2005 ҫулхи кӑрлачпа юпа уйӑхӗн хушшинчи демографи улшӑнӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче пурӗ 11 091 ача ҫуралнӑ, 16 438 ҫын вилнӗ. Шупашкар хулинче тата Ҫӗнӗ Лапсар, Кӳкеҫ, Сосновка хула евӗрлӗ посёлокӗсенче ҫeҫ халӑх шучӗ чакман. Ытти ҫӗрте халӑх шучӗ самаях чакнӑ. Халӑх шучӗ чи нумай Пӑрачкав, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче чакнӑ. Ку тапхӑрта пурӗ 7 168 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ, 3634 ҫемье арканнӑ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта "Ҫӑлтӑрлӑх — кӗркунне 2005" пӗтӗм тенчери кушаксен куравӗ иртнӗ. Курав "Карӑш" экологипе биологи центрӗнче иртнӗ. Курава Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупаршкар, Хусан, Йошкор-Ола хулисенчен пурӗ 56 кушак хутшӑннӑ. Кушаксене пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ӑстa, эксперт-филонолог Инна Шустрова тишкернӗ. Карӑшӑн тепӗр куравӗ раштавӑн 11-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл кӑшлакан чӗрчунсем ҫинчен пулӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru |
Чӳкӗн 26 Шупашкарта ача-пӑча хушшинче ҫапӑҫу искуствин фестивалӗ иртнӗ. Пурӗ Шупашкартан, Етӗрнерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Хусантан тата Йошкор-Оларан 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Вӗсем каратэ, ушу, саньда, ҫавӑн пекех самбо, дзюдо вырӑс ҫапӑҫу исскуствин ҫапӑҫас малӗсене ӑста кӑтартнӑ. Ку фестивале малашне кашни ҫӳл иртерме йышӑннӑ.
Ҫӑлкуҫ: Regnum.Ru |
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне никӗсленӗрен 75 ҫул ҫитет. Ку института 1930 ҫулта никӗсленӗ. Институтра чӑваш чӗлхине, литературине, халах пултарухӑхне, историне тата ытти пайсене тӗпчеҫҫӗ. Пурӗ халӗ институтра 44 сотрудник ӗҫлет, вӗсен шучӗнче 6 ӑслӑлӑхсен тухтӑрӗ, 22 ӑслӑлахсен кандидачӗ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпӗҫ вӑтам шкулӗнче Аруй Михаил Филлипович ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине, тата шкула никӗсленин 165 ҫул ҫинтине халалланӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Конкурса А.И.Борисов уҫнӑ. Пурӗ вӑтӑрпиллӗкӗн хӑйсен тата М. Аруй сӑввисене вуланӑ. Пӗрремӗш вырӑнсене Раиса Ивановна Долгова (чӑваш чӗлхипе литературине малтан ку шкулта вӗрентнӗ), Катя Романова тата Аня Круглова (1 клас), Александр Петров (5 клас), Наталия Краснова (10 клас) йышӑннӑ. Вӗсене грамотӑсем тата парнесем панӑ. |
Литература кӗтесӗ К.В. Ивановӑн тата темиҫе сӑввипе тата "Хальхи самана" поэмипе пуянланчӗ. Ҫӗнӗ сӑвӑсем: "Ешӗл вӑрман айккипе..." , "Ватӑ вӑрман шухӑшӗ", "Кӗркенне", "Килсе ҫитрӗ кӗркунне..." |
Чӳкӗн 25 Туҫи Мӑрат вӑтам шкулне туса хунипе 110 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сӑмах май каласан шкула 1895 ҫулта никӗсленӗ. Уява шкултан вӗренсе тухнисене, вӗрентекенсене, хӑнасене чӗнеҫҫӗ. Юбилей валли "Туҫи Мӑрат шкулӗ: ӗнер, паян, ыран" стенд йӗркеленӗ. Унта хӑнасем малтанхи тата хальхи шкул пурнӑҫӗпе, шкулӑн малашлӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ. |
Шупашкарӑн Калинин районӗнчи 177 номерлӗ ача-пӑча сачӗнче кашни ҫул Анне Кунне халаласа халӑх кӗпе-тумӗн уявне иртереҫҫӗ. Кӑҫал та чӳк уйӑхӗн 21-пе 22 хушшинче иртернӗ. Ача-пӑча сачӗнче воспитани илекен ачасен асаннесем ачасене чӑваш, вырӑс тата тутар халӑхӗн кӗпе-тумӗсене кӑтартрӗҫ. Уяври сӑнӳкерчӗксене кунта курма пулать.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Акцыновия – юрату планети» ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 500 ӗҫ патнелле ярса панӑ. Вӗсенчен суйласа илнӗ 100-нe экспозицинче курма май пур. Хӑш пӗр ӗҫсене эсир кунта курма пултаратӑр.
Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Шупашкарта "Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ" хула конкурсне ирттерме йышӑннӑ.
Ҫaкӑн ҫинчен хула пуҫлӑхӗ Николай Емельянов хушу кӑларнӑ. Конкурс 2005 ҫулхи раштавӑн 17-пе 28-мӗш хушшинче иртӗ. Виҫӗ номинаци пулӗ: 1. Социаллӑ сферӑра ӗҫлекен учрежденисен ҫӗнӗ ҫул валли ерешлетнӗ чи капӑр кантӑк е витрина. 2. Социаллӑ сферӑра ӗҫлекен учрежденисен ҫӗнӗ ҫул валли ерешлетнӗ чи капӑр малти алӑк е ҫурт умӗ. 3. Учрежденисем ҫумӗнче вырнаҫнӑ лаптӑксенчен чи тирпейлӗ те чи лайӑх уява хатӗрленнисем. Конкурса 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 15 пӗтӗмлетӗҫ.
Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ют Николай Яковлевич, критик, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ. | ||
| Мурашковский Владимир Григорьевич, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |