Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
«Лиза Алерт» отряд страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
«Лиза Алерт» отряд страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

«Лиза Алерт» шырав отрячӗ пӗлтӗр ҫухалнӑ арҫынсене шырать. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнчен, тепри — Етӗрне районӗнчен. Вӗсем ӑҫти пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе паллӑ мар.

53 ҫулти Анатолий Моисеев Шупашкар районӗнчи Мӑналта пурӑннӑ. Вӑл 173 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫӳҫӗ шуралма пуҫланӑ, тӗксӗм симӗс куҫлӑ. Килӗнчен арҫын хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура кроссовки, хура калпак тӑхӑнса тухса кайнӑ.

65 ҫулти Владимир Филиппов Етӗрне районӗнчи Мӑн Чурашран. Вӑл — 175 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка пӳ-силлӗ. Кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, тӗксӗм симӗс атӑпа, хура калпакпа пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_13865
 

Персона
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот
chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот

Иван Тенюшев журналист, педагог, ӑсчах тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Иван Тенюшевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата студентсем пуҫтарӑннӑ.

Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ялти шкулти учительтен ӗҫ биографине пуҫӑннӑскер хаҫат-журналта та ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата «Булгар» издательствӑн директорӗ пулнӑ. Чылай ҫул ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ
econet.ru сайтри сӑн
econet.ru сайтри сӑн

Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ.

Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ. Сахӑрӑн, чӑх какайӗн, шурӑ ҫӑнӑхӑн хакӗ ытларах чакнӑ.

Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84521
 

Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пенсие тухсан ватӑ тата сусӑр ҫынсене пӑхса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ.

Ун патне ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ. Хайхи палламан хӗрарӑм ватӑ амӑшне пӑхма ыйтнӑ. Хӑй командировкӑра-мӗн. Амӑшӗ патне эрнере темиҫе хут апат килсе памалла, килте тирпейлемелле имӗш. Хайхискер список ярса панӑ, кун валли укҫа куҫарнӑ пекки те тунӑ. Анчах Ишлей хӗрарӑмӗ патне укҫа ҫитмен те ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Унта вӑл палламан хӗрарӑм каласа пынипе смс-кода та пӗлтернӗ. Ҫапла ун картти ҫинчен 47 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84529
 

Политика
@shigashev архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
@shigashev архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ЧР Элтеперӗ патне ыйтупа пынӑ. Вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.

Шигашев ку шухӑш патне тахҫанах пынине пӗлтернӗ. Олег Алексеевич ӑна ӑнланнине, Ҫӗмӗрле хулине малашне те пулӑшассине каланӑ.

Шигашев ҫитес эрнере депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырассине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӗсем те ӑна ӑнланӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84523
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Ку "Лакрей вӑрманӗ" чарӑну патӗнче пулнӑ. Инкеке курнӑ ҫын "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, салонран 20 ҫынран кая мар тухнӑ.

Салона шӑршӑ тухнине, унтан тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑннине пассажирсем курнӑ. Водитель алӑка уҫса пассажирсене тухма ыйтнӑ. Хӑй вара огнетушитель илсе ҫулӑма сӳнтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84530
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр предприятири арманта рабочие ток ҫапнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: унта пӗр арҫын ҫӑнӑх миххине ҫӗлессишӗн явапли пулнӑ. Аппаратчик должноҫӗнче тӑрӑшаканскер ӗҫе электричество оборудованийӗпе пурнӑҫланӑ. Анчах ҫав хатӗр патне пыракан ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑран ӑна ток ҫапнӑ. Шар курни вилнӗ.

Предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн 77 ҫулти арҫын, техника директорӗ, яваплӑ пулнӑран ун тӗлӗшпе суд пулнӑ. Ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, арҫын ҫав вӑхӑтра хӑйне епле тытнине ҫур ҫул сӑнаса тӑрӗҫ.

 

Республикӑра
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳре тӗплӗ юсав хыҫҫӑн морг уҫнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳри тӗп район пульницин территорийӗнче вырнаҫнӑ.

Юсав ӗҫне пӗлтӗрхи кӗркунне пуҫӑннӑ, морга кӑҫалхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Юсама пурӗ 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 8 миллионне — республика хыснинчен.

Шел те, ҫын вилмесӗр пурӑнмасть, вилене аякка кастарма илсе ҫӳресси меллӗ мар.

Асӑннӑ морг Ҫӗрпӳри тата Красноармейскинчи тӗп пульницӑсене тивӗҫтерсе тӑрӗ.

 

Культура
Марина Карягинан халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягинан халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ.

Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ.

Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.

Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.

Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://domkino.pro/events/view/464
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхи 9 сехет те 50 минутра Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче арҫынна машина вилмеллех ҫапса кайнӑ. Вӑл юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.

Ҫав ҫын кам пулнине тӳрех пӗлеймен. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. Ӑна ҫапса каяканни - "Лада Веста" рулӗ умӗнче ларнӑ 62 ҫулти арҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84516
 

Страницӑсем: 1 ... 646, 647, 648, 649, 650, 651, 652, 653, 654, 655, [656], 657, 658, 659, 660, 661, 662, 663, 664, 665, 666, ... 3900
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 23

1853
172
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
58
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...