Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Сӗнтӗрвӑрри округӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче икӗ «Гранта» ҫапӑннӑ. Пӗр водителӗ вилмеллех аманнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 1991 ҫулта ҫуралнӑ водитель хирӗҫ ҫул ҫине тухса тепӗр «Грантӑпа» ҫапӑннӑ. Унӑн водителӗ, 61 ҫулти арҫын, вилмеллех аманнӑ. Унпа пӗрле пулнӑ 70 ҫулти хӗрарӑма тата 1991 ҫулта ҫуралнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫитес ҫул Чӑваш Енрен Азербайджана тата Турцие самолётсем вӗҫме пуҫласси пирки шантарнӑ. Кун пирки вӑл тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Росавиаци «ИрАэро» авиакомпание Бакуна вӗҫме ирӗк пани пирки пӗлтернӗ, анчах политика лару-тӑрӑвне пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Анчах авиакомпани ҫак ӗмӗте пӑрахӑҫламан-мӗн.

Унсӑр пуҫне ҫуллахи расписание Турцие вӗҫекен рейс уҫасшӑн.

Махачкалапа Калининграда самолетсем килес ҫул та вӗҫӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле пирӗн республикӑра Узбекистан номерӗллӗ автобуса тытса чарнӑ.

А-151 автоҫулпа пыракан транспортра 50 ҫын ларса пынӑ, вӗсем Узбекистанран тата Таджикстанран килнӗскерсем пулнӑ. Автобус Мускавран тӑван ҫӗршыва кайма тухнӑ иккен. Салонта пулнисенчен ҫиччӗшӗн пирӗн ҫӗршывра пулма ирӗк паракан документсем пулман.

Саккуна пӑсса пирӗн ҫӗршывра пурӑннисем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Автобуса йӗрке хуралҫисем чикӗ леш енне каҫса кайичченех сӑнаса пынӑ.

Автобус водительне вара йӗркене пӑсса пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсене турттарса ҫӳренӗшӗн явап тыттарма йышӑннӑ.

 

Ҫул-йӗр

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписанипе ӗҫлеме пуҫлӗ. Мускава Шупашкартан кунне виҫӗ хутчен вӗҫме май килӗ. Икӗ рейса «Победа» авиакомпани пурнӑҫлӗ, теприне — «Аэрофлот».

Хӗллехи вӑхӑтра Шупашкартан самолётсем ҫавӑн пекех Питӗр, Сочи, Минеральные Воды тата Сургут хулисене вӗҫӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ округӗнчи «Туҫи — Кивҫурткасси» патӗнче, пулнӑ аварире 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хавал» водителӗ ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен. Машина кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗр пассажир салонран тухса ӳкнӗ, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Теприне больницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах вӑл ҫул ҫинче сывлама пӑрахнӑ.

Водитель йывӑр суранланнӑ, ӑна Шупашкарти больницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Ҫул-йӗр

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кӗрсе тухӗ. Анчах – Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ чухне кӑна. Шупашкартан кайнӑ чухне маршрут хальхи пекех пулӗ.

Троллейбус микрорайона «Ялав» пурӑнмалли комплекс патӗнчен кӗрсе Шупашкар проспекчӗпе кайӗ, «В. А. Галкин мусӑкҫӑ урамӗ», «Старт урамӗ», «А. М. Токарев мусӑкҫӑ урамӗ», «Г. А. Ефимов поэт урамӗ» чарӑнусенче чарӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывран ҫывӑх вӑхӑтра Венесулэлӑна самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Пассажирсене турттараканни Conviasa компани пулӗ. Вӑл ҫитес тапхӑр валли ятарлӑ ирӗк илнӗ.

Ҫӗнӗ маршрут Венесуэлӑпа Питӗр хулине ҫыхӑнтарӗ. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен усламҫӑсене те меллӗ пулӗ, ҫул ҫӳреме юратакансене те. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫей ҫыннисем Кӑнтӑр Америкӑна тӳрӗ рейспа ҫитейӗҫ.

Авиамаршрут уҫасси пирки Раҫҫейӗн тата Венесуэлӑн транспорт министрӗсем Андрей Никитин тата Рамон Веласкес тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/217439
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнче паян велосипедпа пынӑ 67 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх автоинспекцийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» машинӑпа пынӑ 58 ҫулти водитель ҫул хӗррипе кайнӑ чухне велосипедистка ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм аманнӑ, ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу больницине илсе ҫитернӗ.

Водитель акӑ епле ӑнлантарса панӑ: хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен машина еннелле пӑрӑннӑ. Ун ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе водителӗн хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивнӗ. Анчах пур-пӗрех водитель велосипеда кӑштах пырса ҫапнӑ. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15065
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Электросамокатпа ярӑннӑ арҫын ача машина айне лекнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире автомашина водителӗ айӑплӑ. Руль умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ.

Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче пынӑ чухне электросамокатпа пынӑ 11 ҫулти арҫын ачана асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Аманнӑ ачана Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
«Чеб.ру» сайтран илнӗ сӑн
«Чеб.ру» сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер ирхине Шупашкарта шыв турттаракан ГАЗель водителӗ ҫынна таптаса кайнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнче автовокзал патӗнче пулнӑ.

ГАЗель рулӗ умӗнче 29 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл ҫуран утакансем ҫӳрекен вырӑнта каялла каялла чакнӑ чухне 75 ҫулти арҫынна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Арҫын ӳксе машина айнех пулнӑ.

Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман – вӑл темиҫе сехетрен вилнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 200
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 29

1967
59
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ