
Куславкка районӗнчи ҫула юсама 111,6 миллион тенке кайса ларӗ. Кунта сӑмах «Атӑл» − Сӗнтӗрвӑрри − Октябрьски – Куславкка» ҫул пирки пырать. Ҫула «Дорисс» предприяти юсӗ.
«Чӑвашупрдор» конкурс ирттерсе подряд организаципе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 9,3 километр тӑршшӗ ҫула юсамалла. «Дорисс» компани ҫула 111,6 миллион тенкӗпе юсама килӗшнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 5 предприяти хутшӑннӑ. Заказчик малтанхи суммӑна 180,3 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Подрядчикӑн ӗҫе 2027 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

Шупашкарта паянтанпа, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, ҫӗнӗ маршрутпа автобуссем ҫӳреме пуҫланӑ. 23-мӗш номерлӗ маршрут республикӑн тӗп хулинчи «Груша» микрорайонне (ҫапла, шурӑ Шупашкарӑмӑрта ун пекки те пур) Энергетиксен поселокӗпе ҫыхӑнарӗҫ. Транспорт вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗ, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больници, Оперӑпа балет театрӗ патӗнчен иртсе каять.
Раштав уйӑхӗнче Шупашкарта тата тепӗр маршрут ӗҫлесе кайӗ. 31-мӗш номерлӗскер Энергетиксен поселокне Вӑй агрегачӗсен завочӗпе ҫыхӑнтарӗ.
42-мӗш маршрута вара Хӗвеллӗ микрорайона ҫитиччен ҫӳремелле тӑвӗҫ, 47-мӗшне — Вӑй агрегачӗсен завочӗ патне ҫитиччен.
5-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен тролллейбус лини ҫине тухмӗ, ун вырӑннӗ 6-меш номерли ҫӳрӗ.

Шупашкарти Граждан урамӗнче пӗр водитель асламӑшӗпе (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ) мӑнукне таптаса кайнӑ.
Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрхануллӑ пулмалла ҫав. Светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне те малтан пӑхса илмелле. Светофор ҫук ҫӗрте пушшех те асӑрханмалла, мӗншӗн тесе тепӗр водитель йӑпӑр-япӑр чарӑнасшӑн мар.
Ҫавӑн пек инкек Шупашкарта пулса иртнӗ. Аслӑ ҫынпа ача Граждан урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патӗнче пассажирсене каҫса ҫӳремелли вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине пырса кӗнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль урапи айне 55 ҫулти хӗрарӑмпа 6 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те больницӑна илсе кайнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен пуҫ мими чӗтреннӗ.
Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ. Ку инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра, пулнӑ.
31 ҫулти арҫын питбайкпа ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулни паллӑ. Йывӑр аманнӑ арҫынна Канаш районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, вӑл каярахпа, 17 сехет ҫурӑра, унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Арҫын ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнӑ-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна химипе токсикологи тӗпчевӗ палӑртӗ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, М-7 автоҫул ҫинче пӗр водитель вилмеллех аманнӑ. Инкек 18 сехет те 40 минутра Муркаш районӗнчи Хыркассинчен инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫулпа пыракан Мускав облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель йывӑр тиевлӗ «Скания» автомобильпе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Вольво» фургонпа айккинчен ҫапӑнса иртсе кайнӑ.
Инкеке пула фургонӑн хӑмисенчен пӗри «Скания» автомобиль кабинине ватнӑ, Мускав облаҫӗнчи водитель вилмеллех аманнӑ. Фургон водителӗ, Псков облаҫӗнчи 64 ҫулти арҫын, урах пулнӑ, вӑл аманман.

Минска Чулхуларан та самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кӳршӗллӗ Беларуҫ Республикипе Чулхулана самолетсем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарӗҫ. Эконом-класс билетсен хакӗ 9 пин те 350 тенкӗрен пуҫланать.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫӗршыва Шупашкартан тӳрремӗн ҫитме май килӗ. Билет хакӗ йӳнӗрех те: 7 пин те 100 тенкӗрен пуҫласа. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен кӳршӗллӗ Белоруҫ ҫӗршывне самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Минска тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен кайма пулать.
Чулхуларан вара самолетсем эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗҫ: ытларикунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен.

Паян ҫӗрле Канаш округӗнче пулнӑ аварире 27 ҫулти водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Хӑрушӑ авари Вӑтапуҫ ялӗ патӗнче пулнӑ. «Вольво» рулӗ умӗнче ларнӑ водитель руле итлеттереймен – машина кювета чӑмнӑ та ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран водитель питӗ вӑйлӑ аманнӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.
Водитель урӑ пулнӑ-и е ҫук-и – Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче автобуспа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкекре 1 ҫын вилнӗ, 10-ӑн аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе кайнӑ, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗрне килте сипленме янӑ. Инкекре аманнисем хушшинче ачасем ҫук тесе пӗлтернӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) форумра хыпарланӑ тӑрӑх,
«Гранта» ҫӑмӑл машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса ПАЗ автобуспа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ.

Шупашкар районӗнчи ялсенче нимелле ҫул юсаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайне халӑхран пухнӑ, ыттине — республика тата муниципалитет хыснинчен уйӑрнӑ. Вырӑнти администрацин хӑтлӑх кӳрессипе тата территорие аталантарассипе ӗҫлекен управлени 11,5 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫе пурнӑҫлакана Мускавран тупнӑ.
Мускаври подряд организацийӗн ҫулсене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен юсаса пӗтермелле.
«Автомобиль ҫулӗсене юсасан транспорт инфраструктури лайӑхланӗ, ку вӑл ялсенче пурӑнакансемшӗнех лайӑх», – тенӗ республикӑн Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службӑн ертӳҫи Сергей Егоров.

Паян ирхине Шупашкарта маршрутка ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Инкеке пассажирсене турттаракан транспортсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫӑмӑл машина ҫакланнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 3 ҫын шар курнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 9 сехетре Айхи проспектӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, БМВ машина тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне маршруткӑна ирттерсе яман. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Кайран маршрутка хирӗҫ килекен Renault Logan автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре виҫҫӗн аманнӑ: Renault машинӑн 30 ҫулти водителӗ, общество транспортӗнчи 20 тата 24 ҫулсенчи икӗ ҫамрӑк. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
