Персона
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Роман - опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ. Хальхинче вӑл велосипедпа Латинла Америкӑна парӑнтарма шутланӑ. Роман раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашра Мускава каякан пуйӑса ларса вӗҫтернӗ. Унччен вӑл ПЦР-тест панӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Роман Венесуэлӑра анса ларнӑ. Каракасра вӑл велосипед туяннӑ та ҫулҫӳреве кайнӑ. Халӗ вӑл Колумбире. Роман Кӑнтӑр Америкӑна курса ҫаврӑнасшӑн. Пирӗн ентеш пӗр пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулне паллӑ тунӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 20 ҫул хушши ректорта ӗҫленӗ Лев Пантелеймонович Кураков (1943-2020) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерме Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче пухӑннӑ. Музейри аса илӳсен каҫӗ «Малашлӑха талпӑннӑскер» ятпа иртнӗ. Лев Пантелеймоновичӑн хисеплӗ ятсемпе премисемсӗр пуҫне Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми те пулнӑ. Ҫак премие ӑна И.Я. Яковлев ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑх тата педагогика эткерлӗхне халӑхра анлӑ сарас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн тата халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 150 ҫулхине паллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1998 ҫулта панӑ. Аса илӳсен каҫне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе (директорӗ - Валерий Туркай) пӗрле йӗркелесе ирттернӗ. Йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлнишӗн, ӑса вӗрентнӗшӗн Л.П. Куракова кашниех ӑшшӑн тав туса аса илнӗ. |
Республикӑра
![]() Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче авари пулнӑран ҫынсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. Авари бригадисем ҫийӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пилӗк объектра, 1361 килте (вӗсенче 2953 ҫын пурӑнать, ҫав йышра – 630 ача) электричество пулман. Ӗнерхи 16 сехет тӗлне тӑватӑ ялти ҫынсем электричествӑсӑр ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() krolikidv.ru сайтри сӑн Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, помидор хакӗ 28,8 процент ӳснӗ, хӑяр – 19,7 процент, кишӗр 17 процент хакланнӑ. «Борщ пӗҫермелли хатӗр» те хакланнӑ. Сухан, хӗрлӗ кӑшман, ҫӗр улми, купӑста хакӗсем хӑпарнӑ. Чӑвашстат пан улмипе банан хакӗсене кӑна тишкерет. Пан улми – 2,7 процент, банан 3,9 процент ӳснӗ. Ытти ҫимӗҫ хакӗ питех улшӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен…» кӗнеки 1000 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Ку хыпара издательство ӗнер пӗлтернӗ. Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нурӑсри тата Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулсенче, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, «Капкӑн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уҫӑ пӗрлешӗвӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра – «Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Мадригал» академи камера халӑх хорӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи ята тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫапла хисеплӗ ят парасси калкан приказа ҫӗршывӑн Культура министерстви кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ. «Мадригал» хора 1984 ҫултанпа РФ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫсей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӑх коллективӗ ята ушкӑн 1988 ҫултах тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗ нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май унта «Музея экспонат парнеле» акци малалла пырать. Унпа килӗшӳллӗн, музея кивӗ япаласене парнелеме пулать. Ҫав йышра – сайра тӗл пулакан кӗнекесем те, тимӗр укҫасем те, сӑнӳкерчӗксем те, документсем те. Акци нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ, чи интерелӗ экспонатсен хуҫине музея пӗр ҫул тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пассажирсене турттаракансемпе канашлу ирттернӗ. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫӑхавсем килнӗрен пухса калаҫнӑ. Канашлӑва «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» маршрутпа турттаракан 125 тата 173-мӗш тата «Шупашкар-Вӑрманкасси» маршрутпа турттаракан 123-мӗш маршрут хуҫисене йыхравланӑ. 173-мӗш маршрутпа кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ перевозчик ӗҫе кӳлӗнмелле пулнӑ, анчах вӑл транспорта тепӗр кунне ҫеҫ рейса кӑларнӑ. 123-мӗш тата 125-мӗш маршрутпа пӗр рейспа тепӗр рейс хушши вӑрӑм, автобуссем ҫитмеҫҫӗ иккен. Перевозчиксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк шартлама сивӗ тӑнӑ кунсенче автобуссем чӗрӗлмен, хӑшӗсем ванса кайнӑ имӗш. Владимир Осипов министр тивӗҫе йӗркеллӗ пурнӑҫламалли ҫинчен хытарсах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Следстви шухӑшӗпе, ӑна вӗлернӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Турханта пурӑнакан 53 ҫулти арҫын, ӳсӗрскер, савнӑ хӗрарӑмӗ патӗнче пулнӑ. Хайхискер унпа вӑрҫӑнса кайсан мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӗрарӑм вилнӗ. Арҫын унӑн виллине тӗп сакайне пенӗ те урая паласпа хупланӑ. Тӑванӗсем хӗрарӑма шырама пуҫланӑ. Йӗрке хуралҫисем арҫын патне ҫитсен вилене тӗп сакайӗнче тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн архивӗнчи сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм верандӑна, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, пурӑнмалли ҫурта та сиенлетнӗ. Шел те, «хӗрлӗ автан» ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарта 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |