Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Мускав хулинче пурӑнакан чӑваш арӗ Мускав мэрӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пек маттур вӑл – Шупашкар округӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Степанов.

Палӑртса хӑварар: Евгений И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, пӗр вӑхӑт телекуравра ӗҫленӗ. Кайран Мускава куҫса кайнӑ, унта туристсем валли экскурсисем йӗркелеме тытӑннӑ. Халӗ ӑна ытларахӑшӗ «Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳретпӗр» проект авторӗ пек пӗлеҫҫӗ.

Евгений Степанова туризма аталантарнашӑн тата хӑйен проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн Мускав мэрӗ премипе чысланӑ.

Саламлатпӑр ентешӗмӗре!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19718
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Петр Леонтьев Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ, анчах пурнӑҫӗн пысӑк пайне Калмӑк Республикинче пурӑнать. Вӑл ҫак кунсенче 101 ҫулхине паллӑ тунӑ.

Ҫуралнӑ кунпа саламлама ӑна Чӑваш Енри хӑнасем те килнӗ, наци костюмне тата чӑваш галстукне парнеленӗ. Ҫавӑн пекех хӑнасем Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн Сергей Артамоновӑн Тав ҫырӑвне илсе килнӗ.

Петр Леонтьевич ҫамрӑк чухне хӳтӗлев сооруженийӗсенче ӗҫленӗ, 1943 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Вӑл Беларуҫе, Литвана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Германие ҫитнӗ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Калмӑк Республикин строительствине 40 ҫул хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31588
 

Персона
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫитес ҫул паллӑ ӑсчах Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗҫ.

Геннадий Никандрович ятне пирӗнтен чылайӑшӗ аван пӗлет. Унӑн этнопедагогикӑпа ҫырнӑ кӗнекисенчи тарӑн шухӑша пирӗн ҫултисенчен чылайӑшӗ кукамӑшӗ-асламӑшӗсенчен ӑша хывса ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ, шурсухалсем ӗлӗк те тӗрлӗрен пулнӑ. Анчах анлӑ шухӑшлавлисем, сӑмаха виҫсе шутласа калаканнисемпе пӗр килте ӳснисем ваттисен кашни сӑмахӗ ахах евӗр иккенне аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май тӗп мероприятисен планне хатӗрлӗҫ. Кун пек мероприятисене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене те ирттерме сӗннӗ.

Ятарлӑ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Персона
21.mchs.gov.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
21.mchs.gov.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Георгий Хавал (01.05.1941–27.09.2026) ҫыравҫӑна, пушар хуралӗн ветеранне, юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Хурлӑхлӑ хыпара эпир Лидия Филиппова публицист тата журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

«Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ самантлӑх ҫеҫ... Пирӗнтен тепӗр тус тата ӗҫтеш, Георгий Фадеев, литературӑри псевдонимӗ Георгий Хавал уйрӑлса кайрӗ», — хурланса хыпарланӑ Лидия Ивановна.

Георгий Андреевичпа паян 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртри сывпуллашу залӗнче (унта общество транспорчӗпе ҫитес тесен «Республикӑн клиника больници» чарӑнура анса юлмалла) сывпуллашӗҫ. Унтан ӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасси Чурачӑк ялне илсе кайӗҫ. Унта вӑл ӗмӗрлӗх канӑҫне тупӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall270168791_3400
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ Нурулла Резяпов 102 ҫул тултарнӑ.

Нурулла Велиуллович ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, кунтах ӗмӗрне ирттерет. Вӑл 1942 ҫулта салтака кайнӑ, ҫар тивӗҫне Амур облаҫӗнче пурнӑҫланӑ, кайран Совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван ялне 1947 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ.

Нурулла Велиуллович хӑйӗн ӗмӗрӗнче платникре ӗҫленӗ, колхозра та тӑрӑшнӑ, склад заведующийӗ те пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ахаль ларман вӑл — 20 ҫул ытла пульницӑра завхозра ӗҫленӗ.

Хисеплӗ Нурулла Велиулловича саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19713
 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Чӑваш Республикинчи пушарнӑй Александр Матвеев ҫынна, хӑйӗн ентешне, ҫулӑм ӑшӗнчен илсе тухнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫӗрле Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ун чухне 15-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн командирӗн Александр Матвеевӑн канмалли кун пулнӑ, вӑл килте ҫывӑрнӑ. Ялта инкек пирки ӑна юлташӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр вырӑна ҫитнӗ, лару-тӑру мӗнле пулнине хакланӑ.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ шалта ҫын пулнине пӗлтернӗ. Александр Матвеев вырӑна подразделени килессе кӗтмен – ҫунакан ҫурта кӗнӗ. Унтан вӑл кил хуҫине илсе тухнӑ. Кил хуҫипе пӗрле пӗлӗшӗ те урама тухнӑ.

Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Ҫулӑма кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман.

 

Персона
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн пабликинчи сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн пабликинчи сӑнӳкерчӗк

Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Канаш хулин хисеплӗ ҫынни Владимир Григорьев куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Владимир Яковлевич 98-мӗш ҫулпа пынӑ.

Владимир Яковлевич — чӑваш спортӗнче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Вӑл ҫуллӗ шайри спорстменсене сахал мар вӗрентсе кӑларнӑ. Унӑн воспитанникӗсен шутӗнче: спортӑн хӗллехи енӗсем енӗпе Олимп чемпионӗ пулса тӑнӑ Владимир Воронков; СССР чемпионки Дина Григорьева; вӑл йӗлтӗр спорчӗ тата биатлон енӗпе 50 ытла спорт мастерне хатӗрленӗ.

Владимир Григорьев 67 ҫул тренер, унсӑр пуҫне тата 40 ҫул спорт шкулӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.

Шупашкарти Олимп резеврӗн 2-мӗш шкулӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Яковлевич ачасемшӗн ӑҫлӑ-тӑнлӑ наставник, чӑнлӑха мала хуракан ертӳҫӗ тата ҫывӑх ҫын пулнӑ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев ҫуралнӑранпа 87 ҫул ҫитнӗ.

Ун пирки вӑл нумай ҫул ӗҫленӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче «Чаплӑ актёр, тарӑн шухӑшлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ режиссёр, пултаруллӑ сценограф тата ӑслӑ педагог. Валерий Яковлев хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Чӑваш театрне халалланӑ. Аслӑ маҫтӑрӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн чӗрере», – тесе ӑшшӑн аса илсе халӑх тетелӗнчи пабликра пост вырнаҫтарнӑ.

Паян культура учрежденийӗнче сцена ҫине Валерий Яковлев лартнӑ «Ялта» спектакле кӑларнӑ.

Валерий Николаевич актер тата режиссер 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_15231
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин кинора мӗнле ӳкерӗнме пуҫалнине «Сноска» проекта панӑ интервьюра каласа кӑтартнӑ.

Ача чухне вӑл сӑвӑсем вуланӑ, КВНа хутшӑннӑ. 9-мӗш класс хыҫҫӑн культура училищне вӗренме кӗнӗ, кайран Мускава кайнӑ. ВГИКа вӗренме кӗнӗ чухне ӑна чӑвашла юрлама ыйтнӑ. Владимир анне пирки юрлама тытӑннӑ. Анчах юрӑ сӑмахӗсене веҫех пӗлмен – шухӑшласа кӑларма тивнӗ. Паллах, комисси членӗсем ӑнланман. Ӑна вӗренме илнӗ. Каярахпа вӑл Щепкӑна вӗренме кӗнӗ.

Халӗ пирӗн ентеш Пӗчӗк театрта вылять. Владимир «Ландыши» сериалта Демьян рольне выляса чапа тухнӑ. Проекта вӑл ӑнсӑртран лекнӗ – «Мосфильмра» пӗлӗш кастинг-директора тӗл пулнӑ.

Владимир Тяптушкин тӑван тӑрӑхне килсех ҫӳрет, унӑн юратнӑ вырӑнӗ – Аслӑ Таяпа.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31506
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Республикӑра пурӑнакан тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан Татьяна Сычева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ

Татьяна Александровна кунта ҫуралман, вӑл Волгоград облаҫӗнчи Соленое Займище ялӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14 ҫулти хӗрача пулнӑ.

Ун чухне хӗр шкула каяс вырӑнне Аҫтӑрхан облаҫне ҫул тытнӑ. Унта пулӑ тытнӑ, кайран ӑна фронта ӑсатнӑ.

1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. Кунта парти обкомӗнче, Министрсен Канашӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Татьяна Александровна хыҫа пӗр ӗмӗр хӑварнӑ пулсан та аптӑрамасть: хӑйех утса ҫӳрет, анчах хӑлхи япӑхрах илтет. Халӗ ӑна юратнӑ мӑнукӗ пӑхса пурӑнать.

Чун-чӗререн саламлатпӑр Татьяна Александровнӑна!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19671
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ...231
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 29

1906
120
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
93
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та