
Паян, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре ҫул ҫинче пысӑк инкек пулса иртнӗ.
«Атӑл» М-7 ҫул ҫинче ирхи 4 сехет тӗлӗнче Патӑрьел районӗнчи 42 ҫулти арҫын «ГАЗ» машинӑпа хирӗҫ килекен ҫул ҫинчен хӑйӗн ҫулӗ ҫине тухма хӑтланса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Фургон «Фольксваген Транспортера» айккипе пырса лекнӗ хыҫҫӑн «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ 45-ри хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
«Фольксвагенри» икӗ ача аманнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Паян Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫланӑ.
Вӑл мӗнл маршрутпа ҫӳренипе паллаштаратпӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкартан (пӗрремӗш рейс — 4:53, юлашки — 22:48 сехетре): Женя Крутова ур. — Винокуров ур. — Тӗкӗрщ тӑкӑрлӑкӗ — 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх ур. — Воин-интернационалистсен ур. — Совет ур. — «Вятка» автоҫул — Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ — Калинин ур. — Мускав пр. — Шупашкар: 500 ҫул ур. — М.Горький пр. — Университет ур.
Шупашкартан: (пӗрремӗш рейс — 05:02, юлашки — 22:42 сехетре): Университет ур. — М.Горький пр. — Шупашкар: 500 ҫул ур. — Мускав пр. — Калинин ур. — Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ — Воин-интернационалистсен ур. — Винокуров ур. — Женя Крутова ур. — Силикат ур.

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче 17 ҫулти каччӑ машинӑпа кювета чӑмнӑ та тарнӑ.
Унпа салонра 15-ри хӗр пулнӑ, вӑл йывӑр аманнӑ, анчах каччӑ ӑна пӑрахса хӑварнӑ.
Ҫак инкек ӗнер 23 сехетре пулнӑ. Каччӑ «Лада» машина рульне итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ, унтан йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хӗр хыҫалта ларнӑ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнманни паллӑ. Ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ полицейскисем водителе шыраҫҫӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен пулни паллӑ.

Муркаш округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 2 ҫын вилнӗ.
Ку хӑрушӑ авари ӗнер 10:50 сехетре пулнӑ. ВАЗ-2104 ҫул хӗрринчен тухса ҫаврӑнма тӑнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина, водителӗ, 1950 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, тата унӑн 1954 ҫулта ҫуралнӑ йӑмӑкӗ вырӑнтах вилнӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Канашра икӗ ача маршрутка урапи айне пулнӑ.
Улттӑмӗш класра вӗренекен икӗ арҫын ача ҫуран ҫӳрекенсене касмалли вырӑнтан, анчах светофор ҫук ҫӗртен, каҫма тӑнӑ. Ачасем электросамокатпа пулнӑ. Вӗсем маршрутка урапи айне лекнӗ.
Арҫын ачасенчен пӗри суранланнӑ, тепри урине хуҫнӑ.
Инекек вӑхӑтӗнче маршруткӑра ҫынсем пулман. Транспорт техникӑна юсаттарма кайма тухнӑскер пулнӑ.

Паян ирхи 4 сехетре Елчӗк районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Приора» автомобиль ҫул айккине пӑрӑнса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машинӑра тӑваттӑн пулнӑ: 22 ҫулти водитель тата 18-23 ҫулсенчи виҫе пассажир. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче вӗсем пурте хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Чӑваш Енри патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсарлӑхӗн инспекторӗсем пӗр кунта ҫеҫ мар, икӗ сехетре икӗ хутчен пӗр ҫынна ӳсӗрле руль умӗнче тытса чарнӑ.
Ҫул-йӗр патрулӗн службин ятарлӑ батальонӗ пӗр каҫхине Палтай ялӗнче шурӑ тӗслӗ Hyundai Solaris машинӑна чарма тӑнӑ. Анчах 63 ҫулти чарӑнма тӑман, вырӑнтан тапса сикнӗ. Анчах нумай каяйман, машинӑна чарнӑ. Водитель суран тарма та хӑтланнӑ, анчах май килмен. Алкотестерпа тӗрӗсленӗ те вӑл ӳсӗрри палӑрнӑ.
Автомобиле штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, хӑйӗн тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Тепӗр икӗ сехетрен ҫав арҫынна хӗрлӗ тӗсле Renault машина рулӗ умӗнче тытса чарнӑ. Иккӗмӗш машинӑна та штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче Чӑваш Ен Енри тӳре-шара ҫул ҫинчи инкеке лекни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑччӗ. Аварире водитель тата Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ вырӑнтах вилнӗ. «Аудин» 31-ри водительне, унӑн 7-ри ывӑлне тата 55-ри хӗрарӑм-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
нкек хыҫҫӑн пульницӑна лекнӗ Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе тӗрӗслев, право тата кадр пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николаева паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ҫапла вара ҫул синчи инкеке пула администрацире ӗҫленӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Маларах юридици пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Денисова тата Алексей Артемьев водитель вилнӗ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпу ҫывӑхӗнче 22 ҫулти хӗр-водитель тепӗр машинӑна ҫул паманнипе инкеке лекнӗ.
Каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пулнӑ инкекре «Лада X-Ray» автомобиль рульне тытса пынӑ хӗр тӗп ҫулпа пыракан «Шкода Октавия» машинӑна ҫул паман.
Инкекре иккӗн аманнӑ. «Ладӑн» 22 ҫулти водителӗ тата «Шкодӑра» хыҫалти ларкӑч синче ларса пыракан 47 ҫулти пассажир. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫамрӑк водителӗн ОСАГО пулман. Унӑн водитель стажӗ — 1 ҫул.водительский стаж составляет три года.
Водители прошли медицинское освидетельствование на состояние опьянения, результат отрицательный.

Чӑваш Енри тӳре-шара аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 16:20 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Вортынец районӗнче, Чӑваш Ен чиккинчен инҫех мар, пулнӑ.
Шупашкар округӗн администрацийӗн машини, А173АА номерлӗ Geely Atlas Pro, хирӗҫ ҫул ҫине тухса Audi Q3 машинӑпа ҫапӑннӑ.
Аварире водитель тата 45-ри пассажирка (малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар округӗн администрацийӗн юрисчӗ) вырӑнта вилнӗ. «Аудири» 31-ри водителе, 7-ри ывӑлне тата 55-ри пассажиркӑна больницӑна илсе ҫитернӗ.
