Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Унта, тӗпрен илсен, паллӑ поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра», — тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче, Красноармейски тата Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре крематори пулатех тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Унран та ытларах. 5 ҫул каялла крематорие 2020 ҫулта уҫассине хыпарланӑччӗ. «Крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Никита Сурский. Анчах тем сӑлтава пула ҫав ӗҫе вӗҫлеме май килмен. Халӗ вара Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Декнис Спирин крематори валли 10 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ иккен. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тавлашуллӑ ыйту
Чӑваш чӗлхи
Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ. Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех. Ку япала, паллах, чӑваш чӗлхи тавра кӑна пулса иртмест — ӑҫта ан пӑх: йӗри-таврах ҫакнашкал. Аслӑ шкул дипломне илесси паянхи кун нимех те мар. Укҫи кӑна пултӑр. Совет саманинче аслӑ шкула чӑнах та ӑслисем кӑна вӗренсе пӗтернӗ, диплом вӑл вӑхӑтра пысӑк хисепре пулнӑ. Паян вара? Икӗ-виҫӗ дипломлисем сахал мар. Дипломсем кӑна мар, чаплӑ ятсем тавра та ҫавнашкалах лару-тӑру. Халӑх ҫыравҫи е халӑх поэчӗ ята илес тесе чӑн та халӑх хисеп тума пултаракан хайлавсем ҫырас тесе тӑрмашмаҫҫӗ — ятне хӑйне илес тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. |
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ общество транспорчӗн икӗ чарӑнӑвӗн ятне улӑштарма сӗнет. Ку тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав иртет. «Ҫыхӑну техникумӗ» чарӑнӑва «Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ» теесшӗн. «Металлист» савута вара «Шупашкарти МГЭУ институт /филиал/ ят пама сӗнеҫҫӗ. Ку пуҫару – Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Петровӑн. Ун патне чарӑнусен ятне улӑштарсси пирки сӗнӳсем килнӗ-мӗн. Сӑмах май, Ҫыхӑну техникумӗ халӗ ҫук ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() eco.rosuchebnik.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гузовский паркӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян ирхи 10 сехетре «Гузовский ращи» паркра арҫын виллине асӑрханӑ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл 60 ҫулсенче. Вырӑна полицейскисем тата следовательсем ҫитнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пусмӑрласа вӗлермен, вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ хӗрарӑм вӗрентекенсен премийӗсене илнӗ те хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ: хӗрне кредит тӳлеме пулӑшнӑ, шкул валли те укҫа юлнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштавччен вӑл виҫӗ вӗрентекенӗн преми пайне илнӗ. Пӗтӗмпе - 149 пин тенкӗ. Ку укҫапа вӑл шкулти хуҫалӑх расхучӗсемшӗн тӳленӗ, хӗрне те кредит тӳлеме панӑ. Следстви вӑхӑтӗнче хӗрарӑм тӑкаксене саплаштарнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2,5 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ASАМАT ушкӑнӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе черетлӗ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра культура ӗҫченӗсем те пур. Иккӗн. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкар хулинчи «Азамат» обществӑн «Азамат» (официаллӑ документра ҫавӑн пек ҫырнӑ. Пире чӑвашлатса каласан та юрать пулӗ) чӑваш эстрада ансамблӗн ертӳҫи Алевтина Михайлова тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Осипова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкрати Павлов мичман урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра лифтсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Йӑлтах вӑрӑсене пула. Такамсем 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш подъездри лифтсен пайӗсене вӑрласа кайнӑ. Вӗсем вара йӳнӗ тӑмаҫҫӗ. Ҫавна май лифтсем хӑҫан ӗҫлесе каясси паллӑ мар-ха. Палӑртмалла: ҫуртра пӗтӗмпе тӑватӑ подъезд. Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсем палламан ҫынсене, хӑйсене урӑхла тытакансене, курсан кун пирки полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нина Шпилевая. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Нина Шпилеваяна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нина Ивановна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Нина Шпилевая – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти членӗ. Вӑл 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Сыреҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче илнӗ. Ҫапла вара вӑл — зоотехник та, патшалӑхпа муницпалитет правине те аван пӗлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулин администрацине Денис Трифонов ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва муницпалитетра паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнма харӑсах тӑватӑ ҫын ӗмӗтленнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ кандидатурӑна тишкернӗ те ятарласа йӗркеленӗ конкурс комссийӗ. Депутатсен ларӑвӗ валли икӗ кандидатурӑна суйласа илнӗ: Юлия Друзинӑна тата Денис Трифонова. Денис Владимирович 42 ҫулта. Вӑл 2003 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Улатӑрти хулан электричество сечӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятин директорӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |