Вӗренӳ
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене, пӗрремӗш компонентпа вакцинациленменнисене, экзамена, аслӑ шкула кӗртме пӑрахӗҫ. Унашкаллисене дистанци мелӗпе вӗренме ярӗҫ. Кун пирки аслӑ шкулӑн ректорӗ хушу кӑларнӑ-мӗн. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен вара иккӗмӗш компонентпа вакцинациленменнисене кӗртме пӑрахӗҫ. Анчах хальлӗхе университетра ку хыпара ҫирӗплетсе калаймаҫҫӗ, хушӑва татӑклӑн йышӑнман-мӗн. Студентсем экзаменсене дистанци мелӗпе те тытма пултараҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул умӗн Шупашкарта ретро-троллейбус маршрут ҫине тухӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫула тухакан ретро-троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ, вӗсем пассажирсене кӗтсе илӗҫ. Салона гирляндӑсемпе, «кӗмӗл ҫумӑрпа» илемлетнӗ. Троллейбус 9 сехет те 25 минутран пуҫласа 18 сехет те 25 минутчен ӗҫлӗ. Апатлану вӑхӑчӗ те пулӗ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра 1964 ҫулта кӑларнӑ ЗиУ-5 троллейбуса Р саспаллипе шыраса тупма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ria сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирусран прививка тутарасран хӑшӗсем пӑрӑнса ҫӳренӗ, теприсене хистесерех тума ыйтнӑ вӑхӑтра виҫҫӗмӗшӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпех тухтӑр патне каяҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та вакцинаци тутарнӑ ҫеҫ мар, вӑл ревакцинаци витӗр тухма хатӗрленет. «Вакцинаци тунӑранпа ҫур ҫул иртнисене ҫак мелпе пурне те усӑ курма сӗнетӗп. Вӑрӑм канмалли кунсенче кун валли питех те меллӗ тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи. Вакцинӑн пӗрремӗш компоненчӗпе вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче прививка тутарнӑ, иккӗмӗшне — ҫу уйӑхӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Килес ҫул пирӗн республикӑра Ентешсен форумӗ иртӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви Ентешсен форумне ирттерме шухӑшлать. Мероприятие 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пухасшӑн. Шӑпах ҫав уйӑхра Шупашкарти экономика форумӗ иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тата чикӗ леш енче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене йыхравлӗҫ. Ентешсен форумӗ паллӑ пулӑм пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер калашле, пӗр енчен, ентешсем пӗр-пӗринпе паллашайӗҫ, иккӗмӗшӗнчен, ҫамрӑксем мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен пӗлейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен финанс министрӗ пулнӑ Светлана Енилина Питӗр хулинче ӗҫлеме тытӑннине эпир пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫӗнӗ ҫӗрти ӗҫе вӑл 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен кӳлӗннӗччӗ. Светлана Енилина Питӗр хулинче финанс комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Халӗ вара тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Светлана Енилина Питӗр хулинчи финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер: Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Ҫӗнӗ ҫула черетлӗ ҫитӗнӳпе кӗтсе илет. Унти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева «Контактра» ушкӑнри шкул пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем ҫулсеренех район шайӗнчи уроксен фестивальне хутшӑнаса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сӑрпа Хусан чиккисен хӳтӗлевҫисене халалласа ирттернӗ». Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи 5 класс ачисем ҫав урокра поэзин тӗнчин асамлӑхӗпе, сӑвӑ ҫырас вӑрттӑнлӑхсемпе паллашнӑ. Урока хаваслӑрах, тухӑҫлӑрах тума инҫет мелпе ҫитнӗ Юрпике (Шупашкарти пукане театрӗн артистки Оля Тарасова) пулӑшнӑ. Фестиваль валли ирттернӗ 25 минутлӑх видеоурока район шайӗнчи жюри ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хӗрлӗ тӳремри боллардсем Чӑваш Республикин тӗп хулин Хӗрлӗ тӳремӗнче боллардсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль Умӗнче) портал пӗлтерет. Боллардсем — чӑрмав кӗрес тӗлӗшпе ҫул лаптӑкӗнчен тухма тата пытанма пултаракан ятарлӑ юпасем. Шупашкарта вӗсемпе пӗрремӗш хут усӑ кураҫҫӗ. Юпасене кӑларас е пытарас ӗҫе пультран е смартфонран тӑваҫҫӗ. Коммуналлӑ техникӑна ирттерсе яма вӗсем ҫул ӑшне пытанӗҫ, ытти чухне хула ҫыннисен транспорчӗ ҫӳресрен чарса тӑрӗҫ. Боллардсене вырнаҫтарма 4,66 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӗсене нимӗнпе те сӑрламан, ҫавах каҫхи вӗсене ҫутатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ҫӗнӗ ҫулта ваттии те, вӗтти те тӗлӗнтермӗш кӗтет. Юлашки вӑхӑтра пирӗн облаҫра та, Раҫҫейре те Хӗл Мучине ҫыру ярасси анлӑ сарӑлчӗ. «Ӗмӗт чӑрӑшӗ» кашни субъект правительствинче, муниципаллӑ пӗрлӗхре пур. Ачасем унта Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче хӑйсем мӗн пирки ӗмӗтленнине ҫырса яраҫҫӗ. Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш ачин Гриша Петровӑн та ӗмӗчӗсем пысӑк. Вӑл Хӗл Мучине хӑй ашшӗпе час-часах УАЗ машинӑна юсанине, ҫавӑнпа та вӗсене юсама ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе мӗнле туса кӑларнине курас килни пирки ҫырса янӑ. Ульяновск хула администрацийӗн «Ӗмӗт чӑрӑшӗ» ҫинчи ҫырӑва хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Вавилин илсе вуланӑ. Вӑл Гришӑн ӗмӗтне хаваспах пурнӑҫланӑ. Мӗншӗн тесен пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ — автозавод. Сӑмах май каласан, Гришӑн аслашшӗн Петр Петровӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ те — УАЗ. Предприяти ӗҫченӗсем пуҫлӑхпа Гришӑна тӗп конвейер ӗҫне кӑтартнӑ. Кунта пӗр вӑхӑтрах 500 ҫын вӑй хурать — пӗр йӗр ҫинче «Патриотсем», «Хантерсем», «Профи», иккӗмӗшӗнче — «Буханкӑсем», «Фермерсем» тата ытти модельсем пухаҫҫӗ. Ачана пурте интереслӗ пулнӑ: машшин рамисене, ун ҫине мостсем, передачӑсен коробкипе двигателе вырнаҫтарни, рабочисем детальсене мӗнле майлаштарни тата ытти те. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен „Канаш“ хаҫачӗпе облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫумӗнчи Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн «Атӑл юрри» илемлӗ литературӑпа публицистика альманахӗ кун ҫути курчӗ. Обществӑлла редколлеги 5 (7) номере Ҫӗнӗ чӑваш алфавитне 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак кунсенче хулари 17-мӗш номерлӗ наци вулавӑшӗнче унӑн хаклавӗ те иртрӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм 122 страницӑран, «Поэзи», «Проза», «Ҫамрӑк хунав», «Публицистика», «Таврапӗлӳ», «Юрӑ-кӗвӗ» пайсенчен тӑрать. Альманаха вырӑнти 27 ҫыравҫӑн илемлӗ хайлавӗсем кӗнӗ. „Атӑл юррин“ историйӗ пысӑк. Унӑн пӗрремӗш номерӗ 1920 ҫултах тухнӑ, иккӗмӗшӗ – 1921 ҫулта. Кун хыҫҫӑн ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче наци политикин ҫӗнӗ хумӗ ялкӑшма тытӑнсан, чӑваш ҫыравҫисем „Шевле“ литература пӗрлешӗвне пухӑнсан, 2000 ҫулта тин 3-мӗш номерӗ кун ҫути курма пултарчӗ. Редакторӗ В.Ф. Ромашкин. Ҫӗнӗ ӗмӗрте вӑл — пӗрремӗш. Ҫавӑнпа номерӗ те иккӗллӗ ҫырӑнать — 1(3). 2012 ҫулта шевлеҫӗсемпе хаҫат редакцийӗ тепӗр номер кӑларчӗ — 2 (4). Редакторӗ Н.Н. Ларионов. 2019 ҫултанпа „Атӑл юрри“ кашни ҫулах — виҫӗ номер (3 (5), 4 (6), 5 (7) — вулакан патне ҫитрӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» ушкӑнри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ. «Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра. Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ. Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |