![]() Ҫӗмӗрлери 6-мӗш шкул ачисем ҫулсерен ятарласа иртекен Космонавтика кунне халаланӑ чупӑва хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫалхи чупу А. Николаев тата П. Попович тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе кайни 50 ҫул ҫитнине палӑртма кирлӗ. Анатолий Котов пуҫарнипе ачасен ушкӑнӗ пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчех хатӗрленме пуҫланӑ имӗш. «Кондор» ятлӑ ушкӑн Ҫӗмӗрлере ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет, халӗ вӑл хӑйне пуҫаракан В. Соловьев ячӗпе хисепленет. Ушкӑнра халӗ 10 каччӑ, вӗсенчен улттӑшӗ кӑҫалтан ҫеҫ чупма пуҫласшӑн-ха. Барсуков Сергей, Алиев Заур, Иванов Роман, Кузьмин Павел, Чумерин Владимир, Константинов Олег: пур ача та 10-мӗш классра вӗренет. Яланхи пекех «Кондор» ушкӑн Ҫӗмӗрле хулинчен Шуршӑл ялне ҫити чупма тӗллев лартнӑ, ҫулӗ инче те йывӑр, ҫавӑнпа та хатӗрленмелли пайтах-ха. Ачасем А. Котов сӑнаса пынипе ҫул ҫине кун сиктерсех тухаҫҫӗ, кашни хутӗнчех чупу тӑршшӗне вӑрӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Тетелти «СУМ» лавкка ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ! Ӑна хута яни пирки шӑп та лап акан 2-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн таварсен йышӗ 300-е ҫывхарни пирки асӑнма пулать. Паллах, вӗсем хушӑнсах пырӗҫ — ак, ҫитес вӑхӑтра та лавккара темиҫе ҫӗнни вырнаҫмалла. Ҫак 12 уйӑх хушшинче пурӗ 44 саккас тунӑ. Нумай-и, сахал-и? Сахал, паллах, анчах та реклама пулманнине шута илсен — ҫителӗклӗ пек туйӑнать. Саккасҫӑсем Раҫҫейӗн пур тӑрӑхӗсенчен те пулчӗҫ — Чӑваш Ен (9 саккас), Шупашкар (4), Мускав (3), Пушкӑртстан (3), Чӗмпӗр (2), Мускав облаҫӗ (2). Ҫавӑн пекех туянакансем Самар облаҫӗнчен, Перӗм енӗнчен, Тӗмен облаҫӗнчен, Тутарстанран, Кисан облаҫӗнчен, Кемӗр хулинчен, Екатеринбургран, Якутинчен, Тула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Анлӑ-и? Ҫапла пуль тетпӗр. Шел те, тӗрӗслев шайӗнчен халӗ те тухаймарӗ-ха вӑл — туса ҫитерейменни нумай мар пулин те ҫук мар ҫав. Вӑраха тӑсӑлнин сӑлтавӗ те пур — ӑна эпир тӗппипе ҫӗнӗрен ҫырса, хатӗррипе усӑ курмарӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Сидорова Людмила Николаевна Пушӑн 31-мӗшӗнче республикӑри ют чӗлхесене вӗрентекенсем педуниверситетра «Most dedicated teacher» — «Чи шанчӑклӑ вӗрентекен» конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва республикӑри хальхи вӑхӑтри гуманитари вӗрентӳ центрӗ Лингва йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл 3-мӗш хут иртрӗ. Малтанхи тапхӑрта конкурсантсем эссе хайланӑ, унтан - методикӑпа тата грамматикӑпа тест витӗр тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тура республикӑри тӗрлӗ районта ӗҫлекен 22 акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ тивӗҫ пулнӑ. Пухӑннисене ют чӗлхесен факультечӗн деканӗ Никитинская Лариса Владимировна саламларӗ. Алла Петровна Макарова пухӑннисене центр пирки каласа пачӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пӑлхануллӑ самант. Кашни черет хутне туртса илет, черетпе билет туртса кӑларса ҫийӗнчех билет ыйтӑвӗсем ҫине тулли ответ пама тӑрӑшать. Калӑпӑр, Ирина Анатольевна Мареевӑн: «Енчен те сирӗн юратнӑ ҫынпа пӗрле урӑх нихӑҫан та хӑвӑн тӑванусене курмассине пӗле тӑрах аякри ҫӗршыва тухса каяс килет-и?» Наталия Михайловна Матвеевӑн — «Эсир мулпа ытларах хитререх тумланма е хваттере илемлетме усӑ курӑтӑр?». Александр Николаевич Николаевӑн — «Енчен те тепӗр эрнерен ядерлӑ вӑрҫӑ тухасса пӗлсен эсир вӑхӑта еплерех ирттернӗ пулӑттӑр? |
Учитель ӗҫне шкулта ачасемпе ӗҫлесе курман ҫын ӑнланмасть. Айккинчен пӑхсан, ним йывӑрри те ҫук пек курӑнать. Ҫав ӗҫе пуҫӑнсан вара… Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студенчӗсем педпрактикӑран таврӑннӑ ятпа конференци иртрӗ. Ӑна Э.И. Родионова аслӑ преподавательпе Г.Н. Семенова профессор ертсе пычӗҫ. Шкулта вӗрентекен тивӗҫне пурнӑҫласа курнӑ студентсен шухӑш-кӑмӑлне, паллах, пӗлме питӗ интереслӗ. Чи малтанах 50-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ студентсем — Юлия Витальевна Алексеевӑпа Татьяна Владимировна Капитонова — сӑмах илчӗҫ. Шкула пырса кӗрсенех питӗ хумханнине палӑртрӗҫ пулас вӗрентекенсем. Ачасене итлеттерме йывӑр пулнине те асӑнчӗҫ. Кайран хӑнӑхса ҫитсен вара ачасемпе ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ иккен. Шкултан уйрӑлас та килменнине палӑртрӗҫ маттур студентсем. Анастасия Анатольевна Медведевӑпа Алевтина Владимировна Матвеева Шупашкарти 24-мӗш шкулта практика тухнӑ. Вӗсем те хӑйсен хавхалануллӑ туйӑмне пытармарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пилӗк ҫул хушши ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак ен — Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Унӑн юлашки тапхӑрне республикӑмӑрти районсем хушшинче ирттернӗччӗ. Кӑҫал вара ун вырӑнне ҫӗнӗ вӑйӑ конкурс ирттерме тӗв тытрӗҫ Трак енри учительсем. «Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» ятпа иртӗ вӑл. Конкурс малтанхи пекех инҫет майпа Интернет уҫлӑхӗ урлӑ йӗркеленӗ. Унта чӑваш халӑх историне тата культурине лайӑх пӗлекен ачасем хутшӑнӗҫ. Ӑмӑрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче иртӗ. Вӑйӑ конкурс пӗр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вӑйӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе мала тухнисем «Улӑп-2012» вӑйӑ конкурсӑн электронлӑ Дипломне ҫӗнсе илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн Хисеп хутне тивӗҫӗҫ. Вӑйӑ конкурса хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикинчи профессионал ҫыравҫӑсен ҫулсерен иртекен черетлӗ пӗтӗмлетӳллӗ пухӑвӗ иртрӗ. Ларӑва писательсен правлени пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ертсе пычӗ. Чи малтанах вӑл ҫулталӑк хушшинче ҫыравҫӑсем мӗн ӗҫленине пӗтӗмлетсе каласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн В.А. Абрамов критик тата литературовед паянхи чӑваш прозинчи лару-тӑру пирки сӑмах илчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи прозӑра калав жанрӗ ытларах аталанни курӑнать-мӗн. Малалла В.Кошкин-Кервен сӑвӑҫ чӑваш поэзийӗ пирки тухса калаҫрӗ, ку чухнехи сӑвӑҫсен ҫитменлӗхӗсене уҫҫӑн палӑртрӗ. Д.Суслин писатель вырӑсла ҫыракансен пултарулӑхне пӑхса тухса хак пачӗ, вырӑсла хайлавсене кун ҫути курма йывӑртарах пулин те ҫыравҫӑсем пуррине палӑртрӗ. ЧПУ доценчӗ И.В.Софронова литературовед ача-пӑча прозинчи ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене шӗкӗлчерӗ. Докладсене сӳтсе явассине ларӑва килнӗ ытти писатель-поэтсем активлӑ хутшӑнчӗҫ: Анатолий Кипеч, Ӑсан Уҫӑпӗ, Н. |
![]() Шкул воспитанникӗсем - ӗҫре ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Упири ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан шкулне» йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа пушӑн 23-мӗшӗнче кунта савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Шкула уяв сӑнӗ ҫапнӑ. Кунти акт залне палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне хӑнасем, педагогсем, вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ коллектива иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхранпе Б.Ф. Соколов ертсе пырать. Борис Федорович ҫак тапхӑрта утса тухнӑ шкул кун-ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Ку евӗр шкул республикӑра пӗрре. Упири ятарлӑ шкула 1998 ҫулта реконструкцилеме тытӑннӑ. Строительсен чыслӑ ӗҫне пула 2002 ҫулхи ҫуркунне тӗлне ҫак ӗҫе вӗҫленӗ, ҫав ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче кунта пӗрремӗш вӗренекенсене йышӑннӑ. Вунӑ ҫул хушшинче кунтан хӑйсен ҫамрӑк пурнӑҫӗнче тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ 146 ача вӗренсе тухнӑ, вӗсенчен 46-шӗ — тӑлӑхсем. Паян кунта тӗрлӗ йышши айӑп тунӑ 14–16 ҫулсенчи вунтӑхӑр ача пӗлӳпе воспитани илет. Вӗсем — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар, Канашпа Улатӑр хулисенчен, Шупашкарпа Патӑрьел районӗсенчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() «Ӗмӗр сакки сарлака» роман хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш литературишӗн пысӑк ҫитӗнӳ пулнӑ — халӑх ӑна хапӑл йышӑннӑ, автор та хавхаланса пӗрремӗш кӗнекене калӑпланӑ хыҫҫӑн тепӗр 5 том хушса ҫырнӑ. Паллах, улттӑмӗш кӗнекене пӗтереймен, вӑл халӑх патне вӗҫленмен хайлав пек ҫитнӗ. Темиҫе кӑларӑмпа, пысӑк тиражпа тухнӑ ҫак роман. Пӗрремӗш кӗнекине Никифор Мранька 1959 ҫулта кун ҫути кӑтартма мехел ҫитернӗ. Иккӗмӗшӗ — 1960 ҫулта тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — 1961 ҫулта. 1965 тата 1967 ҫулсенче пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнекисен тепӗр кӑларӑмӗ тухать. 1970 ҫулта иккӗмӗш кӑларӑмпа 3-мӗш кӗнеки кун ҫути курать. Ҫулталӑк иртсен халӑх патне романӑн тӑваттӑмӗш кӗнеки ҫитет. Пиллӗкмӗш кӗнеки тепӗр 9 ҫултан калӑпланса пӗтет — 1980 ҫулта. 1989 ҫулта, автор 90 ҫул тултарнӑ тӗле (хӑй, шел те, вӑл вӑхӑта пурӑнса ҫитереймен), романа ҫӗнӗрен пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Паян пирӗн электронлӑ вулавӑшра вара ҫак пысӑк калӑпӑшлӑ романан пӗрремӗш кӗнеки вырнаҫрӗ. Ӑна эпир 1989 ҫулхи кӑларӑмран илсе электронлатрӑмӑр. Ҫапла май эсир те, романпа хальччен паллашайман пулсан, ӑна вуласа киленме пултаратӑр! Сӑмах май, Никифор Мранька романне кӗртнӗ хыҫҫӑн электронлӑ вулавӑшри текстсен калӑпӑшӗ 30 миллион саспаллирен иртрӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шкулсенче юлашки вӑхатра тӗрлӗрен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче кашни предметпа тенӗ пекех районсенче те, республика шайӗнче те фестивальсем ирттереси те вӑя кӗчӗ. Комсомольски районӗнче ҫак уйӑхра ҫеҫ историпе обществознани, ун хыҫҫӑн ют чӗлхе вӗрентекенӗсен фестивалӗсем иртрӗҫ. Ытларикун вара Тӑван ен культурине вӗрентекенсен районти пӗрремӗш фестивалӗ пулса иртрӗ. Ирхине ирех, урамра ҫил-тӑман вӗҫтернипе ҫулсене юр шӑлса лартнине пӑхмасӑрах, тӗрлӗ шкулсенчи вӗрентекенсем район центрне ҫул тытрӗҫ. Кунтан ҫул татах та малалла — Асанкасси тӑрӑхне. Пӗрремӗш фестивале Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттерме шутласа хунӑ. Хуҫасем хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ: Е.М.Яндрова шкул ертӳҫи тата тӑван ен культурине вӗрентекен Л.А.Катмакова. Ӗҫлӗ канашлу хыҫҫӑн пурте классене уҫӑ уроксем итлеме пайланса кайрӗҫ. Икӗ урок тӑршшӗнче пурӗ ултӑ класра вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Л.А.Катмакова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) 5-мӗш класра «Чӑваш Енри спорт» темӑпа, В. |
![]() Пухура. О. Цыпленков сӑнӗ Пушӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен черетлӗ X пухӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче — юлашки тапхӑрти ӗҫсене тишкерни, суйлавсем, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗсене чыслани тата ытти те. Пухӑннисем Виталий Петрович Станьялӑн «Таврапӗлӳҫӗсен 90 ҫулӗ» ятлӑ сӑмахне итлесе таврапӗлӳҫӗсен ӗҫне хакларӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ. Виталий Станьял «Ҫӗнӗ вӑхӑ» кӑларӑш ӗҫне пысӑк хак парса унӑн директорне А.В. Сорокина чунтан тав турӗ. Виталий Станьял съезда хатӗрленсе ятарлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, вӑл «Преодолеем любой рубикон» ятлӑ. Кӗнекере чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн уставӗ, Виталий Станьял 2010, 2011 тата 2012 ҫулсенче каланӑ докладсем. Ҫавӑн пекех кунта союз хисеплӗ ятсемпе чысланӑ таврапӗлӳҫӗсен ячӗсемпе паллашма пулать. Съезд чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн канашне тата унӑн ертӳҫине суйларӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.