![]() Пасарпа паллашнӑ самант Ӗнер, утӑн 28-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкарти пасарсене ҫитсе вӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Пӗччен мар ӗнтӗ, Константин Косачев, Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн, промышленность тата суту-илӳ министрӗ Иван Моторин, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата ҫавӑн пекех хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗрле пынӑ. Чи малтанах «Севернӑй» суту-илӳ комплексӗнче пулнӑ. Сентресем ҫинче хамӑр республикӑрах туса кӑларакан таврсем ытларах пулнишӗн кӑмӑллӑ юлнӑ. Паян ялта пурӑнакан, хӑйсен хушма хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ ытлашши тавара пасарсенче сутса, киле валли тупӑш илни аван. Малалли ҫул Элкер урамӗнчи ял хуҫалӑх тарварӗсене сутмалли вырӑна илсе ҫитернӗ. Кунта та вырӑнти хушма хуҫалӑхра туса илнӗ таварсем чылай пулни Элтеперӗн кӑмӑлне кайнӑ. Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ пасарта Михаил Игнатьев ытларах таврсен хакӗсем ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Лагерьти ачасем «Пире кунта килӗшет», — теҫҫӗ «Туслӑх» ача-пӑча лагерӗнче канакансем. Пушкӑртстанӑн Чӑваш культура пӗрлӗхӗ тата Авӑркас район администрацийӗ тӑрӑшнипе утӑн 11-мӗшӗнче Пишкайӑн ялӗнче ҫиччӗмӗш ҫу ача-пӑчасен «Туслӑх» профильлӗ лингвистика лагерӗ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Районти тӗрлӗ ялтан кунта 25 ача канать. Кӗске вӑхӑт хушшинче вӗсем туслашма‚ лагерь пурнӑҫӗн йӗркине хӑнӑхма ӗлкӗреҫҫӗ. Вӑхӑт савӑнӑҫлӑ та кӑсӑк иртет‚ мӗншӗн тесен кашни кун мероприятипе пуян. «Юр кумкки»‚ «Теприне пар»‚ «Манӑн кил — манӑн крепость» вӑйӑсем‚ паллашу каҫӗ‚ ача-пӑча фольклор уявӗ… — ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ ачасен тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Лагерь программинчи мероприятисем‚ тӗпрен илсен‚ тӑван тавралӑхпа‚ чӑваш халӑх историйӗпе‚ йӑла-йӗркепе‚ кӑмӑл-сипетпе‚ культурӑпа тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ. Вӗсен хушшине Шурӑ Ту ҫине экскурсие‚ Чӑваш Хурамалӗнчи краеведени музейне кайни‚ халӑх алӗҫ ӑстисемпе‚ А.С. Савельев-Сас ҫыравҫӑпа тӗл пулни‚ Нептун кунӗ‚ чи лайӑх сочиненипе сӑвӑ‚ «Лагерь мисӗ» конкурсӗсене‚ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев республикӑри тата ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк журналистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Палӑртнӑ куна хатӗрленсе ҫамрӑксем Президента хӑйсене куллен кӑсӑклантаракан ыйтусем пама хатӗрленнӗ. Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи кӳлӗ хӗррине савӑнӑҫлӑ уяв каҫне пухӑннӑ яшсемпе хӗрсем пӗр саманта та ҫухатмасӑр Михаил Игнатьевран «ҫавра сӗтел» хушшинче республикӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ. Кун йышши тӗлпулусене Чӑваш Ен Президенчӗ час–часах тухма тӑрӑшать. Ахальтен мар пулӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те ҫамрӑксене шанмалла, ӗненмелле тесе палӑртнӑ. Паян пулас ӑру пурнӑҫ ҫине таса куҫпа пӑхни савӑнтарать. Тутар Республикинче чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫатӑн редакторне Константин Малышева паянхи пурнӑҫра глобализаци вӑхӑтӗнче чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ыйту пӑшӑрхантарнӑ. Михаил Игнатьев нимӗн иккеленмесӗрех темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та пирӗн сирӗнпе хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Е.А.Фурашова Чӗмпӗрте пурӑнакан тухтӑр Елизавета Алексеевна Фурашова утӑн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Вӑл паян та область пульницинче ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Ульяновск патшалӑх университечӗн психологи, психоневрологи тата психиатри кафедрин доценчӗ. Е.А.Фурашова (хӗр чухне — Широкова) Пухтел районӗнче (халӗ Чӑнлӑ районӗ) Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1939 ҫулта медучилище пӗтерет те сывлӑх сыхлавӗнче вӑй хума пуҫлать. Каярах институтран вӗренсе тухать. Чӑваш хӗрарӑмӗ 1959 ҫулта область пульницинче пӗрремӗш хут неврологи уйрӑмне уҫать, ӑна 10 ҫул ертсе пырать. Ҫапла вӑл облаҫӑн тӗп неврологӗ пулса тӑрать. 40 ҫул неврологсене хатӗрленӗ вӑл, ҫак хушӑра 400 ытла специалист вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче 11 тава тивӗҫлӗ тухтӑр, 5 наука кандидачӗ, 2 профессор. 1976 ҫулта Елизавета Алексеевна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, ун хыҫҫӑн тата 35 ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Е.Ф.Фурашована Ленин орденӗ (1966), «Хисеп палли» орден (1961), ытти нумай наградӑпа чысланӑ. |
![]() Ӗнер, утӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен Порталӗнче ҫӗнӗ сайт уҫӑлчӗ — унӑн чӑвашла варианчӗ. Тинех халӑх кӗтни, чӑвашсем ыйтни пурнӑҫланчӗ теме пулать! Чӑвашла пай хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин социаллӑ-экономикин аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗпе, Чӑваш Ен Президенчӗн, Правительствӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. Кунта чӑваш халӑхӗн историйӗ, культури, йӑли-йӗрки пирки пӗлме пулать. Ытти йышши пайсе те пур, пӗринче, тӗслӗхрен, республикӑра тухакан хаҫатсенче пичетленнӗ материалсене вырнаҫтарнӑ. Эпир хатӗрленӗ электронлӑ сӑмахсарсене (каҫӑ) те унта тупма май пур. Тӗпрен илсен сайт хитре те меллӗ пулса тухнӑ. Хыпарсем те унта ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Хатӗрлекенсем шантарнӑ тӑрӑх вӑл малалла та пуянланса, лайӑхланса пырӗ. Сирӗн шухӑшӑр-сӗнӗвӗрсем пур пулсан, вӗсене хаваспах йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке, «Янавар юмахӗсем», пичетрен тухнӑ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн 8-мӗш томӗ. «Янавар юмахӗсем» кӗнекере, ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ, чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ юмахсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче пирӗн ума тискер кайӑксен — тилӗ, упа, кашкӑр, килти выльӑхсен — качака, сурӑх, кушак, йытӑ, тата ытти сӑнарсем тухса тӑраҫҫӗ. Пурӗ 250 яхӑн юмах. Ку таранччен янавар юмахӗсене ыттисемпе пӗрле пухса кӑларнӑ пулсан, хальхинче вӗсене уйрӑм кӗнекен хатӗрленӗ. Тӗпрен илсен, юмахсене пухма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан алҫырусемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене 1000 экземплярпа кӑларнӑ. Туянас текенсем ӑна СУМ лавккара илейреҫҫӗ — хакӗ 170 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Райпо лавккинче Ҫак кунсенче Чутайсем кооперативсен кунне уявларӗҫ. Уява чӑваш эстрада артисчӗсем Светлана Печникова, Виталий Адюков, Татьяна, ҫамрӑксен эстрада ташӑ коллектиӗ «Каприз» илем кӳчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай райпо председателӗ район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Чувашпотребсоюз совет передседателӗ Валерий Павлов, Хӗрлӗ Чутай администрации пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, ял хуҫалӑх производствӑпа кредит кооперативӗн руководителӗ «Красные Четаи-Согласие» Лидия Гомелева уява хутшӑнчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай райпо председателӗ Александр Степанов вырӑнти ял пуҫлӑхӗсене тав хучӗпе чысларӗ. Пухӑннисем «Акконд» канихвет-шоколадне, тӗрлӗ продукципе эрехе астисе пӑхрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Хавал-2011» уйлӑхра «Хавал-2011» ҫуллахи уйлӑх (лагерь) вӗҫленчӗ. Вӑл иртнӗ вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланчӗ те, паян, утӑн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Пӗтӗмлетнӗ май пурӗ алла яхӑн ҫын (ваттисемпе ачасене, хӑнасене шутласан) хутшӑнчӗ теме пулать. Кӑҫал «Хавал» Сӑр хӗрринчи Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ (Етӗрне районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Таланцев купсасен хуҫалӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче иртрӗ. Ӗлӗк-авал кунта Пугачев ҫарӗсем иртнӗ тет. Чӑн та вырӑнӗ питӗ меллӗ те илемлӗ. Уйлӑха кашни ҫул «Ӑнӑҫу чӗлхи» («Язык успеха») ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен эсперанто-пӗрлешӳ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци ирттерет. Уйлӑхра ҫамрӑксем (аслисем те пур!) пӗрле пухӑнса чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ, чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе истори пирки ятарласа чӗннӗ хӑнасем каласа параҫҫӗ. Сӑмахран, эрнекун, уйлӑхра Виталий Петрович Станьял пулчӗ, 50-60 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнласа пачӗ, ӗлӗкхи йӑласене хальхи вӑхӑта кӗртмелли пирки тата ытти кӑсӑклӑ ыйтусем пирки каларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ кирпӗч савучӗ пулмалла, вӑл Кайри Карӑкран инҫех мар, «Красноармейски–Шупашкар» автоҫул хӗрринче вырнаҫмалла. Ӑна «Тус» АХО тӑвать. Ҫулталӑкра 60 миллион кирпӗч кӑларма пултаракан савута никӗслесе хута яма пурӗ 1,1 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ вӗсем. Пӗрремӗш кирпӗч 2013 ҫулта тухмалла. Утӑн 14-мӗшӗнче савут территорийӗнче никӗс хывма тытӑнас умӗн, экскаватор пӗрремӗш кубла метр тӑпра кӑларса тиесе янӑ ятпа савӑнӑҫлӑ самант ятпа халӑх пухӑнчӗ. Митинга «Тус» акционер пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Н.Ф. Угаслов уҫрӗ, кунашкал савут Тутарстанрисӗр пуҫне пирӗнпе кӳршӗллӗ ытти республикӑсенче ҫуккине, Трак енри тӑм питӗ паха пулнине, кирпӗче Европӑри ҫӗршывсен технологийӗпе туса кӑларассине пӗлтерчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫӗнӗ предприяти шӑпипе Чӑваш Ен правительстви те интересленсе тӑнине палӑртрӗ. Мӗнех, пӗрремеш утӑм пур — савут ӗҫлесе каясса кӗтмелле.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Утӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Кивӗ Майна районӗнчи Кременки поселокӗнчен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ «Шуйттан хули» («Чертов городок») текен вырӑнта ҫакӑнти авалхи истори палӑкӗсене шывран сыхласа хӑварас майпа тӑвакан ӗҫсемпе пӗрле археологи тӗпчевӗсем те иртереҫҫӗ. Юрий Семыкин археолог ертсе пынипе ҫак вырӑнта 80 ҫын ӗҫлеҫҫӗ: Чӗмпӗрти педуниверситет студенчӗсем тата хӑнасем- Болгаринчи София, Шумен хулисенчи университетсенче вӗренекен студентсем. Археологсем 300 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тӗпчесе пӑхса тухсан кӑсӑкланмалли нумай япаласем тупнӑ: савӑт-сапа (пӑлхар тапхӑрӗнчи), апат хатӗрлемелли вырӑн, сухан пӗр пайне, ҫӗҫӗсем, йывӑҫ ҫуртсен юлашкисене, ухӑ вӗҫӗсене, хӗрарӑмсен шӑрҫисене, хӑлха ҫаккисене, ҫӗрӗсем. Унсӑр пуҫне пӑлхар тапхӑрӗнче пулнӑ чӳк вырӑнне тупнӑ тата кремль пек ҫуртӑн тӗпне чавса кӑларнӑ. Тӗпчевсем утӑн 24-мӗшччен пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |