Хулара
![]() вести35.рф сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсен тӗлне лексе вӗсене укҫа куҫарса панӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗнче тетелӗнче киленӳ кӳрекен хӗрарӑмӑн телефон номерне тупса ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Ку килӗшнӗ. Тепӗртакран ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, страховкӑшӑн тӳлеме ыйтнӑ. Укҫана сеанс хыҫҫӑн тавӑрса пама шантарнӑ. Ӑна ӗненсе Шупашкар арҫынни укҫа куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 39 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/Cheboksary_tut сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн килне ҫуран каяс килмен. Кахалланнипе вӑл ют ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑ. Анчах автомобиль сӳнсе ларнӑ. Машина ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене автомобиль хуҫи пӗлтернӗ. Транспортӑн 36 ҫулти хуҫи «ВАЗ-2114» машинӑна Ҫӗньял ялӗнче, хӑйӗн килӗ умне лартса хӑварнине ӗнентернӗ. Пакунлисем автомобиле ҫывӑх вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Ӑна арҫын патӗнче хӑнара пулнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм хускатса кайнӑ. Хӗрарӑм ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ, хӑнан вара килне каясси килнӗ. Ҫуран ҫӳрес килмен унӑн. Ҫын машинине чӗртсе кайнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл такама тапса-ҫапса пӗтермен, ҫынна та ҫаратман, вӑрӑ ӗҫӗпе те аппаланман, машинӑпа ҫын ҫине те пырса кӗмен. Хӑйӗн ячӗпе организаци уҫнӑ. Ҫынсене усламҫӑ пулма та, предприяти-организаци уҫма та чаракан ҫук-ха. Анчах хайхи этем организацие суйса уҫнӑ. Ӑна пӗрисем ҫапла тума ыйтнӑ та, вӑл килӗшнӗ. Ахаль мар, паллах. Хайхине укҫалла тав тума калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла вара ҫӗнӗ организацие Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кӗртнӗ, налук учетне тӑратнӑ. 41 ҫулти арҫын суя учредитель тата ертӳҫӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет тӗлӗнче Шупашкар хулинче ҫамрӑк арҫын машина урапи айне чутах пулман. Хайхискер Энтузиастсен урамӗнчи 3-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫас тенӗ. Унта ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ятарлӑ вырӑн пулман. Апла пулин те 36 ҫулти вӑйпитти ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ. Ҫул-йӗр правилине катертекен этем ҫине «Лада Веста» автомобиль пырса кӗнӗ. Унпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн арҫын «BMW» автомобиль (вӑл пассажирсене антарса хӑварма тесе чарӑннӑ) ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ Николай Ильминский (05.05.1822-08.01.1892) ҫуралнӑранпа паян 200 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пенза хулинче ҫуралнӑ. Николай Иванович — тюрколог-лингвист, профессор, ҫутӗҫ-миссионер, Питӗрти Император наука академийӗн член-корреспонденчӗ пулнӑ. Николай Ильминский Пензӑри тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ. Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева Ильминский нумай пулӑшса пынӑ. Пенза ӑсчахӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсен шутӗнче 1965 ҫулта тӗпченӗ «О фонетических отношениях между чувашскими и тюркскими языками» материалне асӑнса хӑварма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Александр Арсентьев 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл вӑрҫа кайнӑ чухне 17 ҫулта пулнӑ. 1948 ҫулччен Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче тӑнӑ, ҫар тивӗҫне Инҫет Хӗвелтухӗнче пурнӑҫланӑ. Сусӑр пулсан та Александр Арсентьев ҫӗвӗҫе вӗренсе тухнӑ, ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл электрик профессине алла илнӗ. Ветеран паянхи кун та ӑс-тӑнне ҫивӗчлетме тӑрӑшать. 88 ҫулччен вӑл Шупашкарти савутра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() metr12.ru сайтри сӑн Чӑваш Енрен паян самаях сивӗтрӗ. Кӳршӗ Мари Элте вара юр ҫуса лартнӑ. Паян ирхине унта симӗс курӑк юрпа витӗннӗ. Ҫакна ӳкернӗ видеосене тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳршӗ республикӑра юлашки талӑкра 17 миллиметр юр, ҫумӑр ҫунӑ. Ку – ҫур уйӑхри норма. Мари Элте ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче пушшех те вӑйлӑ юр ҫунӑ. Унта кӗртсем те пулнӑ. Уйрӑмах – Параньга тата Сернур тӑрӑхӗсенче. Синоптиксем лайӑх хыпар пӗлтереҫҫӗ: кун пек урӑх сивӗтмӗ, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче 15-20 градус таранах ӑшӑтмалла. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑштах сивӗрех, 12-14 градус, пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ҫул ҫинчи инкекре водительпе пассажир вилнӗ. Пӑтӑрмах 15 сехет те 30 минут тӗлӗнче «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Citroen» машина автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «ГАЗель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ транспортри водительпе пассажир вилнӗ, хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнин рульне тытса пынӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Геннадий Исаков архивӗнчи сӑн Атӑл леш енче хӑйне евӗр акӑшсем (кликунсем) вырӑн тупнӑ. Кун пирки «Шупашкарти хыпарсем» сайт пӗлтерет. Акӑшсем Атӑл леш енчи пӗр кӳлӗне вӗҫсе килнӗ. Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм. Мӗншӗн тесен ку таранччен республикӑра унашкал акӑшсем пӗр вырӑнта тӗпленнине ҫеҫ шута илнӗ. Акӑшсем ҫынран хӑрамаҫҫӗ пулин те вырӑнти халӑха вӗсене тӑрантарма сӗнмеҫҫӗ. Вӗсем аяккарах вырнаҫнӑ кӳлле вӗҫсе кайсан лайӑхрах, мӗншӗн тесен унта вӗсемшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енре хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Ӑмӑртусем Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче тата "Олимпийский" стадионта пулӗҫ. Пӗрремӗш кунхине спортменсем Атӑл хӗрринче старта тухӗҫ. Унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем 35 тата 20 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. Тепӗр кунхине стадионта ӑмӑртӗҫ. Унта спортсменсен 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарма тивӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсем тупӑшӗҫ. Сӑмах май, Раҫҫей шайӗнчи ҫак ӑмӑртусем пӗлтӗр те Шупашкарта иртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.