Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ пулӗ. Вӑл филармонире 19 сехетре пуҫланӗ. Концертра вырӑс, чӑваш, казак юррисем янӑрӗҫ, халӑх инструменчӗсен сассипе киленме май килӗ. Коллективӑн 45 ҫулхине халалланӑ концертӑн ятарлӑ хӑнисем — «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тупса илме май килмен препарата Чӑваш Ене тинех кӳрсе килнӗ. «Фармация» унитарлӑ предприяти пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Карбамазепин» препарат илсе килнӗ. Упаковкӑра 200 миллиграмлӑ 40 таблетка. Асӑннӑ препарат предприятире — 1500 упаковка. Асӑннӑ препарат эпилепсипе чирлекенсем валли. Ӑна рецептпа ҫеҫ параҫҫӗ. Вӑл эмеле пули-пулми ӗҫме юрамасть. Организмра карбамазепин виҫине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ врач ҫырса парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() spec.puppet21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисткине-пуканеҫӗне Елена Хорьковӑна «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва паян, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Елена Владимировна — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки. Театрта вӑл 1989 ҫултанпа ӗҫлет. Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Артистка 17 спектакльте 31 рольте вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Психиатри пульницине тӗпрен юсасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет, тендера патшалӑх закупкисен сайтне вырнаҫтарнӑ. Тӗплӗ юсава Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри психиатри пульницин хӗрарӑмсен корпусӗнче тӑвӗҫ. Аукционри пуҫламӑш хак – 119 миллион тенкӗ. Психиатри пульницине ҫӗнетмешкӗн республикӑри хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче Сӑр юханшывӗнче, 21 ҫулти арҫын путнӑ. Унӑн виллине халь тин тупнӑ. Ҫамрӑкскер унта пулла кайнӑ пулнӑ. Пулӑ тытнӑ вӑхӑтра хайхискер пӑр айне анса кайса вилнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем шыранӑ. Паян тин унӑн виллине тупнӑ. Арҫын ҫӳлерех асӑннӑ ялта пурӑннӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗвере 68 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен тӗп вулавӑшӗнче ӗнер «Родной язык — отца и матери язык» (чӑв. «Тӑван чӗлхе — атте-анне чӗлхи») ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» район хаҫачӗн корреспонденчӗсем, библиотекарьсем, ҫавӑн пекех шкул вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ. Ҫавра сӗтеле вулавӑш директорӗ Светлана Смирнова уҫнӑ. Мероприятин ытларах пайне Александр Моисеевич Ильинпа ирттернӗ калаҫу йышӑннӑ. Хутшӑнакансене унӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле ятпа тухни, пултарулӑх анинчи йывӑрлӑхсем тата ытти те кӑсӑклантарнӑ. Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хутшӑнакансем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» кӗнеке куравӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханти ял вулавӑшӗнче «Ун мӑнаҫлӑхӗ — яланлӑхах!» кӗнеке куравне йӗркеленӗ. Районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна хальхи чӑваш ҫырулӑхӗн никӗслевҫине И. Я. Яковлева халалланӑ. Палӑртса хӑварар, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӗнеке куравӗ темиҫе пайран тӑрать. Куракансем Иван Яковлевӑн биографийӗ ҫинчен пӗлме ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех ачасем валли ҫырнӑ кӗнекесемпе те паллашма пултарӗҫ. Куравра Лев Кураковӑн, Геннадий Волковӑн, Юхма Мишшин тата ыттисен кӗнекисене вырнаҫтарнӑ. Кӗнеке куравӗ ака уйӑхӗн 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей ФСБӑн Чӑваш Енри управленийӗ Мускаври аслӑ вӗренӳ заведенийӗн регионти уйрӑмӗн ӗҫченӗ тӗлӗшпе вырӑс чӗлхине пӗлни ҫинчен калакан сертификатсемпе саккуна пӑсса тивӗҫтернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе РФ ПК 322.1 статьян 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе, урӑхла каласан, ушкӑнпа саккуна пӑсса миграци йӗркеленӗшӗн, пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ вӗренӳ заведенийӗн сотрудникӗ экзаменсен результачӗсене фальсификациленӗ, ҫапла майпа вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата унӑн саккунӗсене пӗлни ҫинчен сертификат панӑ. Ют ҫӗршывсенчи граждансем хӑйсен сертификачӗсемпе Раҫҫейре пурӑннине легализацилеме усӑ курнӑ. Ку тӗлӗшпе аслӑ вӗренӳ заведенийӗн ӗҫтешне кӑна мар, ҫавӑн пекех унӑн пӗлӗшне те айӑплаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.media сайтра илнӗ сӑн Шупашкарта 35-мӗш автобус маршручӗпе ҫынсене турттаракан организаци пысӑк автобуссенчен хӑтӑлать. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет. «Швейрар» директорӗ Александр Козлов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пысӑк автобуссене вӑтам автобуссемпе улӑштарнин сӑлтавӗ вӗсен вӑрӑмӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем Воробьев композиторсен урамӗнчен Ярославль урамне пӑрӑннӑ ҫӗрте вырнаҫаймаҫҫӗ — вӗсен ирӗксӗрех хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивет. 12 метрлӑ виҫӗ алӑклӑ автобус вырӑнне перевозчик 10 метрлӑ икӗ алӑклисене туянать. Вӗсем «Волгабас»-семех пулӗҫ, анчах ҫӗнӗрех. Палӑртмалла: асӑннӑ маршрут ҫинче ҫынсене турттаракана калӑпӑшӗпе вӑтам тата пысӑк автобуссемпе усӑ курма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушнипе ҫак эрнекун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамне юсаса ҫӗнетекен организаци элчисемпе хула ҫыннисен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Тӗлпулу «Салют» КК-ра иртӗ. Пуҫламӑшӗ 10:00 сехетре. Хула ҫыннисемпе тӗлпулӑва «Дорисс» ПАО организацийӗн, саккаса тӑратнӑ Шупашкар хулин «ЖКХпа тирпейпе илем кӗртессин управленийӗ» МБУ элчисем, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх чиновникӗсем тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ҫыннисем килӗҫ. Асӑннӑ пӑтӑрмахлӑ урама малалла юсаса ҫӗнетес ӗҫсем кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Паллах, хӑшпӗр кунсенче водительсен транспорт юхӑмне чарнипе тӗл пулма тивӗ. Ҫавӑн пекех Граждан тата Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ункӑна реконструкцилеме пуҫлани те хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене кӑларса тӑратать. Троллейбуссемпе автобуссем валли ку тапхӑрта ҫӗнӗ схемӑсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |