Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрне округӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче пурӑнакан Зоя Леонтьева 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – тыл ӗҫченӗ, вӑрҫӑ ачи.

Зоя Алексеевна колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ, ҫӑкӑр хакне мӗн ачана пӗлнӗ. Тӑватӑ класс вӗренсен текех шкула каяйман вӑл – кӗҫӗннисене, шӑллӗсене, пӑхма тивнӗ. Ашшӗ фронта кайнӑ, аслӑ хӗрӗн амӑшне пулӑшмалла пулнӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл «Прогресс» колхозра ӗҫленӗ, кайран «Выльский» совхозра та вӑй хунӑ. Ытларах вӑл хӑмла туса илессипе ӗҫленӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19133
 

Персона

Вӑл упӑшкипе 71 ҫул пурӑннӑ, ҫак кунсенче вара 96 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Канаш хулинче пурӑнакан Галерия Пузырева пирки.

Галерия Александровна Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Кавал ялӗнче ҫуралнӑ. 17 ҫулта вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран участокри пульницӑра вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн 40 ытла ҫул СМП-541 организацире тӑрӑшнӑ, унта штукатур-маляр пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ – 44 ҫул. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ.

Упӑшкипе Кузьма Петровичпа пӗрле вӗсем тӑватӑ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑрӑм ӗмӗрлӗ Галерия Александровна ачисемпе, мӑнукӗсемпе тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_19116
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче пурӑнакан Валентина Тихоновӑна «Анне» паллӑпа чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Валентина Евгеньевна мӑшӑрӗпе пилӗк ача ӳстерет. Виҫӗреш ҫуратнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫемье ача пахчи уҫнӑ. Кун пекки республикӑра пӗрремӗш хут пулнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗ пур. 2025 ҫулта вара Тихоновсем «Ҫулаталӑкри ҫемье» конкурсра «Ылтӑн ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.

Аса илтерер: «Анне» палла Чӑваш Енре 2017 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑра 10 ҫулран сахалрах мар, пилӗк е ытларах ачана воспитани паракан хӗрарӑмсене параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2126003194_gos2
 

Персона

Чӑваш Енри киберспортсмен, Дмитрий sh1ro Соколов, авланнӑ. Вӑл – 24 ҫулта.

Дмитрипе София утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Вӗсем туй тӑвиччен 3 ҫул туслӑ ҫӳренӗ. София Аляшева Анат Камӑра ҫуралнӑ, вӑл 22 ҫулта. Хӗр Чӗмпӗр университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.

Дмитрий Соколов Шупашкарта 2001 ҫулта ҫуралнӑ. 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл Раҫҫейри Gambit Youngsters ҫамрӑксен командине кӗнӗ. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче командӑна Америкӑри организаци туяннӑ.

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Дмитрий sh1ro Раҫҫейри Team Spirit организацие куҫнӑ. Ҫӗнӗ командӑпа вӑл тӑхӑр турнирта ҫӗнтернӗ.

Умлӑн-хыҫлӑн пилӗк ҫул sh1ro CS енӗпе тӗнчери чи лайӑх 10 вӑйӑҫӑ йышне кӗнӗ. Унччен Раҫҫейри пӗр ҫын та ун пеккине тӑвайман.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан Антонина Васильевна Миллина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Антонина 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл колхозра ӗҫленӗ, унтан юстици тытӑмӗнче вӑй хунӑ: малтан – прокуратурӑра, унтан район судӗнче. Унта вӑл 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна патшалӑх тата ведомство наградисене панӑ. Унӑн «Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пур.

Паянхи кун унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем. Пурте ӑна юратаҫҫӗ, лайӑх пӑхаҫҫӗ.

 

Персона
"Чувашская Республика" пабликри сӑнӳкерчӗк
"Чувашская Республика" пабликри сӑнӳкерчӗк

Улатӑр районӗнче пурӑнакан Таисия Кожинова матрос-моторист пулса ӗҫленӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, унӑн професси уявӗ пулнӑ: Юханшыв тата тинӗс флотӗнче ӗҫлекенсен кунӗ. Ҫавна май ун ҫинчен республикӑн влаҫ органӗсен халӑх тетелӗнчи страницинче каласа кӑтартнӑ.

Таисия Кожинова кимӗ-карап романтикине хӑйӗн пурнӑҫӗн 40 ытла ҫулне халалланӑ.

Унӑн упӑшки капитан пулнӑ. Вӑл шыва юратма матросссемпе штурмансене ҫеҫ мар, хӑйӗн мӑшӑрне те хӑнӑхтарнӑ.

Ҫапла вара ҫамрӑк хӗрарӑм «Ядрин» (чӑв. Етӗрне) теплоход штрувалӗ умне тӑнӑ. Матрос-моторист профессине алла илсе хӗрарӑм упӑшкипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи юханшывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ. Вӗсен рейсӗсем двигатель шавӗпе ҫеҫ мар, балалайкӑпа калакан такмаксемпе те тулнӑ. Мӑшӑр юрра-кӗвве юратнӑ.

Таисия Яковлевна хӑйсен экипажне Андриян Николаев, Валерий Быковский, Валентина Терешкова космонавтсене те турттарма шаннине паян та ӑшшӑн аса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_113990
 

Персона
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри философ Питӗрти конгреса хутшӑннӑ. Кун пирки эпир хулари ветерансен канашӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Януш Корчак премийӗн лауреачӗ Нина Димитриева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Сӑмах Эрбина Никитина пирки пырать. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери философи конгресне хутшӑннӑ. Унтан килсен, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Эрбина Витальевнӑпа Чӑваш Енӗн наци конгресӗ тӗлпулу йӗркеленӗ.

Философи дискусси клубне тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тата тӗрлӗ темӑпа кӑсӑкланакансем пуҫтарӑннӑ.

«Клуб ларӑвӗ яланхиллех ӑшшӑн тата яланхиллех хӗрӳ иртрӗ. Эрбина Витальевнӑна итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Нина Ивановна.

 

Персона
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Александр Насекин художника патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Раҫҫейри художниксен союзӗн членне Александр Насекина литературӑпа ӳнер енӗпе 2025 ҫулшӑн патшалӑх премийӗ пама йышӑннӑ. Кун пек чыса пултарулӑх ҫынни «Сувары» (чӑв. Суварсем) ярӑмпа ӗҫсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ.

Александр Насекинӑн графика ӗҫӗсен ярӑмӗ иртнипе паянхи куна ҫыхӑнтарать, наци характерне, культурине, халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса парать.

«Сувары» мифологи ярӑмӗ оригиналлӑ 10 листран тӑрать иккен. Вӗсене художник акрил сӑрӑпа ӳкернӗ.

Ӗҫсенче чӑн пурнӑҫпа метафора пӗрлешсе каяҫҫӗ.

Костюм, тӗрӗ, керамика тата литература сӑнарӗсем урлӑ художник культура астӑвӑмӗн пуянлӑхӗ пирки шухӑшлать, наци темине хальхи вӑхӑтри ӳнер урлӑ уҫса парать.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗнче спектакльти самант
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗнче спектакльти самант

РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева сцена ҫине тухнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ.Ку вӑл 65 ҫул чӑннипех те сумлӑ, тивӗҫлӗ дата. Чӑн-чӑн професси сцени ҫинчи кун-ҫул вӑл. Пӗр-пӗр эстрада артисчӗ эп 5 ҫултан сцена ҫинче тесе каланӑ йышши мар. 1961 ҫулта Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнчен вӗренсе тухса профессилле артист пулса тӑнӑранпах вӑл куракансене хӑйӗн тапса тӑракан ӑшӑлӑхӗпе, сценӑна юратнипе, кашни сӑнара чӗре витӗр кӑларнипе тыткӑнлать. Кулӑшла роль-и вӑл, е чуна ҫурасла ыраттаракан йывӑр шӑпаллӑ ҫын-и — пурне те Нина Яковлева ӗнентерӳллӗ калӑплать.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль кӑтартнӑ. Унта Нина Яковлева тӗп роле, Ҫирахви карчӑка, вылять. Спектакль умӗн артиста театр директорӗ Елена Николаева ӑшшӑн саламланӑ.

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

«Трактор савучӗсем» концернра ӗҫлекен Мария Васильева «Пуласлӑх инженерӗсем – 2026» форумра «Форум мисӗ» конкурс финалне тухнӑ.

Ҫапла вӑл техника профессийӗнче тӑрӑшакан хӗрсемпе хӗрарӑмсем чертеж хӑми умӗнче кӑна мар, сцена ҫинче те пултаруллӑ пулнине кӑтартнӑ. Конкурсҫӑсем пултарулӑх номерне кӑтартнӑ, жюри пайташӗсем промышленность тата технологисем пирки панӑ ыйтусене хуравланӑ. Жюри техника заданийӗсене мӗнле пурнӑҫланине мар, конкурсҫӑсем хӑйсене халӑх умӗнче мӗнле тыткаланине, хӑвӑрт шухӑшлама пӗлнине, креативлӑха хакланӑ.

Мария Васильева пӗтӗм задание ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа финала тухнӑ. Кулиса хыҫӗнче ӑна савутри ӗҫтешӗсем хавхалантарса тӑнӑ.

Мӗнех, ӑнӑҫусем сунатпӑр Мария Васильевӑна финалта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29999
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...224
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть