Персона
![]() Галина Мадеева. Театр архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Паян, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш АССР халӑх артистки Галина Мадеева (06.01.1922 –24.01.2010) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Галина Тимофеевна Шупашкар районӗнчи Шупашкарҫин ялӗнче (хальхи вӑхӑтра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин) ялӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта пулас артисткӑн ҫемйи Шупашкара куҫса кайнӑ. Вӑтам шкула пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хӗр артист пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Тӑрӑшни сая кайман. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСри актёр факультетне, Чӑваш студине, вӗренме кӗнӗ. Чи лайӑх студентсен шутӗнче пулнӑ, О.Л. Книппер-Чехова тата Сталин стипендийӗсене тивӗҫнӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Мадеева 36 ҫул (1947-1983 ҫулсенче) ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2021 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2022 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле. Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси. Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата муниципаллӑ округри ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ. Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алексей Исаев скульптор. Кунгур ҫӗр хӑвӑлӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗ Кунгурти ҫӗр хӑвӑлӗнчи собор кӳлепине Чӑваш Енри скульптор туса лартнӑ. Пермь тӑрӑхӗнчи Кунгурти ҫӗр хӑвӑлне кӗрсе курма чылай ҫын ӗмӗтленет. Халӗ ҫав вырӑн тата та асамлӑрах. 3,5 метр ҫӳллӗш пӑр кӳлепене Алексей Исаев ӑста хӑйне пулӑшакан тепӗр ҫынпа хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе каҫхине, 17 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен, пурнӑҫлама тивнӗ. Ку вӑхӑтра туристсем ҫук-ҫке. Вырӑн хӗсӗк те тӑвӑр пирки ӗҫлеме ҫӑмӑлах пулман. Анчах тӗрлӗ кӳлепене ӑсталама маттур скульптор тар тӑкни сая кайман. Ҫӗр хӑвӑлӗнче бензин пӑчкӑпа ӗҫлеме юрамасть, ҫавӑнпа пӑра электропӑчкӑпа тата аккумуляторлӑ пӑчкӑпа касма тивнӗ. Алексей пирки ҫакна палӑртмалла. Ҫартан таврӑнсан вӑл художество пӗлӗвне илнӗ. Ирӗклӗ художник пулса ҫӗршыв тӑрӑх чылай ҫӳренӗ. 11 ҫул каялла Кунгура кайсан унти вырӑнсене килӗштерсе пӑрахнӑ та халӗ те ҫавӑнтах пурӑнать. Пысӑк лаптӑк ҫӗр туяннӑ. Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе аппаланса пӑртан тата йывӑҫран кӳлепесем ӑсталать, ача-пӑча лапамӗсем тӑвать, культура паркӗсене илемлетет, ӳкерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен тӗнче тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнчи Тагна ялӗнче чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ. Унти чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи канмалли кунсене хӑйсем патӗнче савӑк ирттерме сӗнеҫҫӗ. Хӑнасем валли йӑхташӑмӑрсем пӗр кунлӑх программа хатӗрленӗ. Хӑнасене Танга чӑвашӗсем кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, пӗр кунлӑх турпа пыракансене кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран кӗтӗҫ. Тагна ялӗнчи Кану ҫуртӗнчи ятарлӑ программа 11 сехетре Хӗл Мучипе Юрпике кӗтсе илнинчен пуҫӑнать. «Тасалу» йӑлине кӑтартнӑ хыҫҫӑн чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Кайран чӑваш теприне тӗрлеме вӗрентӗҫ, унтан Ҫутҫанталӑк тата Ҫар госпиталӗн музейӗсене илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Светлана Гордеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. Вырӑсла ҫыракан авторсен пӗлтӗр пичетленсе Наци библиотекинчи «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекипе те паллаштарма палӑртнӑ унта. Литература ёлки 16 сехетре 212-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Антонина Андреева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» видеороликсен регионсем хушшинчи конкурсне хутшӑннӑ аякри чӑваш музея кӗнеке парнеленӗ. Ку хыпара Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑннӑ ҫав ҫын – Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Илим Ту ялӗнчи Михаил Васильев. Вӑл Курак Йӑванӗн «Асатте», «Ҫуркунне», «Хӗллехи ир» сӑввисене вуланӑ. Антонина Андреева хыпарланӑ тӑрӑх, «Пензӑран Мускава ӗҫлеме ҫӳрекенскер Курак Йӑванӗн чӑвашла кӗнекине репринт мелӗпе Наци библиотекинче ҫӗнӗрен кӑларнӑ. Пӗр экземплярне Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне парнеленӗ». Антонина Андреева калашле, кашниех чӑваш ҫыравҫисен эткерлӗхне хӑйне май упраса халӑх хушшинче сарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта паян ҫӗрле пушар пулнӑ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш «а» адреспа вырнаҫнӑ общежитири пӳлӗм ҫуннӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре 417-мӗш пӳлӗмре пушар тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрах, ӳсӗр арҫын сӳнтермен пируспа ҫывӑрса кайнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, пушара часах сӳнтернӗ. Пӳлӗмри сӗтел-пукана чӳречерен урамалла ывӑтнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу та ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын лотерейӑра пысӑк укҫа выляса илнӗ. Кун пирки Столото сайтӗнче пӗлтернӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкар арҫынни ӑнсӑртран миллионер пулса тӑнӑ. Вӑл «Спортлото «5 из 36» лотерейӑра 4 миллион та 769 пин те 8 тенкӗ выляса илнӗ. Ку – суперпарне. Арҫын лотерея билетне 40 тенкӗпе туяннӑ. Ӑна халӗ Мускавра кӗтеҫҫӗ, унӑн укҫана илсе каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Еньккан «Повествование о чувашах» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Пирӗн халӑхӑмӑрӑн историйӗ пуян. Халӗ пире «чӑвашсем» теҫҫӗ. Ӗлӗк-авал вара пире урӑх ятсемпе (этнонимсемпе) пӗлнӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта. Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ кӗнеке Елена Еньккан – хушса пуянлатнӑ виҫҫӗмӗш кӑларӑмӗ. Кӗнеке рецензенчӗ – филологи наукисен докторӗ Н.И. Егоров, редакторӗ – В.Н. Алексеев, художникӗ – Е.В. Александрова. Елена Енькка чӑвашсен историйӗпе паллаштарнӑ. Халӑхӑмӑр утса тухнӑ кун-ҫула, вӑл пурӑннӑ вырӑнсене картта ҫинче кӑтартса панӑ. Автор чӑваш чӗлхи ҫинчен те нумай ҫырса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мия ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Муркаш районӗнче ҫӗнӗ 2022 ҫулта регистрациленнӗ пӗрремӗш ача Мия пулса тӑнӑ. Кун пирки Муркаш район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пресс-служби пӗлтерет. Мия районта чи пӗрремӗш пулса тӑчӗ пулин те, ҫемьере вӑл виҫҫӗмӗш ача кӑна. Хӗрача Ҫӗнӗ ҫул умӗн Дениспа Маргарита Плотниковсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче илнӗ пӗрремӗш документа илме Мия ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пынӑ. ЗАГС пайӗн ӗҫтешӗсем ашшӗ-амӑшне виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, хӗрачана хӑйне ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳсме суннӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |