Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.4 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
Роспотребнадзор сайтӗнчи сӑн
Роспотребнадзор сайтӗнчи сӑн

Иртнӗ эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 411 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере ку хисеп 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ, пӗр уйӑх каялла вара - 24 хут пӗчӗкрех.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсенчен ытларахӑшӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пӗтӗмпе 290 шӑпӑрлан. Аслӑ ӳсӗмрисем вара - 121-ӗн.

Ҫынсем ытларах, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче чирлеҫҫӗ.

 

Политика
Максим Семенов архивӗнчи сӑн
Максим Семенов архивӗнчи сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Хула пухӑвӗн депутачӗсем ку должноҫе Максим Семенова суйланӑ. Вӑлах унччен вӑхӑтлӑха хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унта вӑл паянхи кунччен ӗҫленӗ.

Максим Львович унччен,Пулатов хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ларнӑ чухне, унӑн ҫумӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/92427
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Паян кӑнтӑрла Вӑрмар поселокӗнче КамАЗ ҫул урлӑ каҫакан икӗ ача ҫине пырса кӗне. Шел те, пӗрне вилмеллех таптаса кайнӑ.

Руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ. Вырӑна Вӑрмар районӗн прокурорӗ Александр Левый ҫитнӗ. Халӗ следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Район прокурорӗ ӗҫ-пуҫа тӗрӗслесе тӑрӗ.

Ҫакӑ паллӑ: хӗрача 4-мӗш класра вӗреннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Политика

Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Шупашкар хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Икӗ кандидат пулнӑ: унччен хула администрацийӗн ертӳҫи пулнӑ Денис Спирин тата хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин. Депутатсем Спириншӑн 32 сасӑ панӑ, хирӗҫ виҫҫӗн сасӑланӑ. Хирӗҫҫисем - ЛДПР партирен.

Ҫапла Денис Спирин пиллӗк ҫуллӑха Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулӗ.

Сасӑлава пӗтӗмлетсен вӑл присяга тытса должноҫе йышӑннӑ.

 

Хулара
fotoxcom.ru сайтри сӑн
fotoxcom.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫул каҫхин Шупашкарти троллейбуссемпе автобуссем ахаль чухнехинчен ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Тӗп ҫулсемпе маршрута тухакан общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртсен тин, 1 сехетре, ӗҫлеме чарӑнӗ. Уяв кунӗсенче расписанире кӑштах улшӑнусем пулӗҫ.

Коммуналлӑ службӑсем те вӑйлӑрах режимпа ӗҫлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатакан ятарлӑ техника талӑкӗпех дежурствӑра пулӗ. Авариллӗ бригадӑсем те хатӗр тӑрӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине урамсене ҫӳп-ҫапран тасатакансем мероприятисем иртекен вырӑнсенче виҫӗ сменӑпа ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/92382
 

Персона

Чӑваш кӗрешӗвне йӗркелесе янӑ Николай Петров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 67 ҫулта пулнӑ.

Николай Петров - спортсмен, каратэ енӗпе СССР спорт мастерӗ. Вӑл 1955 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Кривой Рогри авиаци училищине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори тата юридици факультечӗсене пӗтернӗ. Вӑл шотокан-каратэ, самбо, кунг-фу вӗреннӗ.

Николай Петровпа паян 12 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир соборӗнче сывпаллашӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тата Чӑваш Енри Профессиона писательсен союзӗ ҫул ёлки ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче йӗркелӗҫ.

Литература ёлкине поэтсем тата поэзие юратакансем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетӗҫ, сӑвӑсем вулӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 16 сехетре 333-мӗш маршрутка ГЭС патӗнче аварие лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка Шупашкартан Сосновкӑна кайнӑ чухне ҫул ҫинче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Фура маларах тепӗр пысӑк машинӑпа ҫапӑннӑ, вӗсем ҪҪХПИ инспекторӗсене кӗтсе тӑнӑ.

Аварире микроавтобус салонӗнче пулнӑ 8 пассажир, водитель аманнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем водителе кабинӑран кӑларнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Пассажирсене те пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Пушкӑртстанри 18 ҫулти ҫамрӑка тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем унта командировкӑна кайнӑ. Вӗсем ӑна Шупашкара илсе килнӗ.

Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче 6 пин ытла тӑракан арҫын куртки ҫухалнӑ. Ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсен пичӗ видеокамера ҫине лекнӗ.

Ҫав ҫамрӑксем Ленин районӗнче те вӑрланӑ иккен. Пӗрне ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Теприне, Ӗпхӳре пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка, федераци шыравне панӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланни паллӑ. Ӑна Ӗпхӳре тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/1970
 

Ҫутҫанталӑк

Тин кӑна ҫумӑр ҫурӗ, халӗ вара ҫил-тӑман вӗҫтерет. Капла Ҫӗнӗ ҫул кӑмӑлӗ те кӗрет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв валли юр самай пулӗ.

Эрнен пӗрремӗш ҫурринче атмосфера пусӑмӗ нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Урамра 5-10 градус сивӗ тӑрӗ.

Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах уяртӗ, 15 градус таран сивӗтӗ. Эрне вӗҫӗнче каллех ӑшӑтӗ. Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче термометр 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине те ӑшӑ пулӗ, юр ҫӑвӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫулхи каникул та шартлама сивӗсӗр иртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, [376], 377, 378, 379, 380, 381, 382, 383, 384, 385, 386, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...