — хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 6 тупма пулать. Нумай пулмасть кӗртни — Э.В. Фоминпа А.М. Иванова хатӗрленӗ «Чӑваш чӗлхин ретроспективлӑ ӑнлантару словарӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Пушнар ялӗнче чаплӑ уяв иртрӗ — Анна Матвеевна Фёдорова 100 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ. Саламлама Етӗрне районӗнчи пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Ирина Облинова, районти ветерансен канашӗн председателӗ Алевтина Абакумова, Етерне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Чернова пынӑччӗ. Юрӑ-ташӑ саламне вара «Пилеш» фольклор ушкӑнӗ илсе ҫитерчӗ. Анна Матвеева 17-ре Иван Фёдоровпа пӗрлешнӗ. Туслӑ кил-йышра перин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек пилӗк ача ҫуралнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ пурӑнайнӑ. Мӑшӑрӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалсан Анна Матвеевна аллине усман — виҫӗ ачине хӑйех ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сморотин ялӗ. Антонов Сергей сӑнӗ Иртнӗ кӗҫнерникун, утӑн 14-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Сморотин ялӗнче халӑх пухӑвӗ иртрӗ — Элӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе пӗрле вӗсем тӗрлӗрен ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Чи малтанах пушартан сыхланас тӗлӗшпе ялта каҫхи хурал йӗркелес терӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра Элӗк районӗнче иртмелли «Чи хӑтлӑ ял» конкурс-ӑмӑртӑва та хутшӑнас терӗҫ — яла тирпей кӗртме шут тытрӗҫ. Ял старостине икӗ ҫынна суйларӗҫ. Пӗри ершеймесен, ыйтӑва тепри татса пама пултарӗ терӗҫ ӗнтӗ (шел те, ҫӑлкуҫра ячӗсене пӗлтермен). Ашшӗ-амӑшне уйрӑмах шкул автобусӗ яла кӗменни пӑшӑрхантарать иккен — асфальт ҫулӗ пур ҫинчен ҫул сарлакӑшӗ май памасть тесе ямаҫҫӗ. Ефремов Александр Николаевич ку ыйтупа шкул директорӗ патне тухма, унпа калаҫса илме шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Турул арканнӑ самант Нидерландӑн Хоогерсмилд хулинче телевидени турулӗ персе аннӑ — патшалӑхӑн пӗр пайӗнче хальхи вӑхӑтра телекуравпа радио ӗҫлемест. Пӑтармах пушартан пуҫланнӑ — 100 метр ҫӳллӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вут хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ пулин те — сиенленнӗ конструкци чӑтайман, арканса кайнӑ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманман — хӑрушлӑха туйса вӗсене маларах унтан кӑларнӑ пулнӑ. Арканса кайиччен ку турул патшалӑхра чи ҫӳллисенчен пӗри пулнӑ. Ӑна 1959 ҫулта хӑпартнӑ — пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 303,5 метр. 1968 ҫулта пӗлӗтсем аялта пулнӑран F-100 самолет ҫак турула тытса тӑракан пӗр пралука татса кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ытла нумай сиенленмен самолет ҫӗр ҫине ларма пултарнӑ, турул вара кӑшт тайӑлнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Ял палли Уҫырма ялӗ Канашран инҫе мар вырнаҫнӑ — кунта ҫитме 2 ҫухрӑм ҫеҫ кирлӗ. Ялӗ вара ыран 365 ҫул тултарнине уявлӗ — ӑна 1646 ҫулта никӗслени паллӑ. Паян, утӑн 15-мӗшӗнче ял уявӗн тӗп репетицийӗ иртнӗ — нумай халӑх вырнаҫмалӑх сӗтел хатӗрленӗ, асфальт ҫул хӗрринчи чикӗ чулӗсене сӑрласа тухнӑ, куравсемпе стендсем йӗркелесе ҫитернӗ. Уҫырма ял уявӗ чаплӑ иртмелле — шӳрпе те пулӗ, спорт вӑййисем (урамсем футболла тат волейболла ӑмартӗҫ, кире спорчӗнче мала тухма тӑрӑшӗҫ, вӗрен туртӗҫ тата ыт.те) те. Ҫӗнтерӳҫӗсене чаплӑ парнесем кӗтӗҫ — вӗсене спорсорсем хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксем валли каҫхи кану каҫӗ пулӗ. Ял халӑхӗ пурне те хӑнана, уява чӗнет! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Уҫырма ялӗ картта ҫинче Канаш районӗнчи Уҫырмара ҫуралса ӳснӗ Иван Андреев халӗ Тӗмен облаҫӗнчи Белый Яр поселокра пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ӗҫлет-ха вӑл. Отпуск вӑхӑтӗнче ҫулсеренех тӑван ене таврӑнать. Ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ йывӑҫ пӳрт кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Иван Федорович ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеме шухӑш тытнӑ. Киввине сӳтнӗ чухне кил-тӗрӗшре усӑ куракан авалхи хатӗр чылай тухнӑ. Иван Андреев вӗсене Уҫырма шкулӗн музейне панӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑра вӗретмелли хатӗрсем, ут таврашӗ, савӑт-сапа. Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов Иван Федоровича экспонатсемшӗн тав тунӑ. |
![]() Археологсем чаваҫҫӗ Утӑн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ Шашкар хулашӗнче археологсем ҫӗр чавса тӗпчев пуҫланӑ. Экспедицине Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем пуҫланӑ. Вӗсене Муркаш районӗнчи халӑх та пулӑшу кӳрет. Паян, утӑн 14-мӗшӗнче хулаш вырӑнне унти ӗҫсемпе паллашма Муркаш районӗн культура тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.Е. Андрееваӑпа Ильйинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Перцов килсе кайрӗҫ. Шашкар хулашне 2007 ҫулта тупнӑ. Археологсем кунта кашни ҫулах килеҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫак вырӑнта ҫынсем пурӑннӑ, анчах та хальлӗхе вӑл ӑҫта вырнаҫнине тупайман-ха. Кӑҫал археологсем тимӗр шӑратмалли кӑмакасене тӗпчеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе пурӗ кунта 7 пулнӑ. Пӗлтӗр 1-мӗшне тӗпченӗ, кӑҫал — 4-мӗшӗ кӑсӑклантарать. Кӑмакасене вӑтам ӗмӗрсенче (Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче) усӑ курнӑ. Экспедици утӑн 29-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |