|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ. Ҫӗмӗрле округӗнче 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Инкек ӗнер кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хули ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ каччӑ понтон кӗпер патӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ. Анчах пӗри вӑйлӑ шыв юххине пула вӑйран кайнӑ та путнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑна ҫитсен реанимаци тунӑ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ, кайран пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти тухтӑрсене пулӑшма Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем килнӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫамрӑка ҫӑлма май килмен. Палӑртса хӑварар: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра тӑватӑ ача путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Муркаш округӗнче 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине шывран тепӗр кунхине тин кӑларнӑ. Инкек Кӗҫӗн Чураш ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ. Унӑн виллине паян кӑна тупса кӑларнӑ. Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарман ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пиллӗкри ача чӳречерен персе аннӑ. Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе унти прокуратура тӗрӗслеме пуҫланӑ. Ача Совет урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт чӳречинчен, 4-мӗш хутран, персе аннӑ. Инкек пирки ирхи 9 сехет тӗлӗнче васкавлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ачана пульницӑна ӑсатнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек вӑхӑтӗнче ачан амӑшӗ килтех пулнӑ. Чӳречене москит сеткӑпа хупланӑ, ача унта пырса сӗвеннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Атӑлта «Валдай» теплоход кимӗпе пырса ҫапӑннӑ, пулӑҫ вилнӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Атӑлта «Валдай 45р-4» теплоход кимӗ ҫине пырса кӗнӗ. Инкек Чулхула облаҫӗнчи Павлов районӗнчи Погорелки ялӗ ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. «Павлово - Чулхула» маршрутпа пыракан теплоход пырса кӗрсен кимӗ ҫинчи пулӑҫ пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Халӗ ку пӑтӑрмах сӑлтавне яваплӑ органсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем экипажа хак парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк округӗнче пилӗк ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене Шупашкара Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Ку инкек Мӑн Ямаш ялӗнче паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫемье мунча кӗнӗ, ун хыҫҫӑн вара пӳртре кӑмака хутнӑ. Унпа вара чылай вӑхӑт усӑ курман, пӳртре сӗрӗм сарӑлнӑ. Шар курнӑ ачасенчен чи кӗҫӗнни – пилӗк ҫулта. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ачасем хӑйсене лайӑхрах туяҫҫӗ. Прокуратура ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следстви комитечӗ те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкар хулинче «Рено Логан» ҫӑмӑл машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа «Афанасьев урамӗ» чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӳлмек енчен пынӑ: вӑл тӑрук тротуар ҫине тухса кайнӑ та чарӑнӑва ишсе антарнӑ. Унта вара ҫав вӑхӑтра ҫынсем пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: руль умӗнче 18-ти каччӑ ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шел те, 63 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ, 61 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра каллех шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ хурлӑхлӑ хыпар. Пӑрачкав округӗнче арҫын путса вилнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех Никольски ялӗнче пулнӑ. Хайхи арҫын шыва кӗме ятарласа хатӗрлемен вырӑнта чӑмпӑлтатма шухӑшланӑ. Унта «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ та ҫакӑнса тӑрать. Анчах ку ӑна тытса чарман – вӑл шыва чӑмнӑ. Чӑмнӑ та каялла тухайман. Аса илтерер: пӗр кун маларах, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнче Улатӑр юханшывӗнче 38 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен хӑнана килнӗскер пулнӑ. Шыва кӗнӗ чухне арҫын ӳсӗр пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри фермерсене топливо ҫитмест иккен. Сӑмахран, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» предприятин саппас кирлинчен ҫурри таран ҫеҫ пур. Кун пирки МАХри «Первый чувашский» каналта пӗлтернӗ. Аграрисене топливо ӗҫҫи вӑхӑтӗнче уйрӑмах кирлӗ. Унсӑр хирте те ӗҫлеймӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра Муркаш округӗнчи Ярӑслав ялӗнче пушар алхасма тытӑннӑ. Тӗп урамри 1-мӗш ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ытти хваттерсенче пурӑнакансем ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра хваттер хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫын. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пушар тухнӑ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртма судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() srgazeta.ru сайтри сӑн Шупашкар хулинчи хваттере аҫа ҫапнӑ. Ку инкек ӗнер Чернышевский урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пулнӑ Аҫа ҫапсан хветтерте пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 1951 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра ҫичӗ пушар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
