
Паян Чӑваш Республикинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Ҫӗрпӳ округӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнчен инҫех мар 15 сехет ҫурӑра пулнӑ.
А-151 федераци трасси ҫинче виҫӗ машина ҫапӑннӑ: «Ауди», «Киа» тата «ВАЗ-21099». Вилмеллех аманнӑ ҫамрӑксем пурте «ВАЗ-21099» машинӑра пулнӑ.
Халӗ вырӑнта Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ӗҫлеҫҫӗ, авари мӗнле сӑлтава пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Шупашкар хулинче икӗ шкул ачи «Лада Гранта» машина айне пулнӑ. Телее, вӗсем вӑйлах аманман. Вӗсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Ку эрнекун, юпа, уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 18 сехет ҫурӑра Кадыков урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Икӗ шкул ачи «зебрӑпа», светофор ҫук ҫӗрте, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ
Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ.
«Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман.
Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ.
Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать.

Шупашкар хулинче Афанасьев урамӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫине пырса кӗнӗ 18 ҫулти каччӑна суд тӑвӗҫ.
Аса илтерер: ку авари утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Каччӑ «Рено Логан» рулӗ умӗнче пынӑ чухне машинӑна итлеттереймен – тротуар ҫине тухса кайса ҫул-йӗр паллине йӑтса антарнӑ, унтан пысӑк хӑвартлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра чарӑнура икӗ ҫын пулнӑ. Хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ. Арҫынна вара, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель айӑпне йышӑннӑ, ывӑннипе руль умӗнче ҫывӑрса кайнине пӗлтернӗ. Каччӑ водитель правине инкекчен пӗр уйӑх маларах кӑна илнӗ.
Каччӑна 5 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

Шупашкар хулинче Ленин Комсомолӗн урамӗнче «зебра» ҫинче хӗрарӑмпа хӗрачана таптаса кайнӑ автокран водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 36 хутчен явап тыттарнӑ. Ытларахӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.
Аса илтерер: инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. 41 ҫулти хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.
Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.

Шупашкар хулинче ҫул-йӗр ҫинче пысӑк инкек пулнӑ: автокран 41 ҫулти хӗрарӑма вилмеллех таптаса кайнӑ.
Ку паян 10:15 сехетре Ленин Комсомолӗн урамӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм хӗрачапа пӗрле «зебра» урлӑ каҫнӑ, унта светофор ҫук. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине автокран пырса кӗнӗ. Водитель таптаса кайсан кӑна чарӑннӑ.
Хӗрача тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ, ӑна тухтӑрсем вырӑнта пулӑшу панӑ, пульницӑна илсе кайман. Хӗрарӑм вара вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Тӑвай округӗнче «Лада» кювета чӑмнӑ. Машинӑра ача пулнӑ. Шел те, вӑл аманнӑ.
Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари шӑматкун каҫхине, 21:03 сехетре, «Энӗш – Енӗш Нӑрваш» ҫул ҫинче пулнӑ. Руль умӗнче 1984 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Анчах вӑл руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл тата водитель аманнӑ. Ҫакӑ паллӑ: арҫын ача хыҫалта ятарлӑ ларкӑчсӑр пулнӑ. Иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ.
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ачана киле янӑ, водителе вара сипленме хӑварнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель – Канаш хулинчен. Вӑл руль умӗнче 2007 ҫултанпа ларать. Кӑҫал вӑл ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене ултӑ хутчен пӑсни паллӑ. Хими-токсикологи экспертизи вӑл ӳсӗр е урӑ пулнине палӑртӗ.

Паян, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 13 сехет те 30 минутра Канаш округӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ: икӗ «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 24 ҫулти водитель Чӗмпӗр хули еннелле кайнӑ чухне хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр машина рулӗ умӗнче 58 ҫулти арҫын ларнӑ.
Аварире йывӑр сурансене пула 24 ҫулти водитель тата унпа пӗрле ларса пынӑ 21 ҫулти каччӑ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ҫакна палӑртнӑ: 24-ри водитель 2023 ҫулта права илнӗ, кӑҫал вӑл ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 20 хутчен явап тытнӑ.
Тепӗр водителе, 58 ҫулти арҫынна, пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче авари пулнӑ: икӗ пӗчӗк ача шар курнӑ. Руль умӗнче вара ӳсӗр хӗрарӑм ларнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари паян, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 14 сехет тӗлнелле Хӗрлӗ Чутай ҫывӑхӗнче «Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ. «Форд Фьюжн» машина ҫул ҫинчен тухса кайса кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 28 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм ларнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави те ҫук.
Салонра унӑн икӗ ывӑлӗ – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем – пулнӑ. Иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем кӗҫӗннин сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Хӗрарӑмӑн – виҫӗ ача. Вӑл тунман: руль умне лариччен эрех ӗҫнӗ. Медосвидетельствовани юнри алкоголь 0,325 мг/л-пе танлашнине палӑртнӑ.
Халӗ полици ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Тӗрӗслев малалла пырать.

Ҫӗркаҫ Шупашкарта мотоциклист ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Вӑл вилмеллех сурналаннӑ.
Пӑтӑрмах каҫхи 9 сехет те 30 минутра «Контур» завод ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, Етӗрне шоссипе Университет урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта.
«Н003ОА21рус» патшалӑх номерӗллӗ «БМВ» машина автозаправка енне сулахаялла, хирӗҫ килекен ҫулпа пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа мотоциклист пынӑ. «Aprilia» мотоцикл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильпе ҫапӑннӑ.
40 ҫулти байкер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, машинӑн мотоциклиста ирттерсе ямалла пулнӑ. Сӑмах май каласан, мотоциклист байкерсен колоннинчен юлас темен пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Апла-и, капла-и — инкек сӑлтавне патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем палӑртӗҫ.
