
Шупашкарти Граждан урамӗнче пӗр водитель асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) мӑнукне таптаса кайнӑ.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрхануллӑ пулмалла ҫав. Светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне те малтан пӑхса илмелле. Светофор ҫук ҫӗрте пушшех те асӑрханмалла, мӗншӗн тесе тепӗр водитель йӑпӑр-япӑр чарӑнасшӑн мар.
Ҫавӑн пек инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Аслӑ ҫынпа ача Граждан урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче пассажирсене каҫса ҫӳремелли вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль урапи айне 55 ҫулти хӗрарӑмпа 6 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ.
Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра, пулнӑ.
31 ҫулти арҫын питбайкпа ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулни паллӑ. Йывӑр аманнӑ арҫынна Канаш районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, вӑл каярахпа, 17 сехет ҫурӑра, унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Арҫын ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнӑ-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна химипе токсикологи тӗпчевӗ палӑртӗ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, М-7 автоҫул ҫинче пӗр водитель вилмеллех аманнӑ. Инкек 18 сехет те 40 минутра Муркаш районӗнчи Хыркассинчен инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫулпа пыракан Мускав облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель йывӑр тиевлӗ «Скания» автомобильпе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Вольво» фургонпа айккинчен ҫапӑнса иртсе кайнӑ.
Инкеке пула фургонӑн хӑмисенчен пӗри «Скания» автомобиль кабинине ватнӑ, Мускав облаҫӗнчи водитель вилмеллех аманнӑ. Фургон водителӗ, Псков облаҫӗнчи 64 ҫулти арҫын, урах пулнӑ, вӑл аманман.

Минска Чулхуларан та самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кӳршӗллӗ Беларуҫ Республикипе Чулхулана самолетсем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарӗҫ. Эконом-класс билетсен хакӗ 9 пин те 350 тенкӗрен пуҫланать.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫӗршыва Шупашкартан тӳрремӗн ҫитме май килӗ. Билет хакӗ йӳнӗрех те: 7 пин те 100 тенкӗрен пуҫласа. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Минска тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен кайма пулать.
Чулхуларан вара самолетсем эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗҫ: ытларикунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен.

Паян ҫӗрле Канаш округӗнче пулнӑ аварире 27 ҫулти водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӑрушӑ авари Вӑтапуҫ ялӗ патӗнче пулнӑ. «Вольво» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран водитель питӗ вӑйлӑ аманнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.
Водитель урӑ пулнӑ-и е ҫук-и – Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автобуспа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкекре 1 ҫын вилнӗ, 10-ӑн аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗрне килте сипленме янӑ. Инкекре аманнисем хушшинче ачасем ҫук тесе пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) форумра хыпарланӑ тӑрӑх,
«Гранта» ҫӑмӑл машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ПАЗ автобуспа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ.

Шупашкар районӗнчи ялсенче нимелле ҫул юсаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне халӑхран пухнӑ, ыттине — республика тата муниципалитет хыснинчен уйӑрнӑ. Вырӑнти администрацин хӑтлӑх кӳрессипе тата территорие аталантарассипе ӗҫлекен управлени 11,5 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пурнӑҫлакана Мускавран тупнӑ.
Мускаври подряд организацийӗн ҫулсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен юсаса пӗтермелле.
«Автомобиль ҫулӗсене юсасан транспорт инфраструктури лайӑхланӗ, ку вӑл ялсенче пурӑнакансемшӗнех лайӑх», – тенӗ республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службӑн ертӳҫи Сергей Егоров.

Паян ирхине Шупашкарта маршрутка ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Инкеке пассажирсене турттаракан транспортсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫӑмӑл машина ҫакланнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 3 ҫын шар курнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 9 сехетре Айхи проспектӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, БМВ машина тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне маршруткӑна ирттерсе яман. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Кайран маршрутка хирӗҫ килекен Renault Logan автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре виҫҫӗн аманнӑ: Renault машинӑн 30 ҫулти водителӗ, общество транспортӗнчи 20 тата 24 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Паян Шупашкарта велосипедпа пыракан ҫынна пӑши амантнӑ.
38 ҫулти арҫын «Роща» ҫул ҫаврӑмӗ тӗлӗнчи Никольски проспектпа пынӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнчен инҫех мар велосипед умне кӗтмен-туман ҫӗртен пӑши сиксе тухнӑ.
Тискер чӗрчун ҫине пырса кӗрес мар тесе арҫын руле пӑрса янӑ, анчах хӑй асфальт ҫине хыттӑн персе аннӑ.
Инкек кӑнтӑрла иртни 12 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ.
Мӑйракаллӑ ҫак чӗрчун йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем пырасса кӗтсе тӑман — ҫывӑхри вӑрмана тарса кӗнӗ.
Шар курнӑ велосипедиста васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унти тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ.

Паян Шупашкарти аэропорта каллех хупса хунӑ. Вӑхӑтлӑха.
Хулара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тата ракета хӑрушлӑхӗ пуртан сирена янӑранине эпир кӑшт маларах хыпарласа ӗлкӗрнӗччӗ. Ҫавна май самолётсем те вӗҫме чарӑннӑ. Ку вӑл — хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑнас тӗллевпе тунӑ йышӑну.
Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак самантра Тамбоври, Пензӑри, Сарӑтури, Самарти, Чӗмпӗрти аэропортсене хупса хунӑ.
Сӑмах май каласан, паян ирпе, ҫичӗ сехет хыҫҫӑн, сирена Ҫӗнӗ Шупашкарта та янӑранӑ.
