![]() Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Николай Петрович Петров профессора асӑнса «Чӑваш литература чӗлхин историйӗ» ятлӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫак кун, профессор сывӑ пулсан, 81 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланчӗ. Ҫавра сӗтел майлӑ иртернӗ конференцие чӗлхеҫӗсемпе ытти ӑсчахсем тата чӑваш филологийӗн студенчӗсем пухӑнчӗҫ. Евдокия Александровна ӑна ҫавра сӗтеле уҫнӑ май кӗскен ун йӗрки ҫинчен каласа пачӗ. Малтан Н.П.Петров 2008 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Сыктывкарта панӑ интервьюна итлерӗҫ. Кӗскен каласан 20 минутлӑ калаҫура вӑл Василий Ильич Лыркин (хушаматне, лайӑх илтӗнмен пирки, йӑнӑш та ҫырма пултарнӑ — каҫару ыйтатӑп. Admin) пирки тата ытти вак-тӗвек ыйтусене хускатрӗ: IX ӗмӗрхи полхарсен кивӗ ҫыру палӑкне вулас ыйту, доктор канашне йӗркелени. Президиума Евдокия Александровна Андреева, Татьяна Витальевна Денисова, Олег Ростиславович Студенцов, Виталий Иванович Сергеев, Николай Петровичӑн мӑшӑрӗ Елена Архиповна, Васильева Елизавета Фёдоровна, Ибрагим Арыкан туркка, тата Леонид Петрович Сергеев йышӑннӑ хыҫҫӑн докладсем калама пуҫларӗҫ. |
![]() Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр. |
Ҫак кунсенче, «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Украина культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗн Петр Чичкановӑн (1922-2008) асӑну каҫӗ иртнӗ. Паллӑ ӳнерҫӗ, писатель, журналист хӑйӗн кун-ҫулне сумлӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчессипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 1949 ҫулта, ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ чухнех, пуҫӑннӑ: сӑвӑҫӑн портретне ӳкерме пуҫланӑ. Каярах Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ тӑрӑхсене — Теччӗне, Кейӗве, Симферополе, Евпаторие, Остера — ҫитсе килнӗ, сӑнӳкерчӗксем тунӑ, асаилӳсем ҫырса илнӗ. Петр Чичканов тӑван чӗлхепе виҫӗ кӗнеке кӑларнӑ; «Кӑвар чӗре» (1965), «Ҫӗн Кун ачи» (1989), «Сенкер Десна» (1992). Йӑхташӑмӑр ҫавӑн пекех асӑннӑ музее йӗркелес ӗҫе те хастар хутшӑннӑ. Асӑну каҫне Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Н.Пӑрчӑкан, музей ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. |
2009 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнчен Шупашкар рйонӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар ӗҫ комиссариачӗ Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи пайӗ пулса тӑчӗ. Ҫӗнӗ ҫултан ҫак пайри ҫар комиссарӗн должноҫне те пӗтернӗ. Э. Г. Комиссаров халь Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи пай пуҫлӑхӗ шутланать.
|
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑн ветеранӗ, ӗҫпе вӑрҫӑ орден-медалӗн кавалерӗ, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Михайлович Бурмистров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Владимир Михайлович 1924 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн батальон комиссарӗн кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ҫар хӗсметӗнчи ашшӗпе пӗрле ачаллах тӗнче «касса» ҫаврӑннӑ. Ӑна «халӑх тӑшманӗ» туса аристленӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Килейкассине таврӑннӑ, каярахпа Вӑрмар посёлокне куҫнӑ. Унта вӑтам шкул пӗтерсен хӑйне пӗр ҫул ӳстерсе фронта тухса кайнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӗве Берлинта кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Йошкар-Олара аслӑ пӗлӳ илнӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Эҫпепе ялӗнче, Шупашкарти 2-мӗш шкул-интернатра, 29-мӗш, 36-мӗш вӑтам шкулсенче 8-мӗш профтехучилищӗре физикӑпа математика учителӗнче тӑрӑшнӑ. |
Иртнӗ ҫулхи раштавӑн 7—8-мӗшӗсенче Мускавра ГОУ «Ҫутӗҫ аталанӑвӗн федераллӑ институчӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗ иртрӗ. Раштавӑн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗнче «Цели, задачи, направления подготовки и внедрения ФГОС второго поколения» пулчӗ. Семинар вӑхатӗнче «Особенности федеральных государственных образовательных стандартов общего образования второго поколения» (А.М. Кондаков, «Просвещение» издательствӑн тӗп директорӗ), «О внедрении федеральных государственных образовательных стандартов общего образования» (Л.В.Шмелькова, Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствин патшалӑх ҫутӗҫ политикин департамӗнчӗн пӗтӗмӗшле ҫутӗҫӗн аталанупа виҫеллӗ йӗркелев пайӗн канашҫи), «Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся» (О.А.Карабанова, ГОУ «ФИРО» ҫутӗҫ аталанӑвӗн методологи пайӗн ертӳҫи) тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ. Семинар ӗҫне Элӗкри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу шкулӗн вӗрентекенӗсем Ф.Н. Ивановӑпа Т.Г. Чашкова хутшӑннӑ. Фаина Николаевна, пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ, пӗтӗм Раҫҫейри семинарӑн ҫавра сӗтелӗ умне тухса калаҫнӑ, итлекенсене «От слов к букве» (авторӗ — Федосова Н. |
![]() Ҫӗнӗ Ҫул умӗн Паратайп фирмӑран савӑнӑҫлӑ хыпар килчӗ — Раҫҫейри халӑхсен алфавичӗсене шута илекен шрифт кӑларнӑ. Хальлӗхе пӗр шрифт кӑна, вӑл «ПТ Санс» (PT Sans) ятлӑ. Шрифт ирӗклӗ, ӑна усӑ курнӑшӑн укҫа тӳлемелле мар. Ӑна нумай наци пурӑнакан ҫӗршывра халӑхсен хушшинче офицциаллӑ тата ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма юрӑхлӑ шрифтсен пуххине хатӗрлемелли проекта пурнӑҫланӑ май ӑсталаса тунӑ. Проекта килӗшӳллӗн ҫав шрифтсемех информаци ӗмӗрӗнче националлӑ ҫыруллӑхсене аталантарма тивӗҫ. Ку чӑн ӗнтӗ — 2010 ҫул ҫывхарса пырать пулин те Раҫҫейри вырӑс мар халӑхсен ку енчен пысӑк чӑрмавсем пур. Вӑл чӑрмавсене кашни халӑх хӑй тӗллӗн, хӑй пӗлнӗ пек сирме тӑрӑшать. Чӑваш чӗлхи анинче те мӗнле кӑна тумаҫҫӗ пулӗ — ятарлӑ шрифтсем хатӗрлеҫҫӗ, латин саспаллийӗсем шутне кӗрекен пӗрешкел курӑнакан саспаллисене усӑ кураҫҫӗ, латинла ҫыракан та пур. Проект РФ пичетпе массӑллӑ коммуникаци агентстви пулӑшнипе пурнӑҫланать.
Гарнитура 8 начертаниллӗ — 4 стандартли; 2 — пӗчӗк кегельлӗ набор валли тунӑ пысӑк пропорциллӗ начертанисем; 2 — экономлӑ набор валли тунӑ хӗсӗк начертани. |
![]() Раштавӑн 15-мӗшӗнче Виктор Басаргин Раҫҫей Федерацийӗн регионсен аталанӑвӗн министрӗпе иртнӗ тӗлпулӑва пӗтӗмлетсе пухӑннӑ ӗҫлӗ канашлура Николай Фёдоров монохуласен списокне ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта Чӑваш Енри 6 хулана кӗртнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне. РФ регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫак хуласене федераллӑ бюджетран укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшма шантарать. Н.В. Фёдоров ҫак хуласем валли вӗсен экономикине аталантарма пулӑшакан пӗтӗмӗшле инноваци планӗсем хатерлеме хушрӗ. Плансене тума ӗҫ ушкӑнӗсем пуҫтарма уйӑх панӑ, явапли — Министрасен Кабинечӗн председателӗ Сергей Гапликов.
Сӑнӳкерчӗкре: Канаш хули, Чӑваш Енри монохуласенчен пӗри.
|
![]() Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!
Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе сире пӗтӗм чунтан саламлать! 2009 ҫулта япӑх пулӑмсем кив ҫулта юлчӑр, лайӑххи — ҫӗн ҫулта пулӑшса пытӑр! Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр! Ҫапла пултӑр! |
![]() Раштавӑн 30-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Канаш» хаҫачӗ 20 ҫул тултарать. Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗ 1918 ҫулта тухнӑ, вӑл «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятлӑ пулнӑ. Ӑна кӗпӗрнери вӗрентӳ комиссариачӗ кӑларса тӑнӑ. «Канаш» — ҫӗршывра демократи улшӑнӑвӗсем пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ хаҫат. Пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин пулнӑ. Паян издани 1350 экземпляр тиражпа тухса тӑрать. 2002 ҫултанпа коллектива Н.Н.Ларионов ертсе пырать. Редакци Чӗмпӗр хулинчи Пушкинская урамра вырнаҫнӑ (11-мӗш ҫурт). Редакцире 5 ҫын, вӗсенчен 3 журналист. Ҫак йышран 2 ҫын Писательсен союзӗнче тӑрать. «Канаш» ҫумӗнче 13 ҫул «Шевле» литпӗрлешӳ ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта Писательсен союзне 10 ҫын ытла кӗнӗ. Редакци пулӑшнипе вырӑнти чӑваш авторӗсем 60 кӗнеке ытла кӑларнӑ. Хаҫат ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе, область администрацийӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе 2000 ҫулта «Шевле ҫути« литература альманахӗ тата «Атӑл юрри» журналӑн виҫҫӗмӗш номерӗ пичетленчӗҫ. Паян Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче 111 пин ытла чӑваш пурӑнать. Эпир тӑван чӗлхене манасшӑн мар, чӑвашла калаҫасшӑн, вуласшӑн, юрласшӑн. «Канаш» ҫак ӗҫре пӗр йӑх ҫыннисене пулӑшса пырать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |