Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтанпа, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен, Чӑваш Енри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем урӑхларах ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Больницӑсем планпа пӑхнӑ амбулатори пулӑшӑвне пама пӑрахӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑлармӗҫ, диспансеризаци те тухаймӑн. Ҫавна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара тухтӑрсене кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшма явӑҫтарассипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫивӗч вирус респиатор инфекцийӗпе тата кӑшӑлвируспа аптӑракансене амбулатори центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тухтӑрсене ҫӗнӗлле ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фейсбукри Ирина Оленкинан страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗпе, куҫаруҫӑпа, общество ӗҫченӗпе Юрий Сементерпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулуччен маларах поэтӑн 80 ҫулхине халалласа «Тебе пою, Чувашия моя» курав хатӗрленӗ. Поэтпа тӗлпулма Шупашкарти медицина коллеждӗн студенчӗсене йыхравланӑ. Поэт сӑвӑсене епле ҫырни ҫинчен класа кӑтартнӑ. Автор тӑван ҫӗре, амӑшне халалласа, ҫынсен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхне мухтаса, юратупа хӑпартланса ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ. Юрий Сементер сӑввисемпе тӗрлӗ композитор 300 ытла сӑвва юрра хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи кӑрлачӑн 12–24-мӗшӗсенче Петӗр Хусанкай поэт ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа вӗрентекенсемпе вӗренекенсен пултарулӑхӗн «Хусанкай вулавӗсем – 2022» фестивалӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Фестивале Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен пӗтӗмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. «Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене чӑвашла, тутарла, вырӑсла вуласа ӳкернӗ видеороликсем хатӗрлесе кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтернӗ Вӗренӳ институтӗнче. «Пӑшӑрхантараканни – конкурса хутшӑнакансенчен ҫурри ытла «Таня» поэма сыпӑкӗпе «Тилли юррисем» ярӑмри «Мехел» сӑвва вулани. Малашне фестивале хутшӑнакансен шкул программине кӗртнӗ сӑвӑсене кӑна вуламалла мар, ун картинчен те тухас пулать. Картаран тухма пултарни вӗрентекен чӑваш литературине пӗлнине тата унӑн тавра курӑмӗ анлӑ иккенне кӑтартать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаевӑн мемориал комплексне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. 2021 ҫулта ҫав тӗллевпе республика бюджетӗнчен 9,5 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Вӑл укҫана планпа смета документацине йӗркелесе ҫитерме тесе уйӑрнӑ. «Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑш-пӗр ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса парса Чӑваш Енӗн Стройминӗпе проект ӗҫӗсене пуҫарса ярӗ», — палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ май. Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, проект хакӗ 350 миллиона яхӑн тенке кайса ларӗ. Музейпа юнашар 4 хутлӑ ҫурт туса лартасшӑн. Ҫапла вара экспозици залӗсем, «Планетари», интерактивлӑ кафе, «Хальхи вӑхӑтри космос» интерактивлӑ зал , конференц-зал, обсерватори пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтран илнӗ скриншот Эрнекун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ пулма Алексей Иванова шаннӑ. 48-мӗш номерлӗ хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офицаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Паянхи куна илсен, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн виҫӗ заместитель: Алексей Лукшин (пӗрремӗш заместитель), Ольга Хлебникова тата Алексей Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен чӗлхине вӗренме май туса парасшӑн. Ку шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ. «Эпир республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн культура эткерлӗхӗпе тата халӑх ӳнерӗн йӑли-йӗркипе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш чӗлхине аталантарассипе ҫыхӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессипе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Унпа пӗрлех Чӑваш Енре пурӑнакан ытти халӑхӑн чӗлхине вӗренме те услови туса памалла», —тенӗ Олег Николаев Ҫырура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем сахалланнӑ. Стационара сипленме выртакансем те кӑштах чакнӑ. Анчах чирлекенсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать. Иртнӗ талӑкра республикӑра 630 ҫын инфекциленнӗ. Кун пекки ку таранччен пулман. 137 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 204 ҫын. 2 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 51067 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42768-шӗ сывалнӑ. Ку 83,7 процентпа танлашать. Пӗтӗмпе 4198 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Танлаштармашкӑн: иртнӗ эрнере 25 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 136 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() igis.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланса пынине кура республикӑри икӗ пульница ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Хулари 2-мӗш пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 80 койка хатӗрленӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗнче тепӗр 30 койка пур. Хальхи вӑхӑтра ковид-госпитальсенче пӗтӗмпе 1146 койка хатӗрленӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне стационарсенче кӑшӑлвируспа чирлӗ 1011 ҫын выртнӑ. Вӗсенчен 191-шӗн сывлӑх йывӑр. 25-шӗн сывлӑхӗ пушшех те йывӑр. Вӗсем ИВЛпа сывлаҫҫӗ. Резервра – тепӗр 2 пин койка. Кирлӗ пулсан вӗсене те хута яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() rybinsk.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура Чӑваш кадет корпусӗнче вӗренекенсене тӳлевсӗр апат ҫитересси пирки каланӑ. Ҫавӑн пекех тумтиршӗн те тӳлеме тивмӗ. Анчах ку ҫӗнӗлӗхе ҫитес вӗренӳ ҫӳлӗнчен пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. «Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти кадет корпусӗсен хушшинче Чӑваш кадет корпусӗн сумне, рейтингне ӳстерес тӗллевпе кадетсене пурне те тӳлевсӗр вӗри апатпа, тумтирпе тивӗҫтерме хушнӑ», - тенӗ Олег Николаев. Халӗ специлистсем кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре йӑлара усӑ курмалли химипе наркӑмӑшланнӑ ачасен йышӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне ку ашшӗ-амӑшӗ тимлӗхне ҫухатнӑран пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине апат ҫулне пӗҫертсе янӑ 8 ачана илсе килнӗ. Шӑпӑрлансем тасатмалли хатӗр, чӗрне тасатмалли шӗвек, уксус ӗҫсе шар курнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал шӑпӑрлансен пульницӑра нумай вӑхӑт выртма, чылай сипленме тивет. Реабилитаци тапхӑрӗ те вӑраха тӑсӑлать. Ачасем магнит, батарейка, тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |