Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
alatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот
alatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев муниципалитетсен информаци уҫӑмлӑхӗн рейтингне йӗркелеме хушнӑ. Кун пирки вӑл наркотикпа кӗрешекен комиссин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче каланӑ.

РФ Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗ Сергей Наумов наркотикпа кӗрешекен комиссисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сайчӗсенче ятарлӑ баннерсене туллин тултарса пымаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Унта ӗҫ планӗ тата кӑтартӑвӗ пирки ҫителӗксӗр ҫыраҫҫӗ имӗш. Муниципалитетсен тӗнче тетелӗ валли хут ҫырассине лайӑхлатма тивӗ.

 

Республикӑра
batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ.

Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ.

Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ.

 

Ҫурт-йӗр
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман.

Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ.

Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман.

 

Пӑтӑрмахсем
novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ
novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ.

Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та.

Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ.

 

Статистика
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.

Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrud_21/1548
 

Тӗн
cheb-eparhia.ru  сайтри сӑн
cheb-eparhia.ru сайтри сӑн

Иртнӗ вырсарникун Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче храм уҫӑлнӑ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Енри казаксен общини 2011 ҫулта Варнава митрополитран (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пил илнӗ. Ҫапла вӗсем йывӑҫ храм хӑпартнӑ. Анчах вӑл аҫа ҫапнине пула ҫунса кайнӑ.

Кун хыҫҫӑн ҫав вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ валли пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ӑна 2018 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӑҫал ҫулла тин настоятеле палӑртнӑ. Вӑл – Феодосий Аксенов.

 

Вӗренӳ
Аграри университечӗн сайтӗнси сӑн
Аграри университечӗн сайтӗнси сӑн

Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енри шкулсенче аграри занятийӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 453 ҫын вӗренет, вӗсенчен 214-шӗ - пӗрремӗш ҫул.

Занятисене Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн преподавателӗсем дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Ку лайӑх пӗлӳ пама пӗрре те чӑрмантармасть. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех ачасем университет ҫумӗнчи лабораторире иртекен практика занятийӗсене хутшӑнӗҫ, АПК предприятийӗсене экскурсие кайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82220
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Канмалли кунсенче, юпа уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче туй пулнӑ. Хӑнасем питӗ хавасланнӑ, ҫул ҫинче шоу тунӑ.

Машинӑсем ял тӑрӑх хытӑ янӑ юрӑ-кӗвӗпе вӗҫсе пынӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Хӑнасем машина чӳречисенчен пуҫне кӑларса мӗн пулса иртнине телефон ҫине ӳкернӗ.

Ҫак видео ШӖМ ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82219
 

Афиша

Ыран К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулӗ. Сцена ҫине «Мӑнаккасем» камит тухӗ.

Спектакле Александр Коровкин пьеси тӑрӑх Алексей Герасимов режиссер хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, ҫыравҫӑ тата журналист Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ.

Трагикамитри ӗҫ-пуҫ ӗлӗкхи ҫурт, унта пурӑнакансем тавра пулса иртет. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗн пурлӑхне хапсӑнакан чылай. Ӑна тӳре-шара та, тӑванӗсем те хапсӑнаҫҫӗ.

Спекатклӗн вырӑсла синхронӗ пулӗ, ӑна «Пушкин карттипе» те курма пулать. Драма театрӗнче куракансен ыран 18 сехет ҫурӑра кӗтеҫҫӗ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекере ман шутпа пӳртпе ҫурт сӑмахсене ӑнлантарса пани ҫитмест. Ку икӗ сӑмаха этимологсем тахҫанах тӗпченӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пулнине ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ. Ҫавах та хам енчен гипотеза шайӗнче урӑх верси сӗнсе пӑхасшӑн.

Ҫурт тени тӗрӗксен юрта сӑмахпа тан пулнинче ним иккӗленӳ те ҫук-ха. «Й» сасӑ йотацизма пула «Ҫ» сасса куҫнӑ та хайхи «йурт»-ран «ҫурт» пулса тӑнӑ. «Пӳрт» тени вара мана яланах шухӑша яратчӗ. Пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ-ҫке. Ҫуртпа пӳрт хушшинче расналӑхне те палӑртма йывӑр. Вӗсене синонимсем тесе те калама юрать.

«Пӳрт» сӑмах пирӗн чӗлхене марисенчен лекнӗ теҫҫӗ. Фасмер Балтипе славянсен тӑрӑхӗнчи сӑмах тесе ҫирӗплетет. Пирӗн тӗпчевҫӗсем те килӗшеҫҫӗ, ун тӗпчевне илсе параҫҫӗ. «Пӳрт» имӗш мари чӗлхинче «ҫурт» пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех финнсен, вепссен тата ыттисен ҫавнашкал сӑмахах «мунча» (тепӗр май каласан, пӗчӗк ҫурта палӑртаканскер) пӗлтерӗшлӗ. Авалхи славян чӗлхинче те унашкал сӑмах пур тет.

Ман шутпа вара, гипотеза шайӗнче, «пӳрт» сӑмаха «пураллӑ ҫурт» сӑмах майлашӑвӗ кӗскелнипе пулнине пӑхма пулать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 788, 789, 790, 791, 792, 793, 794, 795, 796, 797, [798], 799, 800, 801, 802, 803, 804, 805, 806, 807, 808, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...